kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Конспект урока по литературному чтению

Нажмите, чтобы узнать подробности

Конспект урока по литературному чтению для 1 класса

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Конспект урока по литературному чтению»













Урок по литературному чтению

на родном

(чувашском) языке

























Предмет: литература вулавӗ

Класс:1

Урок теми: Теттесем. П. Ҫӑлкуҫӑн «Ӑмсанса пӑхать Кампур», Д. Гордеевӑн «Алёнка теттисем» сӑвӑсем.

Урок тӗллевӗ:

  • вӗренекенсене палӑртнӑ сӑвӑсемпе паллаштарасси, вӗсене ӑнланма пулӑшасси;

  • поэзии хайлавӗсене кӑмӑллӑн йышӑнма вӗрентсе пырасси.

Задачӑсем:

  • вӗренекенсен сӑмах йышне пуянлатасси;

  • асра юлнӑ сӑвӑсене палӑртуллӑ каласа пама хавхалантарасси;

  • сисӗнкӗ, тимлӗх туйӑмне амалантарасси.

Палӑртнӑ результатсем:

Пӗлӳлӗх результачӗсем:

  • ачан тавра курӑмӗ анлӑланни: ачасен пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен тӗплӗнрех пӗлни, тӗнче курӑмӗ йӗркеленсе пыни;

  • илемлӗ хайлавсене йышӑнма, итлеме-ӑнланма хӑнӑхса пыни;

  • сӑвӑласа ҫырнӑ хайлавсене туйма-ӑнланма вӗренни;

  • автор сӑвӑсенче тӗрлӗ кӑмӑл-туйӑма палӑртнине ӑнланни;

  • илемлӗ хайлавсенчи шӳте ӑнланма пӗлни.

Йӗркелӳ-хаклав результачӗсем:

  • тантӑшсен тата харпӑр хӑй ӗҫне тишкерейни тата пахалайни;

  • хӑйӗн ӗҫне вӗрентекен, юлташӗсем хакланине йышӑнни;

  • хӑйӗн шухӑшне ӑнлантарса парайни;



Хутшӑну результачӗсем:

  • шухӑша тӗрӗс те уҫӑмлӑ, ҫыхӑнуллӑ каласа пама тӑрӑшни;

  • пуплев культури аталанни: пӗр-пӗр япала ҫинчен ҫыхӑнуллӑ, кирлӗ сӑмахсемпе усӑ курса каласа пама пултарни;

Харкамлӑх результачӗсем:

  • хайлавсенчи сӑнарсен лайӑх тата начар енӗсене шута илни;

  • тимлӗ, тирпейлӗ пулмаллине ӑнланни;

Урокра усӑ курнӑ мелсемпе меслетсем:

  • итлени

  • калаҫу

  • сӑвӑсем вулани;

  • педагог каласа пани;

  • сӑнласа пани;

  • кӑтарту меслечӗ;

  • вӑйӑ;

  • Кӗтмен самант (сюрпризный момент)

Сывлӑха упрас технологийӗпе усӑ курни.

Кӗтекен результатсем:

  • вӗренекенсем сӑвӑласа ҫырнӑ хайлавсене ӑнланма вӗренеҫҫӗ;

  • автор сӑвӑсенче тӗрлӗ кӑмӑл-туйӑма палӑртнине ӑнланаҫҫӗ;

  • харпӑр хӑй шухӑшне тӗрӗс те уҫӑмлӑ, ҫыхӑнуллӑ каласа пама тӑрӑшаҫҫӗ;

  • урокра тимлӗ, тирпейлӗ пулмаллине ӑнланаҫҫӗ.

Урокра кирлӗ хатӗрсем: учебник, теттесем, валеҫсе памалли ӳкерчӗк, хӗрлӗ тата симӗс тӗслӗ ҫаврашкасем (смайлсем)



Урок юхӑмӗ

(Класра шкапри ҫӳлӗксем ҫинче теттесем тӑраҫҫӗ. Урок пуҫламӑшӗнче вӗсене чаршавпа карса хунӑ)

Учитель: Шӑнкӑрав сас пачӗ

урока чӗнсе.

Пӗтӗм класс шӑпланчӗ

парта хушшинче.

- Ырӑ кун, ачасем. Пирӗн халь литература вулавӗн урокӗ. Эсир урокра аван ӗҫлессе, тимлӗ пуласса шанатӑп.

(Чаршава уҫать)

- Ачасем, пирӗн патне паян хӑнана теттесем килнӗ! Эсир тавҫӑрса илтӗр-и, мӗн тӗллевпе килнӗ – ши вӗсем?

(Ачасем тӗрлӗ хурав параҫҫӗ. Чи малтанах выляма тесе калама пултараҫҫӗ)

- Ачасем, шкул ачине урокра вӗренӳ хатӗрӗсем кирлӗ-ҫке! Ҫак теттесем пире мӗн систересшӗн-ши? Мӗнле вӑрттӑнлӗх пытаннӑ-ши кунта?

Вӗренекенсем: Тен, эпир паян теттесем ҫинчен калаҫӑпӑр?

Учитель: Паянхи урок темине пире Арсений вуласа парать (вӑл вулама пӗлет)

Кӗнекене 31 страницӑна уҫаҫҫӗ, ТЕТТЕСЕМ тесе ҫырнине ача вулать.

Учитель: Ачасем, эсир калани тӗрӗс пулчӗ: эпир ҫак урокра теттесем ҫинчен калакан сӑвӑсемпе паллашӑпӑр. Пӗрремӗш сӑвви «Ӑмсанса пӑхать Кампур» ятлӑ. Ӑна П. Ҫӑлкуҫ ҫырнӑ.

Учитель сӑвва пӗр хут вулать, ачасем итлеҫҫӗ.

Учитель: Ачасем, автан ӑҫтан таврӑннӑ? Вӑл пасартан мӗн- мӗн туяннӑ?

(Хӑшне ас туса юлма ҫӑмӑлрах, ачасем ҫавсене калаҫҫӗ: параппан, пукане, баян, шӑнкӑрав).

Учитель: Ачасем, сӑвва тепӗр хут итлӗр-ха, автан тата мӗн туяннӑ-ши?

Ачасем итлеҫҫӗ. Хурав параймасан, учитель хӑй калать, теттине ҫӳлӗк ҫинчен илсе кӑтартӑть: пӳске, кӑлтӑрмач, урхамах.

Учитель: Ҫапла, ачасем, автан тем чул тетте туяннӑ, питӗ пуян вӑл халь. Кампур мӗншӗн ӑмсанса пӑхать-ши ун ҫине?

Вӗренекенсем: автанӑн тетте нумай, Кампурӑн вара – пӗрре те ҫук. Ун та теттесемпе выляс килет пуль.

Учитель: Эп халь сире Верукпа Тимук шухӑшне вуласа паратӑп.

Учитель кӗнекере 31страницӑра Верукпа Тимук шухӑшне вулать.

Учитель: Ачасем, пурнӑҫра сӑвӑра каланӑ пек пулма пултарать-и?

Ачасем хуравлаҫҫӗ.

Учитель: Пурнӑҫра, паллах, кун пекки пулмасть. Автор шӳтлет, ку вара чуна уҫса ярать, кӑмӑла ҫӗклет.

Учитель: Сире автан килӗшрӗ-и? Ачасем, эсир ӑна мӗн каланӑ пулӑттӑр?

Вӗренекенсем: (автан пирки хӑйсен шухӑшне палӑртаҫҫӗ) Хыткукар пулмалла мар, Кампура та тетте памалла, пӗрле туслӑ вылямалла.

Учитель: Халь Д. Гордеев ҫырнӑ «Алёнка теттисем» сӑвва вулатӑп, эсир тимлӗ итлӗр те ыйтусем ҫине хуравлама хатӗрленӗр.

(Учитель вулать, ачасем итлеҫҫӗ)

Учитель: Ачасем, Алёнкӑн теттисене асӑнса тухӑр-ха.

Вӗренекенсем: Кушак, путек, пукане, упа, попугай.

Учитель: Алёнкӑн теттисем мӗнлескерсем? Хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ?

Вӗренекенсем: Теттесем итлемеҫҫӗ, ашкӑнчӑк. Алёнка вӗсене вӑрҫать.

Учитель: Ачасем, эсир Алёнкӑна мӗн сӗннӗ пулӑттӑр?

Вӗренекенсем: Теттесене юратмалла, упрамалла, ватмалла мар.

Учитель: Ачасем, сирӗн теттесем пур-и? Мӗн-мӗн пур? Вӗсем ҫинчен Верукпа Тимука каласа парӑр-ха.

( 2-3 ача хӑйсен теттисем ҫинчен каласа параҫҫӗ)

Учитель: Верукпа Тимук пире вӑййа чӗнеҫҫӗ. Юрра итленӗ хыҫҫӑн сирӗн тетте ятне каламалла.

(Ачасем «Пукане» юрра итлеҫҫӗ (пӗр ҫаврӑм). Кӗвви В. Ходяшевӑн, сӑвви

В. Миконӑн. Тупсӑмӗ – выртма пӗлмен Ванюк. Теттине ҫӳлӗк ҫинчен илсе кӑтартма пулать).

Ҫак кӗвӗпех кану тӑхтавӗ иртет.

Учитель: Ачасем, халь тепӗр сӑвӑ итлӗр те мӗнле тетте ҫинчен каланине тавҫӑрма тӑрӑшӑр:

Бура- Бура- Буратино – Буратино пуленке.

Бура-Бура-Буратино – Буратино пукане.

(Н. Ыдарай)

Вӗренекенсем: Ку сӑвӑра Буратино ҫинчен каланӑ.

Учитель: Маттурсем, эсир, тӗрӗс каларӑр. Ачасем, сире ҫак пукане килӗшет- и? Атьӑр-ха ҫак сӑвва пӑхмасӑр калама вӗренер.

(Ачасем сӑвва 2-3 хут учительпе пӗрле калаҫҫӗ, унтан 2-3 ачи пӑхмасӑр каласа пӑхать)

Учитель: Питӗ аван, ачасем. Халӗ эпир сирӗнпе теттесен лавккине кайса курӑпӑр.

«Теттесен лавкки» вӑйӑ.

Тӗллевӗсем: ачасен япалана сӑнлас хӑнӑхӑвне аталантарасси, пӗр-пӗрне итлеме хӑнӑхтарасси, сӑмах йышне пуянлатасси.

Вӑйӑ йӗрки: Шкапри ҫӳлӗксем ҫинче теттесем тӑраҫҫӗ. Учитель сутуҫӑ-ачана тата тетте туянакан ачана суйлать. Туянакан ача хӑйне килӗшнӗ теттене сӑнлать, анчах ятне каламасть. «Сутуҫӑн» мӗн ҫинчен сӑмах пынине тавҫӑрса илсе (ытти ачасем те пулӑшма пултараҫҫӗ) япалине илсе памалла.

(2-3 тетте «сутнӑ» хыҫҫӑн вӑйӑ вӗҫленет)

Учитель: Ачасем, пирӗн паянхи урок вӗҫленсе пырать. Кама ҫак урок кӑсӑклӑ пулчӗ, симӗс ҫаврашка ҫӗклеме ыйтатӑп. Камшӑн ӑнланман самантсем пулчӗҫ – хӗрлӗ ҫаврашка.

(Хӗрлӗ ҫаврашкасем пулсан, ӑнлантарса пама ыйтатӑп)

- Уйрӑмах мӗн килӗшрӗ сире урокра?

(Ачасем хуравлаҫҫӗ)

Учитель: Ачасем, сире валли паянхи урок ҫинчен асӑнмалӑх парне пур: Буратино ӳкерчӗкӗ. Эсир ӑна килте сӑрласа илемлетме пултаратӑр.

Тавтапуҫ сире, ачасем, урокра аван ӗҫленӗшӗн. Урок вӗҫленчӗ.







Усӑ курнӑ литература

  1. Артемьева Т.В, Печников О.И. Литература вулавӗ: Пӗчӗкҫӗ пӗрчӗ. 1-мӗш класс валли. 1-мӗш кӗнеке. – Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2014.- 95с.

  2. Игнатьева С.Г. Современные образовательные технологии и методики организации учебной деятельности при проектировании современного урока: пособие для учителей общеобразовательных учреждений. – Чебоксары: Новое время, 2017. – 32с.

  3. Игнатьева С.Г. Современный урок в новой информационной среде: планирование, проектирование, анализ /Учебно-методическое пособие. – Чебоксары: Новое время, 2017. – 136с.

  4. Чернова Н.Н. Пӗчӗккисен азбуки. – Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2014. – 64с.

  5. Тимофеев Н. Тиллит-Тиллит –Тилӗ тус. – Юрӑ – кӗвӗ пуххи. – Шупашкар, 2000.



















Приложение




Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Начальные классы

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 1 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
Конспект урока по литературному чтению

Автор: Якимова Ирина Петровна

Дата: 04.10.2023

Номер свидетельства: 637607

Похожие файлы

object(ArrayObject)#851 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(118) "Конспект урока литературного чтения "Стихи о весне А.Н.Плещеева" "
    ["seo_title"] => string(77) "konspiekt-uroka-litieraturnogho-chtieniia-stikhi-o-viesnie-a-n-plieshchieieva"
    ["file_id"] => string(6) "107576"
    ["category_seo"] => string(10) "literatura"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1403328649"
  }
}
object(ArrayObject)#873 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(257) "Конспект урока литературного чтения, 3 класс ФГОС ОС «Школа - 2100» Авторы: «Бунеев Р.Н., Е.В.Бунеева.   Тема урока: Э.Н.  Успенский «Школа клоунов» "
    ["seo_title"] => string(146) "konspiekt-uroka-litieraturnogho-chtieniia-3-klass-fgos-os-shkola-2100-avtory-bunieiev-r-n-ie-v-bunieieva-tiema-uroka-e-n-uspienskii-shkola-klounov"
    ["file_id"] => string(6) "156878"
    ["category_seo"] => string(16) "nachalniyeKlassi"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1421501156"
  }
}
object(ArrayObject)#851 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(246) "Конспект урока литературного чтения на тему "Песня про царя Ивана Васильевич, молодого опричника и удалого купца Калашникова" (4 класс)"
    ["seo_title"] => string(129) "konspiekturokalitieraturnoghochtieniianatiemupiesniaprotsariaivanavasilievichmolodoghooprichnikaiudaloghokuptsakalashnikova4klass"
    ["file_id"] => string(6) "268546"
    ["category_seo"] => string(10) "literatura"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1450637409"
  }
}
object(ArrayObject)#873 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(88) "Конспект урока литературного чтения во 2 классе "
    ["seo_title"] => string(54) "konspiekt-uroka-litieraturnogho-chtieniia-vo-2-klassie"
    ["file_id"] => string(6) "123459"
    ["category_seo"] => string(16) "nachalniyeKlassi"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1414502947"
  }
}
object(ArrayObject)#851 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(250) "Конспект урока литературного чтения. Тема:  «Сказка  «Как братец Кролик заставил братца Лиса, братца Волка и братца Медведя ловить луну» "
    ["seo_title"] => string(142) "konspiekt-uroka-litieraturnogho-chtieniia-tiema-skazka-kak-bratiets-krolik-zastavil-brattsa-lisa-brattsa-volka-i-brattsa-miedviedia-lovit-lunu"
    ["file_id"] => string(6) "186100"
    ["category_seo"] => string(16) "nachalniyeKlassi"
    ["subcategory_seo"] => string(11) "presentacii"
    ["date"] => string(10) "1426272326"
  }
}


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства