kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

«Çăкăртан асли çук»

Нажмите, чтобы узнать подробности

Выработать бережное отношение к главному достоянию человечества, заставить задуматься об огромной ценности хлеба и хлебобулочных изделий, показать какой огромный путь проделывает хлеб, прежде чем попасть на стол.

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
««Çăкăртан асли çук»»

План-конспект урока комплексного применения знаний и умений

«Çăкăртан асли çук»


Сапăрлăх тĕллевĕсем: Çăкăрпа перекетлĕ пулма вĕрентесси; пуплев культурине аталантарасси; мăшăрăн, ушкăнпа килĕштерсе ĕçлеме тата пĕр-пĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси.

Пĕлÿ тĕллевĕсем: çĕнĕ сăмахсене пуплеве кĕртсе тĕрĕс усă курма вĕрентесси;

И. Микулайĕн кĕске биографийĕпе паллаштарасси.

Аталантару тĕллевĕсем: ачасен пуплевне, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси; предложенисене тĕрĕс йĕркелеме хăнăхтарасси,

Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну технологийĕсем, сывлăха сыхлас технологи, проблемăллă тата аталантару технологийĕсен элеменчĕсем.

Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, калаçу, илемлĕ вулав, ăнлантаруллă вулав, шырав, хăнăхтарăва çырса пурнăçлани, ваттисен сăмахĕсем, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ.

Пуплев хăнăхăвĕсене аталантарасси: сасăсене тĕрĕс илтесси, ыйтусене хуравласси, палăртуллă вулав, харпăр хăй шухăшне каласа парасси.

Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, темăпа хатĕрленĕ слайдсем.

Урок тĕсĕ: çирĕплетӳ.

Урок юхăмĕ:

I. Класа йĕркелени.


II. Проблемăллă ситуаци урлă урокăн темине, ĕç тĕллевĕсене палăртни.

Экран ҫинче ӳнерҫĕсен ҫăкăрпа ҫыхăннă репродукцисем. Илемлĕ кĕвĕ илтĕнет.


III. Вĕреннине пĕтĕмлетсе ҫирĕплетни.

1. Ильпек Микулайĕн кĕске биографийĕпе паллашни.

Вĕренекен паллаштарать.

Ильпек Микулайĕ Чăваш Республикин Шăмăршă районне кĕрекен Виҫпӳрт салинче ҫуралнă.

Вăл калавсем, повĕҫсем, романсем, чăваш писателĕсен пултарулăхĕ ҫинчен статьясем ҫырнă.

Ҫыравҫă çирĕм ытла кăнеке пичетлесе кăларнă. Чи паллă ĕҫĕсенчен пĕри вăл ̶ «Хура ҫăкăр» роман.

Пултаруллă ҫыравҫă Тăван ҫĕр-шывăн Аслă вăрҫинче те хутшăннă.

Ильпек Микулайĕ Чăваш АССРĕн халăх писателĕ ятне илме тивĕҫнĕ.


2. «Çăкăр тĕпренчĕкĕ» калавпа ĕçлени.

а) Калава ăнланма пулăшакан сăмахсемпе, сăмах майлашăвĕсемпе паллаштарни.

ă) Калавпа ĕçлени.

  • Вĕрентекен вулани.

  • Ачесем хăйсем тĕллĕн ҫурма сасăпа вулани.

  • Содержанине вырăсла каласа пани.

  • Калавăн тĕп шухăшне уҫса паракан предложенисем, сăмах майлашăвĕсем тупса палăртни. Вĕрентекен вырăсла калать, ачасем чăвашла вулаҫҫĕ.

  • Текст тăрăх ыйтусем хатĕрлени.

  • Содержанине чăвашла каласа пани.

б) Ыйтусемпе ĕҫлени.

в) Пĕтĕмлетӳ.

3. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕҫлени.

Ытти чĕлхесенче çăкăр çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илни.


4. Физкультура саманчĕ.


5. Хăнăхтарупа ĕçлени.

Ҫăкăр сĕтел ҫине тӳрех килмест. Вăл пĕрчĕрен ҫитĕнет.

Малтан ҫуркунне ҫĕре …, тырă … . Унтан комбайнпа …, … . Типĕтнĕ тырра …, … . Ҫăнăхран ҫăкăр, … , … , … пĕҫереҫҫĕ.

а) Доска умĕнче пĕр ача ĕҫлет, ыттисем тетрадь ҫине ҫыраҫҫĕ.

ă) Тĕрĕслени.


6. Çăкăра упрама вĕрентекен сĕнӳсем.

Вĕренекен вулать.

Хлеб лучше храниться в полиэтиленовых пакетах с отверстиями.

Хлеб не так быстро черствеет, если в хлебницу положить кусочек сахара.

Чёрный и белый хлеб вместе хранить нельзя.

Предохранит хлеб от плесени горсточка соли, положенная в плотно закрытую хлебницу.

Самый лучший способ – не покупайте лишний хлеб!


V. Пĕтĕмлетÿ.

1) Çăкăр сăмахпа кластер туни.

а) Ачасем икшерĕн парта хушшинче ĕçлени.

Хут листи çинче я.я., п.я. çырнă. Пĕрремĕш ретĕн я.я., иккĕмĕш ретĕн п.я., тупса палăртмалла.

ă) Доска умĕнче ĕçлени.

Доска çинче ватман. Ватман варринче çăкăр ӳкерчĕкĕ. Çăкăр йĕри-тавра пучахсем. Ачасем хăрпăр хăй тĕллĕн ĕçленĕ хыççăн çак пучахсем çине фломастерпа сăмахсем тухса çыраҫҫĕ.

2) Давыдов-Анатрин ҫăкăр ҫинчен çырнă сăввипе паллашни.

Вĕренекен вулать.

Тус-тăванăм, çакна эс ан ман:

Çĕр çинче асли çук çăкăртан.

Пуç тайса хисепле эс ăна,

Вăй та пурнăç парать вăл сана.

Çăкăр вăл çĕр аннемĕр парни,

Вăл пулсан эпир вăйлă, пуян.

Ĕçлĕ халăх ăна хаклани

Ĕмĕртен вăл пырать, авалтан.

Ачаран пултăр пирĕн асра:

Тĕпретме юрамасть çăкăра!

Пирĕн пурнăç хăвачĕ унта,

Унăн ячĕ ялан чи малта! (В. Давыдов-Анатри)




3) Ыйтусемпе ĕҫлени.

– Ачасем, паян эпир урокра мĕн çинчен калаçрăмăр?

– Сĕтел çинчи чи аслă апат-çимĕç мĕн вăл?

– Çăкăра туса илме çăмăл-и?

– Мĕншĕн çăкăртан асли çук теççĕ?

– Паянхи урокра илнĕ пĕлӳ сире пурнăçра кирлĕ пулĕ-ши?


VI. Киле ĕç пани.

Творчество ĕçĕ тумалла. Çăнăхран пĕр çимĕç пĕçермелле. Çак çимĕçе мĕнле пĕçерни çинчен 5-6 предложени çырмалла е каласа памалла.


VII. Ачасен пĕлĕвне хаклани.

Рефлексия «Лестница успеха»

На столах у ребят лежат колоски. Если свою работу на уроке ученик оценивает на «5», то колосок прикрепляет над надписью «Отлично, хочу знать больше!», если на «4» над надписью «Хорошо, но могу лучше!», если на «3», то над надписью «Пока испытываю трудности».


VIII. Урока вĕçлени.





Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Внеурочная работа

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 5 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
«Çăкăртан асли çук»

Автор: Михайлова Светлана Геннадьевна

Дата: 08.01.2017

Номер свидетельства: 376429

Похожие файлы

object(ArrayObject)#853 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(32) "Çăкăртан асли çук"
    ["seo_title"] => string(19) "cakartan_asli_cuk_1"
    ["file_id"] => string(6) "429163"
    ["category_seo"] => string(7) "prochee"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1506015544"
  }
}


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства