Просмотр содержимого документа
«И я там был, мёд, квас пил.»
Эпе те унта пултам, сара, кавас есрем (мастер-класс)
Эпе те унта пултам, сара, кавас есрем: чаваш юмахесем, юррисем, ваттисен самахесемпе каларашесем, тупмалли юмахесем тата ыттисем те – чаваш халах самахлахе (аслалахе).
Пелсе таратап, эсир пурте весене аван пелетер. Саканта «Ташши, ташши, салакайăк ташши» самахсене илтенсенех пирен ташлас камал усалса каять.
Чавашсен нумай вахат хушши хайсен сырулахе пулман. Весем хайсен шухашесене,емечесене, хурланавесене, пуласлахне,сананине халах самахенче катарна. Куна енте сав вахатри каласа паракан летопись теме пулать. Чаваш юмахесене илер-ха.
Чаваш юмахесенче пер уйрамлах пур: весем сер есне юратма верентессе. Ку юмахсем: «Вир юмахе», «Ылтан пан улми», «Пуппа тимерсе» тата ытти те. Саканта уйрамлах пулна чавашсен: весем сак халах самахлахенче есе, сынсене хисеплеме, юратма верентне.
Эпе вара халь пулмасла юмах каласа парас тетеп, эсир вара мана пулашса пырар.
Атте çураличчен асаттепе иксěмěр сурăх кěтме кайрăмăр. Шăрăх. Сурса сурчăк ÿкмест, сывлама сывлăш тухмасть. /Пурте: «Чăнах-и?» - теççě./ сурăхсем шывшăн пулчěç. Хуса кайрăмăр тинěс хěррине. Тинěс шăннă ларнă. /Пурте: «Ай-уй!»/ Шаккарăмăр чукмарпа – шăтмасть. Сурăхсене хăваласа килтěмěр киле. Тытрăмăр çул çинче путене. Сÿрěмěр тирне. Тирěнчен кěпе çěлеме лартăмăр. Пěчěк ача кěпине çитмерě, пысăк çын кěпинчен юлчě. /Пурте: «Чăнах-и?»/ Çитрěмěр хапха умне. Путене ашě пысăк хапхаран кěмерě, кěçěн алăкран ирěккěнех кěчě. Пěçерме тытăнтăмăр. Вунă витреллě хурана кěмерě, пěр çатмана тулаймарě. /Пурте: «Ытла та тěлěнмелле!»/
Чаваш халах самахлахен тепер жанре – ваттисен самахесемпе каларашесем. Весемпе аслисем ачасене каласна, еслене вахатра ас парса верентне.
Хура халăхăн хура тăпра çине урине чикмесен хырăмĕ тăранаймасть (Простой народ не может себя прокормить, не поработав на черной земле)
Пÿрт-çурт тытма тăн-пуç кирлĕ (Чтобы управлять домашним хозяйством, нужен разум)
Ака уйăхĕнчи ыйхă — авăн уйăхĕнчи хуйхă (Сон во время сева — горе во время молотьбы)
Лайăх ят мултан та паха (Добрая слава ценнее богатства)
Атьар-ха, ваттисен самахесен йеркене кертер..
Аллупа ӗḉле, пуḉупа щухӑшла.
Тарличчен ӗḉле, тӑраниччен ḉи.
Аḉупа аннӳне хисепле, хӑвнах ырӑ пулӗ.
Ĕḉрен ан хӑра, вӑл хӑй санран хӑратӑр.
Ĕḉчен ḉыннӑн ӗḉ нумай.
Асатте кил хушши тытать, асанне-пӳрт ӑшши.
Чавашъене ахальтен мар «Сер пин юра сер шыве» тене. Хале юрасем синчен каласапар. Кашни йалара чавашсен хайсен юрри. Сурхи ес пусланать-и, улах-и, саварни, кер сари, ача суралать-и, туй иртет-и, сене пурт ески-и чавашсем яланах юрлана. Сетех хушшинче те юрлама та пелне весем. Кунта та тавансемпе тусла пуранни, сер синче еслени, самраксем пер-перне юратни синчен юрлана. Куславкка районенче пуранна май эпе сиренпе еске юрри юрласа пахас тетеп. Кашни районан вал хайне май.
1)Уттарса ятам лашине те
Суле такар майепе.
Юрласа ятам юррине те
Шуса пына майепе.
2) Куккук сана лайах-и те
Султе вессе суреме.
Таван сана лайах-и те
Эпир килсе суресен.
3) Ай сад сав(а)нать, сад сав(а)нать те
Хай улмипе хай сав(а)нать.
Ай эп(е) сав(а)нап, эп сав(а)нап та
Хам естешпе хам сав(а)нап.
4) Сапассипах куккукне те
Сич самарта тунашан.
Сапассипах естешсене
Хисеплесе килнешен.
Каярахпа вара такмаксем анлаланса кайна. Сак кеске йеркесенче шутлесе те витлесе, йекелтесе юрлана.
Такмаксем.
1.Шап-шурă купăста
Эпир çиме пит ăста.
Юрламасан, ташламасан
Пире кунта намăс та.
2.Лач-лач-лачака
Лачакара вĕт шапа.
Пирĕн ялăн ачисем
Чисти усал качака.
3.Хура вăрман çырлине
Чĕреспеле пухмалла.
Сирĕн пире тиркеме
Шухăшласа пăхмалла.
4.Çырмара, лапрара
Лапра пулать-и вара?
Эпир кунта ташланăшăн
Намăс пулать-и вара?
5.Велосипед, велосипед
Такăр çула юратать.
Велосипед çинчи ачи
Пиллĕк илме юратать.
6.Чÿречене уçăр –ха
Уçă сывлăш кĕтĕр-ха.
Аллăрсене çупăр-ха
Хаваслăрах пултăр-ха!
7.Ирпе ирех тăмалла,
Физькультура тумалла.
Физькультура тумасан
Вăй та, хай та пулме сан
8.Анне пек пулас килет
Атте пек пулас килет,
Атте-Аннепе пĕрле
Савăнса ÿсес килет.
9.Лапша-Макарон
Сĕтпе юрататпăр.
Эпир уява тухсан
Çапла савăнатпăр.
10. Такмаксене пĕтеретпĕр.
Урăх юрламастпăр.
Пите хытă тăрăшрăмăр;
Аллине çупатпăр!
Халӑх сӑмахлӑхӗ пире пурнӑḉра ырӑ кӑмӑллӑ, тарӑн тавракурӑмлӑ, пултаруллӑ, пуян чун-чӗреллӗ пулма вӗрентет. Хальхи саманара пире ырӑ кӑмӑллӑ пулни питӗ кирлӗ, вӑл пур йывӑрлӑха та ḉӗнтерме пулӑшать.Аруран килнине, асаттесем верентнине манса каяс марчче, малалла та тасасче.