kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Доклад на тему "Предметсем хушшинчи ?ых?ну ачасен п?л?в?н пахал?хне ?стерни. (Роль межпредметных связей в повышении качества знаний учащихся)"

Нажмите, чтобы узнать подробности

                                Пурне те ыр? кун пулт?р!

Кашни в?рентекенш?н в?рентÿ т?ллев?сем уç?мл? пулмалла. Т?ллевсене пал?ртн? чухне çакна шута илмелле: 1) пурн?ç ыйтнине тив?çтересси; 2) ч?ваш ч?лхи ?сл?л?х?н аталан?в?н шайне т?пе хурасси;. 3) педагогик?па психологи, меслетл?х ?сл?л?х?сен к?тарт?в?сене пурн?çласси; 4) ч?ваш ч?лхине шкулти ытти предметсемпе çых?нтарса в?рентесси.  Ас?нн? к?тартусем шкул программинче «принципсем» пек й?ркеленсе с?нланаçç?: с?мах принцип?, аталану принцип?, çых?нул?х принцип? т. ыт. те.

?нланмалларах пулт?р тесе ч?ваш ч?лхине в?рентессин т?ллев?сене ик? ушк?на уй?ратп?р: 1) ятарл? (çак предмета в?рентессипе çых?нн?) т?ллевсем;. 2) п?т?м?шле (ытти предметсене в?рентессипе те çых?нн?) т?ллевсем.

 Паянхи тем?на илес пулсан, пире икк?меш ушк?нри т?ллевсем интереслентереçç?.

Т?ван ч?лхене в?рентессин п?т?м?шле  т?ллевсем çаксем:

- в?ренекенсен шух?шлавне т?р?с й?ркелесси;

- илн? п?лÿпе пурн?çра т?р?с ус? курма в?рентесси;

- ?ç х?н?хав?сене й?ркелесси, в?ренекенсене к?некепе ?çлеме в?рентесси;

- предметсен çых?н?вне туса пырасси;

- ?с-хак?л ?çне хисеплеме в?рентесси.

Ч?ваш ч?лхине в?ренри ытти предметсемпе çых?нтарса пыни урокра ?са хывмалли тем?сене те, ытти предметсемпе илекен информацие те лай?храх ?нланма, пурн?çри япаласемпе ?нлавсен çых?н?вне ансат т?сл?хсемпех ?нкарса илме пул?шать. Çак т?ллевсене пурн?çламалли майсене е  çул - й?ре в?ренÿ к?некисем к?тартса параçç?.   Ак?, т?сл?хрен, 8 -9 классем валли хат?рлен? учебникра «П?р йышши членл? предложенисем»  тем?на в?ренн? чухне  «Инçет Тух?ç», «К?пш?л», «Юман» çыханулл? текстсем т?л пулаçç?. Х?н?хтарура к?тартн? ?çсене пурн?çлан? май тавç?рулл? в?рентекен географи, зоологи предмеч?семпе те çых?ну й?ркелеме т?р?шать.

Паллах, т?ван ч?лхе урок?сем т?ван с?махл?х урок?семпе тач? çых?нса т?малла.  Çыравç?сен хайлав?сенчен илн? т?сл?хсемпе в?рентекен çак т?ллевсемпе ус? курать: 1) ч?лхе пул?м?сене в?сен кирл?л?хне т?пе хурса ?нлантарасси; 2) грамматика формисен стиль уйр?мл?х?сене тишкересси.

Çав?нпа ачасене ч?лхе урок?сенче çакнашкал с?навсене т?т?шрах ирттреме с?нмелле: п?р-п?р çыравç?н хайлав?сенчен илн? т?сл?хе тишкер?р, илемл?х мел?сене пал?рт?р, п?р с?махпа çине-çине ус? курнине пал?рт?р т. ыт. те. Çав в?х?трах с?махл?х урок?сенче те ч?лхе ыйт?в?семпе ?çлесси тив?çл? выр?н йыш?нмалла.

П?р еверл?рех ыйтусем т?рл? ч?лхе (ч?ваш ч?лхи, выр?с ч?лхи, ним?ç е ак?лчан ч?лхи) урок?нче пулма пултараçç?. Т?рл? ч?лхере п?решкел ?нлавсем пур. В?рентекен?н танлаштару мел?пе т?р?с ус? курса т?рл? ч?лхери п?р пекл?хсене те, уйр?мл?хсене те тупса пал?ртма п?лмелле, унашкал тишкерÿ х?н?х?в?сене ачасенче те аталантармалла.  «Ч?ваш ч?лхи фонетикине в?рентн? чух к?ве-юр? урок?сенче м?н в?реннине шута илме май пур; т?сл?хрен, ачасем «сас?», «тембр», «интонаци» ?нлавсемпе к?в? урок?сенче те паллашаçç?, ку ыйтусем ч?ваш фонетикине в?рентн? чух та т?л пулаçç?», – тесе пал?ртн? ч?ваш ч?лхипе хатерлен? чух шкул программинче. Çапла вара, ч?ваш ч?лхине верентн? чухне ытти предметсемпе м?н в?рентнине яланах асра тытмалла, предметсен хушшинчи çых?н?ва т?р?с й?ркелеме в?ренмелле.

Хальхи литература урок?сен те теп?р уйр?млах? в?л – ч?лхе, истори, выр?с литератури, обществоведени, биологи, географи, музыка,  т?ван ен культури, ÿкерÿ урок?семпе тач? çых?нса т?ни.

Уроксенче содержаний?пе п?р ев?рл?рех предметсем хушшинчи çых?н?ва çир?п тытса пыни в?ренекен ачасене  çут çантал?кри, общество пурн?ç?нчи, çын шух?шлав?нчи пул?мсене т?рл? енл?н т?пчеме тата п?т?млетме май парать, çит?некен çамр?ксен т?нче кур?мне й?ркелес енпе паха. Предметсем хушшинчи çых?ну ачасен в?ренес тимл?хе, пахал?хне  те ÿстерет.  С?махран, литература урок?сенче искусство произведений?семпе ус? курни в?ренекенсене хавхалантарать çеç мар, в?сен тавра кур?мне, п?т?м культурине анл?латать. Ку çых?ну шкул ачисен пуплевне аталантарма та,  п?лÿ пахал?хне те ÿстерме пул?шать.

Илемл? литература урок?сене ирттерме хатерленн? чухнех в?рентекен предметсем хушшинчи çых?ну м?нле пулмаллине т?пл?н шух?шласа хурать, ытти программ?семпе, шкулти тата ялти библиотек?сенче пур материалпа, литератур?па паллашать т. ыт. те.

Предметсем хушшинчи çых?н?ва пурн?çлан? чухне, маларах калар?м ?нт?, в?рентекен?н выр?с литературипе, историпе тата ытти предметсемпе ку таранччен м?н в?реннине шута илмелле. С?махран, V класра в?ренекен ачасем чи малтанах ч?ваш хал?х юмах?сене, тупмалли юмахсене, калар?шсемпе ваттисен с?мах?сене вуласа тишкереçç?. В?рентекен ачасене юмах музык?ра та пуррине п?лтерме пултарать, Н.Римский-Корсаков?н «Сказка о царе Салтане» оперин сып?к?сене, Ф. Васильев?н «Шывармань» оперинчи «Х?рсен юррине» итлеттерме, «Сарпике» балеч? юмах  пулни çинчен каласа пама пултарать.

Выр?с литератури урок?сенче ачасем çав в?х?трах юмахсем вулаçç?. Ч?ваш юмах?сене тишкерн? чухне в?рентекен ик? хал?х юмах?сенче сюжет, с?нарсем, композиципе илемл?х т?л?ш?нчен п?р пекл?х пурри çинчен калать. С?махран, çынсемпе ч?р чунсем çинчен калакан юмахсем ыр? ?ç усал ?çе ç?нтернипе в?çленеçç?. Çыравç?сем çырн? юмахсем пирки те çавнах каламалла. В?рентекен ачасене юмахсем т?р?х ÿкерн? картин?сем, ÿкерч?ксем к?тартать, лайах санарсене çут? с?р?па, яп?ххисене хура с?рпа с?нлани çинчен ас?рхаттарать.

Ч?ваш ч?лхипе литератури урок?сем хушшинчи çых?нусем питех те анл?. Ч?ваш ч?лхи предмеч?н программи в?ренекенсене т?ван ч?лхен с?мах пуянл?хне, в?сен п?лтер?ш?пе паллаштарма калать. Ч?ваш литератури урок?сенче те ачасем синонимсемпе антонимсем, т?п ч?ваш с?мах?семпе  йыш?нн? с?махсем, кивелн?, ç?н?,  выр?нти калаçу с?мах?сем, с?мах çавр?н?ш?сем çинчен в?реннине аса илсе пыраçç?. Çых?ну ачасен калаç?в?пе çыр?вне аталантарас т?л?шпе анл?н пулса пырать. С?махран, ачасем с?нани, курни-илтни çинчен илемл? литература произведенине вулан? хыçç?н та çыраçç?.

Литература урок?сем истори урокесемпе те тач? çых?наçç?. В?рентекен ачасем истори, обществоведени урок?сенче м?н в?реннине шута илет, çынсен хальхи пурн?ç?пе, ?ç?-х?л?пе çых?нтарать, республика, совхоз, хула е ял, шкул, шкул пурн?ç?нчи ыр? т?сл?хсемпе çир?плетсе парать.

Хал?х самахл?х?пе ч?ваш литературин уйр?м жанр?сене в?ренн? чухне в?рентекен ачасене юр?, таш?, музыка, живопись, скульптура, кино, театр искусствисемпе паллаштарать, ч?ваш культурин ÿс?м? çинчен каласа парать, к?тарту пособий?семпе ус? курать. Т?сл?хрен, К.В.Иванов?н «Нарспи» поэмине в?ренн? май в?л П.Сизов картинисен репродукций?сене, К.В.Иванов пал?к?н, бюсч?н тата Ч?ваш музыка театр?нче лартн? «Нарспи» опер?ри, К.В.Иванов яч?пе хисепленекен Ч?ваш драма театр?нче лартн? «Нарспи» спектакльти сцен?сен фототÿкерч?к?сене к?тартать.

Çапла вара, литература урок?сенче ачасем ч?ваш культурипе те паллашаçç?. Илемл? литература урок?сем ч?н-ч?н искусство урок?сем, ачасен чун-ч?рине хумхантаракан, илеме туйма, юратма в?рентекен уроксем пулса т?раçç?. В?рентекен?н пыс?к п?л?в?, анл? т?нче кур?м?, вулав?, калаç?в?, пуçарул?х? ачасемш?н яланах ыр? т?сл?х пулт?р!

 

Çак?нпа хам?н с?мах?ма в?çлет?п. Итлеме к?м?л тун?ш?н пыс?к тав! Пурне те ç?н? в?ренÿ çул?пе саламлат?п!  Сире çир?п сывл?х, малашл?ха шанма, ç?н? ÿс?мсем тата ырл?х-сывл?х сунат?п!

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Доклад на тему "Предметсем хушшинчи ?ых?ну ачасен п?л?в?н пахал?хне ?стерни. (Роль межпредметных связей в повышении качества знаний учащихся)" »

Предметсем хушшинчи çыхăну ачасен пĕлĕвĕн пахалăхне ÿстерни.

(Роль межпредметных связей в повышении качества знаний учащихся)


Пурне те ырă кун пултăр!


Кашни вĕрентекеншĕн вĕрентÿ тĕллевĕсем уçăмлă пулмалла. Тĕллевсене палăртнă чухне çакна шута илмелле: 1) пурнăç ыйтнине тивĕçтересси; 2) чăваш чĕлхи ăслăлăхĕн аталанăвĕн шайне тĕпе хурасси;. 3) педагогикăпа психологи, меслетлĕх ăслăлăхĕсен кăтартăвĕсене пурнăçласси; 4) чăваш чĕлхине шкулти ытти предметсемпе çыхăнтарса вĕрентесси. Асăннă кăтартусем шкул программинче «принципсем» пек йĕркеленсе сăнланаççĕ: сăмах принципĕ, аталану принципĕ, çыхăнулăх принципĕ т. ыт. те.

Ăнланмалларах пултăр тесе чăваш чĕлхине вĕрентессин тĕллевĕсене икĕ ушкăна уйăратпăр: 1) ятарлă (çак предмета вĕрентессипе çыхăннă) тĕллевсем;. 2) пĕтĕмĕшле (ытти предметсене вĕрентессипе те çыхăннă) тĕллевсем.

Паянхи темăна илес пулсан, пире иккĕмеш ушкăнри тĕллевсем интереслентереççĕ.

Тăван чĕлхене вĕрентессин пĕтĕмĕшле тĕллевсем çаксем:

- вĕренекенсен шухăшлавне тĕрĕс йĕркелесси;

- илнĕ пĕлÿпе пурнăçра тĕрĕс усă курма вĕрентесси;

- ĕç хăнăхавĕсене йĕркелесси, вĕренекенсене кĕнекепе ĕçлеме вĕрентесси;

- предметсен çыхăнăвне туса пырасси;

- ăс-хакăл ĕçне хисеплеме вĕрентесси.

Чăваш чĕлхине вĕренри ытти предметсемпе çыхăнтарса пыни урокра ăса хывмалли темăсене те, ытти предметсемпе илекен информацие те лайăхрах ăнланма, пурнăçри япаласемпе ăнлавсен çыхăнăвне ансат тĕслĕхсемпех ăнкарса илме пулăшать. Çак тĕллевсене пурнăçламалли майсене е çул - йĕре вĕренÿ кĕнекисем кăтартса параççĕ. Акă, тĕслĕхрен, 8 -9 классем валли хатĕрленĕ учебникра «Пĕр йышши членлă предложенисем» темăна вĕреннĕ чухне «Инçет Тухăç», «Кĕпшĕл», «Юман» çыхануллă текстсем тĕл пулаççĕ. Хăнăхтарура кăтартнă ĕçсене пурнăçланă май тавçăруллă вĕрентекен географи, зоологи предмечĕсемпе те çыхăну йĕркелеме тăрăшать.

Паллах, тăван чĕлхе урокĕсем тăван сăмахлăх урокĕсемпе тачă çыхăнса тăмалла. Çыравçăсен хайлавĕсенчен илнĕ тĕслĕхсемпе вĕрентекен çак тĕллевсемпе усă курать: 1) чĕлхе пулăмĕсене вĕсен кирлĕлĕхне тĕпе хурса ăнлантарасси; 2) грамматика формисен стиль уйрăмлăхĕсене тишкересси.

Çавăнпа ачасене чĕлхе урокĕсенче çакнашкал сăнавсене тăтăшрах ирттреме сĕнмелле: пĕр-пĕр çыравçăн хайлавĕсенчен илнĕ тĕслĕхе тишкерĕр, илемлĕх мелĕсене палăртăр, пĕр сăмахпа çине-çине усă курнине палăртăр т. ыт. те. Çав вăхăтрах сăмахлăх урокĕсенче те чĕлхе ыйтăвĕсемпе ĕçлесси тивĕçлĕ вырăн йышăнмалла.

Пĕр еверлĕрех ыйтусем тĕрлĕ чĕлхе (чăваш чĕлхи, вырăс чĕлхи, нимĕç е акăлчан чĕлхи) урокĕнче пулма пултараççĕ. Тĕрлĕ чĕлхере пĕрешкел ăнлавсем пур. Вĕрентекенĕн танлаштару мелĕпе тĕрĕс усă курса тĕрлĕ чĕлхери пĕр пеклĕхсене те, уйрăмлăхсене те тупса палăртма пĕлмелле, унашкал тишкерÿ хăнăхăвĕсене ачасенче те аталантармалла. «Чăваш чĕлхи фонетикине вĕрентнĕ чух кĕве-юрă урокĕсенче мĕн вĕреннине шута илме май пур; тĕслĕхрен, ачасем «сасă», «тембр», «интонаци» ăнлавсемпе кĕвĕ урокĕсенче те паллашаççĕ, ку ыйтусем чăваш фонетикине вĕрентнĕ чух та тĕл пулаççĕ», – тесе палăртнă чăваш чĕлхипе хатерленĕ чух шкул программинче. Çапла вара, чăваш чĕлхине верентнĕ чухне ытти предметсемпе мĕн вĕрентнине яланах асра тытмалла, предметсен хушшинчи çыхăнăва тĕрĕс йĕркелеме вĕренмелле.

Хальхи литература урокĕсен те тепĕр уйрăмлахĕ вăл – чĕлхе, истори, вырăс литератури, обществоведени, биологи, географи, музыка, тăван ен культури, ÿкерÿ урокĕсемпе тачă çыхăнса тăни.

Уроксенче содержанийĕпе пĕр евĕрлĕрех предметсем хушшинчи çыхăнăва çирĕп тытса пыни вĕренекен ачасене çут çанталăкри, общество пурнăçĕнчи, çын шухăшлавĕнчи пулăмсене тĕрлĕ енлĕн тĕпчеме тата пĕтĕмлетме май парать, çитĕнекен çамрăксен тĕнче курăмне йĕркелес енпе паха. Предметсем хушшинчи çыхăну ачасен вĕренес тимлĕхе, пахалăхне те ÿстерет. Сăмахран, литература урокĕсенче искусство произведенийĕсемпе усă курни вĕренекенсене хавхалантарать çеç мар, вĕсен тавра курăмне, пĕтĕм культурине анлăлатать. Ку çыхăну шкул ачисен пуплевне аталантарма та, пĕлÿ пахалăхне те ÿстерме пулăшать.

Илемлĕ литература урокĕсене ирттерме хатерленнĕ чухнех вĕрентекен предметсем хушшинчи çыхăну мĕнле пулмаллине тĕплĕн шухăшласа хурать, ытти программăсемпе, шкулти тата ялти библиотекăсенче пур материалпа, литературăпа паллашать т. ыт. те.

Предметсем хушшинчи çыхăнăва пурнăçланă чухне, маларах каларăм ĕнтĕ, вĕрентекенĕн вырăс литературипе, историпе тата ытти предметсемпе ку таранччен мĕн вĕреннине шута илмелле. Сăмахран, V класра вĕренекен ачасем чи малтанах чăваш халăх юмахĕсене, тупмалли юмахсене, каларăшсемпе ваттисен сăмахĕсене вуласа тишкереççĕ. Вĕрентекен ачасене юмах музыкăра та пуррине пĕлтерме пултарать, Н.Римский-Корсаковăн «Сказка о царе Салтане» оперин сыпăкĕсене, Ф. Васильевăн «Шывармань» оперинчи «Хĕрсен юррине» итлеттерме, «Сарпике» балечĕ юмах пулни çинчен каласа пама пултарать.

Вырăс литератури урокĕсенче ачасем çав вăхăтрах юмахсем вулаççĕ. Чăваш юмахĕсене тишкернĕ чухне вĕрентекен икĕ халăх юмахĕсенче сюжет, сăнарсем, композиципе илемлĕх тĕлĕшĕнчен пĕр пеклĕх пурри çинчен калать. Сăмахран, çынсемпе чĕр чунсем çинчен калакан юмахсем ырă ĕç усал ĕçе çĕнтернипе вĕçленеççĕ. Çыравçăсем çырнă юмахсем пирки те çавнах каламалла. Вĕрентекен ачасене юмахсем тăрăх ÿкернĕ картинăсем, ÿкерчĕксем кăтартать, лайах санарсене çутă сăрăпа, япăххисене хура сăрпа сăнлани çинчен асăрхаттарать.

Чăваш чĕлхипе литератури урокĕсем хушшинчи çыхăнусем питех те анлă. Чăваш чĕлхи предмечĕн программи вĕренекенсене тăван чĕлхен сăмах пуянлăхне, вĕсен пĕлтерĕшĕпе паллаштарма калать. Чăваш литератури урокĕсенче те ачасем синонимсемпе антонимсем, тĕп чăваш сăмахĕсемпе йышăннă сăмахсем, кивелнĕ, çĕнĕ, вырăнти калаçу сăмахĕсем, сăмах çаврăнăшĕсем çинчен вĕреннине аса илсе пыраççĕ. Çыхăну ачасен калаçăвĕпе çырăвне аталантарас тĕлĕшпе анлăн пулса пырать. Сăмахран, ачасем сăнани, курни-илтни çинчен илемлĕ литература произведенине вуланă хыççăн та çыраççĕ.

Литература урокĕсем истори урокесемпе те тачă çыхăнаççĕ. Вĕрентекен ачасем истори, обществоведени урокĕсенче мĕн вĕреннине шута илет, çынсен хальхи пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарать, республика, совхоз, хула е ял, шкул, шкул пурнăçĕнчи ырă тĕслĕхсемпе çирĕплетсе парать.

Халăх самахлăхĕпе чăваш литературин уйрăм жанрĕсене вĕреннĕ чухне вĕрентекен ачасене юрă, ташă, музыка, живопись, скульптура, кино, театр искусствисемпе паллаштарать, чăваш культурин ÿсĕмĕ çинчен каласа парать, кăтарту пособийĕсемпе усă курать. Тĕслĕхрен, К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмине вĕреннĕ май вăл П.Сизов картинисен репродукцийĕсене, К.В.Иванов палăкĕн, бюсчĕн тата Чăваш музыка театрĕнче лартнă «Нарспи» оперăри, К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш драма театрĕнче лартнă «Нарспи» спектакльти сценăсен фототÿкерчĕкĕсене кăтартать.

Çапла вара, литература урокĕсенче ачасем чăваш культурипе те паллашаççĕ. Илемлĕ литература урокĕсем чăн-чăн искусство урокĕсем, ачасен чун-чĕрине хумхантаракан, илеме туйма, юратма вĕрентекен уроксем пулса тăраççĕ. Вĕрентекенĕн пысăк пĕлĕвĕ, анлă тĕнче курăмĕ, вулавĕ, калаçăвĕ, пуçарулĕхĕ ачасемшĕн яланах ырă тĕслĕх пултăр!


Çакăнпа хамăн сăмахăма вĕçлетĕп. Итлеме кăмăл тунăшăн пысăк тав! Пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕпе саламлатăп! Сире çирĕп сывлăх, малашлăха шанма, çĕнĕ ÿсĕмсем тата ырлăх-сывлăх сунатăп!




Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Прочее

Целевая аудитория: Прочее

Автор: Трофимова Рина Рудольфовна

Дата: 21.10.2015

Номер свидетельства: 242335


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства