kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Урок чувашского языка

Нажмите, чтобы узнать подробности

Тема урока Герой гражданской войны Чапаев Василий Иванович

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Урок чувашского языка»


«Чăваш чĕлхипе литература. Уçă урок 2022»



Технологи картти


Урок теми: «Чăвашран тухнă паллă çынсем. Василий Иванович Чапаев

Чăваш чĕлхе: 8-мĕш класс (вырăс чĕлхиллĕ шкул)


Хатĕрлекенĕ –

Егорова Надежда Николаевна

Куславкка хулин пĕтĕмĕшле

пĕлÿ паракан 2-мĕш

вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе

литератури вĕрентекенĕ


Куславкка – 2022



Урокăн технологи картти

1. Предмет: чăваш чĕлхе

2. Класс: 8-мĕш класс

3. Шкул: Куславкка районĕн Куславккан пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкулĕ

4. Тема (пай): Чăвашран тухнă паллă çынсем.

5. Урок теми: „Василий Иванович Чапаев» пайĕнче 1-мĕш урок

6. Урок тĕсĕ: хутăш урок.

7. Технологисем: сывлăха упрас, информаципе коммуникаци, „вăйă“ технологийĕ, проект

8. Мелсемпе меслетсем: йĕркелÿ, ăнлантару,вулав, шырав, калаçу, вулани, творчествăллă ĕç, ыйту-хурав, çыру, ушкăнсемпе ĕҫлени, вăйă, клоузт тест, синквейн, хÿтелев, хаклав

9. Харкамăн пĕлӳ илмелли тĕллевсем:

*право: вĕренÿ планне кĕрекен ытти предмет пекех чăваш чĕлхи ачана тĕрлĕ енлĕн аталанма, тĕрлĕ çитĕнÿ тума пулăшнине ăнланни

*тĕллевпе тупсăм: тĕллевсем лартса йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентни;

*моральпе этика:

– тепĕр çынпа пĕр тан шайра, ăна хисеплесе хутшăнма, хутшăнура çураçулăх туйăмне сыхласа хăварма хăнăхтарни;

- хамăр ентешсемпе мăнаçланма пултарни;

10. Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:

*йĕркелӳ:

– ĕçĕн тĕллевне лартма хăнăхтарни;

– тĕллеве тĕрлĕ енлĕн пурнăçлама хăнăхтарни;

– харпăр хăй ĕçне планлаттарни;

– ĕç йĕркине, ăна пурнăçлама кирлĕ мелсемпе майсене тупма хăнăхтарни;

– ĕçе тунă май вăхăтпа пĕлсе усă курма хăнăхтарни;

– тунă ĕçе пĕтĕмлетме хăнăхтарни.

*хутшăну:

– хутшăнура пĕр-пĕрне итлесе илтме хăнăхни;

– харпăр хăй шухăшне аудитори умĕнче калани, ăна ăслăлăх чĕлхипе ĕнентерме пултарни;

– çынсем тĕрлĕрен шухăшлама пултарнине ăнланма тăрăшни, ытти çын шухăшне хисеплеме пултарни;

– харпăр хăйĕн ĕçне хаклама ăнтăлни.

*информаци:

– пĕр харăс темиçе информаци çăл куçĕпе (вĕренÿ кĕнекипе, словарьпе, текстпа) ĕçлеме хăнăхни;

– темиçе тĕрлĕ таблицăпа ĕçлесе тивĕçлĕ пĕтĕмлетӳсем туни.

11. Предметăн ятарлă пĕлӳ илмелли тĕллевĕсем:

Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнаху ĕçĕ-хĕлĕ

– каланине çирĕплетме е хирĕçлеме, хак пама вĕрентни;

– учителĕн пуплевне итлесе ăнланма хăнăхтарни;

  • чăваш чĕлхинчи местоименисемпе пуплевре усă курма хăнăхтарни;


- чăвашран тухнă паллă çынсем çинчен каласа пама хăнăхтарни;

– илтни, вулани е калани çинчен хăй шухăшне кĕскен палăртма хăнăхтарни;

– текст стильпе жанр енчен мĕнле пулнине вулавăн тĕрлĕ тĕсĕпе (паллашмалла вулани, тишкерÿллĕ вулав, шыравлă вулав) усă курма хăнăхтарни;

– вуланă текстăн тĕп шухăшне палăртма пултарни;

– вулани пирки харпăр хăй шухăшне палăртма хăнăхтарни;

– вĕреннĕ сăмахсене (ытларах активлă словарьтисене) çыру тата калаçу пуплевĕнче курса е илтсе ăнланма, вĕсемпе вырăнлă усă курма хăнăхтарни;

Вĕрентÿ хевти-талпăнавĕ

- текста вуласа тухсан ачасем хăйсен кăмăлне палартни.

12. Словарь ĕçĕ: хĕç, ут, иккен, сăлтав,кăшт-кашт, шанчăклăн, паттăрлăх, хамăр ял, хастарлăх, пупле, хуш, ăнлан

13. Курăмлăх хатĕрĕсем: ÿкерчĕксем, презентаци, кĕнеке выставки, Василий Иванович Чапаев çинчен каласа памалли план, В. И. Чапаев сăнÿкерчĕкĕ, видео ролик, смайликсем.

14. Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, презентаци, мультимедиа проектор, Интернет ресурс, слайдсем, чăвашла-вырăсла словарьсем







Урок юхăмĕ

Урок тапхăрĕсем

Ĕçлевлĕхĕн тĕп

енĕсем

Вĕрентекен ĕçĕ

Вĕренекенсен

ĕçĕ-хĕлĕ

Мелпе меслетсем

Ι. Кăсăклантарса яни

(Кăсăклантару)

1.Урока сăвă йĕркипе пуçлани

Шăппăн ларăр,

Шăппăн ларăр,

Урок пырать ку класра.

Эп вулатăп, эп çыратăп

Калаçатăп чăвашла.

Сăвă йĕркисене вулать

Ура çинче вĕрентекене кĕтсе илеççĕ

йĕркелÿ

2. Сывлăх сунни

Ачасене сывлăх сунать

- Ырă кун пултăр, ачасем!

«Сывлăх сунатпăр!» тесе сывлăх сунаççĕ

йĕркелÿ

3. Ĕçлеме хавхалантарни

- Кăмăлăрсем аван-и? Ĕçлеме хатĕр-и?

«Аван. Ĕçлеме хатĕр» теҫҫĕ

йĕркелӳ


ΙΙ. Ăнланса илни

(Ăнлану)

1.Урок темине палăртни.

- Эпир паян урокра мĕн çинчен калаçатпăр-ши? Мĕнле шутлатăр? Ăна пĕлес тесен саспаллисене суллахайран сылтӑмалла сыпăнтарса сăмахсене вулăр, урок темине калăр.

МЕСНЫÇĂЛЛАП ĂНХУТ НАРШАВĂЧ

Ачасем вĕрентекенпе калаçаççĕ




„Чăвашран тухнă паллă çынсем“


темăна тетрадьре çыраççĕ

калаçу


ăнлантару





шырав

çыру

Тарăнрах каласан урокра кам çинчен калаҫăпăр-ши?

Çак сăвă йĕркисемпе паллашар-ха.

Ак Чаппай хăй учĕпе,

Çунат евĕр буркипе,

Çутă хĕç тытса алла

Ыткăнать тухăçалла:

Чарăнмассăн туйăнать,

Вĕçнĕ евĕр курăнать…

(Г. Юмарт)

- Апла эпир сирĕнпе кам çинчен калаçăпăр-ши?




Сăвă йĕркисене ушкăн-ушкăнăн вулаççĕ











Ыйтăва хуравлаççĕ

калаçу



вулав












калаçу

  1. „Чапаев Василий Иванович“ калав йĕркелени

- Кĕнекесене 78-мĕш страницăна уçăр, 6-мĕш хăнăхтару тупăр. Чапаев пурнăçĕпе паллашăр

Ку пĕчĕк текстсем тăрăх калав йĕркелемелле. Калав йĕркелес тесен малтан план тăвас пулать.

(1 вариант - •Ачалăх çулĕсем, 2 вариант - •Патша çарĕнче, 3 вариант – •Хĕрлĕ çарта, 4 вариант - •Чапаев вилĕмĕ)

Кĕнекесене уçаççĕ


Чапаевăн пурнăçĕпе паллашаççĕ


План тăваççĕ



Планпа усă курса предложенисене тупса вулаççĕ


творчествăллă

ĕç

3. Текстпа ĕҫлени 1) Словарь ĕçĕ

Сăмахсене учитель вулать


Ачасем вĕрентекен хыççăн, унтан икшеррĕн вулаççĕ (пĕри вырăсла, тепри чăвашла)

тĕрлĕ тĕслĕ вулав

2) «Чапаев вырăс-и, чăваш-и?» текстпа паллашни.

Учитель вулама пуçлать

Вĕренекенсем малалла вулаççĕ

вулав

3) Текста ăнланнине тĕрĕслени

- Текст содержанийне ачасем мĕнле ăнланнине тĕрĕслеме «Тĕрĕс-и е тĕрĕс мар-и?» вăйă ирттерет

Ачасем панă предложенисене текстра икшеррĕн тупса карточкăра палăртаççĕ

вӑйӑ

мăшăрпа ĕҫлени


  • Слайдри ыйтусене хуравлатпăр

Ыйтусен хуравне текстра тупса вулаççĕ

шырав - вулав

ΙΙΙ. Канса илни

(Кану саманчĕ)

Видео ролик пăхни

ΙV. Темăна ăнланнине тĕрĕслени

1 Клоуз тестпа ĕçлени


Клоуз тест валеçсе парать

Сĕннĕ вариантсенчен суйласа илнĕ кирлĕ сăмаха лартса çырса илеççĕ

карточкăпа ĕçлени

çыру

2. Ĕçе тĕрĕслени

Хаклав виҫипе паллаштарать: „Йăнăшсем çук пулсан „5“ паллă, пĕр йăнăш пулсан „4“, икĕ йăнăш пулсан „3“ лартăр“

Хăйсен ĕçĕсене хаклаççĕ

тĕрĕслев хаклав

3. Синквейн туни

Ачасене «Василий Иванович Чапаев» синквейн тума сĕнет



Пĕр-пĕрин ĕçне тĕрĕслеме сĕнет


«Василий Иванович Чапаев» синквейн тăваççĕ.

Пĕр-пĕрин ĕçне тĕрĕслесе хаклаççĕ

синквейн




тĕрĕслев

хаклав

V. Кĕнеке выстовкипе паллашни

1. Выстовкăпа паллашни

VI. Пĕтĕмлетÿ Рефлекси

1.Темăна пĕтĕмлетни

Паян урокра мĕн çинчен калаçрăмăр?


Ыйтăва хуравлаççĕ

ыйту – хурав

2. Ачасем хăйсен ĕçне хаклани

  • Эпир мĕнле ĕçлерĕмĕр?

  • Йăнăшсем турăмăр-и?

  • Çĕнни мĕн пĕлтĕр?

Ыйту çине хуравлаççĕ

ыйту – хурав

Халĕ хамăр ĕçе хаклар. Урок питĕ килĕшрĕ пулсан - кулакан смайлăк, кăштах килĕшрĕ – кулманни, килĕшмерĕ пулсан - макăраканни

Хаклаççĕ

Ачасем смайлăксене тухса ҫыпăҫтараҫҫĕ

хаклав



Усă курнă литература:

О.И. Печников, М.Н. Печникова, Н. А. Краснова, Е. А. Мулюкова Чăваш чĕлхи. Чувашский язык, 8-мĕш класс учебное пособие Шупашкар, Чăваш кĕнеке издательстви, 2018















1 №-лĕ хушса пани. Словарь ĕҫĕ

Текстра усă курмалли сăмахсем:

хĕç – сабля хамăр ял – земляк, односельчани

ут – конь, лошадь хастарлăх - храбрость

иккен – оказывается пупле - разговаривать

сăлтав – причина хуш – добавлять

кăшт-кашт – немного ăнлан - понимать

шанчăклăн – уверено тапăн - нападать

паттăрлăх – мужество аман – получить рану












2 №-лĕ хушса пани. Клоуз тест


  • Клоуз тестпа ĕçлени

  1. Василий Чапаев ____________ çумĕнчи Будайка ятлă ялта çуралнă. 2. Василин аслашшĕпе асламăшĕ те, ашшĕпе амăшĕ те ___________ пулнă. 3. ________ чăвашла аванах ăнланнă, кăшт-кашт калаçма та пултарнă. 4. Унăн дивизийĕнче __________ нумай пулнă. 5. Вĕсемпе калаçнă чухне чăваш __________ те хуша-хуша хунă.

Сĕннĕ вариантсем:

  1. Куславкка, Канаш, Шупашкар.

  2. Вырăссем, чăвашсем, тутарсем.

  3. Егоров, Крылов, Чапаев.

  4. Нимĕçсем, чăвашсем, пушкăртсем.

  5. Кĕписем, юррисем, сăмахсем.







3 №-лĕ хушса пани. «Тĕрĕс-и е тĕрĕс мар-и?» вăйă




  1. «Тĕрĕс-и е тĕрĕс мар-и?» вăйă

  1. Василий Иванович Чапаев Граждан вăрçин геройĕ. Тĕрĕс-и?

  2. Вăл Канаш çумĕнчи Будайка ятлă вырăс ялĕнче çуралнă. Тĕрĕс-и?

  3. Чапаев чăвашла аванах ăнланнă, калаçма пĕлмен. Тĕрĕс-и?

  4. Скворцов чапаевеца хамăр ял тесе чĕннĕ. Тĕрĕс-и?

  5. Чапаевăн тăван мар асламăшĕн ачисем пурте вырăсла калаçнă. Тĕрĕс-и?

  6. Пĕчĕк Вася çĕнĕ тăванĕсемпе чăвашла та, вырăсла та пуплесе вылянă, пĕр-пĕрин чĕлхине вĕреннĕ. Тĕрĕс-и?

















2 №-лĕ хушса пани. Синквейн






  • «Василий Иванович Чапаев» синквейн туни

Василий Иванович Чапаев

Хастар, паттăр

пулăшать, çапăçать, аманать

Хастар Чапаев çапăçура аманать

Граждан вăрçин геройĕ



Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 8 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
Урок чувашского языка

Автор: Егорова Надежда Николаевна

Дата: 06.10.2022

Номер свидетельства: 614510

Похожие файлы

object(ArrayObject)#851 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(144) "презентация к уроку чувашского языка по теме "Хупă сасăсене çырура палăртасси""
    ["seo_title"] => string(80) "priezientatsiia_k_uroku_chuvashskogho_iazyka_po_tiemie_khupa_sasasienie_cyrura_p"
    ["file_id"] => string(6) "366284"
    ["category_seo"] => string(13) "vsemUchitelam"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1481004582"
  }
}
object(ArrayObject)#873 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(92) "Игры на уроках чувашского языка в начальной школе."
    ["seo_title"] => string(51) "ighrynaurokakhchuvashskoghoiazykavnachalnoishkolie1"
    ["file_id"] => string(6) "260751"
    ["category_seo"] => string(16) "nachalniyeKlassi"
    ["subcategory_seo"] => string(7) "prochee"
    ["date"] => string(10) "1448994803"
  }
}
object(ArrayObject)#851 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(166) "Презентация к уроку чувашского языка на тему: "Мышонок Тая" -1 кл.(по учебнику Абрамовой Г.В.) "
    ["seo_title"] => string(100) "priezientatsiia-k-uroku-chuvashskogho-iazyka-na-tiemu-myshonok-taia-1-kl-po-uchiebniku-abramovoi-g-v"
    ["file_id"] => string(6) "245628"
    ["category_seo"] => string(16) "nachalniyeKlassi"
    ["subcategory_seo"] => string(11) "presentacii"
    ["date"] => string(10) "1446153120"
  }
}
object(ArrayObject)#873 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(64) "Урок чувашского языка "Хелле" (Зима)"
    ["seo_title"] => string(36) "urok_chuvashskogo_iazyka_khelle_zima"
    ["file_id"] => string(6) "500572"
    ["category_seo"] => string(7) "prochee"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1550596258"
  }
}
object(ArrayObject)#851 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(89) "Технологическая карта урока по чувашскому языку"
    ["seo_title"] => string(56) "tiekhnologhichieskaia_karta_uroka_po_chuvashskomu_iazyku"
    ["file_id"] => string(6) "379032"
    ["category_seo"] => string(7) "prochee"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1484326258"
  }
}


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства