kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Конспект урока по чувашскому языку "Кай?ксем - пир?н туссем".

Нажмите, чтобы узнать подробности

Предмет: Ч?ваш ч?лхи (выр?с ч?лхилл? шкул).
Класс: 5-м?ш класс
Урок теми:  Кай?ксем – пир?н туссем.
Урок т?с?: хут?ш урок.
Сап?рл?х т?ллев?сем: кай?ксене упрама, в?сене сыхласа х?варма в?рентесси.
П?лÿ т?ллев?:  глагол?н пулас формипе т?р?с ус?  курма х?н?хтарасси, кай?к яч?сене аса илсе çир?плетсе х?варасси, п?р-п?рне ыйтусем парас,  хуравлас х?н?хусене аталантарасси. 
Аталантару т?ллев?: çых?нулл?  пуплеве, шух?шлава, тимл?хе, илемл? те т?р?с вулав х?н?х?в?сене аталантарасси, с?мах йышне пуянлатасси, тишкерме тата п?т?млетÿ тума в?рентесси.
Ус? курн? технологисем: информаципе хутш?ну, проблем?лл? в?ренÿ, сывл?ха упракан, харп?рл?ха аталантаракан, ушк?нра хутш?нса ?çлеме х?н?хтаракан технологисем.
Урок мел?сем:  ыйту-хурав, фонетика зарядки, в?рентекен с?мах?, калаçу, шырав- т?пчев, х?н?хтар?ва çырса пурн?çласси,  проблем?лла ыйт?ва хуравлани, тишкерÿ - п?т?млетÿ, çурма сас?па вуласси, суйлавл? вулав, илемл?  пал?ртулл? вулав, м?ш?рсенче, ушк?нпа ?çлесси, диалог, монолог  т?васси.
Кур?мл?х хат?р?сем: компьютер, проектор, экран, тем?па хат?рлен? презентации, çыру ?çне ирттермелли карточк?сем, сар? т?сл? çаврашкасем.
Лексика  материал?: кур?к ?ш?нче, т?м? ?ш?нче, тип? кур?к, й?таçç?, п?тереçç?, й?ва, х?в?л, т?к.
        Урок юх?м?.
I. Класа урока й?ркелени.                            
В: Ыр? кун пулт?р, ачасем !
А: Ыр? кун пулт?р!            
 В: Ш?нк?р-ш?нк?р! Ш?нк?рав
     Ак? иртр? те т?хтав.
    Лар?р парта хушшине
     Пуçлар ч?лхе урокне. 

 II. Фонетика зарядки. 
-К?штах ч?лхесене вылятса илер-ха. Ман хыçç?н т?р?с кал?р. 
Пир?н çумри в?рманта
Т?рл? кай?к пур?нать.
Çеп?ç юр? юрласа
Пир?н чуна х?партать.
 III. Пуплев х?н?хтар?в?
(çантал?к çинчен калаçни).
 1. Дежурн?йпе калаçни.
- Паян класра кам  дежурн?й?
- Паян класра  эп? дежурн?й. 
         - Класра кам çук ?                   
          -Паян ака уй?х?н миçем?ш??
          -Хал? çултал?к?н х?ш в?х?ч??
          -Урамра м?нле  çантал?к т?рать? (Урамра ?ш? çантал?к т?рать, тÿпе к?вак, ?ш? çил в?рет).
- Тÿпе м?н т?сл??
- Çил в?рет-и?
- Х?вел п?хать-и?
- Кай?ксем ?çтан в?çсе килеçç??
          - Сире  паянхи çантал?к кил?шет-и? М?нш?н кил?шет?
          - Эсир çуркуннене хавас-и?
          - Ачасем, çуркунне çитни ?çтан кур?нать? (Х?вел п?хать, юр ир?лет, урамра шыв юхать, кай?ксем к?нт?ртан в?çсе килеçç?, сим?с кур?к тухать, йыв?çсем çулç? к?лараçç?, пахчара çурхи ?çсем пуçланаçç?, çынсем ç?м?л т?х?наçç?…). 
-Т?р?с ачасем, эсир калан? палл?сем в?сем пурте çур паллисем . 
- М?н тери илемл? в?сем çурхи кунсем!

IV. Урок?н темипе, т?ллев?семпе паллаштарасси.  
- Паян урокра м?н çинчен калаçассине п?лес тесен сир?н таблиц?па ус? курса шиф?рлан? урок темине тупмалла.
-Паянхи урокра эпир сир?нпе кай?ксем çинчен калаç?п?р, в?сем çинчен тар?нрах п?лÿ илме т?р?ш?п?р. Тен, м?н те пулин ç?ннине п?л?п?р. 
-Çапла вара, паянхи урок теми «Кай?ксем - пир?н туссем». 

V. Кай?к яч?сене аса илесси. 
Айт?р в?й? выляр-и?
Кай?к яч?сене п?лнине
Т?р?слесе п?хар-и?

1.Рифм?сем туп?р:
1)       Ку! Ку! Ку!
Ав?тать … (куккук).
2)       Т?рр! Т?ри! Т?рр! Т?ри!
Тÿпере юрлать … (т?ри).
3)       Чак! Чак! Чак!
Чаклатать … (чакак).
4)       Крак! Крак! Крак!
      Краклатать … (курак).
5)       Х?л ларсан уйра эп кур?п
Х?рл? п?сехелл? …(уй?п).
- Маттур, ачасем! Кай?к яч?сене лай?х п?лет?р.
-Ч?ваш Республикинче пур? миçе т?рл? кай?к т?л пулать-ши? П?лет?р-и, эсир? Эп?  интересленсе  интернетра шыраса  п?хр?м та  200 ытла т?рл? кай?к т?л пулнине п?лт?м. 

2. Кай?ксене ушк?нлани. 
- Кай?ксене эпир м?нле ушк?нсене пайлатп?р?( Пир?н патра х?л каçаканнисем, çуркунне   в?çсе килекеннисем). 
-Хал? в?сене ик? ушк?на  пайлатп?р. Ч?р?ш çине х?л каçакан кай?ксене тата х?л каçма в?çсе килекеннисене,  хур?н çине ?ш? енчен в?çсе килекеннисене.
- Курака  х?ш йыв?ç çине лартатп?р?
 - Хал? вара хур?н çине тата ч?р?ш çине лартн? кай?ксене пурте п?рле ушк?нпа теп?р хут калатп?р.

3. Кай?ксен сассисем.
-М?нле кай?ксем юр? ш?рантараçç?-ши кунта? Итлесе п?хар-ха в?сене.
-Ку курак сасси.
-Ачасем,  кураксене  хал?хра « çуркунне йыхравçи» теçç?. В?сем пир?н пата  чи малтан, пуш уй?х?нче  в?çсе килеçç?.
-Ку ш?нк?рч сасси.
-Теп?р кай?к сассине итлесе п?хатп?р. М?нле кай?к юрлать?
-Ку т?ри сасси. 
-Ака уй?х?нче  пир?н т?р?ха ш?нк?рчсем, т?рисем  в?çсе килеçç?.
-Çу уй?х?нче вара м?нле кай?ксем в?çсе килсе юр? ш?рантарма пуçлаçç?-ши? Итлесе п?хар-ха (ш?пч?к, куккук, сар кай?к, ч?кеç).
-Ачасем, кай?ксем çут çантал?кра, пир?н  пурн?çра м?нле выр?н йыш?наçç?-ши? Çак ыйт?ва  хурав пама пире калав пул?ш?.

VI. Текстпа  ?çлесси
1.Ç?н? с?махсемпе ?çлени. 
- Хал? эпир сир?нпе текстпа ?çл?п?р. Текста ?нланма, унпа çых?нн? ?çсене пурн?çлама ç?н? с?махсемпе паллаш?п?р. Çак с?махсене малтан эп? вулат?п, эсир тимл? пул?р, в?сене астуса юлма т?р?ш?р.
Кур?к ?ш?нче – в траве
Т?м? ?ш?нче – в кустах 
Тип? кур?к – сухая трава
Й?таçç? – таскают
П?тереçç? – уничтожают
Й?ва – гнездо
Х?в?л – дупло
Т?к - перо

  а) в?рентекен – хор;
 ?) п?р ача ч?вашла, тепри выр?сла вулани;
 б) ç?н? с?махсемпе предложени туптарни;

2. Текстпа ?çлесси. 
а) текста в?рентекен вуланине итлени;
- Хал? текстпа паллаш?п?р. Тимл? пул?р, эп? вулат?п, эсир текста м?нле ?нланнине  выр?сла каласа пама хат?рлен?р.
?) п?р ачана  текста м?нле ?нланнине выр?сла калаттарни;
б) текстра паян паллашн? ç?н? с?махсем тата с?мах майлаш?в?сем  пур предложенисене тупса выр?сла куçарттарни;
б ) ачасем çурма саспа х?йсем т?лл?н  вулани;
- Ачасем, хал? текста х?в?р т?лл?н çурма саспа  вуласа тух?р, ыйтусем çине хуравлама хат?рлен?р.
в) калав т?р?х ыйтусем çине хуравласа т?р?слени
- Хал?  çак калав т?р?х п?р-п?рне ыйтусем пар?р та хуравл?р.
?    Çуркунне пир?н пата м?нле кай?ксем в?çсе килеçç??
?    В?сем х?йсен й?висене ?çта-?çта т?ваçç??
?    Вась?па аслашш? х?ш кай?ксем валли й?васем тур?ç?
?    Вася м?нш?н сав?нч??
?    Аслашш?пе м?нук? й?васене ?çта çак?ç?
г) м?ш?рпа ?çлени ( 2 м?ш?ра итлени);
- Хал? çак ыйтусене п?р-п?рне парса туллин хуравлама хат?рлен?р.
- Маттур ачасем, ку ?çе те аван пурн?çлар?р.
д) текста п?т?м?шле ч?вашла каласа пани (1 ача калавне итлени);
- Ачасем, эпир текстпа т?рл? ?çсем тур?м?р. Хал? ман шутпа, эсир çак текста ч?вашла каласа пама пултарат?р пул? тесе шутлат?п.

3. Грамматика материал?пе ?çлени. 
- Хал? текстра палл? тун? с?махсемл? предложенисене туп?р. Глаголсем х?ш в?х?тра-ши?
1. Х?лле вара унта çерçисемпе к?с?ясем те пур?н?ç.
2. Ыран в?рмана кай?п?р та й?васене унта çак?п?р.
Будущее время употребляется тогда, когда говорящий не вполне уверен в том, что действие произойдёт. 
VII. Кану саманч? 
- Ыв?нни сис?нме пуçлар?, к?штах çан-çур?мсене хускатса илер. 
 Кай?ксем в?çеçç?, в?çеçç?,
Унтан канма лараçç?.
Каллех ç?кленеçç?
Малалла в?çеçç?.
Ш?пп?н-ш?пп?н лар?п?р,
Малалла в?рен?п?р.

(Малтан ачасем ура çине т?раçç?, унтан ал?семпе кай?ксем в?çн? пек т?ваçç?, лараçç?. Çак?н хыçç?н х?в?ртт?н т?раçç? те каллех аллисемпе в?çн? пек т?ваçç?).
VIII. Çыру х?н?х?в?сене аталантарни. 
- Çак предложенисенче т?р?с аффикс ларт?р.
1. Çуркунне кай?ксем к?нт?р… в?çсе килеçç?.                            - тан, -тен
2. Кай?к… й?ва т?ваçç?.                                                              - а, -сем
3. Кай?ксем сиенл? хурт-к?пшанк?сене п?тер…  .                       - еçç?, -аçç?
4. Асаттепе ш?лл?м ш?нк?рчсем валли й?ва ту… .                      - р?, -р?ç
5. Пир?н кай?ксене пул?ш …  .                                                     - малла, -мелле
IX. Урока п?т?млетни 
 - Ачасем, паянхи урокра эпир сир?нпе м?нсем  çинчен калаçр?м?р? (Ачасем хуравлаçç?).
-В?сем пире м?нле  ус? параçç?? (Сиенл? хурт-к?пшанк?сене п?тереçç?, х?йсен илемл? юррисемпе сав?нтараçç?, çум кур?к в?ррисене пуçтараçç?).
-В?çен кай?ксен çут çантал?кри п?лтер?ш? пит? пыс?к. В?сем сиен кÿрекен хурт- к?пшанк?сене п?тереçç?, çум кур?к в?ррисене пуçтараçç?. П?р ш?нк?рч çемьи к?на ч?пписене п?хса ÿстерн? в?х?тра 8-10 пин таран сиенл? н?р?сене п?терет. Çав?нпа та в?сене упр?р, пул?ш?р, кай?к ç?мартисене ан тыт?р, й?висене ан тустар?р! Вара кай?ксем пире яланах илемл? сассисемпе сав?нтар?ç. 
Апла пулсан пир?н в?сене юратмалла,  упрамалла, пул?шмалла.
- Ачасем, айт?р-ха çак предложенине теп?р хут ушк?нпа калатп?р.
- Хал? вара çак предложенине выр?сла куçар?р.
- Птиц нам нужно любить, беречь, помогать.
X. Киле ?ç пани.
?    «Кай?ксем» ятл? кроссворд т?в?р.
?      Х?в?ра кил?шекен кай?ка ÿкер?р. 
XI. Рефлекси (18-м?ш слайд).
1.  Сире паянхи урок кил?шр?-и? 
- Эп? сире сар? çаврашкасем  валеçсе пан?. Эсир в?сем çине хал? смайликсем ÿкерет?р. Енчен те урок сире кил?шр? пулсан сав?н?çл? смайлик ÿкер?р. Урок кил?шсех каймар? пулсан, ?нланман выр?нсем юлч?ç пулсан  хурл?хл? смайлик ÿкер?р. Хал? х?в?р ÿкерч?ксене ç?клесе к?тарт?р, тархасш?н. 
XIII. Ачасен ?çне хаклани.
- Паянхи урокра эсир т?р?шса ?çлер?р. Мана эсир урокра т?р?шса ?çлени сав?нтарч?. Ытларах … маттур ?çлер?ç.  Эп? сире урокра т?р?шулл? пулниш?н, мана пул?шниш?н тав т?ват?п. В?ренÿре ?н?çу сунат?п. Ч?ваш ч?лхине малашне те юратса в?ренессе шанат?п. 
- Урока эп? çак с?в? й?ркипе в?çлесш?н:
 Кай?к-к?ш?к çухалсан
Пахча çим?ç них?çан
Тул?х пулм? п?т?мпех
Хурт пултар? п?терме.
Ман ч?ре çапла с?нет:
Çав çунатл? туссене
Хам?ра упран? пек упрар,
Т?р?шсах ак пул?шар!
 XII. Урока ш?нк?равпа в?çлени.

- Сыв? пул?р,  ачасем!
- Сыв? пул?р, Алина Анатольевна!
- Урок в?çленч?, тухма пултарат?р.      

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«конспект урока по чувашскому языку "Кай?ксем - пир?н туссем". »

Конспект урока

Вĕрентекен: Алексеева Алина Анатольевна

Предмет: Чăваш чĕлхи (вырăс чĕлхиллĕ шкул).

Класс: 5-мĕш класс

Вĕренÿ кĕнеки: 1. Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕ валли / Г.В.Абрамова. – Шупашкар, 2011.

Урок теми: Кайăксем – пирĕн туссем.

Урок тĕсĕ: хутăш урок.

Сапăрлăх тĕллевĕсем: кайăксене упрама, вĕсене сыхласа хăварма вĕрентесси.

Пěлÿ тěллевě: глаголăн пулас формипе тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси, кайăк ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварасси, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси.

Аталантару тěллевě: çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси, тишкерме тата пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси.

Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.

Урок мелĕсем: ыйту-хурав, фонетика зарядки, вĕрентекен сăмахĕ, калаçу, шырав- тĕпчев, хăнăхтарăва çырса пурнăçласси, проблемăлла ыйтăва хуравлани, тишкерÿ - пĕтĕмлетÿ, çурма сасăпа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ палăртуллă вулав, мăшăрсенче, ушкăнпа ĕçлесси, диалог, монолог тăвасси.

Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ презентации, çыру ĕçне ирттермелли карточкăсем, сарă тĕслĕ çаврашкасем.

Лексика материалĕ: курăк ăшĕнче, тĕмĕ ăшĕнче, типĕ курăк, йăтаççĕ, пĕтереççĕ, йăва, хăвăл, тĕк.

Усă курнă литература:

1. Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕ валли / Г.В.Абрамова. – Шупашкар, 2011.

2. Абрамова Г.В. Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕнче чăваш чĕлхи вĕрентмелли методика /Г.В.Абрамова. – Шупашкар, 2012.

3. Абрамова Г.В. Обучение чувашскому языку в русскоязычной школе: методическое пособие / Г.В.Абрамова. – Чебоксары, 2009.

4. Интернет - сайтри материалсем, «Чувашский народный сайт» htpp://chuvash.org., Птицы Чувашии wildnaturephoto.ru

Слайдсен аннотацийĕ:

1-мĕш слайд : урока ирттернĕ кунхи числона çырнă информаци

2-мĕш слайд: фонетика зарядки.

3-мĕш слайд: çанталăк çинчен калаçса пуплев хăнăхтарĕвĕ ирттернĕ чух усă курмалли ÿкерчĕк, схемăсем.

4-мĕш слайд: урок темине шифрланă таблица

5-мĕш слайд: урок темипе , теллевĕсемпе паллаштармалли слайд.

6-мĕш слайд: «Мĕнле кайăк» вăйă ирттермелли слайд.

7-мĕш слайд: кайăксене ушкăнсем çине пайлама пулăшакан слайд

8-мĕш слайд: кайăксен сассисем

9-мĕш слайд: словарь ĕçĕ ирттермелли сăмахсем

10-мĕш слайд: текстпа ĕçленĕ чух усă курмалли ÿкерчĕк.

11-мĕш слайд: ыйтусем.

12 –мĕш сдайд: грамматика материалĕ «Глаголăн пулас форми».

13-мĕш слайд: кану саманчĕ.

14-мĕш слайд: çыру ĕçĕ ирттермелли слайд

15-мĕш слайд: хăнăхтару ĕçĕ «Тĕрĕс аффикс лартăр».

16-мĕш слайд: пĕтĕмлетÿ, кайăксене пулăшмалли çинчен калаçмалли слайд +гиперссылка куçсене кантармалли слайд+ гиперссылка «Сăнавсем».

17-мĕш слайд: килти ĕç.

18-мĕш слайд: рефлекси.

19-мĕш слайд: урока вĕçлемелли сăвă йĕркисем.

20-мĕш слайд: урока вĕçлемелли слайд.

Урок юхăмĕ.

I. Класа урока йĕркелени. ( 1-мĕш слайд)

В: Ырă кун пултăр, ачасем !

А: Ырă кун пултăр!

В: Шăнкăр-шăнкăр! Шăнкăрав

Акă иртрĕ те тăхтав.

Ларăр парта хушшине

Пуçлар чĕлхе урокне.

В: Шăппăн вырнаçса ларăр.

- Чи малтанах эпĕ сирĕнпе паллашасшăн. Мана Алина Анатольевна тесе чĕнеççĕ. Эпĕ паян сирĕн класра чăваш чĕлхи урокне ирттерĕп. Эсир мана пулăшасса, пирĕн урок тухăçлă, ăнăçлă иртессе шанатăп.

II. Фонетика зарядки. (2-мĕш слайд)

-Кăштах чĕлхесене вылятса илер-ха. Ман хыççăн тĕрĕс калăр.

Пирĕн çумри вăрманта

Тĕрлĕ кайăк пурăнать.

Çепĕç юрă юрласа

Пирĕн чуна хăпартать.

III. Пуплев хăнăхтарăвĕ (çанталăк çинчен калаçни).( 3-мĕш слайд)

1. Дежурнăйпе калаçни.

- Паян класра кам дежурнăй?

- Паян класра эпĕ дежурнăй.

- Класра кам çук ? (ача тăрса пурте пуррине е кам çуккине пĕлтерет)

-Паян ака уйăхĕн миçемĕшĕ?

-Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ?

-Урамра мĕнле çанталăк тăрать? (Урамра ăшă çанталăк тăрать, тÿпе кăвак, ăшă çил вĕрет).

- Тÿпе мĕн тĕслĕ?

- Çил вĕрет-и?

- Хĕвел пăхать-и?

- Кайăксем ăçтан вĕçсе килеççĕ?

- Сире паянхи çанталăк килĕшет-и? Мĕншĕн килĕшет?

- Эсир çуркуннене хавас-и?

- Ачасем, çуркунне çитни ăçтан курăнать? (Хĕвел пăхать, юр ирĕлет, урамра шыв юхать, кайăксем кăнтăртан вĕçсе килеççĕ, симĕс курăк тухать, йывăçсем çулçă кăлараççĕ, пахчара çурхи ĕçсем пуçланаççĕ, çынсем çăмăл тăхăнаççĕ…).

-Тĕрĕс ачасем, эсир каланă паллăсем вĕсем пурте çур паллисем .

- Мĕн тери илемлĕ вĕсем çурхи кунсем!



IV. Урокăн темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарасси (4 – 5 мĕш слайдсем)

- Паян урокра мĕн çинчен калаçассине пĕлес тесен сирĕн таблицăпа усă курса шифăрланă урок темине тупмалла.

-Паянхи урокра эпир сирĕнпе кайăксем çинчен калаçăпăр, вĕсем çинчен тарăнрах пĕлÿ илме тăрăшăпăр. Тен, мĕн те пулин çĕннине пĕлĕпĕр.

-Çапла вара, паянхи урок теми «Кайăксем - пирĕн туссем».


V. Кайăк ячĕсене аса илесси.

Айтăр вăйă выляр-и?

Кайăк ячĕсене пĕлнине

Тĕрĕслесе пăхар-и?


1.Рифмăсем тупăр: (6-мĕш слайд)

  1. Ку! Ку! Ку!

Авăтать … (куккук).

  1. Тăрр! Тăри! Тăрр! Тăри!

Тÿпере юрлать … (тăри).

  1. Чак! Чак! Чак!

Чаклатать … (чакак).

  1. Крак! Крак! Крак!

Краклатать … (курак).

  1. Хĕл ларсан уйра эп курăп

Хĕрлĕ пĕсехеллĕ …(уйăп).

- Маттур, ачасем! Кайăк ячĕсене лайăх пĕлетĕр.

-Чăваш Республикинче пурĕ миçе тĕрлĕ кайăк тĕл пулать-ши? Пĕлетĕр-и, эсир? Эпĕ интересленсе интернетра шыраса пăхрăм та 200 ытла тĕрлĕ кайăк тĕл пулнине пĕлтĕм.


2. Кайăксене ушкăнлани. (7-мĕш слайд)

- Кайăксене эпир мĕнле ушкăнсене пайлатпăр?( Пирĕн патра хĕл каçаканнисем, çуркунне вĕçсе килекеннисем).

-Халĕ вĕсене икĕ ушкăна пайлатпăр. Чăрăш çине хĕл каçакан кайăксене тата хĕл каçма вĕçсе килекеннисене, хурăн çине ăшă енчен вĕçсе килекеннисене.

- Курака хăш йывăç çине лартатпăр?

….

- Халĕ вара хурăн çине тата чăрăш çине лартнă кайăксене пурте пĕрле ушкăнпа тепĕр хут калатпăр.


3. Кайăксен сассисем. (8-мĕш слайд)

-Мĕнле кайăксем юрă шăрантараççĕ-ши кунта? Итлесе пăхар-ха вĕсене.

-Ку курак сасси.

-Ачасем, кураксене халăхра « çуркунне йыхравçи» теççĕ. Вĕсем пирĕн пата чи малтан, пуш уйăхĕнче вĕçсе килеççĕ.

-Ку шăнкăрч сасси.

-Тепĕр кайăк сассине итлесе пăхатпăр. Мĕнле кайăк юрлать?

-Ку тăри сасси.

-Ака уйăхĕнче пирĕн тăрăха шăнкăрчсем, тăрисем вĕçсе килеççĕ.

-Çу уйăхĕнче вара мĕнле кайăксем вĕçсе килсе юрă шăрантарма пуçлаççĕ-ши? Итлесе пăхар-ха (шăпчăк, куккук, сар кайăк, чĕкеç).

-Ачасем, кайăксем çут çанталăкра, пирĕн пурнăçра мĕнле вырăн йышăнаççĕ-ши? Çак ыйтăва хурав пама пире калав пулăшĕ.


VI. Текстпа ĕçлесси.

1.Çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлени. (9-мĕш слайд)

- Халĕ эпир сирĕнпе текстпа ĕçлĕпĕр. Текста ăнланма, унпа çыхăннă ĕçсене пурнăçлама çĕнĕ сăмахсемпе паллашăпăр. Çак сăмахсене малтан эпĕ вулатăп, эсир тимлĕ пулăр, вĕсене астуса юлма тăрăшăр.

Курăк ăшĕнче – в траве

Тĕмĕ ăшĕнче – в кустах

Типĕ курăк – сухая трава

Йăтаççĕ – таскают

Пĕтереççĕ – уничтожают

Йăва – гнездо

Хăвăл – дупло

Тĕк - перо

а) вĕрентекен – хор;

ă) пĕр ача чăвашла, тепри вырăсла вулани;

б) çĕнĕ сăмахсемпе предложени туптарни;


2. Текстпа ĕçлесси. (10-мĕш слайд)

а) текста вĕрентекен вуланине итлени;

- Халĕ текстпа паллашăпăр. Тимлĕ пулăр, эпĕ вулатăп, эсир текста мĕнле ăнланнине вырăсла каласа пама хатĕрленĕр.

ă) пĕр ачана текста мĕнле ăнланнине вырăсла калаттарни;

б) текстра паян паллашнă çĕнĕ сăмахсем тата сăмах майлашăвĕсем пур предложенисене тупса вырăсла куçарттарни;

б ) ачасем çурма саспа хăйсем тĕллĕн вулани;

-Ачасем, халĕ текста хăвăр тĕллĕн çурма саспа вуласа тухăр, ыйтусем çине хуравлама хатĕрленĕр.

в) калав тăрăх ыйтусем çине хуравласа тĕрĕслени (11-мĕш слайд)

- Халĕ çак калав тăрăх пĕр-пĕрне ыйтусем парăр та хуралăр.

      • Çуркунне пирĕн пата мĕнле кайăксем вĕçсе килеççĕ?

      • Вĕсем хăйсен йăвисене ăçта-ăçта тăваççĕ?

      • Васьăпа аслашшĕ хăш кайăксем валли йăвасем турĕç?

      • Вася мĕншĕн савăнчĕ?

      • Аслашшĕпе мăнукĕ йăвасене ăçта çакĕç?

г) мăшăрпа ĕçлени ( 2 мăшăра итлени);

- Халĕ çак ыйтусене пĕр-пĕрне парса туллин хуравлама хатĕрленĕр.

- Маттур ачасем, ку ĕçе те аван пурнăçларăр.

д) текста пĕтĕмĕшле чăвашла каласа пани (1 ача калавне итлени);

- Ачасем, эпир текстпа тĕрлĕ ĕçсем турăмăр. Халĕ ман шутпа, эсир çак текста чăвашла каласа пама пултаратăр пулĕ тесе шутлатăп.


3. Грамматика материалĕпе ĕçлени. (12-мĕш слайд)

- Халĕ текстра паллă тунă сăмахсемлĕ предложенисене тупăр. Глаголсем хăш вăхăтра-ши?

1. Хĕлле вара унта çерçисемпе кăсăясем те пурăнĕç.

2. Ыран вăрмана кайăпăр та йăвасене унта çакăпăр.

Будущее время употребляется тогда, когда говорящий не вполне уверен в том, что действие произойдёт.

VII. Кану саманчĕ (13-мĕш слайд)

- Ывăнни сисĕнме пуçларĕ, кăштах çан-çурăмсене хускатса илер.

Кайăксем вĕçеççĕ, вĕçеççĕ,

Унтан канма лараççĕ.

Каллех çĕкленеççĕ

Малалла вĕçеççĕ.

Шăппăн-шăппăн ларăпăр,

Малалла вĕренĕпĕр.

(Малтан ачасем ура çине тăраççĕ, унтан алăсемпе кайăксем вĕçнĕ пек тăваççĕ, лараççĕ. Çакăн хыççăн хăвăрттăн тăраççĕ те каллех аллисемпе вĕçнĕ пек тăваççĕ).

VIII. Çыру хăнăхăвĕсене аталантарни. (14-15-мĕш слайдсем)

- Çак предложенисенче тĕрĕс аффикс лартăр.

1. Çуркунне кайăксем кăнтăр… вĕçсе килеççĕ. - тан, -тен

2. Кайăк… йăва тăваççĕ. - а, -сем

3. Кайăксем сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене пĕтер… . - еççĕ, -аççĕ

4. Асаттепе шăллăм шăнкăрчсем валли йăва ту… . - рĕ, -рĕç

5. Пирĕн кайăксене пулăш … . - малла, -мелле

IX. Урока пĕтĕмлетни (16-мĕш слайд +гипессылка «Куç гимнастики».)

- Ачасем, паянхи урокра эпир сирĕнпе мĕнсем çинчен калаçрăмăр? (Ачасем хуравлаççĕ).

-Вĕсем пире мĕнле усă параççĕ? (Сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене пĕтереççĕ, хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтараççĕ, çум курăк вăррисене пуçтараççě).

-Вěçен кайăксен çут çанталăкри пěлтерěшě питě пысăк. Вěсем сиен кÿрекен хурт- кăпшанкăсене пěтереççě, çум курăк вăррисене пуçтараççě. Пěр шăнкăрч çемьи кăна чěпписене пăхса ÿстернě вăхăтра 8-10 пин таран сиенлě нăрăсене пěтерет. Çавăнпа та вĕсене упрăр, пулăшăр, кайăк çăмартисене ан тытăр, йăвисене ан тустарăр! Вара кайăксем пире яланах илемлĕ сассисемпе савăнтарĕç.

Апла пулсан пирĕн вĕсене юратмалла, упрамалла, пулăшмалла.

- Ачасем, айтăр-ха çак предложенине тепĕр хут ушкăнпа калатпăр.

- Халĕ вара çак предложенине вырăсла куçарăр.

- Птиц нам нужно любить, беречь, помогать.

X. Сăнавсем (гиперссылка)

- Ачасем, кайăксем тăрăх ватă çынсем çанталăк, тыр-пул, пахча çимĕç мĕнле пулассине пĕлсе тăнă? Хăш кайăк тăрăх пĕлме пултарнă-ха вĕсем? Хăшĕ-пĕрисемпе паллашар-ха.

  • Шăпчăк авăтма пуçларĕ – купăста лартмалла.

  • Çерçи ушкăнланнă – ыраш акмалла.

  • Путене нумай юрлать – тырă аван пулать.

  • Шăнкăрч хуп-хура килчĕ – хура тул пулать.

XI. Киле ĕç пани (17-мĕш слайд).

  • «Кайăксем» ятлă кроссворд тăвăр.

  • Хăвăра килĕшекен кайăка ÿкерĕр.

XII. Рефлекси (18-мĕш слайд).

1. Сире паянхи урок килĕшрĕ-и?

- Эпĕ сире сарă çаврашкасем валеçсе панă. Эсир вĕсем çине халĕ смайликсем ÿкеретĕр. Енчен те урок сире килĕшрĕ пулсан савăнăçлă смайлик ÿкерĕр. Урок килĕшсех каймарĕ пулсан, ăнланман вырăнсем юлчĕç пулсан хурлăхлă смайлик ÿкерĕр. Халĕ хăвăр ÿкерчĕксене çĕклесе кăтартăр, тархасшăн.

XIII. Ачасен ĕçне хаклани.

- Паянхи урокра эсир тăрăшса ĕçлерĕр. Мана эсир урокра тăрăшса ĕçлени савăнтарчĕ. Ытларах … маттур ĕçлерĕç. Эпĕ сире урокра тăрăшуллă пулнишĕн, мана пулăшнишĕн тав тăватăп. Вĕренÿре ăнăçу сунатăп. Чăваш чĕлхине малашне те юратса вĕренессе шанатăп.

- Урока эпĕ çак сăвă йĕркипе вĕçлесшĕн: (19-мĕш слайд).

Кайăк-кĕшĕк çухалсан

Пахча çимĕç нихăçан

Тулăх пулмĕ пĕтĕмпех

Хурт пултарĕ пĕтерме.

Ман чĕре çапла сĕнет:

Çав çунатлă туссене

Хамăра упранă пек упрар,

Тăрăшсах ак пулăшар!

XIV. Урока шăнкăравпа вĕçлени. (20-мĕш слайд).

- Сывă пулăр, ачасем!

- Сывă пулăр, Алина Анатольевна!

- Урок вĕçленчĕ, тухма пултаратăр.


Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 5 класс

Скачать
конспект урока по чувашскому языку "Кай?ксем - пир?н туссем".

Автор: Алексеева Алина Анатольевна

Дата: 06.01.2015

Номер свидетельства: 150662


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства