kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Конспект урока чувашской литературы в 5 классе

Нажмите, чтобы узнать подробности

Урок разработан в соответствии ФГОС в 5 классе. Урок с здоровьесберегающими технологиями.Для 5 класса национальной школы. 

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Конспект урока чувашской литературы в 5 классе»

Степанова Г.А.

МБОУ Янтиковская СОШ»

Янтиковского района

Чувашской Республики


«Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул»

муниципаллă бюджетлă вĕрентỹ учрежденийĕ

Сывлăх – чи хаклă пурлăх

Урока хатĕрлекенĕ:

«Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул» МБВУри Степанова Г.А.чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Тăвай 2015



Урок юхăмĕ:

  1. Класа урока йĕркелени.(2-мĕш слайд)

Ирхине ирех тăратпăр -Аван-и, туссем!

«Ырă кун!» тесе калатпăр Саламлатпăр эпир.

Пĕр-пĕрне йăл-йăл кулса - Аван-и, ачасем!

Вĕренмешкĕн ыр сунса. Ырă кун пултăр!

-Урока пурте хатĕр-и?

2. Ачасен пĕлỹ шайне тĕрĕслени. (3-мĕш слайд)

- Çак сăмахсенчен сирĕншĕн хăшĕ чи-чи хакли? (тус-юлташ,

атте-анне, укçа-тенкĕ, машина, пỹрт-çурт, тăвансем,ăс-тăн,вĕренỹ,

кану, компьютер,телефон,смартфон)

- Тата мĕнле сăмах çитмест-ши çакăнта? (сывлăх)

-Тĕрĕс, ачасем. Сывлăх. Апла пулсан паян эпир урокра мĕн çинчен калаçăпăр-ши,? (Сывлăх çинчен)

(Доска çине урок темин ятне çырса хуни е çыпăçтарни)

3.Вĕрентỹ тĕллевне лартни, урок темине палăртни.(4-мĕш слайд)

- Ачасем, эсир мĕнле шутлатăр,Сывлăха мĕншĕн чи-чи хакли тетпĕр?Çак ыйтăва эпир урок вĕçĕнче хуравлăпăр.

4. Килти ĕçе тĕрĕслени. (5-мĕш слайд)

Паян пирĕн – килти вулав урокĕ. Килте сирĕн кĕнеке тăрăх 237-240 стр. вуласа, вĕренсе, выляса кăтартма хатĕрленмелле пулнă. Хатĕр пулсан, тархасшăн, сире сăмах.

( Ачасем В.П.Тимаков çырнă «Сывлăхпа Чир» поэма сыпăкĕсене выляса кăтартни) (6-10 слайдсем)

Кун йĕркисене валеçсе пани.

5. Физминутка

6. Вуланине ыйтусемпе çирĕплетсе хăварни.

Кашни ушкăна тĕрлĕ ыйтусем пани.

Кĕнекери 240-241 стр. ыйтусем тăрăх. (Ыйтăвĕсене ушкăнсене валеçсе пани)

1 ушкăн

1)Поэма сыпăкĕсен авторĕ кам? (11 –мĕш слайд)

2)Поэма сыпăкĕсем мĕнле ĕçрен пуçланаççĕ?

3) Урамри мĕлке ачасене мĕнле «парнесем» сĕнет?

2 ушкăн

1) «Парнесем» сĕнекен мĕлке мĕн ятлă?

2) Мĕншĕн автор Чире пысăк саспаллинчен пуçласа çырнă?

3)Ватти-вĕттине Сывлăх мĕнле сăмахсем калать?

3 ушкăн.

1) Кам вăл Якур? 2) Якурпа унăн юлташĕсем Ивана мĕнле пулăшаçсĕ? 3) Чирпе Сывлăх мĕнле ĕçсем тăваççĕ?

Учитель сăмахĕ.(Ачасем хыççăн пĕтĕмлетсе хăварни)

Тимаков Вениамин Петрович (1940-2002ç.ç.) – çыравçă, поэт,тăлмачă, тĕпчевçĕ. ЧР, Тăвай районĕнчи Сăхăтпуç ялĕнче çуралнă

( Енĕш-Нăрвашра – Хумма Семенĕ çыравçă). Шкулта чухнех сăвăсем çырнă. «Сăмах илемне туйса…» кĕнеке кăларнă.(Сăвă çырма вĕренекенсем валли – паха кĕнеке).Çав тери уçă кăмăллă, вĕлле хурчĕ пек ĕçчен çын пулнă теççĕ ăна пĕлекенсем.

Сăмах илемне пĕлни поэма йĕркисенче те курăнать. Акă епле илемлĕ сăмахсемпе усă курать вăл.(Поэмăри хитре йĕркесене илсе кăтартни)

7. Словарь ĕçĕ ирттерни. (12-13-мĕш слайдсем)

8. Кун йĕркипе паллаштарса хăварни (14-мĕш слайд)

(кашни ачана валеçсе пани)

9. Физминутка (хускану туни)

10. Урокăн çивĕч ыйтăвне татса пани (15-мĕш слайд)

- Сывлăха мĕншĕн чи-чи хакли тетпĕр? (Кашни ушкăнран ачасене калаçтарни)

1ушкăн. – Сывлăхлă пулас тесен çыннăн мĕн-мĕн тумалла?

2 ушкăн. – Чирленĕ çынна епле пулăшмалла?

3 ушкăн. – Сывлăх çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем 246 стр. саланса кайнă. Пуçтармалла

11. Сỹтсе явмалли ыйтусемпе ĕçлени( Ĕлкĕреймесен чи ăслă ачасене киле парса яма юрать.

- Мĕншĕн юлашки вăхăтра ытларах сывлăх çинчен калаçаççĕ?

- Пирĕн сывлăх начар пулнишĕн кам айăплă?

12. Пĕтĕмĕшле урока çирĕплетсе хăварни. Поэма сыпăкĕсене çирĕплетни.

-Автор поэма сыпăкне мĕншĕн «Чирпе Сывлăх» тесе ят паман?

- Вырăс литературинче çакăн пек хайлава астăватăр-и? (К.И.Чуковский «Мойдодыр»)

(Ачасен пулма пултаракан хуравĕсем.

А)Сывлăх – тĕп сăнар.

Ă)«С» сас палли алфавитра «ч» сас паллинчен маларах тăрать.

Б)Сывлăх – хитре сăмах

В) Сывлăх пире пурнăç парать.

Г)Кăмăла çĕклет.

Д) Сывлăх яланах пирĕншĕн 1-мĕш вырăнта пулмалла.

Е) Сывлăха упрасси – кашни çын тивĕçĕ. Мĕн ачаранаах çак тивĕçе туйса пурăнмалла.

Ё) Сывлăхран хаклă пурлăх çук. ( Урок эпиграфĕ патне таврăнмалла)

Ĕ)Сывлăх пулсан эсĕ пуринчен те пуян.

Учитель пĕтĕмлетĕвĕ: Сывлăх пире яланах хăйĕн илемĕпе савăнтартăр. Унăн илемне пирĕн упрама та пĕлмелле. Физкультурăпа туслă пулмалла. Шкулсенче сывă ачасем вĕренччĕр. Çак шухăша каласшăн пулнă та пире хамăр ентеш-поэт В.П.Тимаков «Сывлăхпа Чир» поэма сыпăкĕсенче.


13. Киле ĕç пани ( пур ача валли те: вулав дневникĕсем салатса пани, ăна мĕнле тултармаллине ăнлантарни ;

пултаруллă ачасем валли: сывлăх çинчен сăвă çырмалла,

14. Рефлекси

- Çĕнни мĕн пĕлтĕр?

- Сывлăх сăнарĕ пек пулас килет-и?

- Урокри чи интереслĕ самант

15. Оценкăсем лартни, тав туни, ăсатни.

Сывлăх – чи хаклă пурлăх.

Сывлăх – чи пысăк ырлăх.

Сывлăхсăр – пурнăç юрлăх.

Халăх пулсассăн сывă,

Сывă пулĕ çĕр-шывăм.

Сывă пулсан çĕр-шывăм

Ўссе çĕкленĕ хĕр-ывăл.

Р.Сарпи




Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 5 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
Конспект урока чувашской литературы в 5 классе

Автор: Степанова Галина Алексеевна

Дата: 27.09.2017

Номер свидетельства: 429910

Похожие файлы

object(ArrayObject)#864 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(106) "Конспект  урока "А. Г.Николаев -первый чувашский космонавт "
    ["seo_title"] => string(59) "konspiekt-uroka-a-g-nikolaiev-piervyi-chuvashskii-kosmonavt"
    ["file_id"] => string(6) "126803"
    ["category_seo"] => string(10) "literatura"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1415212665"
  }
}
object(ArrayObject)#886 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(110) "Разработка урока по теме "Родной край - часть большой страны""
    ["seo_title"] => string(60) "razrabotka_uroka_po_tiemie_rodnoi_krai_chast_bol_shoi_strany"
    ["file_id"] => string(6) "386636"
    ["category_seo"] => string(16) "nachalniyeKlassi"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1485969514"
  }
}
object(ArrayObject)#864 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(133) "Конспект урока по литературному чтению 2 класс С.Я. Маршака "Кот и лодыри" "
    ["seo_title"] => string(78) "konspiekt-uroka-po-litieraturnomu-chtieniiu-2-klass-s-ia-marshaka-kot-i-lodyri"
    ["file_id"] => string(6) "109106"
    ["category_seo"] => string(16) "nachalniyeKlassi"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1404129218"
  }
}


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства