kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Пурăн, çут çанталăк!

Нажмите, чтобы узнать подробности

Урок чувашского языка в 7 классе русскоязычной школы по теме "Пурăн, çут çанталăк!" посвящен Году экологии

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Пурăн, çут çанталăк!»

Учитель – Егорова Надежда Николаевна

Образовательное учреждение – Козловская средняя общеобразовательная школа № 2» г. Козловка Чувашской Республики

Урок теми: Пурăн, çут çанталăк! (Вырăс шкулĕн 7-мĕш класĕнче ирттернĕ урок)

Урок тĕллевĕсем:

Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем

Права

– вĕренÿ планне кĕрекен ытти предметсем пекех чăваш чĕлхи ачана тĕрлĕ енлĕн аталанма, тĕрлĕ çитĕнÿ тума пулăшнине ăнланма хăнăхтарни;

Тĕллевпе тупсăм

– тĕллевсем лартса йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентни;

Моральпа этика

– тепĕр çынпа пĕр тан шайра, ăна хисеплесе хутшăнма, хутшăнура çураçулăх туйăмне сыхласа хăварма хăнăхтарни;

- тавралăха юратма, уншăн тăрăшма, ăна упрама сĕнесси

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем

Йĕркелÿ

– ĕçĕн тĕллевне лартма хăнăхтарни;

– тĕллеве тĕрлĕ енлĕн пурнăçлама хăнăхтарни;

– харпăр хăй ĕçне планлама вĕрентни;

– ĕç йĕркине, ăна пурнăçлама кирлĕ мелсемпе майсене тупма хăнăхтарни;

– ĕçе тунă май вăхăтпа пĕлсе усă курма хăнăхтарни;

– тунă ĕçе пĕтĕмлетме хăнăхтарни.

Хутшăну

– хутшăнура пĕр-пĕрне итлесе илтме хăнăхтарни;

– хутшăнура тĕрлĕ роль калăплама пултарнине аталантарнии (ыйту паракан, хуравлакан, итлекен, канашсемпе сĕнÿсем илекен е паракан);

– харпăр хăй шухăшне палăртса ăнлантарма, шухăша тĕрĕс те уçăмлă, çыхăнуллă каласа пама вĕрентни;

– ушкăнпа килĕштерсе ĕçлеме хăнăхтарни;

– çынсем тĕрлĕрен шухăшлама пултарнине ăнланма, ытти çынсен шухăшне хисеплеме хистени;

– харпăр хăйĕн тата пĕрле вĕренекенсен йăнăшĕсене курма, ăнлантарма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма хăнăхтарни;

– харпăр хăйĕн тата ыттисен ĕçне хаклама вĕрентни.

Информаци

– пĕр харăс темиçе информаци çăл куçĕпе (вĕренÿ кĕнекипе тата словарьпе, текстпа тата ун патне панă сăмах майлашăвĕсемпе ĕçлеме хăнăхтарасси;

– урокра туяннă пĕлÿпе, пурнăç опычĕпе усă курса панă ыйтусене хуравлама вĕрентни;

– шыравра танлаштару, пĕрлештерÿ, уйăру, çыхăнтару мелĕсемпе усă курма вĕрентни;

– япаласемпе пулăмсене тишкерме, тишкерÿ тăрăх пĕтĕмлетÿ тума вĕрентни;

– лартнă тĕллев патне тĕрлĕ майпа пыма хăнăхтарни.

Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем

Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнаху ĕçĕ-хĕлĕ

– каланине çирĕплетме е хирĕçлеме, хак пама вĕрентни;

– учителĕн пуплевне итлесе ăнланма хăнăхтарни;

- чăваш чĕлхинчи глаголсен хушу наклоненийĕн çуклă формипе пуплевре усă курма хăнăхтарни;

- тăван тавралăхпа çут çанталăк çинчен каласа пама хăнăхтарни;

– илтни, вулани е калани çинчен хăй шухăшне кĕскен палăртма хăнăхтарни;

– текст стильпе жанр енчен мĕнле пулнине вулавăн тĕрлĕ тĕсĕпе (паллашмалла вулани, тишкерÿллĕ вулав, шыравлă вулав) усă курма хăнăхтарни;

– вуланă текстăн тĕп шухăшне палăртма вĕрентни;

– вулани пирки харпăр хăй шухăшне палăртма хăнăхтарни;

– вĕреннĕ сăмахсене (ытларах активлă словарьтисене) çыру тата калаçу пуплевĕнче курса е илтсе ăнланма, вĕсемпе вырăнлă усă курма хăнăхтарни;

Вĕрентÿ хевти-талпăнавĕ

- текста вуласа тухсан ачасем хăйсен кăмăлне палартни.

9. Курăмлăх хатĕрĕсем – ÿкерчĕксем, презентаци, „Пазл” вăйă, буклет валли хатĕрленĕ материал, карточкăсем.

10. Кăтарту хатĕрĕсем - компьютер, презентаци, мультимедиапроектор, Интернет-ресурс, слайдсем, чăвашла-вырăсла словарьсем

Çĕнĕ сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсем: упра, тивĕç, халăх, пĕрлеш, сыхла, çÿп-çап, наркăмăшлă япаласем, варала, пăхăн, хăрушлăх, çăтса яр, тимĕр шапа, ывăт, кĕреш

Урок юхăмĕ

  1. Класа урока йĕркелени

Шăппăн ларăр,

шăппăн ларăр,

Урок пырать ку класра.

Эп вулатăп, эп çыратăп

Калаçатăп чăвашла.

1) Сывлăх сунни:

- Ырă кун пултăр ачасем! Кăмăлăрсем аван-и? Ĕçлеме хатĕр-и?

2) Ушкăнпа ĕçлени. Вăйă «Пазл» пуçтарни.

- Чтобы мы хорошо поработали, нужно нам разделиться на 3 группы. Для этого каждый возьмите по кусочку пазла и соберите целую картинку (ушкăнпа ĕçлени)

- Что же получилось? (ачасен ĕçĕсем- çурхи уйăхсен ÿкерчĕкĕсем)

- А теперь сядьте за соответствующий стол (на столе надписи «май - Çу уйăхĕ», «апрель – ака уйăхĕ», «март – пуш уйăхĕ») (1-мĕш № хушса пани)

II Кăсăклантарни.

1)Урок эпиграфĕпе паллашни.

Çакă çутă тĕнчере Нет сильнее человека

Вăйли çук та этемрен: Во вселенной никого:

Шывсем çинче, çĕр çинче Он на суше и на водах

Хуçа пулса вăл тăрать. Стал хозяином всего

(К.В. Иванов) . (П.П. Хусанкай)

2) Урок темине палăртни.

- Эпир паян урокра мĕн çинчен калаçатпăр-ши? Мĕнле шутлатăр? Ăна пĕлес тесен ĕç тăвас пулать. Урок темине палăртатпăр.

У

Ă

П

Р

Н


Т

Ç

У


Т

Л

А

К

Н

А

Ç

Ă

!

2

4

1

3

5


8

6

7


12

14

10

16

11

13

9

15

17

Пурăн, çут çанталăк!

3) Калаçу ирттерни. Калаçнă май кластер туса пыни.

-Халĕ çут çанталăк çинчен калаçăпăр. Çут çанталăк тесе мĕне калаççĕ? (ачасен хуравĕсем)

-Çут çанталăка миçе ушкăна пайлаççĕ? Мĕнле ушкăнсем? (ачасен хуравĕсем)

-Чĕрĕ çут çанталăк шутне мĕн-мĕн кĕрет? (ачасен хуравĕсем, хуравĕсемпе кластер тултарни)

- Чĕрĕ мар çут çанталăк шутне мĕн-мĕн кĕрет? (ачасен хуравĕсем, хуравĕсемпе кластер тултарни) 2-мĕш № хушса пани



çут çанталăк













-Ребята, как вы думаете, почему эта тема особенно важна в этом году? С чем эта тема связана? (2017 год – год экологии)

  1. Темăпа ĕçлени

1)Словарь ĕçĕ

Упра – беречь пăхăн – придерживаться, соблюдать

Тивĕç – долг, обязанность хăрушлăх – опасность

Халăх – народ çăтса яр – проглатывать

Пĕрлеш – объединяться тимĕр шапа – черепаха

Сыхла – оберегать ывăт – выкидывать

Çÿп-çап – мусор кĕреш – бороться

Наркăмăшлă япаласем – ядовитые отходы

Варала - засорять

  1. Текстпа паллашни. (Ачасем хăйсем тĕллĕн вуласа паллашаççĕ)

Çут çанталăк – пирĕн пуласлăх

Çут çанталăка упрасси – кашни çыннăн тивĕçĕ. Çак тивĕçе пурнăçлас тесен тĕнчери пур патшалăхăн, халăхăн пĕрлешсе ĕçлемелле. Çут çанталăка сыхлас тĕллевпе тĕрлĕ организаци вăй хурать. Вĕсенчен чи палли – «GREENPEACE» (Гринпис – Ешĕл хунав). Çак организаци çĕр çинчи ÿсен-тăрана, чĕр чунсене упрас тĕллевпе ĕçлет, тавралăха çÿп-çаппа, производствăн наркăмăшлă япалисемпе вараланине хирĕç хастаррăн кĕрешет.

Кашни çын кунсеренех мĕн те пулин хăйне кирлĕ мар япала кăларса ывăтать. Экологсем палăртнă тăрăх, çулталăкра пĕр çын пуçне 800-900 килограмм çÿп-çап пухăнать.

Этеме пула юхан шывсемпе тинĕссем кăна мар, океан та вараланать. Тинĕсри тимĕр шапасем шывра полиэтилен хутаçсене медузăсем вырăнне хурса çăтса яраççĕ, çавна пула чирлеççĕ, вилеççĕ иккен. Океан нефтьпе вараланнă пирки вĕтĕ пулăсем пĕтеççĕ. Çавăнпа пулă йышĕ чакать. Хăшпĕр пулăсем пачах пĕтес хăрушлăх та пур.

Çĕр çинче çут çанталăк пĕтсен пурнăç та пĕтет. Вăрмансене касса пĕтерни, çÿп-çап куписем ÿссе пыни – пысăк хăрушлăх палли. Этемлĕх пуласлăхĕ çут çанталăкпа тачă çыхăнса тăрать. Çут çанталăкăн хăйĕн йĕрки, çирĕп саккунĕсем пур. Вĕсене пирĕн пăхăнса пурăнмалла.

  1. Текста ăнланнине тĕрĕслени.

- Вуланă текст тăрăх панă предложенисем содержанийĕпе тĕрĕс-и е тĕрĕс мар-и? –

    • Çут çанталăка упрасси – патшалăх влаçĕн тивĕçĕ. Тĕрĕс-и?

    • «GREENPEACE» организаци çĕр çинчи ÿсен-тăрана, чĕр чунсене упрас тĕллевпе ĕçлет. Тĕрĕс-и?

    • Çынсем пулă нумай тытнипе хăш-пĕр пулăсем пачах пĕтес хăрушлăх пур. Тĕрĕс-и?

    • Çĕр çинче çут çанталăк пĕтсен те пурнăç пĕтмест. Тĕрĕс-и?

    • Çут çанталăкăн хăйĕн йĕрки, çирĕп саккунĕсем. Тĕрĕс-и?

    • Çут çанталăкăн саккунĕсене пăхăнмалла мар. Тĕрĕс-и?

  1. Кану саманчĕ

Çÿп-çап пуçтаратпăр, Урапа таптатпăр,

Михсем ăшне хуратпăр, Шывпа шăваратпăр.

Урамсене шăлатпăр, Ÿсчĕр пирĕн йывăçсем

Йывăçсем ларатпăр, Савăнтарччĕр çынсене.

  1. Грамматика материалĕпе ĕçлени.

1)Глаголсене кирлĕ формăра латса çырса илни (карточкăпа ĕçлени)

Кĕленче ванчăкне шыва та, çул çине те, çĕр çине те ан … . Вăл шывра та, çĕрте те çĕрмест. Шыв – çут çанталăк пурлăхĕ. Çын вараламасан юхакан шыв хăвăртрах … . Юхман шыв час … .

Усă курмалли сăмахсем: пăрах, варалан, варала, тасал.

2) Творчество ĕçĕ. «Пурăн, çут çанталăк!» буклет тăвасси

(Класс 3 ушкăнпа ĕçлет. Пĕремĕш ушкăнĕ хуплашкине йĕркелет. Иккĕмĕш ушкăнĕ ваттисен сăмахĕсем страница йĕркелет. Виççĕмĕш ушкăн - сĕнÿ тексчĕ пуçтарать)( 3-мĕш № хушса пани)

  1. Пĕтĕмлетÿ. Рефлекси

Хамăр ĕçе пĕтĕмлететпĕр:

  • Эпир мĕнле ĕçлерĕмĕр? (ачасен хуравĕсем)

  • Йăнăшсем турăмăр-и? (ачасен хуравĕсем)

  • çĕнни мĕн пĕлтĕр? (ачасен хуравĕсем)

  • çут çанталăка эсир мĕнле сыхлăр? (ачасен хуравĕсем)

  • Çут çанталăка упрас тесен эсир мĕн тунă пулăттăр? (ачасен хуравĕсем)





1-мĕш № хушса пани























2-мĕш № хушса пани

Чĕр чун, ÿсен-тăран, кайăк-кĕшĕк, хурт-кăпшанкă, этем; хĕвел, çĕр, сăрт-ту, шыв-шур, сывлăш, пĕлĕт, уйăх, çăлтăрсем.

3-мĕш № хушса пани





Ваттисен сăмахĕсем:

  • Çăла ан сур – хăвнах ĕçмелле пулĕ (Не плюй в колодец – пригодиться воды напиться)

  • Пĕр йывăç касрăн – икĕ йывăç ларт ( Срубил одно дерево – посади два)

  • Темле пысăк юхан шыв та пĕчĕк шывран пуçланать (Любая большая река начинается с маленькой)

  • Таса çăлра – таса шыв (В чистом колодце – чистая вода)

  • Çут çанталăкри кашни вăхăтăн хăйĕн илемĕ (У природы все погоды благодать)

  • Шыва варалани хамăрах инкек кÿрет (Загрязнение воды самим приносит вред)



Чĕнÿ, сĕнÿ

  • Çут çанталăк – пирĕн кил. Ăна упра тата сыхла.

  • Ÿсен-тăрана ан пĕтер, чĕр чунсене ан вĕлер.

  • Шыва, сывлăша, тăпрана ан варала.

  • Ниçта та хăв хыççăн çÿп-çап ан хăвар.

  • Наркăмăшлă кăмпасене тапса ан ывăт, чĕр чунсерне вĕсем сиплĕ.

  • Çут çанталăкăн тусĕ пул!




Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 7 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
Пурăн, çут çанталăк!

Автор: Егорова Надежда Николаевна

Дата: 21.09.2017

Номер свидетельства: 429173

Похожие файлы

object(ArrayObject)#861 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(102) "«Авалхи ч?вашсем т?нчене м?нле ?нланн?» сып?ка п?т?млетни. "
    ["seo_title"] => string(64) "avalkhi-chavashsiem-tenchienie-menlie-anlanna-sypaka-petemlietni"
    ["file_id"] => string(6) "222212"
    ["category_seo"] => string(7) "prochee"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1435995781"
  }
}
object(ArrayObject)#883 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(109) "конспект урока по чувашскому языку "Кай?ксем - пир?н туссем". "
    ["seo_title"] => string(62) "konspiekt-uroka-po-chuvashskomu-iazyku-kaiaksiem-piren-tussiem"
    ["file_id"] => string(6) "150662"
    ["category_seo"] => string(7) "prochee"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1420541000"
  }
}
object(ArrayObject)#861 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(126) "План-конспект урока чувашского языка по теме «Сывл?хл? пулас килет-и?""
    ["seo_title"] => string(76) "plan-konspiekt-uroka-chuvashskogho-iazyka-po-tiemie-syvlakhla-pulas-kiliet-i"
    ["file_id"] => string(6) "253207"
    ["category_seo"] => string(7) "prochee"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1447536198"
  }
}
object(ArrayObject)#883 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(257) "Доклад на тему "Предметсем  хушшинчи ?ых?ну ачасен п?л?в?н пахал?хне ?стерни. (Роль межпредметных связей в повышении качества знаний учащихся)" "
    ["seo_title"] => string(168) "doklad-na-tiemu-priedmietsiem-khushshinchi-cykhanu-achasien-peleven-pakhalakhnie-ystierni-rol-miezhpriedmietnykh-sviaziei-v-povyshienii-kachiestva-znanii-uchashchikhsia"
    ["file_id"] => string(6) "242335"
    ["category_seo"] => string(7) "prochee"
    ["subcategory_seo"] => string(7) "prochee"
    ["date"] => string(10) "1445441846"
  }
}
object(ArrayObject)#861 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(112) "Предметсем хушшинчи çыхăну ачасен пĕлĕвĕн пахалăхне ÿстерни"
    ["seo_title"] => string(67) "predmetsem_khushshinchi_cykhanu_achasen_peleven_pakhalakhne_ysterni"
    ["file_id"] => string(6) "559663"
    ["category_seo"] => string(7) "prochee"
    ["subcategory_seo"] => string(7) "prochee"
    ["date"] => string(10) "1602419709"
  }
}


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства