Открытый урок в 6 классе по теме: «Готовим новое блюдо.Форшмак.»
Урок теми:"Çĕнĕ апат хатĕрлеме вĕрентĕмĕр.Форшмак."
Тĕллевĕсем: 1)çĕнĕ апат хатĕрлеме вĕрентесси;
2)чаваш апачĕсене аса илесси, вĕсен рецепчĕсемпе
паллашасси;
3)ачасен калаçу чĕлхине аталантарассипе малалла
ĕçлесси.
Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор,экран,урок
темипе хатĕрленĕ слайдсем¸словарь ĕçĕ
валли çырнă çĕнĕ сăмахсем,
ÿкерчĕксем.
Аталантару тĕллевĕсем: ачасен çыхăнуллă пуплевне,
шухăшлавне, илемлĕ вулав
хăнăхавĕсене аталантарасси.
Воспитани тĕллевĕсем: чăваш апатне хисеплеме, юратма
вĕрентесси.
Урок тĕсĕ:çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок.
Урок эпиграфĕ: Апатран аслă пулаймăн.
Урок юхăмĕ:
1.Класа йĕркелесси.
- Ырă кун пултăр,ачасем!
- Ырă кун пултăр,вĕрентекен!
«Урокра» юрра юрлани.
2.Пулев хăнăхтаравĕ.
1)Дежурнăйпа калаçни.
-Класра паян кам дежурнăй? Паян класра кам çук? Паян
мĕн кун?Ĕнер мĕн кун пулнă? Ыран мĕн кун пулать? Паян
миçемĕш число?
2)Çанталăка сăнани.
Пĕр ача вĕрентекен ыйтăвĕсене хуравлани.
3. Фонетика хăнăхтарăвĕ.
Ă-ăх-лайăх, Ӱ-ӱр-ан ӱркен.
Ĕ-ĕç-ĕçле, Ĕçле,ĕçле,ĕçле çи,
Ç-çи-ан та çи, Ĕçлемесен ан та çи.
Ĕç тĕсĕ:вĕрентекен -хор.
4.Урокăн темипе,тĕллевĕсемпе, эпиграфĕпе паллаштарни.
- Апатран аслă пулаймăн.
Паян эпир урокра чăваш апачĕ çинчен калаçăпăр,вĕсен рецепчĕсемпе паллашăпăр, форшмак тума вĕренĕпĕр.
5. Килти ĕçе тĕрĕслени:
«Ирхи апат» темăпа пĕчĕк калав çырмалла пулнă,халĕ ăна
тĕрĕслĕпĕр.
6.Текстпа ĕçлени.
1)Словарь ĕçĕ. Çĕнĕ апат- новое блюдо
Пирĕн пата-к нам
Иксĕмĕр-вдвоём
Апата чĕн-приглашать к столу
Çăкăр çине сĕр-намазать на хлеб
Астив-пробовать
Хатĕрлеме ансат-готовить легко
Йĕтĕрне çăрмалла-надо размять скалкой
Ĕç тĕсĕ: вĕрентекен-хор.
2)Кăтартуллă вулав (пуçламăшне учитель вулать,малалла-
ачасем вулаççĕ,куçараççĕ).
3) Текста ăнланнине тĕрĕслени.
- Эсир форшмак çисе курнă - и?
7. "Форшмак" видеофильм пăхасси (интернетран)
8. "Форшмак" ятлă хамăр ÿкернĕ (6 класс)
видеофильм пăхасси.
Тест ирттересси (компьютерпа)
1. Форшмака мĕнрен тăваççĕ?
а) пулăран а) çăнăхран б) какайран
2. Форшмак валли мĕнле çу кирлĕ?
а) типĕ çу а) услам çу б) олива çăвĕ
3. Форшмак валли мĕнле пулă кирлĕ?
а) карп а) çăрттан б)селедка
4. Форшмака мĕнпе çăрмалла?
а) кашăкпа а) йĕтĕрпе б) çăпалапа
10. Кану саманчĕ (физкультминутка)
1,2 - эп тăратăп
3,4 - ал çупатăп
5,6 - эп утатăп
7,8 - эп чупатăп
9,10 - эп ларатăп
11. Халĕ эпир чăваш апачĕсене аса илĕпĕр,
вĕсен рецепчĕсемпе паллашăпăр.
"Чăваш апачĕ" тесен мĕнле сăмахсем аса
килеççĕ ? (ачасем ответлеççĕ) Халĕ эпир
кроссвордпа ĕçлĕпĕр.
1) Ватрушка с начинкой - пÿремеч
2) Печенье в виде шариков - йăва
3) Маленькие пирожки с начинкой - хуран кукли
4) Суп из внутренностей - шÿрпе
5) Клецки - салма
6) Лепешка - пашалу
7) Мясное блюдо из баранины - шăрттан
8) Блюдо из творога - чăкăт
9) Блины - икерчĕ
2)Чăваш апачĕн рецепчĕсенче паллашасси.
(шÿрпе, хуплу, шăрттан)
12. Урока пĕтĕмлетни - Ачасем, сире паянхи урок
килĕшрĕ - и? Паян урока мĕн куртăр? Çĕннине
мĕн пĕлтĕр?
Ачасен ĕçне хаклани
Киле ĕç пани ( 4-ĕç, стр 117 )
15) Урока вĕçлени.