kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Технологическая карта урока по чувашскому языку

Нажмите, чтобы узнать подробности

Разработка технологической карты урока. Для 5 класса. Использовать на уроках чувашского языка.

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Технологическая карта урока по чувашскому языку»


Урок конспекчĕ

Антонимсемпе паллашасси. 5 класс

Предмет: Чăваш чĕлхи

Класс: 5 класс

Урок теми: Антонимсемпе паллаштарасси

Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ илмелли виçĕ тапхăрлă урок.

Технологисем: вăйă, ушкăнпа ĕçлени, юлташпа пĕрле ĕçлесе вĕренни, харкамлăха аталантарасси, «Критикăллă» шухăшлава аталантарасси, сывлăха упрасси, системăллă-ĕçлевлĕхлĕ.

Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем:

  1. чăваш чĕлхин илемлĕхне хаклама пултарни, тăван чĕлхене хисеплени, унпа мăнаçланни.

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:

  1. сăмахпа каласа е çырса пĕлтернĕ информацие тĕрĕс ăнланни;

  2. пĕччен е ушкăнпа тумалли вĕренÿ ĕçĕн тĕллевне, йĕркине ăнланса илни; ĕç результатне каласа е çырса хаклама пултарни

Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем:

  1. сăмахпа каласа е çырса пелтернине (текст тĕллевне, темине, тĕп тата хушма информацине) кирлĕ пек ăнланни;

  2. антонимсене тупма, вĕсемпе пуплевре усă курма вĕренни.

Мелпе меслетсем: тус тата тăшман „мĕнле” пулнине хаклакан хĕвеллĕ кластерпа кăсăклантарса яни; ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; шырав, словарь ĕçĕ; ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; синквейн туни, уйрăмшарăн тухса калаçма хăнăхни,ушкăнпа ĕçлени.

Теори: Антоним - ..., синоним - ...

Словарь ĕçĕ: сăрă, ÿрече

Курăмлăх хатĕрĕсем: урок презентацийĕ (кроссворд, кластерпа синквейн); Интернетран илнĕ материалсем, кĕнекесем; валеçсе памалли материал (карточкăсем), антонимсен словарĕ.

Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, презентаци, мультимедиапроектор, таблица.



Урок юхăмĕ

  1. Кăсăклантарса яни.(5-10 мин)

1) Учитель сывлăх сунни.

2) Дежурнăйпа калаçни.

3) Урокра кăмаллă ĕçлеме хавхалантарни. Учитель ачасене ыйтусем парать:

- Кам хăйĕн килти ĕçĕпе кăмăллă, çав ларать.

-Сана мĕн кулянтарчĕ? Эсĕ мĕнпе кăмăллă мар?

- Паян урокра пĕр йăнăшсăр çырма шутлакансем сулахай аллине çĕклеççĕ…

- Паян урокра доска умĕнче хуравлас текенсем сылтăм аллине çĕклеççĕ…

4) Киле панă ĕçе тĕрĕслени.

5) Кроссворд тупсăмĕсене тупса урок темипе тĕллевĕсене палăртни.

Кроссворд ыйтăвĕсем çине тĕрĕс хуравласан паянхи урокăн темине пĕлме май пуррине учитель ăнлантарать.

Темăна („Антоним”) ачасем палăртнă хыççăн учитель доска çине çырса хурать.

Ун хыççăн учитель ачасене урокăн тĕллевĕсене палăртма пулăшать:

-Паянхи урокăн тĕллевĕсем мĕнле пулма пултараççĕ-ши?

Ачасен хуравĕсене итленĕ хыççăн:

-Паян антонимсене тупма, вĕсемпе пуплевре усă курма вĕренетпĕр.

2. Ăнланса илни (20-25 мин.)

  1. Презентацири ÿкерчĕксене сăнаса антонимсене тупса палăртни.

  2. Ÿкерчĕкри пулăмсене пĕлтерекен сăмахсене усă курса предложенисем йĕркелени.

  3. Антонимсен таблиципе паллашни.

  4. Кану саманчĕ.

  5. Вĕренÿ кĕнекинчи (151 с.) правилăна сасăпа вулани.

  6. Карточкăсем çинчи предложенисенче антонимсене тупни.

  7. Пурнăçланă ĕçе ачасем тетрадьсене пĕр-пĕринпе улăштарса презентаци тăрăх тĕрĕслени, хак пани.

  8. Вăйă саманчĕ. Ачасене виçĕ ушкăна уйăрни. Презентацире панă сăмахсен антонимĕсене тупни. Учитель ĕçе пурнăçлама антонимсен словарĕ(вăл ачасен сĕтелĕ çинче) пулăшнине палăртать.

  9. Текстпа ĕçлени (учебникри 350 –мĕш хăнăхтару). Текстри паллă тунă сăмахсен антонимĕсене тупни. Текста тишкерни, ят пани. Учитель ачасен хуравĕсене итлесе пĕтĕмлетÿ туни: -Мĕншĕн çапла ят патăр? Ĕнентерĕр. Ачасем, çак текст мĕне вĕрентет? Юлташăн мĕнле пулмалла?

Пĕтĕмлетÿ туса «тус» тата «тăшман» сăмахсен кластерĕсене туни.


  1. Рефлекси (10 мин.)

1)Урока пĕтĕмлетÿ туса «Антоним» синквейн çырни.

Ачасем урока тата хăйсен ĕçне хак парса «Предложение малалла тăс» ĕçе пурнăçлани:

- Урокра мана çакă интереслĕ пулчĕ…

- Паян урокра эпĕ çакна ăнлантăм, пĕлтĕм…

- Мана çакă йывăр пулчĕ...

- Ыран урокра манăн ….

2) Урок вĕçĕнче ачасем йывăç турачĕсем çине çулçăсем, чечексем е çимĕçсем çыпăçтарни:

- Çимĕçсем – урок усăллă, ăнăçлă, çитĕнÿллĕ;

- Чечексем – япăхах мар;

- Çулçă – урок килĕшмерĕ.


3) Киле ĕç пани, ăнлантарни (пĕрне суйласа илмелле).

  1. 350 –мĕш хăнăхтарури калава вĕçлесе çырмалла;

  2. 354- мĕш хăнăхтару;

  3. антонимсен словарĕнчен 10 антонимсен мăшăрне тупса çырса килмелле.

Урок ачасем хăйсен пĕлĕвне учитель панă критерисемпе хакланипе вĕçленни.



Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 5 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
Технологическая карта урока по чувашскому языку

Автор: Никитина Надежда Николаевна

Дата: 13.01.2017

Номер свидетельства: 379032


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства