Просмотр содержимого документа
«Внеклассное мероприятие "ЧИ ХАКЛĂ ÇЫН – АННЕ"»
ЧИ ХАКЛĂ ÇЫН – АННЕ.
(ноябрь уйăхĕнче аннесен кунĕ ячĕпе ирттернĕ уяв сценарийĕ)
Тем-тем сăмах каласшăн
Ача тăсать алне.
Вăл туртăнать хавассăн
Хăй амăшĕ патне.
Анне!
Çак ят чи çывăх,
Чи чаплă çĕр çинче.
Пурнать вăл ĕмĕр сывă
Кашни çын чĕринче.
Ертуçĕ: Анне… Мĕн тери хаклă çын вăл! Мĕн тери çепĕç, çывăх та таса сăмах вăл «анне»! Тĕнчери пур чĕлхепе те вăл ачаш кĕвĕ пек янăрать.
Аннесен уявĕ ( юрă).
1. Урамра пит ăшă,
Сар хĕвел пăхать.
Пирĕн аннесемшĕн
Вăл та савăнать.
Аннесен уявĕ
Пирĕн щкулăмра.
Юрăсем юрлатпăр
Савăнса кунта.
2. Ман анне хĕвел пек
Çав тери хитре.
Питĕ юрататăп
Хамăн аннене.
Аннесен уявĕ
Пирĕн щкулăмра.
Юрăсем юрлатпăр
Савăнса кунта.
Ертуçĕ: Аннеçĕм, хаклă аннеçĕм! Кăмăлу сан ылтăн. Эсĕ ачусене турĕ чунлă, тĕрĕслĕхе юратакан çын пулма устеретĕн. Тайма пуçĕм сана.
Кам-ха пире юратса,
Ачашласа, йăпатса,
Чунне парса устерет,
Çунат пиллет, вĕçтерет?
Юратнă анне!
Кам-ха эпир чирлесен,
Япала-мĕн çĕмĕрсен,
Начар, юлхав вĕренсен
Куçне хупмасть каçсерен?
Юратнă анне!
Кам-ха эпир чирлесен,
Аран-аран вĕренсен,
туслăх мĕнне пĕлмесен
Пăшăрханать чĕререн?
Юратнă анне!
Ертуçĕ: Анне! Унăн ячĕпе темĕн чухлĕ ырă та çепĕç сăмах калас килет, юнашар ларса калаçас килет. Анне хăйĕн чун-чĕринчи мĕн пур лайăх енне пире халаллать, куллен-кун телей пиллесе пурнăçра пурăнма вĕрентет. «Атте-анне паман ăса кĕнеке те параймĕ», - тенĕ ваттисем. Эсир атте-анне çинчен калакан тата мĕнле ваттисен сăмахĕсене пĕлетĕр?
Атте-анне сăмахĕ пăсăк мар.
Анне пуртан кил-çуртăм ăшă.
Анне – чи хаклă çын.
Аçупа аннуне хисепле, хăвнах ырă пулĕ.
Ертуçĕ: Амăш чĕри яланах пепкишĕн пăшăрханать. Ачи кăшт çеç нăйкăшсанах ун патне васкать вăл, юрă юрласа, сăпка сиктерсе лăплантарать.
Хăй кĕввине калать хĕл каçĕ
Çил ачисем вылянăçем…
Пуртре сăпка юрри юрлаççĕ
Асран кайми аннемĕрсем.
«Колыбельная» юрă.
Ертуçĕ: Аннепе нумай вăхăт хушши курса калаçмасан хĕвел пăхсан та ăшă мар.
Анне кулли – хĕвел шевли.
Анне кулли – чи илемли.
Анне кулсан – чунра аван,
Юрлас килет, ташлас килет.
Анне пуртан пурнăç аван,
Хăвна телейлĕ эс туян.
Тавах, аннем, çуратнăшăн,
Юрла-юрла сиктернĕшĕн,
Лăпканăшăн, юратнăшĕн,
Чĕкеç чĕлхи пилленĕшĕн.
Ертуçĕ: Мĕнле телей анне пурри! Чăваш поэчĕсемпе композиторĕсем аннесене халалласа нумай сăвă-юрă çырнă.
Анне.
1. Пире кам ачашшăн
Лăпкать пĕчĕкрен,
Чипер çын тăвасшăн
Çунать чĕререн?
2. Кам ыррăн, хавассăн
Пурне те пире
Çапла лăш курмасăр
Пăхса устерет?
3. Кам пултăр? Пĕлеççĕ
Туссем вăл камне:
Вăл – пирĕн телей-çке,
Вăл – пирĕн анне!
Ертуçĕ: Çак юррăн сăввине А.Ĕçхĕл çырнă. Сăвăпа пĕтĕмĕшлен паллаштаратпăр.
Пире кам ачашшăн
Лăпкать пĕчĕкрен,
Чипер çын тăвасшăн
Çунать чĕререн?
Кам тĕлĕкĕнче те
Курать-çке пирех,
Килте пуринчен те
Тăрать иртерех?
Кам ир вучах чĕртрĕ –
Апат пĕçерет,
Ĕне суса кĕнĕ –
Ăш сĕт ĕçтерет?
Е ăшă çи-пуç-и
Тимлет сан валли?
Пĕр-пĕр инкек пулчĕ –
Сиплет кам алли?
Кам ыррăн, хавассăн
Пурне те пире
Çапла лăш курмасăр,
Пăхса устерет?
Кам пултăр? Пĕлеççĕ
Пурте вĕл камне:
Вăл пирĕн телей-çке,
Вăл – пирĕн анне!
Вăл – кирек хăçан та
Чи çутă тивлет.
Анчах ман çакна та
Калассăм килет.
Хăш чух эпир темшĕн
Чĕресĕр пекех,
Çуратнă аннешĕн
Хыпмастпăр питех.
Анне таврăнать-и
Ĕç хыççăн хиртен,
Каллех тупăнать ун
Тем те пĕр килте.
Ик алшăн – пĕр ĕç,
Вăл пĕр пушă мар.
Эпир ăна тивĕç
Куллен пулăшма.
Анчах та манатпăр
Çавна час-часах,
Ĕçрен пăрăнатпăр
Вăййа васкаса.
Ертуçĕ: Атте-анне пурри телей. Аçупа аннуне хисепле! Вĕсемшĕн эсĕ яланлăхах ача – пĕчĕк чухне те, уссе çитĕнсен те. Санăн кашни утăму, кашни ĕçу – аĕупа аннун куçĕ умĕнче. Тĕрĕс те лайăх утăмусем вĕсене савăнăç курĕç, тĕрĕс маар утăм туни вара – хурлăх. Çавăнпа та аçупа аннуне савăнтарма кăна тăрăш.
Эх, аннеçĕм, пĕртен-пĕр анне,
Эс пире çуратан, устерен,
Ăшăтатăн чуна-чĕрене, -
Çук санран çывăх çын тĕнчере.
Пире эс вĕрентен, ăс паран,
Эпир лайăх пулсан савăнан,
Çунатсем çитĕнсен, вăй пухсан,
Инçе, вăрăм çула ăсатан.
Йывăр вăхăт килсен пурнăçра,
Ачусемшĕн çунса хыпăнан,
Вăрттăн, эпĕр сисмен хушăра
Эс, мăнтарăн куççуль юхтаран.
Эх, аннеçĕм, пĕртен-пĕр анне,
Эс тухмастăн асран ĕмĕрне.
Йышăнсам ачусен парнине –
Манăçми чун-чĕре юррине.
Пирĕн анне.
Анне эсĕ ир тăран,
Ир тăран та ĕç тытан.
Анне эсĕ ир тăран,
Ир тăран та ĕç тытан.
Пахчара йăран çумлан,
Апатне лартса яран.
Васкаса ĕне сăван,
Кĕтуне те хăвалан.
Ла-ла ла-ла-ла ла-ла-ла-ла-лай-ла.
Ла-ла ла-ла-ла ла-ла-ла-ла-лай-ла.
Ытарми хитре анне,
Ывăнми ĕçчен анне.
Ытарми хитре анне,
Ывăнми ĕçчен анне.
Çĕнĕ кунăн ыйхине
Эс сиретĕн пулмалла.
Шуçăмне те хĕвелне
Эс чĕнетĕн пулмалла.
Ла-ла ла-ла-ла ла-ла-ла-ла-лай-ла.
Ла-ла ла-ла-ла ла-ла-ла-ла-лай-ла.
Ертуçĕ: Хĕвел хăй ăшшине çĕр çине еплерех сапалать, аттепе анне те хăйсен чун-чĕре ăшшине сире парнелеççĕ. Вĕсем тĕреклĕ çуначĕ айĕнче эпир нимрен шикленмесĕр савăнса усетпĕр. Атте-анне пурри – пуянлăх. Çак пуянлăха çухатас марччĕ, тимлĕн упраса пурăнасчĕ.
ТЕСТ.(Амăшĕсем те ачасем çырса хуравлаççĕ)
Аннен çуралнă кунĕ хăçан?
Аннен юратнă тĕсĕ мĕнли?
Аннене мĕнле апат-çимĕç ытларах килĕшет?
Анне пушă вăхăтра мĕн тума юратать?
Сирĕн ача хăш предмета ытларах килĕштерет?
Сирĕн ачан чи пысăк ĕмĕчĕ.
Ертуçĕ: Халĕ вара вăйăсем те ирттерме вăхăт.
«Аннуне уйăрса ил».
Сцена çине амăшĕсемпе ачисем тухаççĕ. Ачисен куçĕсене çыхаççĕ. Вĕсен алăсем тăрăх хăйсен амăшĕсене тупмалла.
«Анне ку эпĕ».
Амăшĕсем çурăмпа тăнă. Ачасем черетпе «Анне, ку эпĕ» тесе калаççĕ. Амăшăсен хăйсен ачисене сасран паласа илмелле.
«Çепĕç сăмахсем».
Ачасем сцена çине тухаççĕ. Ертсе пыракан аллинче чечек. Ачасем чечекĕн çеçкисене татмассерен амăшне çепĕç сăмах каламалла.
Чи çывăххи, чи хитри, чи хакли, чи ăшшă, чи юратни, чи çепĕççи, чи ачашши, чи илемли, чи ырри, чи ырă кăмăлли, чи маттурри, чи ăсли, чи тараватли, чи сăпайли, чи кăмăлли, чи ĕçченни, чи хастарри, чи хавасли.
«Сăпка юрри»
Сценă çине амăшĕсем тухаççĕ. Вĕсен пуканесене черкемелле те сăпка юрри юрласа памалла.
Нянине – паппине,
Паппине – нянине.
Çывăр, çывăр, лăпкă пул.
Ырă, ăшă тĕлĕк кур.
Нянине – паппине,
Паппине – нянине.
Пурнăç ырă! Савăн, кул,
Уссе çитсен, паттăр пул.
«Илемлĕ анне»
Сцена çине амăшĕсемпе ачисем тухаççĕ. Ачасен амăшĕсене бантсем çыхса ямалла.
«Чи ăста ташăç»
Пуç çине шар хурса ташламалла. Шара укермелле мар.
Ертсе пыракан: çакăнпа пирĕн уяв вĕçленчĕ. Пĕтĕм аннесене уяв ячĕпе тепĕр хут саламлатăп! Ырлăх сывлăх, ăнăçу, çемьере килĕшу сунатăп.