kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Внеклассное мероприятие по чувашскому языку "Асанне пат?нче х?нара"

Нажмите, чтобы узнать подробности

Асанне пат?нче х?нара

(выр?с шкул?нче 2-м?ш класра ирттерн? класс тулаш?нчи в?й?-уяв)

  Т?ллевсем:

1. Ачасене ч?ваш хал?х  тум?н илемне курма, юратма в?рентесси;

2.Ч?ваш хал?х?н юрри-ташшин илемл?хне, авалхи в?ййисен асамл?хне тата п?лтер?шне туйма х?н?хтарасси;

3. П?рлехи ??сем ирттерсе кала?у ч?лхине, юрлас-ташлас ?стал?ха

аталантарасси.

Асанне: К?штах кил-çуртра майлам-ха. Часах ачасем те килеçç? пуль. Юрать çав ш?п?рлансем килсе чуна й?патаçç?. Ч?ннипех те т?л?нмелле пултарулл? ачасем в?сем ман?н. Ав,сассисем илт?нме те пуçлар?ç.

Ачасем: Пир?н килес, килме юрать-и?

Асанне: Кил?рех, кил?р, маларах ирт?р.

Ачасем: Ыр? кун пулт?р,асанне.М?нле сир?н сывл?хсем?

Асанне: Ыр? кун пулт?р, ачасем. Çÿрет?п-ха к?шт?ртатса, в?й-хал?м çитн? чух. Ирт?р, лар?р т?пелелле. ?çта Сонь?па Макç?м кур?нмаçç??

Ачасем:

-Çыв?рса юлч?ç пуль.

-Кунта килессине п?леçç?-ха  в?сем.

-Ак? килч?ç, килч?ç!

Соня: Сывл?х сунатп?р асанне, салам туссем!

Макç?м: Ыр? кун пулт?р, хакл? х?насем!

Асанне: П?хат?п та сир?н çине – м?нле хитре, кап?р ч?ваш тум?семпе эсир! П?хса ытармалла мар сир?н çине.

Макç?м: Паянхи уява хат?рлент?м?р эпир.Ч?ваш тум?семпе килес тер?м?р.

Асанне: Ч?ваш  çынни кун пек çи-пуçпа уявсенче пуçтар?нн?. М?нле илемл?  ч?ваш т?ррилл? тумтир! Ч?ваш к?пине шур? пиртен ç?лен?. Шур? т?с в?л тасал?ха, пуласл?ха п?лтерет. Ытти хал?х т?ррисенчен уйр?лса т?рать ч?ваш т?рри. К?пе çинчи т?р?сем вара усалтан та сыхлаçç? тен?. Ч?ваш çынни м?н ?л?кренех ?çчен, çир?п к?м?лл?  пулн?. Ачасем к?пе çинче ытларах м?нле т?ссем  курат?р?

Ача:  Х?рл?, сар?, сим?с т?ссем.

Асанне: Çапла, т?р?с ачасем! Х?рл? т?с усалсене х?валаса ярать тен?, пурн?ç тенине п?лтерет. Хура т?с ç?р т?сне – хал?х в?йне  п?лтерет. Сар? – х?вел, сав?н?ç, телей, çамр?кл?х; Сим?с – çут çантал?к т?с?.

   Ку вара – масмак. Х?рсен  пуçа т?х?нмалли çи-пуç?. ?на т?р?семпе, в?т? ш?рçасемпе илемлетн?.

Асанне: Пир?н, ачасен,  хам?р?н  асаттесемпе асаннесен ч?лхине, м?нле пур?ннине – историне, в?сен тумне, юрри–ташшисене, в?ййисене манмалла мар. Авалл?хс?р малашл?х çук, тен? ваттисем. Ч?ваш?н ыр? ятне яланах çÿлл? шайра тытса пырар.

  (Соня с?ва калать «Хула ачи» (П.Ç?лкуç)

Асанне: Ну, маттур та вара эс?, Соня. Пир?н хам?р?н т?ван ч?лхене хисеплемелле, юратмалла.

Асанне: Ать?р-ха в?й? выляр.

Ачасем: Выляс, выляс!

Ача: Ать?р в?й? пуçлар-и, пуçлар-и.

Карталанса т?рар-и, т?рар-и?

В?й? п?хан çынсене,

Сав?нтарса выляр-и?

 Ача:Ать?р в?ййа пуçлар-и те

В?й к?ввине калар-и

В?й? к?вви п?р сумл?х та,

Пир?н в?й? ç?р сумл?х.

 Асанне:. М?нле в?й? выляр-ши, ачасем?

 Ачасем: Япала пуçтармалла!

 Асанне Япала пуçтаракан?сем камсем пул?ç?

 Ачасем:Маш?па Якур!

 Асанне:Ачасем,эсир хат?р-и? В?ййа пуçлар-ха эппин, ш?па ямалли с?вва калар. 

(Ачасем ал?ран тыт?нса çавра картана т?раçç?.Япала пухакансем п?ри – карта ?ш?нче,тепри – тул?ш?нче. В?сем ал?ран алла тыт?нн?. Карта тавра юрласа çавр?наçç?. Кам т?л?нче юр? п?тет, чар?нса çав?нтан япала илеçç?.)

Шит-шит,

Шитте-путте яппутте.

Сараппан арки к?м?л,

К?м?л ç?р? çаврака.

Тавай мана япала!

(Япаласене пухса çитерсен япала хуçисене ?ç хушаçç?.)

  Асанне: Рамана м?н тутаратп?р?

  П?р ачи: Юрлаттарас! 

  1-м?ш х?р ача: Раман, тухсам, сан?н юрлас пулать.

  Рома: Эп? юрлаят?п-ши? Юрласа п?хам. («Куккук» юрра юрлать)

  Асанне: Çак тут?р хуçине м?н тутаратп?р?

  Ачасем: Автанла к?шк?рттарас!

  Асанне: Çак япала хуçине м?н тутаратп?р?

  Ачасем: Юрларам?р, тепре ташлаттарас!

(Ванюк ташлать. «Тух-ха,Ванюк»)

  Ача: Ман?н  та ташлас килсе кайр?. Айт?р, х?рсем, юрлар-и? Качч?семпе ташлар-и?

( «Сар? качч?» юр? юрлаçç?.)

Асанне: Теп?р в?й? выляр-ха.

Ачасем: Ать?р  «Асаннелле» выляр.

П?рре-перел

Икк? –икел

Виçç?-виçел

Т?ватт?-тваткал

Пилл?к-пилеш

Ултт?-улма

Çичч?-çилме

Сакк?р –салма

Т?хх?р-т?рна

Вунн?-вунн?

Эс? тух выляма!(Ачасем вылякансене суйлаçç?.)

Люба:

- Эп аслам?ш? пулат?п.Эс? ман?н йытт?м.(П?р ача çине к?тартать).Эс мулкач ам?ш? пулат?н.(Теп?р ача çине к?тартать.)

-Асанне, м?н т?ван?

-Ç?р чавап.

-Ç?р чавса м?н т?ван?

-Мул к?ларап.

-Мул к?ларса м?н т?ван?

-Й?п илеп.

-Й?п илсе м?н т?ван?

-Хутаç ç?леп.

-Хутаç ç?лесе м?н таван?

-Чул пуçтарап.

-Чул пуçтарса м?н таван?

-Сан ачусене пеме!

-Ман ачасем мен тур?ç вара?

-П?т?м пахча çим?çе таптаса п?терч?ç. Фас, йытт?м!

 (В?й? в?çленсен Максим с?в? калать. К.В.Иванов. «П?ч?к ача Сентти пур…»)

Асанне: Маттур, Максим. Маттур, ачасем!

Ача: Ч?ваш т?нчи – чунра в?л,
         Ч?ваш т?нчи – юр?ра.
         Ч?ваш т?нчи – таш?ра в?л,
         Ч?ваш т?нчи – ч?н калаçура.
Ача: Ташла, ч?ваш, ташла,
         Чун каниччен ташла.
          Юрла, ч?ваш, юрла,
          Телей юрри эс юрла.     

Асанне: Ачасем, килсене саланиччен теп?р илемл? ч?ваш юрри юрласа илер-ха. («Илемл?» юр?)

Илемл?, илемл?

Илемл? ч?ваш юрри

Илемл? ч?ваш юрри те

Юрлама п?лсен к?на.

Илемл?, илемл?

Илемл? ч?ваш ташши.

Илемл? ч?ваш ташши те

Ташлама п?лсен к?на.

Илемл?, илемл?

Илемл? ч?ваш к?вви.

Илемл? ч?ваш к?вви те

Калама п?лсен к?на

Ача:Сав?нат?п эп ч?ваш пулниш?н,
Т?п?л-т?п?л т?пaлкка ташшиш?н,
Асамат к?пер? пек т?рриш?н,
Ат?л шыв? пек çемcе ч?лхиш?н.
Сав?нат?п эп ч?ваш пулниш?н.

Ача: Выр?сла п?лниш?н в?çс?р сав?нат?п,
Ик ч?лхе п?лниш?н пит? мухтанат?п.
Выр?сла калаç?п эп? выр?слах,
Ч?вашлах пуплесч? ман?н ч?вашлах.
(А. Николаева)

Асанне: Атте-анне ч?лхине, асанне асаттесен й?лисене манас марчч?. Ч?н-ч?н ч?ваш чунл? ч?ваш ачисем эсир. Сир?н пек ачасем пур чухне  малашл?х та пур пир?н. 

Ачасем: Асанне, пир?н те киле кайма в?х?т çитр? ?нт?.

Асанне: Сыв? пул?р, ачамсем! 

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Внеклассное мероприятие по чувашскому языку "Асанне пат?нче х?нара" »

Асанне патĕнче хăнара

(вырăс шкулĕнче 2-мĕш класра ирттернĕ класс тулашĕнчи вăйă-уяв)


Тĕллевсем:

1. Ачасене чăваш халăх тумĕн илемне курма, юратма вĕрентесси;

2.Чăваш халăхĕн юрри-ташшин илемлĕхне, авалхи вăййисен асамлӑхне тата пӗлтерӗшне туйма хăнăхтарасси;

3. Пӗрлехи ӗҫсем ирттерсе калаҫу чӗлхине, юрлас-ташлас ăсталăха

аталантарасси.



Асанне: Кăштах кил-çуртра майлам-ха. Часах ачасем те килеççĕ пуль. Юрать çав шăпăрлансем килсе чуна йăпатаççĕ. Чăннипех те тĕлĕнмелле пултаруллă ачасем вĕсем манăн. Ав,сассисем илтĕнме те пуçларĕç .

Ачасем: Пирĕн килес, килме юрать-и?

Асанне: Килĕрех, килĕр, маларах иртĕр.

Ачасем: Ырă кун пултăр,асанне.Мĕнле сирĕн сывлăхсем?

Асанне: Ырă кун пултăр, ачасем. Çÿретĕп-ха кăштăртатса, вăй-халăм çитнĕ чух. Иртĕр, ларăр тĕпелелле. Ăçта Соньăпа Макçăм курăнмаççĕ?

Ачасем:

-Çывăрса юлчĕç пуль.

-Кунта килессине пĕлеççĕ-ха вĕсем.

-Акă килчĕç, килчĕç!

Соня: Сывлăх сунатпăр асанне, салам туссем!

Макçăм: Ырă кун пултăр, хаклă хǎнасем!

Асанне: Пăхатăп та сирĕн çине – мĕнле хитре, капăр чăваш тумĕсемпе эсир! Пăхса ытармалла мар сирĕн çине.

Макçăм: Паянхи уява хатĕрлентĕмĕр эпир.Чăваш тумĕсемпе килес терĕмĕр.

Асанне: Чăваш çынни кун пек çи-пуçпа уявсенче пуçтарăннă. Мĕнле илемлĕ чăваш тĕрриллĕ тумтир! Чăваш кĕпине шурă пиртен çĕленĕ. Шурă тĕс вăл тасалăха, пуласлăха пĕлтерет. Ытти халăх тĕррисенчен уйрăлса тăрать чăваш тĕрри. Кĕпе çинчи тĕрĕсем вара усалтан та сыхлаççĕ тенĕ. Чăваш çынни мĕн ĕлĕкренех ĕçчен, çирĕп кăмăллă пулнă. Ачасем кĕпе çинче ытларах мĕнле тĕссем куратăр?

Ача:  Хĕрлĕ, сарă, симĕс тĕссем.

Асанне: Çапла, тĕрĕс ачасем! Хĕрлĕ тĕс усалсене хăваласа ярать тенĕ, пурнăç тенине пĕлтерет. Хура тĕс çĕр тĕсне – халăх вăйне пĕлтерет. Сарă – хěвел, савăнăç, телей, çамрăклăх; Симěс – çут çанталăк тěсě.

Ку вара – масмак. Хěрсен пуçа тăхăнмалли çи-пуçĕ. Ăна тĕрĕсемпе, вĕтĕ шăрçасемпе илемлетнĕ.

Асанне: Пирĕн, ачасен, хамăрăн асаттесемпе асаннесен чĕлхине, мĕнле пурăннине – историне, вĕсен тумне, юрри–ташшисене, вăййисене манмалла мар. Аваллăхсăр малашлăх çук, тенĕ ваттисем. Чăвашăн ырă ятне яланах çÿллĕ шайра тытса пырар.

(Соня сăва калать «Хула ачи» (П.Çăлкуç)


Асанне: Ну, маттур та вара эсĕ, Соня. Пирĕн хамăрăн тăван чĕлхене хисеплемелле, юратмалла.

Асанне: Атьăр-ха вăйă выляр.

Ачасем: Выляс, выляс!

Ача: Атьăр вăйă пуçлар-и, пуçлар-и.

Карталанса тăрар-и, тăрар-и?

Вăйă пăхан çынсене,

Савăнтарса выляр-и?

Ача:Атьǎр вǎййа пуçлар-и те

Вǎй кĕввине калар-и

Вǎйǎ кĕвви пĕр сумлǎх та,

Пирĕн вǎйǎ çĕр сумлăх.


Асанне:. Мĕнле вăйă выляр-ши, ачасем?

Ачасем: Япала пуçтармалла!

Асанне Япала пуçтараканĕсем камсем пулĕç?

Ачасем:Машăпа Якур!

Асанне:Ачасем,эсир хатĕр-и? Вăййа пуçлар-ха эппин, шăпа ямалли сăвва калар. 

(Ачасем алăран тытăнса çавра картана тăраççĕ.Япала пухакансем пĕри – карта ăшĕнче,тепри – тулăшĕнче. Вĕсем алăран алла тытăннă. Карта тавра юрласа çаврăнаççĕ. Кам тĕлĕнче юрă пĕтет, чарăнса çавăнтан япала илеççĕ.)


Шит-шит,

Шитте-путте яппутте.

Сараппан арки кĕмĕл,

Кĕмĕл çĕрĕ çаврака.

Тавай мана япала!


(Япаласене пухса çитерсен япала хуçисене ĕç хушаççĕ.)

Асанне: Рамана мĕн тутаратпăр?

Пĕр ачи: Юрлаттарас! 

1-мĕш хĕр ача: Раман, тухсам, санăн юрлас пулать.

Рома: Эпĕ юрлаятăп-ши? Юрласа пăхам. («Куккук» юрра юрлать)

Асанне: Çак тутăр хуçине мĕн тутаратпăр?

Ачасем: Автанла кăшкăрттарас!

Асанне: Çак япала хуçине мĕн тутаратпăр?

Ачасем: Юрларамăр, тепре ташлаттарас!

(Ванюк ташлать. «Тух-ха,Ванюк»)

Ача: Манǎн та ташлас килсе кайрĕ. Айтǎр, хĕрсем, юрлар-и? Каччǎсемпе ташлар-и?

( «Сарă каччă» юрă юрлаççĕ.)

Асанне: Тепĕр вăйă выляр-ха.

Ачасем: Атьăр «Асаннелле» выляр.

Пĕрре-перел

Иккĕ –икел

Виççĕ-виçел

Тăваттă-тваткал

Пиллĕк-пилеш

Улттă-улма

Çиччĕ-çилме

Саккăр –салма

Тăххăр-тăрна

Вуннă-вуннă

Эсĕ тух выляма!(Ачасем вылякансене суйлаççĕ.)


Люба:

- Эп асламăшĕ пулатăп.Эсĕ манăн йыттăм.(Пĕр ача çине кăтартать) .Эс мулкач амăшĕ пулатăн.(Тепĕр ача çине кăтартать.)



-Асанне, мĕн тăван?

-Çĕр чавап.

-Çĕр чавса мĕн тăван?

-Мул кăларап.

-Мул кăларса мĕн тăван?

-Йĕп илеп.

-Йĕп илсе мĕн тăван?

-Хутаç çĕлеп.

-Хутаç çĕлесе мĕн таван?

-Чул пуçтарап.

-Чул пуçтарса мĕн таван?

-Сан ачусене пеме!

-Ман ачасем мен турĕç вара?

-Пĕтĕм пахча çимĕçе таптаса пĕтерчĕç. Фас, йыттăм!


(Вăйă вĕçленсен Максим сăвă калать. К.В.Иванов. «Пĕчĕк ача Сентти пур…»)

Асанне: Маттур, Максим. Маттур, ачасем!

Ача: Чăваш тĕнчи – чунра вăл,
      Чăваш тĕнчи – юрăра.
        Чăваш тĕнчи – ташăра вăл,
        Чăваш тĕнчи – чăн калаçура.
Ача: Ташла, чăваш, ташла,
        Чун каниччен ташла.
        Юрла, чăваш, юрла,
        Телей юрри эс юрла.     

Асанне: Ачасем, килсене саланиччен тепĕр илемлĕ чăваш юрри юрласа илер-ха. («Илемлĕ» юрă)

Илемлĕ, илемлĕ

Илемлĕ чăваш юрри

Илемлĕ чăваш юрри те

Юрлама пĕлсен кăна.

 

Илемлĕ, илемлĕ

Илемлĕ чăваш ташши.

Илемлĕ чăваш ташши те

Ташлама пĕлсен кăна.

 

Илемлĕ, илемлĕ

Илемлĕ чăваш кĕвви.

Илемлĕ чăваш кĕвви те

Калама пĕлсен кăна

Ача:Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн,
Тăпăл-тăпăл тăпaлкка ташшишĕн,
Асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн,
Атăл шывĕ пек çемcе чĕлхишĕн.
Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн.

Ача: Вырăсла пĕлнишĕн вĕçсĕр савăнатăп,
Ик чĕлхе пĕлнишĕн питĕ мухтанатăп.
Вырăсла калаçăп эпĕ вырăслах,
Чăвашлах пуплесчĕ манăн чăвашлах.
(А. Николаева)

Асанне: Атте-анне чĕлхине, асанне асаттесен йăлисене манас марччĕ. Чăн-чăн чăваш чунлă чăваш ачисем эсир. Сирĕн пек ачасем пур чухне малашлăх та пур пирĕн.

Ачасем: Асанне, пирĕн те киле кайма вăхăт çитрĕ ĕнтĕ.

Асанне: Сывă пулăр, ачамсем!




Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Мероприятия

Целевая аудитория: 2 класс

Скачать
Внеклассное мероприятие по чувашскому языку "Асанне пат?нче х?нара"

Автор: Афанасьева Наталия Михайловна

Дата: 23.02.2015

Номер свидетельства: 177689


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства