Просмотр содержимого документа
««Çăкăр – Çĕр тĕрекĕ»»
Сире эпĕ малтан «Çăкăр – Çĕр тĕрекĕ» калавпа паллаштарасшăн. Ку калава Виталий Енĕш çырнă . Ăна «Чи пĕчĕк патшалăх» кĕнекере тупма пулать.
Çăкăр — çĕр тĕрекĕ
Çăкăр тесен тӳрех пĕчĕк чухне атте хама пĕçерккĕ пани аса килет. Вăрçă хыççăнхи çулсем питĕ йывăрччĕ... Пĕррехинче анне шăллăмпа иксĕмĕре пĕрер татăк çăкăр касса пачĕ. Хама пани шăллăма панинчен пĕчĕкрех пек туйăнчĕ мана. Çăкăра эпĕ ывăтса ятăм: «Кун пек пĕчĕк татăка çийиччен çиместĕп те», — терĕм. Тĕпел кукринче ларнă атте ман çине самаях сиввĕн пăхрĕ те: «Халех сĕтел çине илсе хур, тăрлавсăр!» — терĕ пĕтĕм хаярлăхĕпе. Çăкăр таткине илнĕ хыççăн хăй патне пыма хушрĕ. — Эсĕ халь ытла пĕчĕккех мар. Виççĕмĕш класа çӳретĕн ĕнтĕ, — сăмахĕсене татса каларĕ вăл. — Сан пек чухне эпир акана çӳреттĕмĕр. Шкулта та вĕренеймерĕмĕр. Эсĕ пур, çын аллипе тунă çăкăра та хаклама пĕлместĕн. Атте сăнĕ çав-çавах çилĕллĕ: — Çĕр чăмăрĕ мĕн çинче тытăнса тăрать, пĕлетĕн-и-ха çавна?! Çĕр чăмăрĕ ним çинче тытăнса тăмасть, хăй орбити тавра çаврăнса çӳрет, — терĕм эпĕ. — Кĕнекери пек каласан апла тейĕпĕр-ха, — килĕшенçи пулчĕ атте, — Ĕлĕкрех пире китсемпе слонсем çинче тытăнса тăрать тетчĕç. Унтан вăл калама чарăнса шухăша путрĕ. Чылайран тин куçран пăхса, ĕçре хытнă йывăр аллине ман хулпуççи çине хурса çапла хушса хучĕ. Хресчен чĕлхипе каласан Çĕр нимĕнле орбита çинче те мар, калама çук пысăк çăкăр çинче тытăнса тăрать. Çăкăр пулмасан саншăн нимĕнле орбита та пулас çук. Апла тăк эпир Çĕр мĕнне те пĕлеймен пулăттăмăр. Çăкăр та, хĕвел шевли те, уçă сывлăш та, вăй-хал паракан сĕтек те — çаксем пурте çынна пурăнма кирлĕ япаласем. Çăкăр тесе эпĕ çăкăра кăна каламастăп. Çăкăр шутне пĕтĕм апат-çимĕç кĕрет. Апата вара темрен те мăнна хумалла. Çăкăр вăл — Çĕр тĕрекĕ. Унăн кашни сăмахĕ чĕререн сăрхăнса тухрĕ. Тавтапуç, атте, ырă ăс панăшăн! Эпĕ ăна нихăçан та манас çук.
- Çăкăр вăл пирĕншĕн мĕн?
- Çăкăр çинчен ваттисем мĕн каланă?
ваттисен сăмахěсене тупасси
Çăкăртан… аслă ан пул.
Çăкăр- тăвартан… асли çук.
Çăкăр тар…. хур курман. Хура çăкăр çиекен… юхтармасăр пулмасть
Çĕлĕке хывмасăр… çăкăр ан тыт. Çăкăр – пурнăç… никĕсĕ. Ĕçлесессĕн пурнăç çитĕ,…тулăх пулĕ сĕтел çи. Çăкăр-тăвар… ĕçпе паха. Этем тени… хире-хирĕç. Çурхи кун çулталăк … тăрантарать. Алă çумасăр… çав çимест.
Кам ĕçлемест,… çăкăр ан тыт.
Пирĕн вăйă малалла тăсăлать? Халĕ тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырăр?
1. Патакпа хĕртеççĕ, чулпа хĕстереççĕ, кăварпа пĕçереççĕ, çĕрĕпе ваклаççĕ, çавăнпа та мана пурте юратаççĕ? (çăкăр)?
Çěр-анне пěрремěш юпари сăмахсене сутать: Сирěн çак сăмаха илес тесен панă сăмаха тепěр япала ячěпе усă курса темиçе сăмах майлашавě тумалла. Кам ытларах тăвать, çав çěнтерÿçě.
Уй – тулă уйě, ыраш уйě, сěлě уйě, урпа уйě, пăрçа уйě, вир уйě, ясмăк уйě, хура тул уйě, ял уйě,…
Кану саманчě
6. Тĕрлĕ тыр-пулпа паллашни, пĕрчĕсене уйăрни
Тулă- чи паха тыр-пул. Унта белок, углевод, организма кирлě минералсем нумай. Тулăран çăнăх, тулă тата манна кěрпи, спирт, крахмал тăваççě. Çăнăхěнчен макарон, лапша, вермишель хатěрлеççě.
Ыраш ытти тыр-пул хушшинче иккěмěш вырăн йышăнать.Унтан та çăнăх., спирт тăваççě, ыраш калчине им-çам тунă çěрте усă кураççě.
Урпара белок, крахмал, çу нумай. Унтан урпа (перловка) кěрпи, кофе, çăнăх тăваççě. Урпа çăнăхěнчен пěçернě çăкăр хăвăрт кăвакарать.
Сěлěре пысăк пахалăхлă белок, крахмал, В витамин,çу нумай. Унран хатěрленě апат диета апачě шутланать, вăл ачасем валли те паха.апат.
Тăрса касаççĕ çăкăра. Йăли çапла-мĕн ĕлĕкрен. Хисепĕ — çăкăр аслăран...
Çăкăр пайлани
Апат çинĕ чух çăкăра çемьери чи асли касать. Сăмсине (чи малтанхи касăкĕ) хăйне илет. Иккĕмĕш татăкне – ташшине – ашшĕ çемьери вуннаран иртнĕ арçын ачине касса парать: « Петĕр, ак сана «ташлама ташши паратăп», - тесе. Ун хыççăнхине «çуппи» теççĕ. Ăна та «ташши» туяннă ачаран аслăраххине «Петĕр ташланă чух çупса тăма» тесе параççĕ.Çуппи ташшинчен пысăкрах пулать. Çăкар тĕпне кампа та пулин пайласа çимелле.
Тырă пĕрчисене уйăрасси
Вăштăр-вăштăр çил вĕрет,
Сарă пучах авăнать.
Çил арманĕ çаврăнать.
Тырăран çăнăх пулать.
Çил лăпланчĕ, чарăнăр,
Ларса шăплăха итлер.
Тăтăмăр, лăплантăмăр,
Вырăна вырнаçрăмăр
Çăкăр,кулачă,икерчě мěнрен пулать?
- Çăнăхран.
- Çăнăхĕ мĕнрен пулать?
- Тыр-пултан.
- Тыр-пултан тата мĕн хатĕрлеççĕ? (ретсемпе ăмăрту)
Çăкăр вăл - пирěн пурнăç, халăх пуянлăхě. Çăкăртан асли çук теççě ваттисем. Çăкăр авалтанах халăхра пысăк хисепре пулнă. «Умăнтан çăкăр ан татăлтăр», тенě çынсем пěр-пěрне ырă сунса. Паян кун та эпир пысăк хăнасене çăкăр-тăварпа кěтсе илетпěр.
Ěлěкхи вăхăтра çăкăршăн хресчен нумай асап тÿснě. Тыр-пул тухăçě пысăк пулман. Чухăнсен çăкăрне пуянсем туртса илнě.
Йывăр вăхăтра çăкăр хакě уйрăмах палăрать. Иртнě вăрçăра Ленинград çыннисем выçăпа вилнě. Талăкра виç çěр грамм çăкăрпа пурăннă.
Халě пирěн çěр-шывра çăкăр çителěклě. Унăн хакě те йÿнě. Ку вăл пирěншěн телей. Анчах çăкăра хисеплеменнине те куратпăр. Çăкăра хисеплемен çынран ыррине ан кěт тенě халăхра авалранах. Çакна, хаклă ачасем, нихçан та ан манăр.
а) учитель вулани;
ă) текста ăнланнине тěрěслени;
-Текст мěн çинчен?
- Вăл сире килěшрě-и?
б) ачасем хăйсем тěллěн çурма сасăпа вулани;
в) калава саспа вулани (2-3 ача);
г) ыйтусем çине хуравлани:
- Ĕлĕкхи вăхăтра çăкăр ÿстерме çăмăл пулнă-и? Мĕншĕн?
- Çăкăр хакĕ хăçан палăрать?
- Иртнĕ вăрçăра Ленинград çыннисем талăкра миçе грамм çăкăрпа пурăннă?
- Халĕ эпир çăкăра мĕнле çиетпĕр? Мĕншĕн?
- Çăкăр вăл пирĕншĕн мĕн?
- Çăкăр çинчен ваттисем мĕн каланă?
д) ваттисен сăмахěсене тупса çырса илни; (25- мěш слайд)
Учитель: çитет пулĕ пуç ватса? Халĕ «çавра çăкăр» юрра итлĕпĕр, ташласа илĕпĕр? Ачасем «çавра çăкăр» («Каравай») юрра шăрантараççĕ? Паян хăнасем килнĕ,
Эпир çăкăр пĕçернĕ.
Ак çакăн хулăнăш:
Ак çакăн пысăкăш.
Çавра çăкăр, çавра çăкăр,
Чи асли, чи хакли.
çавра çăкăр, çавра çăкăр,
Эсĕ кама юратан?
Ĕçчене, хĕвеле! Учитель: Вĕсене халь ташлаттарăпăр. ĕçченпе «хĕвел» ташлаççĕ. Учитель: Халĕ юмах вăхăчĕ çитрĕ? Ачасем сире «Автанпа шăшисем» («Круть и Верть») ятлă вырăс халăх юмахне кăтартаççĕ? Тимлĕ итлесе ларăр.
Ачасенчен пĕри автор сăмахне вулать, ыттисем выляса кăтартаççĕ.
Пурăннă тет автанпа икĕ шăши. Шăшисем ĕçлеме юратман, яланах урамра выляса çÿренĕ. Автан кунĕ - çĕрĕпех ĕçленĕ.
Пĕррехинче вăл картиш шăлнă чухне çĕр çинче тырă пĕрчисем тупнă. Вара вăл шăшисене хăй патне чĕнсе илнĕ.
-Круть, Верть кунта килĕр-ха!
- Мĕн пулнă? (Шăшисем чупса килеççĕ)
-Эпĕ тырă пĕрчисем тупрăм, кукăль пĕçересшĕн? Анчах малтан армана кайса çăнăх авăртмалла? Кам армана каять?
-Эп мар! Эп мар!
-Хамăнах кайма тивет ĕнте? (Автан армана тухса утать)?
Часах автан армантан килнĕ: Шăшисем ăна хирĕç чупса тухнă? «Халь кукăль пĕçермелле!» - кăшкăрса янă вĕсем?
-Кам пĕçерет?
- Эп мар! Эп мар! – тенĕ шăшисем?
Автан кукăль пĕçерме тытăннă? Часах кăмакаран тутлă кукăльсем пиçсе тухнă? Автан вĕсене сĕтел çине кăларса хунă? Шăшисем сĕтел хушшине ларма васканă: аллисене кукăль еннелле тăснă?
-Чимĕр-ха: ан васкăр! – тенĕ автан? –Малтан калăр кам армана кайрĕ?
-Эсĕ?
- Кам кукăль пĕçерчĕ?
- Эсĕ? (Шăшисем йĕрсе ярас патнех çитнĕ)?
-Апла пулсан: кукăльсене те пĕчченех çимелле пулать? Тухăр сĕтел хушшинчен! (Кукăльне çинĕ май)? Кам ĕçлет: çав çиет?
-Малашне эпир те ĕçлĕпĕр - тенĕ шăшисем? Юлашкинчен учитель ачасемпе пĕтĕмлетÿ тăвать: çăкăр – пирĕн пуянлăх: ăна туса илме питĕ йывăр: çавăнпа перекетлĕ, тирпейлĕ пулмалла?
Çакăн хыççăн пуçтарăннисем сĕтел хушшине ларса чей ĕçеççĕ, кукёльсемпе сăйланаççĕ?
Вăйăсем ирттерме кирлĕ ваттисен сăмахĕсем, вĕсен пĕр пайĕ çеç курăнать:
Çăкăртан… асли çук. Çăкăр- тăвартан… аслă ан пул. Çăкăр тар…юхтармасăр пулмасть. Хура çăкăр çиекен…хур курман. Çĕлĕке хывмасăр…çăкăр ан тыт. Çăкăр – пурнăç…никĕсĕ. Ĕçлесессĕн пурнăç çитĕ,…Тулăх пулĕ сĕтел çи. Çăкăр-тăвар… хире-хирĕç. Этем тени…ĕçпе паха. Çурхи кун çулталăк …тăрантарать. Алă çумасăр…çăкăр ан тыт. Кам ĕçлемест,…çав çимест.