kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

План урока "Спасение"

Нажмите, чтобы узнать подробности

Данная разработка является наглядным пособием для учителей чувашского языка и литературы. В ней используются различные методы и формы работы на уроке.

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«План урока "Спасение"»

Урок теми: «Çăлăнăç» повеçри кÿрентерÿпе каçару проблемисене сăнарсем урлă тишкерни

Урок тĕсĕ: Сăнавлă-тишкерÿллĕ проект урокĕ.

Пĕлÿ тĕллевĕ:

1. Василий Петровăн «Çăлăнăç» хайлавне тишкересси.

2. Хайлаври сюжет йĕрне сăнасси, сăнарсене хак парасси.

3. Çыравçă çын чун-чĕрине уçмалли мелсене пăхасси.

4.Вырăс литературинчи произведенипе танлаштарасси.

Воспитани тĕллевĕ:

1. Ачасен калаçу чĕлхине аталантарасси.

2. Харпăр хăйĕн шухăшне уççăн калама хăнăхтарасси.

3. Çĕр çинчи ырăпа усала уйăрма вĕрентесси.

4. Çыннăн хуйхи-суйхине ăнланма, çынна пулăшма, хÿтĕлеме вĕрентесси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: В.Петровăн портречĕ, кĕнекисен выставки, мультимедиапроектор.

Словарь ĕçĕ: сĕмлĕх – тĕттĕм (тьма, сумрак)

вĕче – подвздошная область

асап – нуша, хĕн-хур (мучение, страдание)

тилĕрсе – урса (беситься)

перитонит – синдром воспаления брюшины

тăман – юрлă çил-тăвăл (вьюга, метель)

чĕрре кĕме тиветчĕ – сăлтавсăрах хирĕçни (придираться)

Пуплеве аталантарас хăнăхусем:

-- вуланине кĕскен каласа пани;

-- хайлава хак пама вĕрентесси;

-- сăнарсене хак панă чух цитатăсемпе усă курса çирĕплетесси;

-- хайлавăн тĕп шухăшне палăртса пĕтĕмлетесси.

Урок эпиграфĕ: «Çынпа çын пурăнать»

Ваттисен сăмахĕ.

Урок тытăмĕ:

1 утăм. Ачасене темăпа кăсăклантарса яни.

2 утăм. Хайлава ăнланни, ăса хывни.

3утăм. Текстри пулăмсем пирки шухăшлани, пĕтĕмлетÿсем туни.

4 утăм. Ачасен пултарулăхне аталантарасси (Хăйсен шухăшне кĕскен çырни)

5 утăм. Урока пĕтĕмлетни. Киле ĕç парасси.

Вĕрентекен:Ырă кун пултăр,ачасем. Паянхи урокра эсир урокра 2 ушкăна пайланса ĕçлетĕр.Эпĕ сирĕн ума çаврашкасем хуратăп.Паракан ыйтăва тĕрĕс хуравласан çаврашкана илсе хăвăр ума хурăр.Кайран шутлатпăр,хăш ушкăнăн çаврашка нумайрах.

Манăн хамăн сăмаха пĕр хайларан пуçлас килет:

«Пĕр ялта икĕ кÿршĕ пурăннă. Пĕри Йоханесс ятлă пулнă. Тепри – Альфред.

Пĕррехинче Йоханесс ир-ирех тăнă та кил таврăшĕнчи çÿп-çапа шăлса пуçтарнă. Унтан пухăннă ăпăр-тапăра Альфред килĕ умне кайса тăкнă.

Альфред урам алăкне уçса янă та – ун алăкĕ умĕнче çÿп-çап купи выртнине курнă. Ку ĕçе кам тума пултарнине вăл ăнланса илнĕ.

Кăнтăр тĕлнелле Альфред пасара кайнă. Унта вăл чи пысăк та тутлă икĕ арпус суйласа илнĕ. Яла çитсен кÿрши патне кĕнĕ. Икĕ пысăк арпуса Йоханесс ачисене касса çитернĕ те килне кайнă.

Йоханесс киле çитсенех ачисем ăна Альфред килсе икĕ тутлă арпус çитернине каласа панă.

Йоханесс намăсланса кайнă. Вăл çийĕнчех кÿрши патне кайнă та хăй тунă киревсĕр ĕçшĕн каçару ыйтнă. Çав кунтан вара кÿршĕсем пĕр-пĕринпе туслă пурăнма пуçланă».

1. Ыйту--хурав

В :Хайлара сăмах мĕн пирки пырать?

Ача:---Кÿрентерÿпе каçару пирки. Йоханесс Альфреда кÿрентернĕ, анчах та Альфред ăна каçарнă.

В: Сирĕнтен кама та пулин çынсем кÿрентернĕ –и ? Аллăрсене çĕклĕр-ха.

В: Сирĕнтен кам та пулин çынна кÿрентерсе курнă-и? Аллăрсене çĕклĕр-ха.

В: Кÿрентерÿ чунра мĕн çуратать?

2. Атьăр-ха кластер туса пăхар. Мĕн-ха вăл кÿрентерÿ тата каçару?

1-мĕш ушкăн кÿрентерÿ кластерне , 2-мĕш ушкăн каçару кластерне тăвать. Сирĕн умра хутсем, фломастерсем пур. Вуласа паратăр та доска çине çыпăçтарса хуратăр.













тарăху çилĕ

ырату



КЪРЕНТЕРЪŸ

куç çуль вĕчĕрхенÿ








тавăру курайманлăх ăнланманлăх



-----------------------------------------------------------------------------------------------------------------------------------


--Мĕн-ши вăл каçару ыйтни?


2.Йăнăша ăнланса илни

1.çилĕ тытса çÿременни



3. йывăр шухăшсенчен хăтăлни

4.Пĕрремĕш утăм туса йăнăша тÿрлетни





Вĕрентекен: Ачасем,эсир мĕнле шутлатăр, мĕншĕн кÿрентерÿпе каçару пирки сăмах тапратрăмăр-ха эпир?

Ача: -Паянхи урок темипе çыхăннă

Вĕрентекен: Çапла.Питĕ тĕрĕс.

Вĕрентекен: Эсир кăçал кÿрентерÿпе каçару çинчен мĕнле произведении вуланă-ха?

Ача: Эпир В,Петров çырнă «Çăлăнăç» ятлă повесть вуланă.

Вĕрентекен: Паянхи урока эсир мĕн ят панă пулăттăр?. Ача: Кÿрентерÿпе каçару çинчен «Çăлăнăç»повесть тăрăх калаçатпăр.

Вĕрентекен: Тĕрĕс, ачасем. Паянхи урок теми: Çăлăнăç» повеçри кÿрентерÿпе каçару проблемисене сăнарсем урлă тишкерни

.Урокăн эпиграфĕ: «Çынпа çын пурăнать». Урок вĕçĕнче çак шухăш паллă пулмалла. Чăнах та, çынпа çын пурăнать-ши?

В: Мĕн тăвасшăн, мĕн çĕнни пĕлесшĕн-ха эсир паянхи урокра?

Ачасен хуравĕсем: Сăнарсем пирки калаçасшăн, кÿрентерÿпе каçару пирки пĕлесшĕн, çĕнĕ сăмахсем вĕренесшĕн,

Вĕрентекен: Ачасем, хайлава вуласа тухнă хыççăн эсир йывăр сăмахсемпе те тĕл пултăр.Словарь ĕçĕ туса ирттерер-ха.Экран çине пăхатпăр.Çак сăмахсен пĕлтерĕшсене лайăхрах ăнланатпăр.

Словарь ĕçĕ: сĕмлĕх – тĕттĕм (тьма, сумрак)

вĕче – подвздошная область

асап – нуша, хĕн-хур (мучение, страдание)

тилĕрсе – урса (беситься)

перитонит – синдром воспаления брюшины

тăман – юрлă çил-тăвăл (вьюга, метель)

чĕрре кĕме тиветчĕ – сăлтавсăрах хирĕçни (придираться)

В: Ачасем,мĕнле çалăнăç пирки сăмах пырать-ши «Çăлăнăç» хайлавра? Кĕске сюжетпа кам паллаштарать-ши пире?

-Тархасшăн.

Хайлаври тĕп сăнар ялта пурăнакан Илья Анчиков сасартăк чирлесе ÿкет, вĕчесĕр пулать. Ăна больницăна питĕ хăвăрт ăсатмалла, унсăрăн перитонит пуçланма пултарать. Урамра асар-писер çил-тăман. Çула юр хÿсе кайнă. Арăмĕ Улькка фельдшерицăна чĕнсе килет, анчах Анчикова леçме пĕр машина та тупăнмасть. Ялти чылай çынна вăл, бригадирта ĕçленĕ чух кÿрентернĕ иккен, çавăнпа пĕри те тепри ăна леçме килĕшмеççĕ. Юлашкинчен вара çăлăнăç килетех: ăна леçме пĕр харăсах темиçе çын тупăнать. Повесть Анчикова больницăна леçнипе вĕçленет.

В: Тавах.

Калăр-ха, мĕншĕн Илья Фёдоровича больницăна ăсатма никам та килĕшмест?

Ачасем калаççĕ: мĕншĕн тесен вăл вĕсене нумай кÿрентернĕ,……………)

В: Мĕнлерех çын-ши вăл Анчиков? Начар ĕçсем çеç тунă-ши вара хăй ĕмĕрĕнче вăл? Лайăх ĕçĕсем пĕрре те çук-ши ун?

3.Атьăр-ха унăн ырă тата усал ĕçĕсене тупса палăртар.

1-мĕш ушкăн Анчиковăн ырă ĕçĕсене, 2-мĕш рет Анчиковăн усал ĕçĕсене çырать

Танлаштарăр

Ачасен хуравĕсем.

Анчиковăн киревсĕр ĕçĕсем:

  • Бригадирта ĕçленĕ чухне çынсене лаша паман.

  • Кÿршĕ Клементтисен пĕр капан уттине çунтарса янă.

  • Ĕçкĕ-çикĕпе алхаснă. Ϋсĕрле çынсемпе хирĕçме юратнă.

  • Ĕçкĕре кĕрекере пĕрле пулнă çынсене укçа нумай ÿкермелли ĕç хушнă.

  • Хăйне хирĕç пухура калакансене шĕвĕ газ баллонĕсĕр тăратса хăварнă.

  • Ĕçе çÿремен колхозниксен пахчисене касса илессипе хăратнă.



Анчиковăн ырă ĕçĕсем:

  • Сакăр çул бригадирта тăрăшнă.

  • Хăйшĕн мар, чылай чухне колхозшăн чĕрре кĕме тивнĕ унăн.

  • Урамсем хушшинчи тарăн çырмасене бульдозерпа тикĕслеттерсе тÿрĕ çул тутарнă.

  • Йывăç кĕпер çĕршĕнсе йăтăнсан унта тăпраран çул тутарса, тимĕр-бетон трубасем хуртарнă.

В: Çапла эпир унăн ырă тата усал ĕçĕсене тупса палăртрăмăр. Мĕн калама пултаратăр-ха эсир çакăн хыççăн?

Ача: Ман шутпа, Илья Федорович аптраса ÿксен ăна больницăна леçекен тупăнманни шăпах çынсем ăна епле хакланине кăтартса пачĕ.

Тепĕр ачи: Эп килĕшместĕп, Анчиков ырă ĕçсем те тунă вĕт-ха.Ман шутпа, унăн ырă ĕçĕсене хаклакан та пулмаллах, тĕнче ырă çынсемсĕр маар.

В: Çапла питĕ тĕрĕс шухăшлатăр эсир.Ачасем, Анчиковăн ырă тата усал ĕçĕсене тараса çине хкрса виçсе пăхас пулсан, хăшĕ тайса илĕ-ши?

Ача: Ман шутпа , усал ĕçĕсем тайса илеççĕ.

Тепĕр ачи: Ман шутпа, пĕр пекех таяççĕ.

В: Эпĕ те пĕр пекех пуль тетĕп, мĕншĕн тесен Анчиков колхозшăн сахал маар тăрăшнă. Анчах та çынсем ытларах усаллине асăнаççĕ.Эсир çакăн пек ваттисен сăмахĕ илтнĕ-и? Пĕр усал ĕç туни 100 ырă ĕç тунине пĕтерет.Çавăнпа та çынсем усал тунине ытларах асра хăвараççĕ. Апла пулсан ытларах ырă ĕç тума тăрăшмалла.

4. -Халĕ шухăшлав ĕçĕ туса ирттерер-ха.Текстри паллăрах пулăмсем çинче кăштах чарăнса тăрар.Унти ĕçсене виççĕллĕ дневникра кăтартар.

Виçĕ енлĕ дневник.



Хайлаври пулăм

Автор çырать

Эпĕ шухăшлатăп

Анчикова больницăна ăсатни

Трактор умри машинăсемпе лавран иртрĕ те малалла ăнтăлчĕ

 Çак пулăм ял халăхĕ Анчикова каçарнине пĕлтерет.Çынсем пулăшма килмен пулсан каçарман пулатчĕ.

Клементтипе Анчиков калаçăвĕ

«Пулни-иртнишĕн каçар мана, Клементти» «Эп çын усал тунине нихçан та ăшра тытмастăп»

  Икĕ çын хутшăнăвĕнчи чи кир-

лĕ, паллă самант, малашне вĕ-

сем туслă, килĕштерсе пурăнĕç.Анчиков каçару ыйтсан Клементти каçарать.

Ашшĕпе хĕрĕ сыв пуллашни

«Эсĕ магнитофон илесшĕнччĕ. Хама валли костюм туянма пуçтарнă укçапа туянăр»

  Хĕр ачин малашнехи пурнăçне

хăйĕннинчен ытларах хаклать

Анчиков. Ăна халь ним те шел

мар.Анчиков хĕр ачине юратать.

Кану саманчĕ.

Çакă çутă тĕнчере ( алăсене çÿлелле)

Туслăх пытăр ĕмĕре. (алăсене айккинелле)

Кÿренместпĕр пĕр-пĕрне (пĕр-пĕрне алран алла тытăнса утмалла )

Ал тытатпăр ыр сунса. (Алă тытмалла)

Урока малалла тăсăпăр.

5.Халĕ вара произведенипе ĕçлер-ха. Кĕнекесене 323-324 страницăна уçатпăр.Хайлавра автор çынпа çын хутшанăвĕ пирки чылай шухăшлать. Эсир хăш вырăнсене палăртма пултаратăр? (Ачасен хуравĕсем)

  • «Çынна, темле тарăхсан та, йывăр самантра тавăрма юрамасть» (Клементти)

  • «Инкек вăл кирек кам килне те пырса шаккама пултарать» (Клементти)

  • «Çын усал тунине нихçан та ăшра тытмастăп». «Асап тÿсекен çынна пĕччен тăратса хăварма юрать-и?» (Клементти)

  • «Çын инкеке лексен камăн ыйхă килтĕр-ха? Инкек куçа курăнса килмест вăл. Кирек Кама та ураран ÿкерме пултарать. Паян сывă эсĕ, ыран – темле…Инкекре пулăшман этем хăй те ырă этем мар вăл» (Хветут мучи)

  • В: Эсир çак цитатăсене вуланă хыççăн мĕнле пĕтĕмлетÿ тума пултаратăр?

Ачасен хуравĕсем:-- Клементтине хăй вăхăтĕнче Анчиков сиен турĕ, анчах кÿрши ăна уншăн тавăрмасть, рейсран таврăннă-таврăнман машинине хускатса килет.

- Тепĕр ачи:- Ман шутпа, Хветут мучи питĕ ырă çын.

В:Çав хушăрах тĕрлĕрен калакансем пур.

  • «Пире Анчăк Илли пек кÿршĕ кирлĕ мар. Уншăн упăшка пĕр утăм та ярса пусмасть. Вăл пире пайтах усал тунă» (Клементти арăмĕ)

  • «Мана чĕрне хури чухлĕ те усă кăтартман вăл» (Матвеев)

В: Мĕнле шухăшсем çуратрĕç сирте çак йĕркесем?

(Ачасен хуравĕсем):Ял çыннисенчен чылайăшĕ ăна юратмаççĕ,хисеплемеççĕ, çавăнпа та пулăшасшăн та мар

В:-Анчах та çыннăн ырă пахалăхсем пур вĕт-ха.. Çавсен шутĕнче – çынна хисеплени, инкекре май пур таран пулăшни, тÿрĕ чунлă пурăнни, тĕрĕссишĕн кĕрешме пĕлни. Çапла пулсан кăна этем телейлĕ, пултаруллă.Çынна усал тунипе çын телейлĕ пулма пултараймасть паллах.

6.-Ачасем,Анчиковсем çемьере миçен пурăнаççĕ?

-Виççĕн: Илья Федорович,арăмĕ тата хĕрĕ –Люда.

Люда сирĕнпе пĕр çулхи хĕр ача. Килĕшрĕ- вăл сире? Мĕнле хаклатăр эсир ăна?Атьăр-ха унăн кластерне туса пăхар.

Ачасем калаççĕ.

Люда—1.ашшĕне кÿренекен

2.вулама юратакан

3.вăтанаканскер

4.ырă камăллă

5.ашшĕне хĕрхенекен,шеллекен, пăшăрханакан

6.ашшĕ-амăшне хисеплекен

Экран çинче кăтартмалла

Çакăн пек сăнар тухса тăрать пирĕн куç умнее.Пирĕн те атте-аннене хисеплемелле.Атте-анне пурри вăл- телей. Маттурсем. Атте-анне пурри чи кирли пулнине эсир лайăх пĕлетĕр. Кăçал Чăваш Республикинче мĕнле çулталăк-ха?

Ача: Атте-анне çулталăкĕ.

В: Эпир ку темăпа нумай калаçапăр-ха кăçал.

7.Ачасем, эсир Çăлăнăç»пек сюжетлă произведении вырăс литературинче те пĕлетĕр.Çапла-и? Мĕн ятлă вăл?

Ача: «Лизочкина месть»ятлă.

В: Ăна кам çырни паллă маар. «Детские рассказы для детей» кĕнекерен илнĕ.Унăн кĕске сюжечĕпе пире кам паллаштарать-ши? Сире ку калав содержанине чăвашла калама хатĕрленме хушнăччĕ.

--Тархасшăн

«Тавăру»

8 çулхи Лиза чухăн çемьере пурăннă.Вĕсен ашшĕпе амăшĕ ĕçлесе илнĕ укçа аран-аран çитсе пынă.Унăн пĕчĕк шăллĕ Тима пулнă.Вăл ăна пăхнă.Лиза кашни кунах юнашар пуранакан чирлĕ Валя аппăшĕ валли лавккана кайса çăкăр илнĕ,урай çуса панă, картиш шăлнă.

Валя аппăшĕ Лизăна тав тăвасшăн пулнă, çавăнпа та вăл ăна автанпа чăх парнеленĕ.Лиза питĕ савăннă,вĕсене пăхнă,апат панă.

Анчах пĕррехинче пĕрле вĕренекен Митя автана чулпа персе вĕлернĕ. Амăшĕ чупса тухнă та Лизăна лăплантарнă.Турă каçартăр ăна ку усал ĕçшĕн, эсĕ те каçар ăна Лиза»-тенĕ. Лиза питĕ куляннă, Митьăна мĕнле тавăрасси çинчен шухăшланă.

Митя питĕ усал ача пулнă,ахальтен маар ăна ялта «дикий»тесе чĕннĕ.

Пĕррехинче вĕсем патне кÿршĕ хĕрарăмĕ килнĕ.Вăл Митя вилес пек чирлĕ выртни çинчен каланă. Врач ăна сĕт, çăмарта, улма-çырла çиме хушни çинчен пĕлтернĕ.»Вилсен те темех маар, вăл çынсене усал тума çеç пĕлет «-тенĕ кÿршĕ хĕр арăмĕ..Çакна Лиза илтнĕ. Вăл вара амăшĕ:»Усал тăвакана ырăпа тавăр»-тесе каланине аса илнĕ те хăй чĕп кăларма хатĕрленĕ 8 çăмартана Митя валли парса ярать.Митя çакна пĕлсен йĕрсе ярать.Сывалсан вăл чи малтан Лизăран йĕре-йĕре каçару ыйтать.»Усала усалпа тавăрмалла маар «- тет Лиза Митьăна.

В: Ачасем, çак 2 произведение танлаштарăр-ха. Мĕнле пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсем асăрхарăр?

1-мĕш ушкăн –пĕрпеклĕхсем: Анчиков та, Митя та çынсене усал тăваççĕ. Кайран иккĕшĕ те каçару ыйтаççĕ.

2-мĕш ушкăн –уйрăмлăхсем:

Анчах Анчиковăн ырă ĕçĕсем те пур, Митьăн ырă ĕç туни курăнмасть.

В: Тата хăш сăнарсене танлаштарма пулать-ха çак произведенисенче?

Ача: Ман шутпа, кунта Лизăна Людăпа та танлаштарма пулать.

1-мĕш ушкăн: Люда-ашшĕне кÿренекен,ашшĕне хĕрхенекен,чирлесе ÿксен уншăн пăшăрханакан, ырă кăмăллă хĕр ача.

2-мĕш ушкăн: Лиза-Митьăна кÿренекен, Митьăна хĕрхенекен, чирлĕ çынна пулăшакан, ырă кăмăллă хĕр ача.

В: Çапла пирĕн куç умнее 2 ырă кăмăллă хер ача тухса тăраççĕ.

В: «Çăлăнăç» хайлава пăхса тухнă хыççăн мĕнле тĕп шухăшсем палăртма пулать-ха?

Ачасен хуравĕсем:

Çынна усал тума тăрăшмалла мар, яланах ырă тумалла

Кÿршĕ-аршăпа, ял-йышпа туслă пурăнмалла.

Тахçанхи кÿренÿсене ăшра тытса тавăрас шухăшпа çÿремелле мар.

Çын инкеке лексен ăна пулăшмалла.

Вăхăтра каçару ыйтма пĕлмелле.

Тÿрĕ чунлă пурăнмалла.

В:--Мĕнле çăлăнăç пирки сăмах пырать кунта?

Ачасен хуравĕсем

--Анчикова больницăна леçсе ăна вилĕмрен çăлса хăварни çинчен

В: ял çыннисен хутшăнăвĕсене çăлса хăварни те пулчĕ ĕнтĕ. Бригадир айăпсенчен, çылăхсенчен çăлăнчĕ, шанчăкне çухатмарĕ, хăйĕн ырă-усал ĕçĕсене хакласа тĕрĕс пĕтĕмлетÿ турĕ. Ял çыннисем те хăйсем куреннинчен хăтăлчĕç.

Учитель:--Ачасем, пирĕн хайлавсенчи Анчикова та, Митьăна та çынсем каçарчĕç.Эсир мĕнле шутлатăр, каçарма çăмăл-ши?

Эсир усал тунă çынна каçарса курнă-и?

В: Ку ĕçе вара вăйлă чун-чĕреллĕ çын çеç тума пултарать. Ан манăр çакна.

Учитель: Ачасем, эсир мĕнле шутлатăр, мĕнле туйăмсем çынна каçарма май памаççĕ?Атьăр-ха çав сăмахсене тĕксĕм хут çине çырар каçарма май паракан туйăмсене шурă хут çине çырар. Кÿренÿсене çурса тăкар та çÿп-çап витрине ярар. Таса туйăмсене доска çинчи чĕре çине çырар.

Каçарма май паман туйăмсем

каçарма пулăшакан туйăмсем


юрату- любовь

мăн кăмăллăх - гордыня

ырă кăмăл - милосердие


чăтăмлăх - терпение

тарăху - злоба

хăват - сила

тÿрккеслĕх - грубость


ăссăрлăх - безумие

ăнлану - понимание

кÿренÿ - обида

хĕрхенÿ - сострадание

куляну - горечь

ыр кăмăллăх - доброта

тавăру - мщение

ăслăлăх - мудрость

вăйсăрлăх - бессилие

шанчăк - надежда

хăрани - страх

ĕненÿ - доверие


айăпа туйни – признание вины


лăпкăлăх - спокойствие



Пирĕн чуна кам та пулин амантсан каçармасăр сывалаймастпăр. Каçару сирĕн иртнĕ пурнăçа улăштараймасть, анчах та вăл малашлăх çулне уçать, сире пурсăра та телейлĕ тăвать.Паянхи урокра каланă шухăшсем сирĕн асăрта юласса, пурнăçра вĕсем сире пулăшасса, ăс парасса шанатăп. Эпиграфра калани вырăнлă пулчĕ-и? Çынпа çын пурăнать тени тÿрре килчĕ-и?

Ача:Анчикова ял çыннисем каçарчĕç, йывăр вăхăтра пулăшрĕç. Апла пулсан çын çынпа пурăнать.

В: Манăн çакăнта Порфирий Афанасьев сăввине асăнас килет.

Çын çынпа пурăнать

Çын çынпа савăнать.

Сын юраттăр çынна

Хисеплетĕр çынна

Çын! Хăватлăн янрать сан яту.

Рефлекси: Ачасем, айтăр халĕ пурте алăсене малалла тăсса пĕр - пĕрне алă парар. Тен, хăçан та пулин кÿрентернĕ те пуль. Ăшăмăрта «каçар» мана тесе хамăр ăшша пĕр-пĕрне парнелер.

Хамăр кÿрентернине ĕмĕр тăршшĕпе йăтса çÿрер мар. Кун пек пурăнма йывăр. Çынна та кÿрентерес марччĕ. Кÿрентерсен вара – пĕрремĕш каçару ыйтма пĕлĕр

Каçару ыйтмалли сăмахсене пĕлетĕр-и ха эсир?

Слайд

В: Ачасем, кăçал Раççейре экологи çулталăкĕ.

Вăл мĕне пĕлтерет?

Ача: Çут çанталăк тасалăхне упрамалла тенине пĕлтерет

В: Эсир экология души тенине илтнĕ-и? Чăвашла куçарăр-ха.

Ача: Чун тасалăхĕ

В: Паянхи урокра эпир çавăн çинчен те калаçрăмăр. Анчиков та,вăл кÿрентернĕ çынсем те пĕр-пĕрне каçарса чунĕсене тасатрĕç. Апла пулсан çут çанталăкра çеç маар, чунра та тасалăх пулмалла

Паянхи урок темине уçса патăмăр_и?

Ача:Çапла. Мĕн вăл çынна кÿрентерни, мĕн вăл каçару ыйтни текен ыйтусене пăхса тухрăмăр.

В:Хăш сăнарсем урлă пăхса тухрăмăр?

Ача: Çăлăнăç» хайлаври Илья Анчиков, Клементти, «Лизочкина месть» хайлаври Митя тата Лиза сăнарĕсем урлă пăхса тухрăмăр.

В: Манăн вара урока Виталий Шемекеев çырнă сăвăпа пĕтĕмлетес килет.

Çын, çынна пулăшса,

ыр тумашкăн вĕрен –

урăхла çул-йĕр çук

пурăнас текенсен.(Виталий Шемекеев сăвви)

В: Ачасем, сире çак хайлав мĕне те пулин вĕрентрĕ-и?

Ача: Хамăн лайăх тата япăх енĕсене курма пулăшрĕ…

В: Саншăн хайлавра чи кирлĕ пĕтĕмлетÿ мĕн пулчĕ?

Ача: Çыннăн чунĕ таса пулмалла, çын усал тусан та ăна ырă тумалла, çынна каçарма пĕлмелле…

В: Çапла эпир малашне кам та пулин кÿрентерсен каçаратпăр. Ваттисем калашле: «Чулпа перекене çăкăрпа перер»

В: Ачасем, эсир кÿрентерÿпе каçару çинчен мĕн те пулин пĕлнĕ-и? Паянхи урокра мĕн пĕлтĕр тата мĕн пĕлесшĕн? Çак ыйтусем çине хуравлар-ха.

Мĕн пĕлнĕ? Мĕн пĕлтĕм? Мĕн пĕлесшĕн?

Ача:Григорий лучăн «Чун туйăмĕ» хайлав вуланă,Каçару ыйтмалли сăмахсем пĕлнĕ,

В: Мĕн пĕлтĕр?

Çĕнĕ произведенипе паллашрăмăр, вырăс литературинче те кун пек сюжетлă произведенисем пуррине пĕлтĕм, виçĕ енлĕ дневник тума вĕрентĕм, каçарма май паракан, май паман туйăмсене пĕлтĕм…

В: Мĕн пĕлесшĕн?—

Людăпа Витя хушшинчи юрату мĕнле аталаннине, сăнарсен малашнехи шăпине…

Киле ĕç.

1.«Манăн чунăм мĕншĕн хурланать?»-сочинени

2.«Çăлăнăç»повесть тăрăх тест ыйтăвĕсем хатĕрлемелле

Эсир паян урокра питĕ активлă ĕçлерĕр. Эпĕ сирĕнпе ĕçлесе чуна савăнтартăм.Ушкăнсенчен активлăрах ĕçлекенни, манн шутпа, ---ушкăн пулчĕ Саламлатăп. Эсир хăвăр ĕçе епле хаклатăр-ши? Çакăнта панă ыйтусене хуравлăр-ха, тархасшăн.

Ыйтусем:


Тавах, ачасем.Эпĕ эсир вăйлă та таса чунлă çынсем пуласса шанатăп.

Хамăр урока хаваслă кĕвĕпе вĕçлер.




Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Литература

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 9 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
План урока "Спасение"

Автор: Григорьева Зинаида Николаевна

Дата: 07.02.2018

Номер свидетельства: 455424

Похожие файлы

object(ArrayObject)#851 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(126) "План-конспект урока на тему "Первая медицинская помощь при асфиксии" "
    ["seo_title"] => string(75) "plan-konspiekt-uroka-na-tiemu-piervaia-mieditsinskaia-pomoshch-pri-asfiksii"
    ["file_id"] => string(6) "182089"
    ["category_seo"] => string(4) "obzh"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1425463825"
  }
}
object(ArrayObject)#873 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(118) "Конспект урока окружающего мира на тему "Разнообразие растений" "
    ["seo_title"] => string(72) "konspiekt-uroka-okruzhaiushchiegho-mira-na-tiemu-raznoobraziie-rastienii"
    ["file_id"] => string(6) "175751"
    ["category_seo"] => string(16) "nachalniyeKlassi"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1424317643"
  }
}
object(ArrayObject)#851 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(99) "Урок на тему: "В мире художественного слова И.А.Бунина" "
    ["seo_title"] => string(59) "urok-na-tiemu-v-mirie-khudozhiestviennogho-slova-i-a-bunina"
    ["file_id"] => string(6) "132414"
    ["category_seo"] => string(10) "literatura"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1416333782"
  }
}
object(ArrayObject)#873 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(205) "Урок на тему: "В мире художественного слова И.А.Бунина ( анализ стихотворения « Густой зеленый ельник у дороги…)" "
    ["seo_title"] => string(118) "urok-na-tiemu-v-mirie-khudozhiestviennogho-slova-i-a-bunina-analiz-stikhotvorieniia-gustoi-zielienyi-iel-nik-u-doroghi"
    ["file_id"] => string(6) "132426"
    ["category_seo"] => string(10) "literatura"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1416334471"
  }
}
object(ArrayObject)#851 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(89) "Урок на тему "Присоединение Казахстана к России" "
    ["seo_title"] => string(51) "urok-na-tiemu-prisoiedinieniie-kazakhstana-k-rossii"
    ["file_id"] => string(6) "186208"
    ["category_seo"] => string(8) "istoriya"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1426310649"
  }
}


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства