kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

План-конспект урока чувашского языка по теме «Сывл?хл? пулас килет-и?"

Нажмите, чтобы узнать подробности

«СЫВЛ?ХЛ? ПУЛАС КИЛЕТ-И?» тем?па ирттерн? у?? урок план? (Сывл?ха сыхлакан технологипе ч?ваш ч?лхи урок?сенче ус? курасси, 5-9 классем валли) Хат?рлекен?: Осипова Светлана Геннадиевна - Ч?ваш Республикинчи Шупашкар хулин «Уйр?м предметсене т?пл?н в?рентсе п?т?м?шле п?л? паракан 54-м?ш в?там шкул» муниципалитет?н п?т?м?шле в?рен? бюджет учреждений?нче ч?ваш ч?лхипе литературине в?рентекен?. Сывл?ха сыхлакан, перекетлекен технологи в?рентекенш?н чи кирли. М?нш?н? М?нш?н тесен обществ?на сыв? та ?сл? ?ынсем кирл?. Ача сывл?хл? пулнине ?ак енсем пал?рта???. 1)ачан х?йне х?й йыв?рл?ха, ыв?ннине, в?рен? программине ??нтерме п?лмелле; 2) х?йне тытас ен?пе те т?р?с, ?итменл?хсене курма п?лмелле; 3) ?с-т?н енчен т?нл?, с?нама, х?й т?лл?н ??леме п?лмелле; 4) к?м?л-туй?м т?л?ш?нчен ?ир?п, т?л?нме тата сав?нма п?лмелле; 5) хутш?нура х?йне тытма, ш?тлеме, ш?те ?нланма п?лмелле. ?ак ас?нн? енсене туса пыма в?рентекенсен ачасене пул?шмалла. М?нле майпа? 1) кабинета у??лтармалла, ?ш? та таса пулмалла, ?ут? ?итмелле; 2) ачасемпе в?рентекен хушшинче ?ш? к?м?лл? хутш?нусем тума т?р?шмалла; 3) уроксене ачасен в?й-халне, сывл?хне кура ирттермелле, кану саманч?сем пулмалла; 4) киле ?? п?лсе тата выр?нл? памалла. ТЕМА: СЫВЛ?ХЛ? ПУЛАС КИЛЕТ-И? Урок эпиграф? «Х?вел, сывл?ш тата шыв- пир?н лай?х юлташсем» УРОК Т?ЛЛЕВ?СЕМ: Сап?рл?х т?ллев?: харп?р х?й сывл?хне упрама, сывл?хш?н сиенл? йeркесене хир?? к?решме х?н?хтарасси. П?л? т?ллев?сем: 1) Вулан? хайлавсен т?п шух?ш?пе авторсем хускатн? ?ив?ч ыйт?в?сене аса илсе ?ир?плетсе х?варасси. 2) Сывл?ха упрама, сывл?хш?н сиенл? й?ркесене хир?? к?решме х?н?хтарасси. Илемл?х т?ллев?: пурн??а ?нланма, ун?н илемл?хне курма пулaш?сси. КУР?МЛ?Х ХАТ?Р?СЕМ: сывл?ха к?тартакан тата сывл?ха сиен к?рекен ?керч?ксем, компьютер, проектор, экран. УРОК ЮХ?М? I. УРОКА Й?РКЕЛЕНИ, П?Р-П?РИНПЕ СЫВЛ?Х СУННИ. Учитель: Ыр? кун пулт?р, ачасем! Сывл?х сунат?п! Аван-и? Сывах-и? Салам пурне те! Ачасем: Ыр? кун пулт?р, в?рентекен! Сывл?х сунатп?р! Аван! Сывах! Салам сире те! I тапх?р: С?ЛТАВЛАНИ. М?н-ши в?л сывл?х? (1-м?ш слайд) СЫВЛ?Х – ?емье, спорт, канл? т?л?к, телей, юратн? ??, ук?а, тус-юлташ, пурн??, юрату, ви?елл? апат. ?ынн?н сывл?х пулсан пурте пулать. «Сывл?хран хакли ним те ?ук» - те??? ваттисем. Сывл?х ?инчен ваттисен с?мах?семпе калар?шсем те нумай. В?семпе паллашсан, палах, пит? лай?х пулмалла. Эсир ?ак ваттисен с?мах?сене м?нле ?нланат?р. (2-м?ш слайд) П?Т?МЛЕТ?: Сывл?хл? ?ын пур енл?н аталанма, в?й хурса ??леме, т?р?шса в?ренме, тулли п?рн??па телейл? пур?нма пултарать, ?ав?нпа та сывл?х теми, уйр?мах хальхи в?х?тра, шкул пурн???нчен п?ртте аякра т?масть. Паянхи урок т?ллев? те сывл?хпа ?ых?нн?. (3,4,5,6-м?ш слайдсем) Сывл?хл? пулас тесен м?н-м?н тумалла-ши? II тапх?р: ШУХ?ШЛАНИ. Апла пулсан, сывл?хл? пулас тесен пир?н… (кирл? с?мах майлаш?в?сене суйласа илмелле те предложени й?ркелемелле). Спортпа тусл? пулмалла, телевизор ум?нче нумай лармалла, сахал хускану тумалла, шывпа тусл? пулмалла, эрех-с?ра ??мелле, у?? сывл?шра сывламалла, компьютер ум?нче нумай лармалла, кун й?ркине п?х?нса т?малла, сиенл? й?ла-й?ркесемпе ус? курмалла, ирхине в?х?тра т?малла, ка?хине в?х?тра выртмалла, пирус туртмалла, организмш?н кирл? те ус?лл? апат ?имелле. (7,8,9-м?ш слайдсем) ЭРЕХ-С?РА СИЕН? НАРКОТИК СИЕН? ПИРУС ТУРТНИ СИЕН? III тапх?р: ИНФОРМАЦИ ПАЙ?. Учен?йсемпе врачсем калан? т?р?х эрех-с?ра ??ни организмш?н пит? сиенл?. Час-часах эрех ??екен ?ынсем ч?ре, п?вер, вар-хыр?м, ?пке чир?семпе чирлеме пултара???. ??екен ?ынн?н сывл?х? хавшать ??? мар, в?сен ?с-т?н? те арканать? Эрех ??н? чухне в?л х?й м?н тунине те ас?рхайми пулать, х?йне тыткалама п?лмест. Табак т?т?м? ч?н-ч?н тусан, анчах та ?ав тери в?т?скер. Т?т?м?н ытларах пай? каялла тухать, анчах та ?улталёк хушшинче ?пке вит?р 800 грамм ях?н тик?т тухать. Табак т?т?м?нче никотин, угарл? газанилин, мышьяк, уксус пур. Пур? 2 пине ях?н вещество шутланать, в?сенчен 100-ш? этем организ?м?ш?н ?ав тери сиенл?. IV тапх?р: ?НЛАННИ. Пирус туртасси тата эрех-с?ра ??есси патне м?н илсе пырать-ха? Ачасен хурав?: • пуш? в?х?т нумай пулни • аслисен хушшинче ?нлану пулманни • ?емьере кил?ш? ?укки • асл?рах курнас килни т.ыт.те… ?ак йыв?рл?ха п?терме пире кам пул?шать-ха? • общественность • в?рентекенсем • ашш?-ам?ш? • ?ын е ача х?й ?апла вара пурте п?рле, общественност, в?рентекенсем, ашш?-ам?ш?, ?ын е ача х?й т?р?шсан сывл?хл? пулма пултаратех. Vтапх?р: ?ЫРУ ???. Таблиц на ?ырса тултарасси. Сывл?х Сывл?х т?шман? VI тапх?р: П?Т?МЛЕТ?. Чи пыс?к пуянл?х в?л-сывл?х. Сывл?х пулсан-?ын ??лет те сав?нать те. ??р ?инче х?й?н тив??не туйса пур?накан ?ын пуринш?н те т?р?шать: сывл?хне те ?ир?плетет, ашш?-ам?шне те хисеплет, ачи-п?чине те т?р?с т?кел п?хса ?стерет, ?урт-й?рне те ?ав?рать, ?ынна та ыр? тума манмасть. Апла пулсан, кашни ?ын х?й?н сывл?хне упрани кирл?. ?емье т?рек?, ачасен пуласл?х?, ??р-шыв малашл?х? - ?ир?п сывл?хл? ?ынсенче. Шел пулин те, хальхи в?х?тра чирлекенсен йыш? ?ссех пырать. Ай?п? вара т?рл?рен пулать: ?ут ?антал?кри тасамарл?х, в?й питти ?ынсемех эрех-с?ра ??се, пирус туртса, нарк?м?шла ш?век ?ша ярса х?йсен сывл?хне хавшата???, пулас ачисен малашл?хне те п?терсе хура???. КИЛЕ ??: ХА?АТ К?ЛАРАССИ. 1 рет – «Сывл?х министерстви ас?рхаттарать». 2 рет – «Эрех-с?ра сиен?» 3 рет – «Наркотиксем пире кирл? мар!»
Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«План-конспект урока чувашского языка по теме «Сывл?хл? пулас килет-и?"»

«СЫВЛĂХЛĂ ПУЛАС КИЛЕТ-И?»

темăпа ирттернĕ уçă урок планĕ

(Сывлăха сыхлакан технологипе чăваш чĕлхи урокĕсенче усă курасси,

5-9 классем валли)


Хатĕрлекенĕ: Осипова Светлана Геннадиевна - Чăваш Республикинчи Шупашкар хулин «Уйрăм предметсене тĕплĕн вĕрентсе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 54-мĕш вăтам шкул» муниципалитетăн пĕтĕмĕшле вĕренÿ бюджет учрежденийĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.


Сывлăха сыхлакан, перекетлекен технологи вĕрентекеншĕн чи кирли.

Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен обществăна сывă та ăслă çынсем кирлĕ. Ача сывлăхлă пулнине çак енсем палăртаççĕ.

1)ачан хăйне хăй йывăрлăха, ывăннине, вĕренÿ программине çĕнтерме пĕлмелле;

2) хăйне тытас енĕпе те тĕрĕс, çитменлĕхсене курма пĕлмелле;

3) ăс-тăн енчен тăнлă, сăнама, хăй тĕллĕн ĕçлеме пĕлмелле;

4) кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен çирĕп, тĕлĕнме тата савăнма пĕлмелле;

5) хутшăнура хăйне тытма, шÿтлеме, шÿте ăнланма пĕлмелле.


Çак асăннă енсене туса пыма вĕрентекенсен ачасене пулăшмалла. Мĕнле майпа?

  1. кабинета уçăлтармалла, ăшă та таса пулмалла, çутă çитмелле;

  2. ачасемпе вĕрентекен хушшинче ăшă кăмăллă хутшăнусем тума тăрăшмалла;

  3. уроксене ачасен вăй-халне, сывлăхне кура ирттермелле, кану саманчĕсем пулмалла;

  4. киле ĕç пĕлсе тата вырăнлă памалла.


ТЕМА: СЫВЛĂХЛĂ ПУЛАС КИЛЕТ-И?

Урок эпиграфĕ «Хĕвел, сывлăш тата шыв-

пирĕн лайăх юлташсем»

УРОК ТĔЛЛЕВĔСЕМ:

Сапăрлăх тĕллевĕ: харпăр хăй сывлăхне упрама, сывлăхшăн сиенлĕ йeркесене хирĕç кĕрешме хăнăхтарасси.

Пĕлÿ тĕллевĕсем:

1) Вуланă хайлавсен тĕп шухăшĕпе авторсем хускатнă çивĕч ыйтăвĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварасси.

2) Сывлăха упрама, сывлăхшăн сиенлĕ йĕркесене хирĕç кĕрешме хăнăхтарасси.

Илемлĕх тĕллевĕ: пурнăçа ăнланма, унăн илемлĕхне курма пулaшăсси.

КУРĂМЛĂХ ХАТĔРĔСЕМ: сывлăха кăтартакан тата сывлăха сиен кÿрекен ÿкерчĕксем, компьютер, проектор, экран.


УРОК ЮХĂМĔ

I. УРОКА ЙĔРКЕЛЕНИ, ПĔР-ПĔРИНПЕ СЫВЛĂХ СУННИ.

Учитель:

Ырă кун пултăр, ачасем!

Сывлăх сунатăп!

Аван-и?

Сывах-и?

Салам пурне те!

Ачасем:

Ырă кун пултăр, вĕрентекен!

Сывлăх сунатпăр!

Аван!

Сывах!

Салам сире те!


I тапхăр: СĂЛТАВЛАНИ.

Мĕн-ши вăл сывлăх? (1-мĕш слайд)

СЫВЛĂХ – çемье, спорт, канлĕ тĕлĕк, телей, юратнĕ ĕç,

укçа, тус-юлташ, пурнăç, юрату, виçеллĕ апат.

Çыннăн сывлăх пулсан пурте пулать. «Сывлăхран хакли ним те çук» - теççĕ ваттисем. Сывлăх çинчен ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем те нумай. Вĕсемпе паллашсан, палах, питĕ лайăх пулмалла. Эсир çак ваттисен сăмахĕсене мĕнле ăнланатăр. (2-мĕш слайд)

ПĔТĔМЛЕТŸ: Сывлăхлă çын пур енлĕн аталанма, вăй хурса ĕçлеме, тăрăшса вĕренме, тулли пÿрнăçпа телейлĕ пурăнма пултарать, çавăнпа та сывлăх теми, уйрăмах хальхи вăхăтра, шкул пурнăçĕнчен пĕртте аякра тăмасть. Паянхи урок тĕллевĕ те сывлăхпа çыхăннă. (3,4,5,6-мĕш слайдсем)

Сывлăхлă пулас тесен мĕн-мĕн тумалла-ши?


II тапхăр: ШУХĂШЛАНИ.

Апла пулсан, сывлăхлă пулас тесен пирĕн… (кирлĕ сăмах майлашăвĕсене суйласа илмелле те предложени йĕркелемелле).

Спортпа туслă пулмалла, телевизор умĕнче нумай лармалла, сахал хускану тумалла, шывпа туслă пулмалла, эрех-сăра ĕçмелле, уçă сывлăшра сывламалла, компьютер умĕнче нумай лармалла, кун йĕркине пăхăнса тăмалла, сиенлĕ йăла-йĕркесемпе усă курмалла, ирхине вăхăтра тăмалла, каçхине вăхăтра выртмалла, пирус туртмалла, организмшăн кирлĕ те усăллă апат çимелле. (7,8,9-мĕш слайдсем)

ЭРЕХ-СĂРА СИЕНĔ НАРКОТИК СИЕНĔ

ПИРУС ТУРТНИ СИЕНĔ


III тапхăр:

ИНФОРМАЦИ ПАЙĔ.

Ученăйсемпе врачсем каланă тăрăх эрех-сăра ĕçни организмшăн питĕ сиенлĕ. Час-часах эрех ĕçекен çынсем чĕре, пĕвер, вар-хырăм, ÿпке чирĕсемпе чирлеме пултараççĕ. Ĕçекен çыннăн сывлăхĕ хавшать çĕç мар, вĕсен ăс-тăнĕ те арканать? Эрех ĕçнĕ чухне вăл хăй мĕн тунине те асăрхайми пулать, хăйне тыткалама пĕлмест.

Табак тĕтĕмĕ чăн-чăн тусан, анчах та çав тери вĕтĕскер. Тĕтĕмĕн ытларах пайĕ каялла тухать, анчах та çулталёк хушшинче ÿпке витĕр 800 грамм яхăн тикĕт тухать. Табак тĕтĕмĕнче никотин, угарлă газанилин, мышьяк, уксус пур. Пурĕ 2 пине яхăн вещество шутланать, вĕсенчен 100-шĕ этем организĕмĕшĕн çав тери сиенлĕ.

IV тапхăр:

ĂНЛАННИ.

Пирус туртасси тата эрех-сăра ĕçесси патне мĕн илсе пырать-ха?

Ачасен хуравĕ:

  • пушă вăхăт нумай пулни

  • аслисен хушшинче ăнлану пулманни

  • çемьере килĕшÿ çукки

  • аслăрах курнас килни т.ыт.те…


Çак йывăрлăха пĕтерме пире кам пулăшать-ха?

  • общественность

  • вĕрентекенсем

  • ашшĕ-амăшĕ

  • çын е ача хăй


Çапла вара пурте пĕрле, общественност, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ, çын е ача хăй тăрăшсан сывлăхлă пулма пултаратех.


Vтапхăр:

ÇЫРУ ĔÇĔ.

Таблиц на çырса тултарасси.


Сывлăх

Сывлăх тăшманĕ




VI тапхăр:

ПĔТĔМЛЕТŸ.

Чи пысăк пуянлăх вăл-сывлăх. Сывлăх пулсан-çын ĕçлет те савăнать те.. Çĕр çинче хăйĕн тивĕçне туйса пурăнакан çын пуриншĕн те тăрăшать: сывлăхне те çирĕплетет, ашшĕ-амăшне те хисеплет, ачи-пăчине те тĕрĕс тĕкел пăхса ÿстерет, çурт-йĕрне те çавăрать, çынна та ырă тума манмасть. Апла пулсан, кашни çын хăйĕн сывлăхне упрани кирлĕ. Çемье тĕрекĕ, ачасен пуласлăхĕ, çĕр-шыв малашлăхĕ - çирĕп сывлăхлă çынсенче. Шел пулин те, хальхи вăхăтра чирлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Айăпĕ вара тĕрлĕрен пулать: çут çанталăкри тасамарлăх, вăй питти çынсемех эрех-сăра ĕçсе, пирус туртса, наркăмăшла шĕвек ăша ярса хăйсен сывлăхне хавшатаççĕ, пулас ачисен малашлăхне те пĕтерсе хураççĕ.


КИЛЕ ĔÇ: ХАÇАТ КĂЛАРАССИ.

1 рет – «Сывлăх министерстви асăрхаттарать».

2 рет – «Эрех-сăра сиенĕ»

3 рет – «Наркотиксем пире кирлĕ мар!»





Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Уроки

Целевая аудитория: Прочее

Скачать
План-конспект урока чувашского языка по теме «Сывл?хл? пулас килет-и?"

Автор: Осипова Светлана Геннадиевна

Дата: 15.11.2015

Номер свидетельства: 253207


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства