Мероприятие на чувашском языке. Рекомендуется для садиков, с этнокультурным компонентом.
Просмотр содержимого документа
«Конспект мероприятия на тему "Посиделки"»
Улах каҫӗ
(Хӗрсем алӑ ӗҫӗсем туса юрласа лараҫҫӗ) «Хурӑн ҫулҫи» юрӑ.
Хӗр ача. Халь те килмеҫҫӗ.
Амӑшӗ. Килеҫҫӗ пуль-ха.
Хӗр ача. Килеҫҫӗ!
1-мӗш хӑна. Пирӗн килме юрать-и?
Амӑшӗ. Килӗрех, килӗр, кӗтетпӗр!
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Сума суса кӗтетпӗр!
Хисеп туса кӗтетпӗр!
Хӗрӗ. Килӗрех, кӗтсе ывӑнтӑмӑр!
Сире кӗтсе чӳречерен куҫ каймасть.
2-мӗш хӑна. Шӑршине пӗлсе килтӗмӗр. Шерпет шӑрши илӗртет. Хыпарне илнӗренпе эрне куҫ хупман.
Хӗр ача. Атьӑр, хӗрсем, ҫӗрӗ ямалла выляр.
Ҫӗрӗ камра?
Манра
Хӗр ача. Камра ҫӗрӗ пулать, ҫавӑ суя хыпарсем пӗлтерет?
1-мӗш хӑна. Эпӗ пӗлетӗп. Ҫӗпритун Ҫеменӗ ҫемҫе ҫӗлӗк ҫӗленӗ.
Ачасем. Мӗнрен?
1-мӗш хӑна. Шапа тирӗнчен.
(Ачасем кулса яраҫҫӗ )
2-мӗш хӑна. Эпӗ те пӗлетӗп. Каҫхине Кашкӑр Кавӗрли картана кӗрсе качакин карланкине картса кайнӑ.
Ачасем. Чӑнах-и?
2-мӗш хӑна. Чӑнах.
Ачасем. Э-э-э суеҫтерен!
3-мӗш хӑна. Пирӗн пата Павӑл пичче пычӗ те пире пурне те пӗрер пашалу пӗҫерсе пачӗ.
Ачасем. Тутлӑ пулчӗ-и?
3-мӗш хӑна. Питӗ тутлӑ!
Хӗр ача. Эпӗ те пӗлетӗп. Пушкӑртри паттӑр Петӗрӗн пӗртен-пӗр пакӑлти Пӑлакийӗ пысӑклансан пуканесӗр пурӑнма пултарайман.
Ачасем. Чӑнах-и?
Хӗр ача. Чӑнах!
Ачасем. Ун пек пулма пултараймасть! Э-э-э суеҫтерен!
1-мӗш хӑна. Эпир ҫырмапа иртсе пынӑ чух мӗн курнине пӗлес килет-и?
Ачасем. Пӗлес килет!
1-мӗш хӑна. Ҫырмара концерт пуҫланнӑ,
Дирижёрӗ ват шапа
Улӑхӗ, кӳлли, вӑрманӗ
Янӑрать ҫӗршер саспа.
Ачасем.
Э-э-э! Сӳпӗлти!
2-мӗш хӑна. Айтьӑр, хӗрсем, выляма,
Пирӗн вӑйӑ – вылявлӑх,
Савӑнмалӑх, кулмалӑх,
Атьӑр, хӗрсем, савӑнма!
Хӗр ача. Чӑнах та. Эпир паян юрларӑмӑр, вылярӑмӑр, анчах ташламан.
1 ача. Вӑйӑра мӗнле ташлаҫҫӗ?
Ачасем. Ушкӑнпа тӑрса ташлаҫҫӗ!
Хӗр ача. Юлташӑмӑрсем, тав сире. Туслӑх пултӑр ӗмӗре.
3-мӗш хӑна. Телей сунатпӑр сире,
Каятпӑр киле,
Ӑсатӑр пире.
( Юрласа тухса каяҫҫӗ)