kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Предметсем хушшинчи çыхăну ачасен пĕлĕвĕн пахалăхне ÿстерни

Нажмите, чтобы узнать подробности

Предметсем  хушшинчи çыхăну ачасен пĕлĕвĕн пахалăхне ÿстерни

(Роль межпредметных связей в повышении качества знаний учащихся)

                                Пурне те ырă кун пултăр!

Кашни вĕрентекеншĕн вĕрентÿ тĕллевĕсем уçăмлă пулмалла. Тĕллевсене палăртнă чухне çакна шута илмелле: 1) пурнăç ыйтнине тивĕçтересси; 2) чăваш чĕлхи ăслăлăхĕн аталанăвĕн шайне тĕпе хурасси;. 3) педагогикăпа психологи, меслетлĕх ăслăлăхĕсен кăтартăвĕсене пурнăçласси; 4) чăваш чĕлхине шкулти ытти предметсемпе çыхăнтарса вĕрентесси.  Асăннă кăтартусем шкул программинче «принципсем» пек йĕркеленсе сăнланаççĕ: сăмах принципĕ, аталану принципĕ, çыхăнулăх принципĕ т. ыт. те.

Ăнланмалларах пултăр тесе чăваш чĕлхине вĕрентессин тĕллевĕсене икĕ ушкăна уйăратпăр: 1) ятарлă (çак предмета вĕрентессипе çыхăннă) тĕллевсем;. 2) пĕтĕмĕшле (ытти предметсене вĕрентессипе те çыхăннă) тĕллевсем.

 Паянхи темăна илес пулсан, пире иккĕмеш ушкăнри тĕллевсем интереслентереççĕ.

Тăван чĕлхене вĕрентессин пĕтĕмĕшле  тĕллевсем çаксем:

- вĕренекенсен шухăшлавне тĕрĕс йĕркелесси;

- илнĕ пĕлÿпе пурнăçра тĕрĕс усă курма вĕрентесси;

- ĕç хăнăхавĕсене йĕркелесси, вĕренекенсене кĕнекепе ĕçлеме вĕрентесси;

- предметсен çыхăнăвне туса пырасси;

- ăс-хакăл ĕçне хисеплеме вĕрентесси.

Чăваш чĕлхине вĕрентесси ытти предметсемпе çыхăнтарса пыни урокра ăса хывмалли темăсене те, ытти предметсемпе илекен информацие те лайăхрах ăнланма, пурнăçри япаласемпе ăнлавсен çыхăнăвне ансат тĕслĕхсемпех ăнкарса илме пулăшать. Çак тĕллевсене пурнăçламалли майсене е  çул - йĕре вĕренÿ кĕнекисем кăтартса параççĕ.   Акă, тĕслĕхрен, 8 -9 классем валли хатĕрленĕ учебникра «Пĕр йышши членлă предложенисем»  темăна вĕреннĕ чухне  «Инçет Тухăç», «Кĕпшĕл», «Юман» çыхануллă текстсем тĕл пулаççĕ. Хăнăхтарура кăтартнă ĕçсене пурнăçланă май тавçăруллă вĕрентекен географи, зоологи предмечĕсемпе те çыхăну йĕркелеме тăрăшать.

Паллах, тăван чĕлхе урокĕсем тăван сăмахлăх урокĕсемпе тачă çыхăнса тăмалла.  Çыравçăсен хайлавĕсенчен илнĕ тĕслĕхсемпе вĕрентекен çак тĕллевсемпе усă курать: 1) чĕлхе пулăмĕсене вĕсен кирлĕлĕхне тĕпе хурса ăнлантарасси; 2) грамматика формисен стиль уйрăмлăхĕсене тишкересси.

Çавăнпа ачасене чĕлхе урокĕсенче çакнашкал сăнавсене тăтăшрах ирттреме сĕнмелле: пĕр-пĕр çыравçăн хайлавĕсенчен илнĕ тĕслĕхе тишкерĕр, илемлĕх мелĕсене палăртăр, пĕр сăмахпа çине-çине усă курнине палăртăр т. ыт. те. Çав вăхăтрах сăмахлăх урокĕсенче те чĕлхе ыйтăвĕсемпе ĕçлесси тивĕçлĕ вырăн йышăнмалла.

Пĕр еверлĕрех ыйтусем тĕрлĕ чĕлхе (чăваш чĕлхи, вырăс чĕлхи, нимĕç е акăлчан чĕлхи) урокĕнче пулма пултараççĕ. Тĕрлĕ чĕлхере пĕрешкел ăнлавсем пур. Вĕрентекенĕн танлаштару мелĕпе тĕрĕс усă курса тĕрлĕ чĕлхери пĕр пеклĕхсене те, уйрăмлăхсене те тупса палăртма пĕлмелле, унашкал тишкерÿ хăнăхăвĕсене ачасенче те аталантармалла.  «Чăваш чĕлхи фонетикине вĕрентнĕ чух кĕве-юрă урокĕсенче мĕн вĕреннине шута илме май пур; тĕслĕхрен, ачасем «сасă», «тембр», «интонаци» ăнлавсемпе кĕвĕ урокĕсенче те паллашаççĕ, ку ыйтусем чăваш фонетикине вĕрентнĕ чух та тĕл пулаççĕ», – тесе палăртнă чăваш чĕлхипе хатерленĕ чух шкул программинче. Çапла вара, чăваш чĕлхине верентнĕ чухне ытти предметсемпе мĕн вĕрентнине яланах асра тытмалла, предметсен хушшинчи çыхăнăва тĕрĕс йĕркелеме вĕренмелле.

Хальхи литература урокĕсен те тепĕр уйрăмлахĕ вăл – чĕлхе, истори, вырăс литератури, обществоведени, биологи, географи, музыка,  тăван ен культури, ÿкерÿ урокĕсемпе тачă çыхăнса тăни.

Уроксенче содержанийĕпе пĕр евĕрлĕрех предметсем хушшинчи çыхăнăва çирĕп тытса пыни вĕренекен ачасене  çут çанталăкри, общество пурнăçĕнчи, çын шухăшлавĕнчи пулăмсене тĕрлĕ енлĕн тĕпчеме тата пĕтĕмлетме май парать, çитĕнекен çамрăксен тĕнче курăмне йĕркелес енпе паха. Предметсем хушшинчи çыхăну ачасен вĕренес тимлĕхе, пахалăхне  те ÿстерет.  Сăмахран, литература урокĕсенче искусство произведенийĕсемпе усă курни вĕренекенсене хавхалантарать çеç мар, вĕсен тавра курăмне, пĕтĕм культурине анлăлатать. Ку çыхăну шкул ачисен пуплевне аталантарма та,  пĕлÿ пахалăхне те ÿстерме пулăшать.

Илемлĕ литература урокĕсене ирттерме хатерленнĕ чухнех вĕрентекен предметсем хушшинчи çыхăну мĕнле пулмаллине тĕплĕн шухăшласа хурать, ытти программăсемпе, шкулти тата ялти библиотекăсенче пур материалпа, литературăпа паллашать т. ыт. те.

Предметсем хушшинчи çыхăнăва пурнăçланă чухне, маларах каларăм ĕнтĕ, вĕрентекенĕн вырăс литературипе, историпе тата ытти предметсемпе ку таранччен мĕн вĕреннине шута илмелле. Сăмахран, V класра вĕренекен ачасем чи малтанах чăваш халăх юмахĕсене, тупмалли юмахсене, каларăшсемпе ваттисен сăмахĕсене вуласа тишкереççĕ. Вĕрентекен ачасене юмах музыкăра та пуррине пĕлтерме пултарать, Н.Римский-Корсаковăн «Сказка о царе Салтане» оперин сыпăкĕсене, Ф. Васильевăн «Шывармань» оперинчи «Хĕрсен юррине» итлеттерме, «Сарпике» балечĕ юмах  пулни çинчен каласа пама пултарать.

Вырăс литератури урокĕсенче ачасем çав вăхăтрах юмахсем вулаççĕ. Чăваш юмахĕсене тишкернĕ чухне вĕрентекен икĕ халăх юмахĕсенче сюжет, сăнарсем, композиципе илемлĕх тĕлĕшĕнчен пĕр пеклĕх пурри çинчен калать. Сăмахран, çынсемпе чĕр чунсем çинчен калакан юмахсем ырă ĕç усал ĕçе çĕнтернипе вĕçленеççĕ. Çыравçăсем çырнă юмахсем пирки те çавнах каламалла. Вĕрентекен ачасене юмахсем тăрăх ÿкернĕ картинăсем, ÿкерчĕксем кăтартать, лайах санарсене çутă сăрăпа, япăххисене хура сăрпа сăнлани çинчен асăрхаттарать.

Чăваш чĕлхипе литератури урокĕсем хушшинчи çыхăнусем питех те анлă. Чăваш чĕлхи предмечĕн программи вĕренекенсене тăван чĕлхен сăмах пуянлăхне, вĕсен пĕлтерĕшĕпе паллаштарма калать. Чăваш литератури урокĕсенче те ачасем синонимсемпе антонимсем, тĕп чăваш сăмахĕсемпе  йышăннă сăмахсем, кивелнĕ, çĕнĕ,  вырăнти калаçу сăмахĕсем, сăмах çаврăнăшĕсем çинчен вĕреннине аса илсе пыраççĕ. Çыхăну ачасен калаçăвĕпе çырăвне аталантарас тĕлĕшпе анлăн пулса пырать. Сăмахран, ачасем сăнани, курни-илтни çинчен илемлĕ литература произведенине вуланă хыççăн та çыраççĕ.

Литература урокĕсем истори урокесемпе те тачă çыхăнаççĕ. Вĕрентекен ачасем истори, обществоведени урокĕсенче мĕн вĕреннине шута илет, çынсен хальхи пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарать, республика, совхоз, хула е ял, шкул, шкул пурнăçĕнчи ырă тĕслĕхсемпе çирĕплетсе парать.

Халăх самахлăхĕпе чăваш литературин уйрăм жанрĕсене вĕреннĕ чухне вĕрентекен ачасене юрă, ташă, музыка, живопись, скульптура, кино, театр искусствисемпе паллаштарать, чăваш культурин ÿсĕмĕ çинчен каласа парать, кăтарту пособийĕсемпе усă курать. Тĕслĕхрен, К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмине вĕреннĕ май вăл П.Сизов картинисен репродукцийĕсене, К.В.Иванов палăкĕн, бюсчĕн тата Чăваш музыка театрĕнче лартнă «Нарспи» оперăри, К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш драма театрĕнче лартнă «Нарспи» спектакльти сценăсен фототÿкерчĕкĕсене кăтартать.

Çапла вара, литература урокĕсенче ачасем чăваш культурипе те паллашаççĕ. Илемлĕ литература урокĕсем чăн-чăн искусство урокĕсем, ачасен чун-чĕрине хумхантаракан, илеме туйма, юратма вĕрентекен уроксем пулса тăраççĕ. Вĕрентекенĕн пысăк пĕлĕвĕ, анлă тĕнче курăмĕ, вулавĕ, калаçăвĕ, пуçарулĕхĕ ачасемшĕн яланах ырă тĕслĕх пултăр!

Çакăнпа хамăн сăмахăма вĕçлетĕп. Итлеме кăмăл тунăшăн пысăк тав! Пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕпе саламлатăп!  Сире çирĕп сывлăх, малашлăха шанма, çĕнĕ ÿсĕмсем тата ырлăх-сывлăх сунатăп!

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Предметсем хушшинчи çыхăну ачасен пĕлĕвĕн пахалăхне ÿстерни»

Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Прочее

Целевая аудитория: Прочее.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
Предметсем хушшинчи çыхăну ачасен пĕлĕвĕн пахалăхне ÿстерни

Автор: Трофимова Рина Рудольфовна

Дата: 11.10.2020

Номер свидетельства: 559663

Похожие файлы

object(ArrayObject)#851 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(257) "Доклад на тему "Предметсем  хушшинчи ?ых?ну ачасен п?л?в?н пахал?хне ?стерни. (Роль межпредметных связей в повышении качества знаний учащихся)" "
    ["seo_title"] => string(168) "doklad-na-tiemu-priedmietsiem-khushshinchi-cykhanu-achasien-peleven-pakhalakhnie-ystierni-rol-miezhpriedmietnykh-sviaziei-v-povyshienii-kachiestva-znanii-uchashchikhsia"
    ["file_id"] => string(6) "242335"
    ["category_seo"] => string(7) "prochee"
    ["subcategory_seo"] => string(7) "prochee"
    ["date"] => string(10) "1445441846"
  }
}

Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства