Просмотр содержимого документа
«Çăкăртан асли çук»
Çăкăртан асли çук
Сапăрлăх тĕллевĕсем: Çăкăрпа перекетлĕ пулма вĕрентесси; пуплев культурине аталантарасси; мăшăрăн, ушкăнпа килĕштерсе ĕçлеме тата пĕр-пĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: çĕнĕ сăмахсене пуплеве кĕртсе тĕрĕс усă курма вĕрентесси;
И. Микулайĕн кĕске биографийĕпе паллаштарасси.
Аталантару тĕллевĕсем: ачасен пуплевне, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси; предложенисене тĕрĕс йĕркелеме хăнăхтарасси,
Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну технологийĕсем, сывлăха сыхлас технологи, проблемăллă тата аталантару технологийĕсен элеменчĕсем.
Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, калаçу, илемлĕ вулав, ăнлантаруллă вулав, шырав, хăнăхтарăва çырса пурнăçлани, ваттисен сăмахĕсем, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ.
Пуплев хăнăхăвĕсене аталантарасси: сасăсене тĕрĕс илтесси, ыйтусене хуравласси, палăртуллă вулав, харпăр хăй шухăшне каласа парасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, темăпа хатĕрленĕ слайдсем.
Урок тĕсĕ: çирĕплетӳ.
Урок юхăмĕ:
I. Класа йĕркелени.
– Сывлăх сунатăп, ачасем тата урока килнĕ хăнасем!
– Шăппăн ларăр!
1) Ыйту-хурав.
– Паян класра кам дежурнăй?
– Кам çук?
– Паян миҫемĕш число?
– Эрнен хăш кунĕ?
II.Проблемăллă ситуаци урлă урокăн темине, ĕç тĕллевĕсене палăртни.
– Сейчас вы увидите картины. Внимательно посмотрите и подумайте, о чём сегодня будем говорить на уроке?
Экран ҫинче ӳнерҫĕсен ҫăкăрпа ҫыхăннă репродукцисем. Илемлĕ кĕвĕ илтĕнет.
– Что объединяет все эти картины?
– Значит, на уроке мы будем говорить о чём?
– Çапла, паянхи урок теми «Çăкăртан асли çук».
– Паян сирĕнпе ҫăкăра хаклама вĕренĕпĕпр, ăна пурнăҫра перекетлĕ усă курмалли ҫинччен калаҫăпă.
Тетрадьсене уçăр та паянхи числона, урок темине çырса хурăр.
III.Вĕреннине пĕтĕмлетсе ҫирĕплетни.
1. Ильпек Микулайĕн кĕске биографийĕпе паллашни.
– Чăваш писатĕлĕсем ҫăкăр çинчен нумай хайлавсем çырнă. Вĕсенчен пĕри
И. Микулайĕ.
– Çак паллă çын çинчен пире Богдан каласа парать. Итлĕр.
2. «Çăкăр тĕпренчĕкĕ» калавпа ĕçлени.
а) Калавпа ĕçлени.
– Калава эпĕ вулатăп, эсир тимлĕ итлĕр.
– Хăвăр тĕллĕн сасăпа вулăр.
– Калав содержанине вырăсла кам каласа парасшăн?
– Халĕ эпĕ калаври тĕп шухăшсене вырăсла калатăп, эсир вĕсене тупса вулăр.
– Текст тăрăх ыйтусем хатĕрлĕр.
– Ыйтăва кама паратăн?
– Калавăн кĕске содержанине чăвашла кам каласа парасшăн?
ă) Ыйтусемпе ĕҫлени.
– Сирĕн шутпа арçын ача çăкăра хисепленĕ-и?
– Эсир мĕншĕн çапла шутлатăр?
– Эсир çăкăра хисеплетĕр-и?
б) Пĕтĕмлетӳ.
– К сожалению, сегодня часто приходиться наблюдать небрежное отношение к хлебу. В старину считалось тяжким грехом выбросить хоть маленький кусочек хлеба. Неуважение к хлебу считалось грехом, оскорблением.
– Ребята во время еды хлеб нужно брать столько, сколько можете съесть.
3. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕҫлени.
– Çын пурнăçĕнче çăкăр пысăк вырăн йышăнать. Çавăнпа çăкăр çинчен ваттисен сăмахĕсем нумай. Чи палли – «Çăкăртан асли çук».
– Ачасем, эсир çăкăр çинчен чăвашла мĕнле ваттисен сăмахĕсем пĕлетĕр?
– Ытти чĕлхесенче çăкăр çинчен ваттисен сăмахĕсем пур-и? Кам пĕлет?
4. Физкультура саманчĕ.
«Пĕрчĕрен – пучах».
Ачасем тăраççĕ. Вĕрентекен ачасене «пĕчĕк пучах» пулма сĕнет. (Дети приседают, сжимаются в комочек, убирают голову и закрывают ее руками). Çумăр вĕсене шăварать, хĕвел пăхать, ҫăкăр ӳстерекенсем вĕсене пăхаҫҫĕ. Пĕрчĕсем вăраххăн ӳсме пуçлаҫҫĕ, çулçăсем тухма пуçлаççĕ. (Алăсене çĕклеççĕ), растет стебелек (вытягивается тело), пучах пулать (руки в стороны). Пучахcем ҫилпе хумханаҫҫĕ. Тыр-пул пулса ҫитет. Пуҫтарма килĕр.
5. Хăнăхтарупа ĕçлени.
Ҫыру ĕҫĕ.
Ҫăкăр сĕтел ҫине тӳрех килмест. Вăл пĕрчĕрен ҫитĕнет.
Малтан ҫуркунне ҫĕре …, тырă … . Унтан комбайнпа …, … . Типĕтнĕ тырра …, … . Ҫăнăхран ҫăкăр, … , … , … пĕҫереҫҫĕ.
а) Доска умĕнче пĕр ача ĕҫлет, ыттисем тетрадь ҫине ҫыраҫҫĕ.
ă) Тĕрĕслени.
2) Пĕтĕмлетӳ.
– Пирĕн сĕтел çинче ăшă та тутлă çăкăр пултăр тесе нумай çын ĕçлет.
6. Пĕлме интереслĕ. Фактсемпе паллашни.
а) Çăкăра упрама вĕрентекен сĕнӳсем.
– Çăкăра упрама вĕрентекен сĕнӳсемпе пире Никита паллаштарать.
Хлеб лучше храниться в полиэтиленовых пакетах с отверстиями.
Хлеб не так быстро черствеет, если в хлебницу положить кусочек сахара.
Чёрный и белый хлеб вместе хранить нельзя.
Предохранит хлеб от плесени горсточка соли, положенная в плотно закрытую хлебницу.
Самый лучший способ сохранить хлеб свежим – не покупайте лишний хлеб!
ă) Пĕтĕмлетӳ.
– Ҫак сĕнӳсем сире пурнăҫра кирлĕ пулĕҫ.
V. Пĕтĕмлетÿ.
1) Давыдов-Анатрин ҫăкăр ҫинчен çырнă сăввипе паллашни.
– Чăвашсен паллă поэчĕ Давыдов-Анатрин ҫăкăр ҫинчен сăвă çырнă . Сире ҫак сăвăпа Карина паллаштарать. Тимлĕ итлĕр.
Тус-тăванăм, çакна эс ан ман:
Çĕр çинче асли çук çăкăртан.
Пуç тайса хисепле эс ăна,
Вăй та пурнăç парать вăл сана.
Çăкăр вăл çĕр аннемĕр парни,
Вăл пулсан эпир вăйлă, пуян.
Ĕçлĕ халăх ăна хаклани
Ĕмĕртен вăл пырать, авалтан.
Ачаран пултăр пирĕн асра:
Тĕпретме юрамасть çăкăра!
Пирĕн пурнăç хăвачĕ унта,
Унăн ячĕ ялан чи малта! (В. Давыдов-Анатри)
Ыйтусемпе ĕҫлени.
– Ачасем, паян эпир урокра мĕн çинчен калаçрăмăр?
– Сĕтел çинчи чи аслă апат-çимĕç мĕн вăл?
– Çăкăра туса илме çăмăл-и?
– Мĕншĕн çăкăртан асли çук теççĕ?
– Паянхи урокра илнĕ пĕлӳ сире пурнăçра кирлĕ пулĕ-ши?
Çăкăр сăмахпа кластер туни.
– Паян эпир сирĕнпе çăкăр çинчен нумай калаçрăмăр. Халĕ пĕтĕмлететпĕр, кластер тăватпăр.
а) Ачасем икшерĕн парта хушшинче ĕçлени.
Хут листи çинче я.я., п.я., глаголсем çырнă. Пĕрремĕш ретĕн я.я., иккĕмĕш ретĕн п.я., виҫҫĕмĕш ретĕн глагол тупса палăртмалла.
ă) Доска умĕнче ĕçлени.
Доска çинче ватман. Ватман варринче çăкăр ӳкерчĕкĕ. Çăкăр йĕри-тавра пучахсем. Ачасем хăрпăр хăй тĕллĕн ĕçленĕ хыççăн çак пучахсем çине фломастерпа сăмахсем тухса çыраҫҫĕ.
VI. Киле ĕç пани.
– Ачасем, сĕтел ҫине пăхăр-ха. Мĕнле кăна ҫимĕҫ ҫук! Вĕсене çăнăхран пĕçернĕ.
– Килте сирĕн творчество ĕçĕ тумалла. Çăнăхран пĕр çимĕç пĕçермелле пулать. Çак çимĕçе мĕнле пĕçерни çинчен 5-6 предложени çырмалла е каласа памалла.
VII. Ачасен пĕлĕвне хаклани.
Рефлексия «Лестница успеха».
– Ребята, у вас на партах лежат колоски. Если свою работу вы на уроке оцениваете на «5», то колосок прикрепляете над надписью «Отлично, хочу знать больше!», если на «4» над надписью «Хорошо, но могу лучше!», если на «3», то над надписью «Пока испытываю трудности».
VIII. Урока вĕçлени.
Çăкăра хисеплемелле, перекетлемелле, мĕншĕн тесен, вăл пире пурнăç парать, вăй-хала çирĕплетет, кăмăла çĕклет.