kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Урок чувашского языка "Хелле" (Зима)

Нажмите, чтобы узнать подробности

Урок чувашского языка в русскоязычной школе в 5 классе.

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Урок чувашского языка "Хелле" (Зима)»

Автор – Егорова Надежда Николаевна, учитель чувашского языка и литературы МБОУ «Козловская средняя общеобразовательная школа № 2»

г. Козловка Чувашской Республики

Урок теми: Хĕлле (вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕнче ирттернĕ урок)

Урок тĕллевĕсем:

Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем

Моральпе этикăна хăнăхтарни;

Тĕллевпе тупсăм

– вĕренÿ планне кĕрекен ытти предметсем пекех чăваш чĕлхи ачана тĕрлĕ енлĕн аталанма, тĕрлĕ çитĕнÿ тума пулăшнине ăнланма

– тĕллевсем лартса йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентни

– тепĕр çынпа пĕр тан шайра, ăна хисеплесе хутшăнма, хутшăнура çураçулăх туйăмне сыхласа хăварма хăнăхтарни;

- тавралăха юратма, уншăн тăрăшма, ăна упрама сĕнесси

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем

Йĕркелÿ

– ĕçĕн тĕллевне лартма хăнăхтарни;

– тĕллеве тĕрлĕ енлĕн пурнăçлама хăнăхтарни;

– харпăр хăй ĕçне планлама вĕрентни;

– ĕç йĕркине, ăна пурнăçлама кирлĕ мелсемпе майсене тупма хăнăхтарни;

– ĕçе тунă май вăхăтпа пĕлсе усă курма хăнăхтарни;

– тунă ĕçе пĕтĕмлетме хăнăхтарни.

Хутшăну

– хутшăнура пĕр-пĕрне итлесе илтме хăнăхтарни;

– хутшăнура тĕрлĕ роль калăплама пултарнине аталантарнии (ыйту паракан, хуравлакан, итлекен, канашсемпе сĕнÿсем илекен е паракан);

– харпăр хăй шухăшне палăртса ăнлантарма, шухăша тĕрĕс те уçăмлă, çыхăнуллă каласа пама вĕрентни;

– ушкăнпа килĕштерсе ĕçлеме хăнăхтарни;

– çынсем тĕрлĕрен шухăшлама пултарнине ăнланма, ытти çынсен шухăшне хисеплеме хистени;

– харпăр хăйĕн тата пĕрле вĕренекенсен йăнăшĕсене курма, ăнлантарма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма хăнăхтарни;

– харпăр хăйĕн тата ыттисен ĕçне хаклама вĕрентни.

Информаци

– пĕр харăс темиçе информаци çăл куçĕпе (вĕренÿ кĕнекипе тата словарьпе, текстпа тата ун патне панă сăмах майлашăвĕсемпе ĕçлеме хăнăхтарасси;

– урокра туяннă пĕлÿпе, пурнăç опычĕпе усă курса панă ыйтусене хуравлама вĕрентни;

– шыравра танлаштару, пĕрлештерÿ, уйăру, çыхăнтару мелĕсемпе усă курма вĕрентни;

– япаласемпе пулăмсене тишкерме, тишкерÿ тăрăх пĕтĕмлетÿ тума вĕрентни;

– лартнă тĕллев патне тĕрлĕ майпа пыма хăнăхтарни.

Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем

Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнаху ĕçĕ-хĕлĕ

– каланине çирĕплетме е хирĕçлеме, хак пама вĕрентни;

– учителĕн пуплевне итлесе ăнланма хăнăхтарни;

- чăваш чĕлхинчи глаголсен хушу наклоненийĕн çуклă формипе пуплевре усă курма хăнăхтарни;

- тăван тавралăхпа çут çанталăк çинчен каласа пама хăнăхтарни;

– илтни, вулани е калани çинчен хăй шухăшне кĕскен палăртма хăнăхтарни;

– текст стильпе жанр енчен мĕнле пулнине вулавăн тĕрлĕ тĕсĕпе (паллашмалла вулани, тишкерÿллĕ вулав, шыравлă вулав) усă курма хăнăхтарни;

– вуланă текстăн тĕп шухăшне палăртма вĕрентни;

– вулани пирки харпăр хăй шухăшне палăртма хăнăхтарни;

– вĕреннĕ сăмахсене (ытларах активлă словарьтисене) çыру тата калаçу пуплевĕнче курса е илтсе ăнланма, вĕсемпе вырăнлă усă курма хăнăхтарни;

Вĕрентÿ хевти-талпăнавĕ

- текста вуласа тухсан ачасем хăйсен кăмăлне палартни.

9. Курăмлăх хатĕрĕсем – ÿкерчĕксем, презентаци, ребус, „Юр пĕрчи” кластер валли хатĕрленĕ материал, карточкăсем, предложени- хăюсем

10. Кăтарту хатĕрĕсем - компьютер, презентаци, мультимедиапроектор, Интернет-ресурс, слайдсем, чăвашла-вырăсла словарьсем

Çĕнĕ сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсем: : ыйхă, кăçатă (çăм атă), аскăнчăк çил, ту, вар, айлăм, тĕмеске, мамăклă хÿре.

Урок юхăмĕ

  1. Класа урока йĕркелени

1) Сывлăхсунни:

- Ырă кун пултăр, ачасем! Кăмăлăрсем аван-и? Ĕçлемехатĕр-и?

2) Фонозарядка Шурă-шурă, шурă юр.

Таврана вăл шуратать.

Шурă-шурă, шурă юр

Ачана савăнтарать.

II. Класа кăсăклантарни.

1)Урок эпиграфĕпе паллашни.

2) Урок темине палăртни.

- Эпир паян урокра мĕн çинчен калаçатпăр-ши? Мĕнле шутлатăр? Ăна пĕлес тесен ребус тупсăмне пĕлес пулать.



1


1


1

1

1

Ÿкерчĕксем тăрăх 1-мĕш сас паллийĕсене çырса хурăр. Вара паян эпир мĕнле тема тăрăх ĕçлессине палăртăпăр.

  1. Темăпа ĕçлени

1. Ыйтусене хуравлани

*Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ?

*Урамра ăшă е сивĕ?

*Хĕлле тавралăх мĕнпе витĕнет?

2. Кластер туни

1-мĕш ушкăн 2-мĕш ушкăн

Юр пĕрчи мĕнле? Юр пĕрчи мĕн тăвать?

  1. Текстпа ĕçлени

  1. Словарь ĕçĕ ыйхă – сон

Кăçатă, çăматă

Аскăнчăк çил – озорной ветер

Ту – гора

Вар – овраг

Айлăм – низина

Тĕмеске – бугорок

Мамăклă хÿре–пушистый хвост

- учитель хыççăн вулани

- ударени лартса вулани

  1. Текстпа паллашни

*çурма саспа вулани;

*учитель вуласа пани;.

  1. Текста ăнланнине тĕрĕслени

*Ыйтусене хуравлани

-Çулталăкăн хăш вăхăчĕ çитрĕ?

-Мĕнсем шуралчĕç?

-Юхан шыв мĕнпе витĕнчĕ?

-Хĕл мĕн тăрăх çÿрет?

-Хĕл чĕр чунсене мĕн парнелет?

4) Вуланă текст тăрăх панă предложенисем содержанийĕпе тĕрĕс-и е тĕрĕс мар-и?

1. Хирсемпе сăртсем хуралчĕç. Тĕрĕс-и?

2. Çÿрет Хĕлтусем, варсем, айлăмсемтăрăх. Тĕрĕс-и?

3. Ак йывăç тĕмĕсем хушшинче шурă мулкач сиккелесе çÿрет. Тĕрĕс-и?

4. Чее тилле вара шурă тум кирлĕ. Тĕрĕс-и?

5. Хĕл чее тиле ăшрах тумлантарма тăрăшать – илемлĕ кĕрĕк парнелет. Тĕрĕс-и?

  1. Кану саманчĕ. Куç канăвĕ.

Шурă – шурă юр пĕрчи

Лĕпĕш пек хитре вĕçет.

Шурă – шурă юр пĕрчи

Çĕр çине вĕçсе ÿкет.

  1. Грамматика материалĕпе ĕçлени.

1) Текстри паллă ячĕсене çырса илесси Пысăк, çемçе, аскăнчăк, шурă, кăвак, чалăш, тарăн, илемлĕ, мамăклă.

2) Тĕсе палăртакан сăмахсене йĕр туртса палăртни.

3) Ăнлантарни. Глагол пулăвĕ.

Шурă – шур(ă) +ал хура – хур(а) +ал сарă – сар(ă)+ал

шур(ă) +ат хур(а)+ат сар(ă)+ат

4) Паллă ятĕнчен пулнă глаголсене текстра тупса вуласси.

Шуралчĕç, шăпланчĕç

  1. «Хĕлле» калав тăвасси.

Хĕл çитрĕ. Çанталăк сивĕ тăрать. Кашни кун юр çăвать. Кăпăшка юр çуртсем çине, йывăçсем çине ÿкет.Тавралăх шурă тумпа витĕнет. Ачасем пушă вăхăтра тăвайккине пуçтарăнаççĕ. Вĕсем йĕлтĕрпе, çунашкапа ярăнаççĕ.

  1. Панă предложенисенчен калав туни

  2. Вулани

  3. Асăрхануллă пул!

  1. Пĕтĕмлетÿ. Рефлекси

Хамăр ĕçе пĕтĕмлететпĕр:

  • Эпир мĕнле ĕçлерĕмĕр? (ачасен хуравĕсем)

  • Йăнăшсем турăмăр-и? (ачасен хуравĕсем)

Çĕнни мĕн пĕлтĕр? (ачасен хуравĕсем)

  1. Киле ĕç.

Хĕл çинчен каласа пама хатĕрленĕр









1-мĕш №хушса пани



2-мĕш №хушса пани

«Тĕрĕс-и е тĕрĕс мар-и?»

1. Хирсемпе сăртсем хуралчĕç. Тĕрĕс-и?

2. Çÿрет Хĕлтусем, варсем, айлăмсем тăрăх. Тĕрĕс-и?

3. Ак йывăç тĕмĕсем хушшинче шурă мулкач сиккелесе çÿрет. Тĕрĕс-и?

4. Чее тилле вара шурă тум кирлĕ. Тĕрĕс-и?

5. Хĕл чее тилле ăшăрах тумлантарма тăрăшать – илемлĕ кĕрĕк парнелет. Тĕрĕс-и? 3-мĕш №хушса пани

1-мĕш ушкăн 2-мĕш ушкăн

Юр пĕрчимĕнле? Юр пĕрчимĕнтăвать?



Пĕрремĕщ, таса, шап-шур, натăрт-натăрт çăвать, вылять, ÿкет, кăтăклать, ирĕлет, йăпатать, илĕртет

Кану саманчĕ

Шурă – шурă юр пĕрчи

Лĕпĕш пек хитре вĕçет.

Шурă – шурă юр пĕрчи

Çĕр çине вĕçсе ÿкет.

4-мĕш №хушса пани






Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 5 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
Урок чувашского языка "Хелле" (Зима)

Автор: Егорова Надежда Николаевна

Дата: 19.02.2019

Номер свидетельства: 500572


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства