kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Технологическая карта урока

Нажмите, чтобы узнать подробности

Технологическая карта урока позволяет изучение произведений на родном языке в сравнении с русским языком

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Технологическая карта урока»

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ

Чăваш чĕлхипе литератури кафедри





Технологи картти




Урок теми: Петĕр Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăввинчи тата вырăс çыравçин

Н.Соколовăн «Рябинка» калавĕнчи сăнарсем

Тăван литература: 6 класс (чăваш чĕлхиллĕ шкул)





Хатĕрлекенĕ –

Данилова Лариса Николаевна, Комсомольски районĕнчи Хирти Мăнтăр

вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен




Шупашкар – 2017

СОДЕРЖАНИ

1. ПРОЕКТ ЙĔРКИ

1. Предмет

2. Класс

3. Шкул

4. Тема (пай)

5. Урок теми

6. Урок тĕсĕ

7. Технологисем

8. Мелсемпе меслетсем

9. Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем

Права

Тĕллевпе тупсăм

Мораль тата этика норми

10. Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем

Йĕркелÿ

Хутшăну

Информаци

11. Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем

Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнăху ĕçĕ-хĕлĕ

Вĕрентÿ хевти-талпăнăвĕ

12. Литература теорийĕ

13. Словарь ĕçĕ: а) ăнлантармалли пай;

ă) çырма вĕрентмеллли пай.

14. Курăмлăх хатĕрĕсем.

15. Кăтарту хатĕрĕсем




II. ПРОЕКТ РЕЗУЛЬТАЧĔ

1. Урокăн технологи картти. Урок теми: «Петĕр Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăввинчи тата вырăс çыравçин Н.Соколовăн «Рябинка» калавĕнчи сăнарсем» (6 класс)

2.Урокра усă курнă презентаци

3. Ачасем тунă буклет

Усă курнă литература

ХУШСА ПАНИСЕМ

1 №-лĕ хушса пани. Таблица кластер.

2 №-лĕ хушса пани. Синквейн.

3 №-лĕ хушса пани. Клоуз тест.

4 №-лĕ хушса пани. Мĕн тăвать? ыйтуллă «Хĕвел» кластер.

5 №-лĕ хушса пани. Мĕнле? ыйтуллă «Хĕвел» кластер.

6 №-лĕ хушса пани. Кам? Мĕн? ыйтуллă «Хĕвел» кластер.

7 №-лĕ хушса пани. Икĕ енлĕ дневник.

8 №-лĕ хушса пани. Рефлекси карточки.

Данилова Лариса Николаевна,

Комсомольски районĕнчи Хирти Мăнтăр пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан

вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен


ПЕТĔР ЭЙЗИНĂН «ЙĂМРАПА ХУРĂН» СĂВВИНЧИ ТАТА

Н.СОКОЛОВĂН «РЯБИНКА» КАЛАВĔНЧИ СĂНАРСЕМ

(6 класра ирттернĕ урокăн технологи картти)


Çак урок вĕренекенсене чăваш сăвăçин Петĕр Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăввипе тата вырăс çыравçин Н.Соколовăн «Рябинка» калавне танлаштарса пăхма пулăшĕ. Текстсене произведенисен тытăмĕнчи пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсене тишкерес тĕллевпе усă курнă. Вĕренекенсен сăвăсене танлаштарма, илемпе сăнарлăха курма, тупма, хак пама вĕренмелле; тĕслĕхсемпе усă курса тулли предложенисемпе çыхăнуллă текст йĕркелеме хăнăхмалла; урокра пухнă пĕлӳпе килти ĕçе тунă чух усă курма пултармалла.

Тĕп сăнара тишкерсе хаклас ĕçе ачасене активлă хутшăнтарас тĕллевпе урокра тĕрлĕ мелсемпе, меслетсемпе усă курнă. Çакă вĕренекенсене кăсăклантарса ярса информаци пухма, сÿтсе явнă хыççăн пĕтĕмлетӳсем тума, шухăша уççăн калама хăнăхтарать, çивĕч туйăмлăха аталантарать.

Тема (пай): Çынна сума сăвакан хăй те сумлă пулакан.

Урок теми: Петĕр Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăввинчи тата вырăс çыравçин Н.Соколовăн «Рябинка» калавĕнчи сăнарсем.

Урок тĕсĕ: пĕлÿпе ăсталăха, пуплевпе çырăва аталантармалли хутăш урок, интеграци урокĕ. Хайлавсен илемне ăнланмалли тишкеру-тĕпчев урокĕ. Диалоглă текста вулама вĕренессине алла илни.

Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем:

  1. Права: Çынна сума сăвакан хăй те сумлă пулакан пулнине ăнланни.

  2. Тĕллевпе тупсăм: Хайлаври сăнарсене хакланă май, ача хăй вăй-пултарулăхне шаннă май ĕç суйласа илме ăнтăлни.

  3. Моральпе этика: Хайлавсенчи сăнарсене хакланă май чăн пурнăçри çыннăн ĕçĕ-хĕлне, шухăш-кăмăлне, киревсĕр енĕсене курма вĕренни. Чунсăрлăха сивлени.

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:

  1. Йĕркелÿ: Кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче шыраса тупма пултарни; пур ĕçе те кăмăлпа хутшăнма явăçни.

  2. Хутшăну: Тĕрлĕ мелпе – мăшăррăн е ушкăнпа ĕçлесе, пĕччен е иккĕн кĕнекепе, электрон пособипе, Интернетпа усă курса информаци тупма хăнăхни.

  3. Информаци: Пĕр темăпа çыхăннă материала вуласа тишкерме, кирлине суйласа илме пĕтĕмлетÿ тума пултарни; тишкерÿре схемăсемпе ятарлă паллăсемпе усă курма пĕлни.

Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем:

  1. Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнаху ĕçĕ-хĕлĕ: Петĕр Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăввине тата вырăс çыравçин Н.Соколовăн «Рябинка» калавне танлаштарса пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсене тупни (тема, тĕп шухăш, сăнарсем). Илемлĕ вулав хăнăхăвне йĕрлени. Сăнарсем çинчен хăй шухăшне çыхăнуллă калани. Хайлавсен вĕçĕнче вĕрентсе каланине чухлани.

  2. Вĕрентÿ хевти-талпăнăвĕ: çыравçăн тата харпăр хăйĕн кăмăлне палăртса хайлаври сăнарсене хак пама пултарни.

Мелпе меслетсем: Кашни хăй «мĕнле» пулнине хакланă хĕвеллĕ кластерпа е синквейнпа кăсăклантарса яни. Ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; тишкерÿ, шырав, словарь ĕçĕ; эпизодсем тăрăх калаçу ирттерни; ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; ваттисен сăмахĕсемпе пĕтемлетÿсем тума хăнăхнине малалла аталантарни, рольсемпе вулани, синквейн туни, хайлавăн тĕп шухăшне палăртакан йĕркесене тупса вулани.

Пуплеве аталантарас хăнăхусем: илемлĕ, ăнлантаруллă вулани; хайлавсене шайлаштарса тишкерни; вуланă хайлава хак парани, уйрăмшарăн тухса калаçма хăнăхани, пĕтĕмĕшле тишкерÿ йĕрки тăрăх пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхнине аталантарани.

Литература теорийĕ: тема –...; тĕп шухăш –...; литература геройĕ – ...; сăнар –...; ытарлăх – ...

Словарь ĕçĕ: а) ăнлантармалли пай: курпун – горб; йăрăс – стройный, прямой; хăй – сметь, осмеливаться.

Кăтарту хатĕрĕсем: урок презентацийĕ (кластерпа синквейн); Петĕр Эйзинăн тата Н.Соколовăн сăн ўкерчĕкĕсем, Интернетран илнĕ материалсем, кĕнекесем; валеçсе памалли материал (карточкăсем, икĕ вариантлă викторина).

Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, презентаци, мультимедиапроектор;

Урок эпиграфĕ: Ашшĕ-амăш хÿттинче ывăл-хĕрне çăмăл. (Ваттисен сăмахĕ)

Я - жизнь, которая хочет жить. Я – среди жизни, которая хочет жить. (Альберт Швейцер)

1. ПРОЕКТ ЙĔРКИ


Предмет, класс

Тăван литература, 6 класс (чăваш шкулĕ)

Урок теми

Петĕр Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăввинчи тата вырăс çыравçин Н.Соколовăн «Рябинка» калавĕнчи сăнарсем

Урок тĕллевĕсем

Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем

Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем


1. Права:

Çынна сума сăвакан хăй те сумлă пулакан пулнине ăнланни.

2. Тĕллевпе тупсăм:

Хайлаври сăнарсене хакланă май, ача хăй вăй-пултарулăхне шаннă май ĕç суйласа илме ăнтăлни

3. Моральпа этика:

Хайлаври сăнарсене хакланă май чăн пурнăçри çыннăн ĕçĕ-хĕлне, шухăш-кăмăлне, киревсĕр енĕсене курма вĕренни. Чунсăрлăха сивлени.

1. Йĕркелÿ:

Кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче шыраса тупма пултарни; ăнлавсене хак пама (палăртма), пĕтĕмлетÿсем тума пĕлни.

2. Хутшăну:

Тĕрлĕ мелпе – мăшăррăн е ушкăнпа ĕçлесе, пĕччен е иккĕн кĕнекепе, электрон пособипе, Интернетпа усă курса информаци тупма хăнăхни.

3. Информаци:

Пĕр темăпа çыхăннă материала вуласа тишкерме, кирлине суйласа илме пĕтĕмлетÿ тума пултарни; тишкерÿре схемăсемпе ятарлă паллăсемпе усă курма пĕлни.

1. Вĕрентекенсен пĕлÿ, пултару, хăнаху ĕçĕ-хĕлĕ: Петĕр Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăввине тата вырăс çыравçин Н.Соколовăн «Рябинка» калавне танлаштарса пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсене тупни (тема, тĕп шухăш, сăнарсем). Илемлĕ вулав хăнăхăвне йĕрлени. Сăнарсем çинчен хăй шухăшне çыхăнуллă калани. Хайлавсен вĕçĕнче вĕренсе каланине чухлани.

2. Вĕрентÿ хевти-талпанавĕ: çыравçăн тата харпăр хăйĕн кăмăлне палăртса литература хайлавĕн персонажĕсене хак пама пултарни.

Урок тĕсĕ

Содержанийĕ тăрăх – хайлава вĕрентмелли урок

Тĕллевĕ тăрăх – хайлав текстне тишкермелли урок

Форми тăрăх – виçĕ тапхăрлă урок

Урокра кирлĕ ĕç хатĕрĕсем

компьютер, проектор, Интернет-ресурс

Урокра кирлĕ катарту хатĕрĕсем

«Мĕнле?» ыйтулллă хĕвеллĕ кластер, «Ансăр» тата «Анлă» ыйтусем, хĕвеллĕ кластер; таблицăллă кластер тата синквейн


II. ПРОЕКТ РЕЗУЛЬТАЧĔ

Урокăн тулли технологи картти

Урок

тапхăрĕсем

Вĕренекенсен

ĕçĕ-хĕлĕ (результачĕсем)

Вĕрентекен ĕçĕ-хĕлĕ

Пуплеве аталантармалли хăнăхусем

Мелпе меслетсем

I.Кăсăклантарни

Мотиваци (1-2 минут)

Информаци (2-3 минут)

Харкамăн пĕлÿ илмелли тĕллевсем

Права:

Çынна сума сăвакан хăй те сумлă пулакан пулнине ăнланни

1. Кашни вĕренекен хăй çинчен синквейн е кластер çырать.

– Эпĕ кам?

– Эпĕ мĕнле?

– Эпĕ мĕн тăватăп?

эпĕ

ăслă, харсăр

вĕренетĕп, шухăшлатăп, тăрăшатăп.

Эпĕ ăслă та харсăр пулассишĕн тăрăшса вĕренетĕп.

вĕренекен

«Мĕнле?» ыйтулллă хĕвеллĕ кластер, синквейн

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем Йĕркелÿ:

Кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче шыраса тупма пултарни; ăнлавсене хак пама (палăртма), пĕтĕмлетÿсем тума пĕлни

Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевсем: мĕн пĕлнине пĕтĕмлетни.

2. Мĕн пĕлнине тетраде çырса хурăр.

Инсерт мелĕпе тулли хуравсем пама вĕреннине малалла аталантарни.


Юлташпа канашласа мĕн пĕлнине, хăй пĕлнине çырса хуни. Пĕр-пĕринпе калаçса тата ытларах информаци тупни. Кайран вĕренекенсем хăйсем мĕн пĕлнине вуласа пани.

«Ансăр» тата «Анлă» ыйтусем çине хуравлани.

«Ансăр» ыйтусем

Мĕнле йывăç вăл йăмра?

Мĕнле йывăç вăл хурăн?

Ăçта ӱсет йăмра?

Ăçта ӱсет хурăн?


«Анлă»

тата «ансăр» ыйтусемлĕ таблицăри ыйтусем çине хуравлани

II. Ăнланса илни

(осмысление)

(20-25 минут).

Харкамăн пĕлÿ илмелли тĕллевсем Тĕллевпе тупсăм:

Пĕр темăпа çыхăннă материала вуласа тишкерме, кирлине суйласа илме пĕтĕмлетÿ тума пултарни; тишкерÿре схемăсемпе ятарлă паллăсемпе усă курма пĕлни.

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем

Хутшăну:

Тĕрлĕ мелпе – мăшăррăн е ушкăнпа ĕçлесе, пĕччен е иккĕн кĕнекепе, электрон пособипе, Интернетпа усă курса информаци тупма хăнăхни.

Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевсем Петĕр Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăввине тата вырăс çыравçин Н.Соколовăн «Рябинка» калавне танлаштарса мĕн пĕрлештернине тупни. Илемлĕ вулав хăнăхăвне йĕрлени.

Çыравçăн тата харпăр хăйĕн кăмăлне палăртса литература хайлавĕн персонажĕсене хак пама пултарни.

1. Чăваш поэчĕн

Петĕр Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăввине тата вырăс çыравçин Н.Соколовăн «Рябинка» калавне тишкерÿллĕ вулани.


2. Паянхи урок теми мĕнле-ши, ачасем?

3. Словарь ĕçĕ.

а) ăнланни,

ă) çырни,

в) хайлавсенчи ĕç-пуç йĕркин текстĕнчи ĕç-хĕле (глаголсене) тупса тишкерни.


4. Пуç мимине кислородпа ĕçлеттерни.

1-мĕш ушкăн: Петĕр Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăввинче миçе сăнар? Йăмрана мĕншĕн каснă? Йăмрана каснă хыççăн мĕншĕн хурăна йывăр килнĕ? Çак сăнарсем пурнăçри мĕнле çынсене аса илтереççĕ?

2-мĕш ушкăн: Н.Соколовăн «Рябинка» калавпа ĕçлени. Где выросла рябинка? Для какой цели рвали ее ветки проходящие мимо люди? Почему хозяйственник приказал убрать рябинку?

Çыннăн çитменлĕхĕсене, çын ĕнси çинче çÿлелле хăпарнă, çын ĕçĕпе мухтанакан çынсене питлесси.

Тетраде çырни: курпун – горб; йăрăс – стройный, прямой; хăй – сметь, осмеливаться.

1-мĕш ушкăн - Петĕр Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăввине тишкерни

2-мĕш ушкăн - Н.Соколовăн «Рябинка» калавне тишкерни.

1-мĕш ушкăн - Петĕр Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăвви тăрăх кластер туни.

2-мĕш ушкăн Н.Соколовăн «Рябинка» калавне тăрăх кластер туни.


Вулав туйăмне аталантарни.

Рольлĕ вулав.

Текста тишкерни.

Ушкăнпа ĕçлени.

Ыйту-хурав.

Хайлавсенчи ĕç-йĕркине уйăрса илме хăнăхни.

Ыйтăва тулли хурав пани

Словарь ĕçĕ (текстра тĕл пулакан ăнланман самахсене, вырăсла е чăвашла куçарнине ăнлантарни)

Ĕç-хĕле палăртакан глаголсене хайлаври

сăнарсене чăн пурнăçри çын сăнарĕпе танлаштарни.

Тишкерÿ, шырав.

Кашни ушкăн суйласа илнĕ текст тăрăх таблицăллă кластер йĕркелени, синквейн çырни

Таблицаллă кластер йĕркелени

Текстра тупнă тĕп самахсемпе уса курса кашни ача хăй тĕллĕн синквейн çырни

Таблицăллă кластерпа пĕтĕмлетÿллĕ сăмахсемпе усă курса синквейн çырни.

III. РЕФЛЕКСИ пĕтĕмлетÿ (рефлексия)

(10 минут).

Харкамăн пĕлÿ илмелли тĕллевсем

Моральпа этика:

Çыннăн ĕçĕ-хĕлĕн, шухăш-кăмăлĕн киревсĕр енĕсене курма вĕренни.

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем

Информаци:

Пĕр темăпа çыхăннă материала вуласа тишкерме, кирлине суйласа илме пĕтĕмлетÿ тума пултарни; тишкерÿре схемăсемпе ятарлă паллăсемпе усă курма пĕлни. Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевсем Сăнарсем çинчен хăй шухăшне çыхăнуллă калани.

Хайлавсен вĕçĕнче вĕренсе каланине чухлани.

1. Викторина ыйтăвĕсене пани.

2. Икĕ хайлава танлаштарнă хыççăн эсир мĕн калама пултаратăр?

Урок темине уçса пани.

Викторина по рассказу Н.Соколовой «Рябинка». 1. У какого забора выросла рябинка? 2. В каком месяце появились у рябинки гроздья? 3. Кто шел первым мимо рябинки? 4. На чем ехал усатый дядька? 5. Кто сорвал последнюю гроздь рябинки? 6. Кто приказал убрать рябинку?

Петĕр Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăвви тăрăх йĕркеленĕ викторина.

1. Мĕншĕн йăмрана кӱрентернĕ? 2. Хăçан йăмрана каснă? 3. Хурăн çине мĕн тиеннĕ?

Викторина

Ответы:

  1. у дощатого

  2. в августе

  3. девочка

  4. на машине

  5. влюбленный

  6. хозяйственник







  1. алхасса, ахальтен

  2. кăçал

  3. инкек-синкек


Хайлавсенчи ăса вĕрентсе каланине

ваттисен сăмахĕсем тупса çирĕплетни.

Урок эпиграфĕпе пĕтĕмлетни.


(5 минут)



3. Киле ĕç пани (пĕрне суйласа илмелле). 1. Петĕр Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăввине пăхмасăр калама вĕренĕр.

2. Вырăс çыравçин Н.Соколовăн «Рябинка» калавне содержани калама вĕренĕр.

3. Пĕр хайлав тăрăх комикс

Вĕрентекен сăмахĕ:

Урок сире килĕшрĕ-и?

Сана мĕн тĕлĕнтерсе ячĕ?

Мĕн çĕннине пĕлтĕн?

Дневника çырса хуни.

Вĕренекенсем урока хаклани.

… мана килĕшрĕ. … мана тĕлĕнтерсе ячĕ. Ман шутпа, …

Мĕн çĕннине пĕлтĕм ................................................















1№-лĕ хушса пани. Таблица кластер

Япала ячĕ

Паллă ячĕ

Глагол

Йǎмра

Йǎмра

Хупǎ

Хурǎн

Хурǎн

Шыв

Йǎмра

Алǎ

Илем

Хурǎн

Тавралǎх

Йывǎҫ

Пике

Илем

Пуҫ

Ача-пǎча

Йǎмра

Йǎмра

Иртен-ҫӳрен

Инкек-синкек

Хӳтлӗх

Хурǎн

Хурǎн

Вǎхǎт

Ват

Илӗртӳллӗ

Ҫап-ҫамрǎк

Сар

Лутра

Хурлǎхлǎн

Курпун(лǎ)

Ватǎ

Йǎрǎс

Ыр


Пурǎнатчӗҫ

Касрӗҫ

Ас илтеретчӗ

Тиенчӗ

Алхасса

Вистенӗ

Пǎхса

Юхтарнǎ

Савǎннǎ

Пӗтрӗ

Кӳрентеретчӗҫ

Ларать

Ҫӗклеме

Усса

Хǎяймастчӗ

Аса илсе

Ярать тесе


Йǎмра – 5 , Хурǎн – 5, Илем – 2

Ват(ǎ) – 2




2 №-лĕ хушса пани. Синквейн

Япала ячӗ

йǎмра

2 паллǎ ячӗ

лутра, курпун

3 глагол

кӳрентернӗ, ярать тенӗ, каснǎ

Предложени

Лутра та курпун йǎмрана кӳрентернӗ, тавралăх илемне ярать тесе каснă.

Синоним (метафора) 

хӳтлӗх



                                                                                       

       

Япала ячӗ

хурǎн

2 паллǎ ячӗ

йǎрǎс, илӗртӳллӗ

3 глагол

тиеннĕ, пӗтрĕ, ларать

Предложени

Йǎрǎс та илӗртӳллӗ хурǎн çине инкек-синкек тиеннипе пӗтсе ларать

Синоним (метафора) 

илем

        

                                  

 



3 №-лĕ хушса пани.


Клоуз тест


(1) Ват йăмрапа ________ хурăн

пурăнатчĕç юнашар.

(2), (3) Йăмри –_______, _______,

(4), (5) хурăнĕ – _______, _______,

сар пикене ас илтеретчĕ вăл.

Ача-пăча, иртен-çÿрен

е алхасса, е ахальтен

хурăн çине пăхса савăннă май

(6) ялан __________йăмрана.

Хурăн çине ал çĕклеме

никам та хăяймастчĕ.

(7) ________, тавралăх илемне ярать тесе,

касрĕç йăмрана.

(8) Вара мĕн-пур __________

хурăн çине тиенчĕ.

Пĕри

ун хуппине вистенĕ, тепри

(9) _________ юхтарнă.

Кĕçех илемĕ пĕтрĕ йывăçăн.

Ларать вăл халь

пуçне усса

(10) ытла та ___________,

(11) ватă йăмра хÿтлĕхĕнчи ______ вăхăта

аса илсе.



Сĕннĕ вариантсем:

(1) ватă, çап-çамрăк, лутра

(2) лутра, курпун, çамрăк

(3) çамрăк, курпун, илемлĕ

(4) лутра, курпун, йăрăс

(5) илĕртÿллĕ, лутра, курпун,

(6) кÿрентеретчĕç, асаплантаратчĕç, касатчĕç

(7) кăçал, пĕлтĕр, паян

(8) инкек-синкек, инкек, юр

(9) пылне, шерпетне, шывне

(10) хаяррăн, туслăн, хурлăхлăн

(11) хаяр, ыр, пуян



























4 №-лĕ хушса пани. Мĕн тăвать? ыйтуллă «Хĕвел» кластер



 

йǎмра

пĕтет

пурăнать

ярать

ларать

кӳренет

ӳсет

ларать



хурǎн

аса илет

пӗтет

ас илтерет

ӳсет



пурăнать



                  



















5 №-лĕ хушса пани. Мĕнле? ыйтуллă «Хĕвел» кластер

 

йǎмра

лутра

курпун

ватă

йǎрǎс



хурǎн

çап-çамрăк



илӗртӳллӗ



                  



















6 №-лĕ хушса пани. Кам? Мĕн? ыйтуллă «Хĕвел» кластер


 

йǎмра

йывăç

ӳсен тăран

хӳтлӗх

хурǎн

йывăç



илем

ӳсен тăран



                  

















7 №-лĕ хушса пани. Икĕ енлĕ дневник


Автор çырать

Эпĕ шухăшлатăп

Ват йăмрапа çап-çамрăк хурăн

пурăнатчĕç юнашар


Ача-пăча, иртен-çÿрен

е алхасса, е ахальтен

хурăн çине пăхса савăннă май

ялан кÿрентеретчĕç йăмрана.


Хурăн çине ал çĕклеме

никам та хăяймастчĕ.


Вара мĕн-пур инкек-синкек

хурăн çине тиенчĕ.


Кĕçех илемĕ пĕтрĕ йывăçăн.


Ларать вăл халь

пуçне усса

ытла та хурлăхлăн


Ватă йăмра хÿтлĕхĕнчи ыр вăхăта

аса илсе



8 №-лĕ хушса пани. Рефлекси карточки



Урокри ĕçе тĕрлĕ енчен тишкерни

Ĕçе хаклани

1.

Урок материалĕ … пулчĕ.

çăмăл / йывăр

2.

Урок материалне эпĕ … .

  • пĕтĕмпех ăнлантăм,

ыттисене пулăшма хатĕр

  • пĕтĕмпех ăнлантăм

  • кăштах ăнлантăм

  • пачах ăнланмарăм

3.

Урок мана … .

килĕшрĕ / килĕшмерĕ

4.

Урокра эпĕ … ĕçлерĕм.

хастаррăн / сÿрĕккĕн

5.

Урокра эпĕ … .

  • ывăнмарăм

  • кăштах ывăнтăм

  • питĕ ывăнтăм

6.

Урокри хамăн ĕçпе эпĕ … .

кăмăллă / кăмăлсăр

7.

Урокри ĕçшĕн хама «…» паллă лартатăп.

5 / 4 / 3 / 2




2



Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Русский язык

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 6 класс

Скачать
Технологическая карта урока

Автор: Данилова Лариса Николаевна

Дата: 10.10.2019

Номер свидетельства: 522266

Похожие файлы

object(ArrayObject)#883 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(193) "Технологическая карта урока по биологии на тему «Роль мутаций в эволюции органического мира и селекции» "
    ["seo_title"] => string(118) "tiekhnologhichieskaia-karta-uroka-po-biologhii-na-tiemu-rol-mutatsii-v-evoliutsii-orghanichieskogho-mira-i-sieliektsii"
    ["file_id"] => string(6) "191318"
    ["category_seo"] => string(9) "biologiya"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1427293183"
  }
}
object(ArrayObject)#905 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(217) "Технологическая карта урока как современная форма планирования учебного сотрудничества на уроке иностранного языка "
    ["seo_title"] => string(132) "tiekhnologhichieskaia-karta-uroka-kak-sovriemiennaia-forma-planirovaniia-uchiebnogho-sotrudnichiestva-na-urokie-inostrannogho-iazyka"
    ["file_id"] => string(6) "227941"
    ["category_seo"] => string(15) "angliiskiyYazik"
    ["subcategory_seo"] => string(7) "prochee"
    ["date"] => string(10) "1441023920"
  }
}
object(ArrayObject)#883 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(131) "Технологические карты уроков по биологии 7 класса в соответствии с ФГОС"
    ["seo_title"] => string(79) "tiekhnologhichieskiie-karty-urokov-po-biologhii-7-klassa-v-sootvietstvii-s-fgos"
    ["file_id"] => string(6) "248731"
    ["category_seo"] => string(9) "biologiya"
    ["subcategory_seo"] => string(12) "planirovanie"
    ["date"] => string(10) "1446772853"
  }
}
object(ArrayObject)#905 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(108) "Технологическая карта урока по физической культуре 2 класс"
    ["seo_title"] => string(59) "tiekhnologhichieskaiakartaurokapofizichieskoikulturie2klass"
    ["file_id"] => string(6) "318884"
    ["category_seo"] => string(10) "fizkultura"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1460691090"
  }
}
object(ArrayObject)#883 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(210) "Технологическая карта урока - современная форма планирования педагогического взаимодействия учителя и учащихся. "
    ["seo_title"] => string(135) "tiekhnologhichieskaia-karta-uroka-sovriemiennaia-forma-planirovaniia-piedaghoghichieskogho-vzaimodieistviia-uchitielia-i-uchashchikhsia"
    ["file_id"] => string(6) "125592"
    ["category_seo"] => string(6) "himiya"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1415017860"
  }
}


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства