kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

«Авалхи ч?вашсем т?нчене м?нле ?нланн?» сып?ка п?т?млетни.

Нажмите, чтобы узнать подробности

Урок теми: П?т?млетÿ урок? «Авалхи ч?вашсем т?нчене м?нле ?нланн?»
Урок т?ллев?: 1. Т?ван хал?х культурипе к?с?кланасси, ун?н историне п?лес туй?ма в?йлатасси.
2. Т?ван ен культурине ытларах п?лес т?ллевпе ачасене шух?щлама х?н?хтарасси.
3. Т?ван хал?х?н ?с-хак?лпа к?м?л-сипет культурине юратма в?рентесси.
Урок т?с?: в?реннине çир?плетни.
Урока кирл? хат?рсем:
- Компьютер
- Мультимедийный проектор
- Экран
- учебник Е.Енькка «Т?ван ен» 6-7 классем валли
Урок юх?м?:
1. Класа й?ркелени.
2. «Авалхи ч?вашсем т?нчене м?нле ?нланн?» сып?ка аса илни, ?на п?т?млетни.
    Учитель: Ачасем, паянхи урок пир?н сир?нпе к?штах ур?хларах пул?. Эпир паян сир?нпе авалхи ч?вашсен т?нчи т?р?х çулçÿреве каятп?р. Çак урокра эпир хам?р м?н п?лнине т?р?слеме, тар?нрах ?нланма, в?реннине çир?плетме пултаратп?р. Кашнинех сире çулçÿревре ?н?çу, лай?х палл?сем илме сунат?п.
    Учитель: М?не эпир культура тесе калатп?р?
    «Культура» с?мах нумай п?лтер?шл?. Этем х?й тун? пур япалапа пул?ма та культура теçç?, анчах та çынна сиен кÿрекеннисем в?л шута к?меçç?. Культур?на пула çеç çын ытти п?т?м ч?р чунтан уйр?лса т?рать. Культура шутне наука, искусство, т?н, спорт к?реçç?.
    Авалл?ха çител?кл? п?лменнине пула культура та, этемл?х те тив?çл? шайра аталанма пултараймаçç?. Тымарс?р йыв?ç х?рса каять, ?л?кхине асра тытман хал?х п?тсе ларать.
    «?л?кхине сума суни – п?лÿл?хе тискерл?хрен уй?рса т?ракан палл?» (А.С.Пушкин).
    1-м?ш слайд Пир?н умра ÿкерч?ксем. В?сенчен х?шне эпир культура шутне к?ртме пултаратп?р? М?нш?н эсир çапла шутлат?р?
    Учитель: Культура шутне к?рекен япаласемпе пул?мсене пурне те ик? ушк?на пайлама пулать. М?нле ушк?нсем в?сем?(пурл?х культури, ?с-хак?л культури)
    2-м?ш слайд  (Т?р?с ответсене п?р-п?ринпе стрелк?семпе п?рлештер?р)
Алт?р                                                                         Пурл?х культури
Ç?н? çул уяв?
Т?рлеме п?лни                                                          ?с-хак?л культури
Юмахсем
Т?н
Хирте ?çлени
Юр?
    Учитель: Пир?н м?н асаттесемпе асаннесен кун-çулне, сав?н?ç?пе кулян?вне к?штах та пулин ?нсанса илес тесен в?сен пурн?ç çулне çуралнинчен пуçласа м?н виличченех с?наса пыр?п?р. Чи малтан пир?н м?н асаттесем ç?н? çын пур?нма килекен çут т?нчене (т?нче пулса кайнине, т?нче тыт?мне) м?нле ?нланн?-ха.
Хальхи çынсем т?нче тыт?мне п?леçç?. Анчах авал çынсем т?нче тыт?мне ур?хла ?нланн?. Çак? хал?х с?махл?х?нче – халап-юмахра лай?х пал?рать.
    3-м?ш слайд  (Пир?н нес?лсем т?нче пулса кайнине м?нле ?нланн?-ши?)
    Т?нче пулса кайни çинчен калакан халапсем.
    Учитель: Ачасем, пир?н м?н асаттесем т?нче тыт?мне м?нле курн?-ши?
Чи авалхи ч?вашсем çапла шутлан?: çут т?нче т?ваткал, 4 е 8 к?тесл? тата виç? хутл? тесе шутлан?.
1. Çÿлти т?нче. В?л виç? е çич? сийрен т?рать, унта асл? тур?сем тата ыр?сем пур?наçç?, çав?н пекех тÿпери çут?сем – х?вел, уй?х, ç?лт?рсем вырнаçн? тен?.
2. Çут т?нче. Ку т?нчере çынсем тата ч?р чунсем пур?наçç?.
3. Аялти т?нче. Ку т?нчере усалсем, х?руш? ч?р чунсем пур?наçç?.
Çак улш?ну ч?ваш хал?х с?махл?х?нче – в?рÿ-суру ч?лхинче тата юр?сенче пал?рать.
    4-м?ш слайд  (Ачасем вулаçç?)
Т?ват к?тесл? çут çантал?к
Т?ват к?тесл? çут çантал?кра
Çитм?л те çич? çухр?м çеçен хир,
Çеçен хир варринче çавра кÿл?,
Çавра кÿл? варринче çавра утрав,
Çавра утрав çинче ылт?н юман,
Ылт?н юман т?рринче ылт?н й?ва,
Ылт?н й?вара ылт?н ç?марта.
Ылт?н ç?марта çинче м?ш?р кай?к –
Ар?слан кай?к?пе ?м?рт кай?к.
    Учитель:    1.Çут т?нче т?ват? к?тесл? пулнине çир?плетекен й?ркесене тупса пал?рт.
2.С?вапл? хисепсене туп. В?сем м?не п?лтереçç??
3.«Ылт?н юман» çак юр?ра м?не п?лтерет?
4.Çÿлти т?нчене пал?ртакан й?ркесене тупса пал?рт?р.
5.Çак юр?ра ылт?н т?с м?не п?лтерет?
    Учитель: Авлхи çынсен шуч?пе, ç?р çинче м?н пур, пурин те çынн?ннни пекех, чун? пур; пурте пир?н пекех шух?шлаçç?, ?ш?па сивве, ыр?па усала туяçç?, калаçай-маçç? çеç. Çынсем п?т?м т?нчепе кил?штерсе пур?нма т?р?шн?. (Т?сл?хсемпе çир?плет?р).
    Учитель: Сир?н ум?рта йыв?çсем. Хал?х поэзий?нче йыв?ç с?нар?сене т?ван-хур?нташ, х?рар?м е арçын ев?р с?нлани упранса юлн?.
    5-м?ш слайд  (П?р-п?ринпе кил?шсе т?ракан ?нлавсене туп?р)
(Юман, ç?ка, хурама, хур?н, ш?шк?, й?мра)
(Атта, анне,ш?лл?м, й?м?к, хунь?м, хуняма)
    Учитель: Уй варринче лаштра юман
Атте тесе ай кайр?м та,
«Килех, ывл?м», -ай темер?,
Чун хурланч? – мак?рт?м та.
Уй варринче чечен ç?ка
Анне тесе ай кайр?м та,
«Килех, ывл?м», -ай темер?,
Чун хурланч? – мак?рт?м та.
Уй варринче яштак хур?н
Савни тесе ай кайр?м та,
«Килех, тус?м», -ай темер?,
Чун хурланч? – мак?рт?м та.
    Учитель: Ч?ваш халап?сенчен чылай?ш? ч?р чунсемпе тата кай?ксемпе çых?нн?.
6-м?ш слайд  (Ч?р чунсен яч?сене çыр?р)
1.    Çак ч?р чун т?л?х ачасенчен пулать.
2.    Пит? ?сл?, тем те п?лекен ч?р чун.
3.    П?ч?к ачасене калаçма в?рентекен ч?р чун.
4.    Çак ч?р чуна кÿлсе п?ч?к акапуçпе п?р-п?р пал?ртн? выр?на сухаласан пытарн? мула тупма пулать.
5.    Айванл?х, ухмахл?х палли.
     Физкультминутка. (Ачасем, эпир сир?нпе хал? «пыс?к», «п?ч?к» в?й? выляса илетп?р.)
    Учитель: Пир?н нес?лсем шутлан? т?р?х усал в?йсене е хаярсене те х?ратма пулн?. Çак ?çе т?р?с пурн?çласасс?н эпир сир?нпе т?л?нмелле кай?к?н ятне п?лме пултаратп?р. Ачасен хурав? - (Куйк?р?ш).
    Учитель: Çич? çулхи автан ç?марта тусан, ?на хул хушшине çыхса хурсан т?л?нмелле кай?к- куйк?р?ш пусса к?ларма пулать им?ш. В?л к?м?лл?, таса, тусл? п?р-п?ринпе харкашман кил-йышра çеç пур?нма пултарн?. В?л кил хуçи м?н хушнине пурне те пурн?çлама, туп?ш пама пултарн?, анчах ?на п?р в?ç?м ?ç хушмалла пулн?. Хуçисем куйк?р?ша к?ларса ярас тесе шут тытсан ?на шур?ран хура тума хушн?. Çакна тума пултарайманнипе в?л нам?сланса килтен тухса кайн? та ур?х хуçа шырама пуçлан?. (Ачасем, çак халап м?не в?рентет?)
    Учитель: Т?нчене й?ркелл? тытса т?рас, турра телейл? пурн?çш?н тав т?вас т?ллевпе авлхи ч?вашсем чÿк й?лисем ирттерн?.
- Чÿк тесе эпир м?не калатп?р? (К?л? каласа тур?сене парне кÿни).
- Чÿк парнисен шутне м?не к?ртме пулать? (Килти выль?х-ч?рл?х, кай?к-к?ш?к).
- Чÿк пуç?сене м?нле калан?? (Чÿк пуç?, ап?с, м?чав?р, ?р?мç?, юм?ç).
    8-м?ш слайд. Учитель:  Çак?нта пан? й?ла-й?ркесенчен чÿк яч?сене т?р?с тупса пал?рт?р.
Ача чÿк, çум?р чÿк, эсрел чÿк, киремет чÿк, юр чÿк, уй чÿк;
К?р с?ри, карта пулли, карта п?тти, ача пан улми, ача ч?к?ч?.
    Учитель: ?л?к çынсем Тур?па çых?ну тытн? в?х?та х?йне ев?рл? самант тесе ?нланн?. Çак çых?ну таса та с?вапл? выр?нта пулса иртмелле пулн?. В?л уç? ç?рте вырнаçн? пулсан ун й?ри-тавра карта тытса çавр?нн? тата ятарл? с?нсемпе, к?леткесемпе илемлетме т?р?шн?. Каярахпа в?л выр?нсенче храмсем туса лартма пуçлан?.
Киремет – ч?ваш халап-юмах?сенчи чи, к?тк?с, чи хир?çÿлл? с?нарсенчен п?ри. Хал?х с?махл?х?нче Киремет пулса кайни çинчен калакан халапсем нумай. П?рисем ?на Асл? Турр?н пичч?ш?, е ун?н ыв?л?-х?р?, е х?рар?м с?нар?пе танлаштарн?. Х?шп?р хайлавсенче Киремет усал, анчах нумай к?л?ре ?на ыр? теçç?.
    9-м?ш слайд. Учитель: Сиктерсе х?варн? с?махсене лартса вул?р.
    Киремет карти- Çут?_ т?нчен туррисене пуççапмалли выр?н. Кашни ял çыв?х?нчех_киремет карти_ пулн?. Киремет карти в?рманти п?р-п?р çÿлл? выр?нта, ç?лкуç е п?ч?к юхан шыв çыв?х?нче вырнаçн?. Киремет карти варринче п?р е темиçе с?вапл? йыв?ç ÿсн?. Унта ятлаçма, усал с?мах калама, к?шк?рма, киревс?р ?ç тума юраман. Авалхи ч?вашсем Киремет х?вач?сем пур?накан выр?на пит? хисеплен?. Киремет картинче тасал?хпа тирпейл?хе чÿк пуç? – киремет п?хакан тытса т?н?.
    П?т?млетÿ. Çак урокра м?н ç?нни п?лт?м?р?
    Учитель: Ачасем, паянхи çулçÿрев сире кил?шр? –и? Эпир сир?нпе авалхи ч?вашсем т?нчене м?нле ?нланнине п?хса тухр?м?р. Эсир пурте х?в?р?н п?л?в?ре к?тартр?р. Тавтапуç урокш?н.  Эп? сир?нпе к?м?лл?.
    Ачасен п?л?вне хаклани.
    Киле ?ç (1,2-м?ш ?çсем 34-м?ш страниц?ра).
 
 

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
««Авалхи ч?вашсем т?нчене м?нле ?нланн?» сып?ка п?т?млетни. »













Тăван ен культурипе 6 класра ирттернĕ урок



«Авалхи чăвашсем тĕнчене мĕнле ăнланнă» сыпăка пĕтĕмлетни.























Тăван ен культурине

вĕрентекен Кокшина И.Н  

Урок теми: Пĕтĕмлетÿ урокĕ «Авалхи чăвашсем тĕнчене мĕнле ăнланнă» Урок тĕллевĕ: 1. Тăван халăх культурипе кăсăкланасси, унăн историне пĕлес туйăма вăйлатасси. 2. Тăван ен культурине ытларах пĕлес тĕллевпе ачасене шухăщлама хăнăхтарасси. 3. Тăван халăхăн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет культурине юратма вĕрентесси. Урок тĕсĕ: вĕреннине çирĕплетни. Урока кирлĕ хатĕрсем: - Компьютер - Мультимедийный проектор - Экран - учебник Е.Енькка «Тăван ен» 6-7 классем валли Урок юхăмĕ: 1. Класа йĕркелени. 2. «Авалхи чăвашсем тĕнчене мĕнле ăнланнă» сыпăка аса илни, ăна пĕтĕмлетни. Учитель: Ачасем, паянхи урок пирĕн сирĕнпе кăштах урăхларах пулĕ. Эпир паян сирĕнпе авалхи чăвашсен тĕнчи тăрăх çулçÿреве каятпăр. Çак урокра эпир хамăр мĕн пĕлнине тĕрĕслеме, тарăнрах ăнланма, вĕреннине çирĕплетме пултаратпăр. Кашнинех сире çулçÿревре ăнăçу, лайăх паллăсем илме сунатăп. Учитель: Мĕне эпир культура тесе калатпăр? «Культура» сăмах нумай пĕлтерĕшлĕ. Этем хăй тунă пур япалапа пулăма та культура теççĕ, анчах та çынна сиен кÿрекеннисем вăл шута кĕмеççĕ. Культурăна пула çеç çын ытти пĕтĕм чĕр чунтан уйрăлса тăрать. Культура шутне наука, искусство, тĕн, спорт кĕреççĕ. Аваллăха çителĕклĕ пĕлменнине пула культура та, этемлĕх те тивĕçлĕ шайра аталанма пултараймаççĕ. Тымарсăр йывăç хăрса каять, ĕлĕкхине асра тытман халăх пĕтсе ларать. «Ĕлĕкхине сума суни – пĕлÿлĕхе тискерлĕхрен уйăрса тăракан паллă» (А.С.Пушкин). 1-мĕш слайд Пирĕн умра ÿкерчĕксем. Вĕсенчен хăшне эпир культура шутне кĕртме пултаратпăр? Мĕншĕн эсир çапла шутлатăр? Учитель: Культура шутне кĕрекен япаласемпе пулăмсене пурне те икĕ ушкăна пайлама пулать. Мĕнле ушкăнсем вĕсем?(пурлăх культури, ăс-хакăл культури) 2-мĕш слайд (Тĕрĕс ответсене пĕр-пĕринпе стрелкăсемпе пĕрлештерĕр) Алтăр Пурлăх культури  Çĕнĕ çул уявĕ Тĕрлеме пĕлни Ǎс-хакăл культури  Юмахсем Тĕн Хирте ĕçлени Юрă Учитель: Пирĕн мăн асаттесемпе асаннесен кун-çулне, савăнăçĕпе кулянăвне кăштах та пулин ăнсанса илес тесен вĕсен пурнăç çулне çуралнинчен пуçласа мĕн виличченех сăнаса пырăпăр. Чи малтан пирĕн мăн асаттесем çĕнĕ çын пурăнма килекен çут тĕнчене (тĕнче пулса кайнине, тĕнче тытăмне) мĕнле ăнланнă-ха. Хальхи çынсем тĕнче тытăмне пĕлеççĕ. Анчах авал çынсем тĕнче тытăмне урăхла ăнланнă. Çакă халăх сăмахлăхĕнче – халап-юмахра лайăх палăрать. 3-мĕш слайд (Пирĕн несĕлсем тĕнче пулса кайнине мĕнле ăнланнă-ши?) Тĕнче пулса кайни çинчен калакан халапсем. Учитель: Ачасем, пирĕн мăн асаттесем тĕнче тытăмне мĕнле курнă-ши? Чи авалхи чăвашсем çапла шутланă: çут тĕнче тăваткал, 4 е 8 кĕтеслĕ тата виçĕ хутлă тесе шутланă. 1. Çÿлти тĕнче. Вăл виçĕ е çичĕ сийрен тăрать, унта аслă турăсем тата ырăсем пурăнаççĕ, çавăн пекех тÿпери çутăсем – хĕвел, уйăх, çăлтăрсем вырнаçнă тенĕ. 2. Çут тĕнче. Ку тĕнчере çынсем тата чĕр чунсем пурăнаççĕ. 3. Аялти тĕнче. Ку тĕнчере усалсем, хăрушă чĕр чунсем пурăнаççĕ. Çак улшăну чăваш халăх сăмахлăхĕнче – вĕрÿ-суру чĕлхинче тата юрăсенче палăрать. 4-мĕш слайд (Ачасем вулаççĕ) Тăват кĕтеслĕ çут çанталăк Тăват кĕтеслĕ çут çанталăкра Çитмĕл те çичĕ çухрăм çеçен хир, Çеçен хир варринче çавра кÿлĕ, Çавра кÿлĕ варринче çавра утрав, Çавра утрав çинче ылтăн юман, Ылтăн юман тăрринче ылтăн йăва, Ылтăн йăвара ылтăн çăмарта. Ылтăн çăмарта çинче мăшăр кайăк – Арăслан кайăкĕпе ăмăрт кайăк. Учитель:  1.Çут тăнче тăватă кĕтеслĕ пулнине çирĕплетекен йăркесене тупса палăрт. 2.Сăваплă хисепсене туп. Вĕсем мĕне пĕлтереççĕ? 3.«Ылтăн юман» çак юрăра мĕне пĕлтерет? 4.Çÿлти тĕнчене палăртакан йĕркесене тупса палăртăр. 5.Çак юрăра ылтĕн тĕс мĕне пĕлтерет? Учитель: Авлхи çынсен шучĕпе, çĕр çинче мĕн пур, пурин те çыннăннни пекех, чунĕ пур; пурте пирĕн пекех шухăшлаççĕ, ăшăпа сивве, ырăпа усала туяççĕ, калаçай-маççĕ çеç. Çынсем пĕтĕм тĕнчепе килĕштерсе пурăнма тăрăшнă. (Тĕслĕхсемпе çирĕплетĕр). Учитель: Сирĕн умăрта йывăçсем. Халăх поэзийĕнче йывăç сăнарĕсене тăван-хурăнташ, хĕрарăм е арçын евĕр сăнлани упранса юлнă. 5-мĕш слайд (Пĕр-пĕринпе килĕшсе тăракан ăнлавсене тупăр) (Юман, çăка, хурама, хурăн, шĕшкĕ, йăмра) (Атта, анне,шăллăм, йăмăк, хуньăм, хуняма) Учитель: Уй варринче лаштра юман Атте тесе ай кайрăм та, «Килех, ывлăм», -ай темерĕ, Чун хурланчĕ – макăртăм та. Уй варринче чечен çăка Анне тесе ай кайрăм та, «Килех, ывлăм», -ай темерĕ, Чун хурланчĕ – макăртăм та. Уй варринче яштак хурăн Савни тесе ай кайрăм та, «Килех, тусăм», -ай темерĕ, Чун хурланчĕ – макăртăм та. Учитель: Чăваш халапĕсенчен чылайăшĕ чĕр чунсемпе тата кайăксемпе çыхăннă. 6-мĕш слайд (Чĕр чунсен ячĕсене çырăр)
  1. Çак чĕр чун тăлăх ачасенчен пулать.
  2. Питĕ ăслă, тем те пĕлекен чĕр чун.
  3. Пĕчĕк ачасене калаçма вĕрентекен чĕр чун.
  4. Çак чĕр чуна кÿлсе пĕчĕк акапуçпе пĕр-пĕр палăртнă вырăна сухаласан пытарнă мула тупма пулать.
  5. Айванлăх, ухмахлăх палли.
Физкультминутка. (Ачасем, эпир сирĕнпе халĕ «пысăк», «пĕчĕк» вăйă выляса илетпĕр.) Учитель: Пирĕн несĕлсем шутланă тăрăх усал вăйсене е хаярсене те хăратма пулнă. Çак ĕçе тĕрĕс пурнăçласассăн эпир сирĕнпе тĕлĕнмелле кайăкăн ятне пĕлме пултаратпăр. Ачасен хуравĕ - (Куйкăрăш). Учитель: Çичĕ çулхи автан çăмарта тусан, ăна хул хушшине çыхса хурсан тĕлĕнмелле кайăк- куйкăрăш пусса кăларма пулать имĕш. Вăл кăмăллă, таса, туслă пĕр-пĕринпе харкашман кил-йышра çеç пурăнма пултарнă. Вăл кил хуçи мĕн хушнине пурне те пурнăçлама, тупăш пама пултарнă, анчах ăна пĕр вĕçĕм ĕç хушмалла пулнă. Хуçисем куйкăрăша кăларса ярас тесе шут тытсан ăна шурăран хура тума хушнă. Çакна тума пултарайманнипе вăл намăсланса килтен тухса кайнă та урăх хуçа шырама пуçланă. (Ачасем, çак халап мĕне вĕрентет?) Учитель: Тĕнчене йĕркеллĕ тытса тăрас, турра телейлĕ пурнăçшăн тав тăвас тĕллевпе авлхи чăвашсем чÿк йăлисем ирттернĕ. - Чÿк тесе эпир мĕне калатпăр? (Кĕлĕ каласа турăсене парне кÿни). - Чÿк парнисен шутне мĕне кĕртме пулать? (Килти выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк). - Чÿк пуçĕсене мĕнле каланă? (Чÿк пуçĕ, апăс, мăчавăр, ăрăмçă, юмăç). 8-мĕш слайд. Учитель:  Çакăнта панă йăла-йĕркесенчен чÿк ячĕсене тĕрĕс тупса палăртăр. Ача чÿк, çумăр чÿк, эсрел чÿк, киремет чÿк, юр чÿк, уй чÿк; Кĕр сăри, карта пулли, карта пăтти, ача пан улми, ача чăкăчĕ. Учитель: Ĕлĕк çынсем Турăпа çыхăну тытнă вăхăта хăйне евĕрлĕ самант тесе ăнланнă. Çак çыхăну таса та сăваплă вырăнта пулса иртмелле пулнă. Вăл уçă çĕрте вырнаçнă пулсан ун йĕри-тавра карта тытса çаврăннă тата ятарлă сăнсемпе, кĕлеткесемпе илемлетме тăрăшнă. Каярахпа вăл вырăнсенче храмсем туса лартма пуçланă. Киремет – чăваш халап-юмахĕсенчи чи, кăткăс, чи хирăçÿллĕ сăнарсенчен пĕри. Халăх сăмахлăхĕнче Киремет пулса кайни çинчен калакан халапсем нумай. Пĕрисем ăна Аслă Туррăн пиччĕшĕ, е унăн ывăлĕ-хĕрĕ, е хĕрарăм сăнарĕпе танлаштарнă. Хăшпĕр хайлавсенче Киремет усал, анчах нумай кĕлĕре ăна ырă теççĕ. 9-мĕш слайд. Учитель: Сиктерсе хăварнă сăмахсене лартса вулăр. Киремет карти- Çутă_ тĕнчен туррисене пуççапмалли вырăн. Кашни ял çывăхĕнчех_киремет карти_ пулнă. Киремет карти вăрманти пĕр-пĕр çÿллĕ вырăнта, çăлкуç е пĕчĕк юхан шыв çывăхĕнче вырнаçнă. Киремет карти варринче пĕр е темиçе сăваплă йывăç ÿснĕ. Унта ятлаçма, усал сăмах калама, кăшкăрма, киревсĕр ĕç тума юраман. Авалхи чăвашсем Киремет хăвачĕсем пурăнакан вырăна питĕ хисепленĕ. Киремет картинче тасалăхпа тирпейлĕхе чÿк пуçĕ – киремет пăхакан тытса тăнă. Пĕтĕмлетÿ. Çак урокра мĕн çĕнни пĕлтĕмĕр? Учитель: Ачасем, паянхи çулçÿрев сире килĕшрĕ –и? Эпир сирĕнпе авалхи чăвашсем тĕнчене мĕнле ăнланнине пăхса тухрăмăр. Эсир пурте хăвăрăн пĕлĕвĕре кăтартрăр. Тавтапуç урокшăн. Эпĕ сирĕнпе кăмăллă. Ачасен пĕлĕвне хаклани. Киле ĕç (1,2-мĕш ĕçсем 34-мĕш страницăра).

 


Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 6 класс

Скачать
«Авалхи ч?вашсем т?нчене м?нле ?нланн?» сып?ка п?т?млетни.

Автор: Кокшина Ираида Николаевна

Дата: 04.07.2015

Номер свидетельства: 222212


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства