kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Открытый урок по чувашскому языку в 5 классе "Прямое и переносное значение слов"

Нажмите, чтобы узнать подробности

 Урок теми: «С?махсен тÿр? тата куç?мл? п?лтер?ш?»

 Урок т?с?:   ИКТ технологий?пе ус? курса ирттерн? ç?н? п?лÿ паракан урок.

1.В?рент? (п?л?) т?ллев?:   Ачасене с?махсем тÿр? тата куç?мл? п?лтер?шл? пулнине ?нлантарасси; в?сене уй?рса илме в?рентесси.

2.Аталантару т?ллев?: Ачасен ?ых?нулл? пуплевне, логик?ллла шух?шлавне аталанма   майсем туса парасси, х?йсен шух?ш?сене калама х?н?хтарасси.

3.Сап?рл?х т?ллев?:  Т?ван ч?лхе илемне курма тата туйма майсем туса 

   парасси; йышпа тусл? пур?нма, п?р-п?рне пул?шма  в?рентесси.

Урокра ус? курмалли мелсемпе меслетсем: ыйту-хурав, учитель с?мах?, тишкерÿ, шырав, калаçу, словарь ?ç?, ыйтусем çине хурав тупма в?рентесси; харп?р х?й т?лл?н ?çлени.  

Кирл? хат?рсем: компьютер, проектор, экран,  карточк?сем,  магнитсем                           

Словарь ???: пасарн?- шуралн?,  чÿрече  харши-чÿрече й?ри-тавра илемлетсе çапн? х?ма, икк?ленсе- апт?раса, пир- (полотно), хÿх?м-хитре;

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Открытый урок по чувашскому языку в 5 классе "Прямое и переносное значение слов"»

Урок теми: «Сăмахсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕ»


Урок тĕсĕ: ИКТ технологийĕпе усă курса ирттернĕ çĕнĕ пĕлÿ паракан урок.

1.Вĕрентӱ (пӗлӳ) тĕллевĕ: Ачасене сăмахсем тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантарасси; вĕсене уйăрса илме вĕрентесси.

2.Аталантару тĕллевĕ: Ачасен ҫыхăнуллă пуплевне, логикăллла шухăшлавне аталанма майсем туса парасси, хăйсен шухăшĕсене калама хăнăхтарасси.

3.Сапăрлăх тĕллевĕ: Тăван чĕлхе илемне курма тата туйма майсем туса

парасси; йышпа туслă пурăнма, пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентесси.


Урокра усă курмалли мелсемпе меслетсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, тишкерÿ, шырав, калаçу, словарь ĕçĕ, ыйтусем çине хурав тупма вĕрентесси; харпăр хăй тĕллĕн ĕçлени.

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, карточкăсем, магнитсем

Словарь ĕҫĕ: пасарнă- шуралнă, чÿрече харши-чÿрече йĕри-тавра илемлетсе çапнă хăма, пир- (полотно), хÿхĕм-хитре;


Урок юхăмĕ.

I. Урока йĕркелени.

Учитель:

- Сывлăх сунатăп, ачасем. Паян эпĕ сире интереслĕ урок парнелесшĕн. Пĕр- пĕрин çине пăхса йăл кулса сывлăх сунар-ха, халĕ хăнасене те хамăрăн савăк кăмăлсене парнелер. Эппин пурте тăрăшса ĕçлеме хатĕр-и? Хатĕр пулсан урока пуçлар.

II. Вĕреннине аса илесси.

2 слайд

Ачасем, халĕ эпир сирĕнпе иртнĕ уроксенче вĕреннине аса илсе çирĕплетĕпĕр. Эпĕ сире предложенисем калатăп. Енчен те эсир çав предложенисемпе килĕшетĕр пулсан симӗс смаликсемпе палăртатăр, килĕшмесен вара хӗрлӗ смаликсемпе палăртатăр.

    1. Чăваш алфавитĕнче 37 саспалли.

    2. Хытăлăх Ъ тата çемçелĕх Ь паллисем сасăсене пĕлтереççĕ.

3. Сăмахсем пĕр пĕлтерĕшлĕ тата нумай пĕлтерĕшлĕ пулаççĕ.

4. «Ура» сăмах пĕр пĕлтерĕшлĕ.

5. «Çӳнат» сăмах та пĕр пĕлтерĕшлĕ.

6. Чĕлхери мĕнпур сăмахсен йышне лексика теççĕ.

Тавтапуç, ачасем питĕ маттур ĕçлетĕр эсир.

Иртнĕ уроксенче эсир мĕнле пысăк тема пуçларăр-ха вĕренме? Лексика.


III. Çĕнĕ темăна ăнлантарни

Учитель: Чăваш чĕлхи çепĕç те янравлă, илемлĕ те питĕ пуян чĕлхе. Çавăнпа та паян эпир сирĕнпе унăн вăрттăнлăхĕсене малалла тĕпчĕпĕр. Экран çине сăнатпăр.

3 слайд Танлаштаратпăр!

тимĕр пăта тимĕр шапа


Çак юпари сăмахсене танлаштарса пăхăр-ха, мĕнле пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсене куратăр?


Тимĕр пăта- çыхăнура пăтана тимĕртен тунине тÿрех пĕлтерет. Ку вăл тÿрĕ пĕлтерĕш пулать.

Тимĕр шапа-çыхăнура шапан панцирĕ тимĕр пек хытă иккенне пĕтерет. Ку вăл куçăмлă пĕлтерĕшлĕ .

Куçăмлă пĕлтерĕш мĕнрен килет-ши? Тĕрĕс, япалан паллинчен килет.

Çапла вара «тимĕр пăтан» тÿрĕ пĕлтерĕшĕпе çыхăнулла куçăмлă пĕлтерешĕ пулса кайнă.

Апла пулсан паянхи урокăн темине палăртма пултаратăр-и?

Мĕнле сăмахсем çинчен калаçмалла- ши пирĕн паян?

Мĕнле тĕллевсем лартăпăр хамăр ума? Сăмахсем тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланасси тата вĕсене уйăрса илме вĕренесси.


4 слайд Халĕ вара паянхи числона (Раштав уйăхĕн ҫирӗм иккӗмӗшӗ. Класри ĕç) çыратпăр.

Урок теми: «Сăмахсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕ» 5 слайд

Сăнатпăр!

куç харши чÿрече харши

Куç харши. Ачасем, пĕр- пĕрин çине пăхса илĕр-ха, куç харшисем пур-и сирĕн?

Мĕнле пĕлтерĕш пулать-ши вара ку? Тÿрĕ.

Чÿрече харши- слайд çинчи чÿрече харшине кам катартса парать?Хăшĕ вăл? Мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулать- ши вăл? Куçăмлă, чÿрече йĕри –тавра çапнă хăма та куç харши евĕрлĕ.

Ку ÿкерчĕкре мĕнле пĕрпеклĕхсем пур?

Ку ÿкерчĕкре япаласем пĕр евĕрлинчен килет.

Ачасем, сăмахсем куçăмлă пĕлтерĕшлĕ пулни мĕнле сăлтавсенчен килет-ха?

6 слайд

йывăçсем пасарнă асаттен çÿçĕ пасарнă

Йывăçсем пасарнă- «пас тытнă» тенине пĕлтерет; Тÿрĕ пĕлтерĕш пулать.

Асаттен çÿçĕ пасарнă- «шуралнă» тенине пĕлтерет;

Ку ÿкерчĕксенче мĕнле пĕрпеклĕхсем пур?

Куçăмлă пĕлтерĕш ĕçсем пĕрешкел пулнинчен килет.


Ачасем, сăмахсем куçăмлă пĕлтерĕшлĕ пулни мĕнле сăлтавсенчен килет-ха?

1) япалан паллинчен килет

2) япаласем пĕр евĕрлинчен

3) ĕçсем пĕрешкел пулнинчен килет.


IV. Малтанхи пĕлĕве тĕрĕслени.

7 слайд Текста ачасем хăйсем тĕллĕн вулаççĕ. Унтан рольпе.

Пĕррехинче Мишша пичче мана:

-Лар кăмпа айне,-терĕ,- эпĕ лавккана кĕрсе тухам.

Чутах кулса яраттăм, ара кăмпа айне çын лармасть ĕнтĕ. Эпĕ иккĕленсе тăнине курсан вал аллипе тĕллесе кăтартрĕ:

-Ав çав сулхăна.

Тĕрĕс мĕн, чăн- чăн шăна кăмпи. Анчах та вăрманта ÿсекенни мар, çын ăсталани. Юпа тăррине пир карнă та ун айне сак лартнă.(В.Элпи)

Проблемăлла ыйту.

Мĕншĕн «кăмпа» сăмаха ача тÿрех ăнланса илеймен?

«Кăмпа» сăмаха мĕнле пĕлтерĕшпе каланă? (Ачасем хайсен шухăшне калаççĕ.)

Словарное слово: Пир-полотно, килте тĕртсе туна япала.

Пĕтĕмлетÿ. Мĕнле сăмахсене тÿрĕ тата нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем теççĕ?

8 слайд -правилă

9 слайд Кану саманчĕ. Халӗ кăштăт канса илерха. Мӗнле уяв ҫывхарать? (Ҫӗнӗ ҫул)

Ҫӗнӗ ҫулта кам килет пирӗн пата хăнана? (Чăрăш)

Пирӗн пата та паян урока чăрăш килчӗ. Сак чăрăш хыҫăн хуҫкаланчăксем тăвас пулать.

V. 10 слайд Урок темипе ĕçлени .

Ачасем, эсир чăваш чĕлхине юрататăр-и? Мĕншĕн? Сăвва вуласа тухăр-ха.

Çыравçăсем куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмахсемпе питĕ анлă усă кураççĕ.


Çак сăвăран куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмахсене тупса палăртăр-ха.

Чăваш чĕлхи-

Эс ылтăн- кĕмĕлтен те хаклăрах,

Хĕрÿ те хÿхĕм хĕвелпе танах,

Чуна пырса тивет кашни сăмах…. Юрий Сементер

Ылтăн- куçăмлă пĕлтерĕшлĕ, кĕмĕл- тÿрĕ пĕлтерĕшлĕ.

Ку ĕçе эпир ушкăнсемпе ĕçлĕпĕр. Парта çинчен сарă тĕслĕ хутсем илетпĕр.

1-мĕш ушкăн тÿрĕ пĕлтерĕшлĕ сăмах майлашăвĕсене, 2-мĕш ушкăн куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмах майлашăвĕсене çырать.

Кам нумайрах çырать?

11 слайд

Экран çине пăхатпăр.Вуласа тухатпăр та тата хушса çыратпăр.

Тĕрĕслетпĕр:

тÿрĕ пĕлтерĕшлисем: куçăмлă пĕлтерĕшлисем:

ылтăн çĕрĕ ылтăн пулă

ылтăн сехет ылтăн кĕркунне

ылтăн çăра уççи ылтăн çын

ылтăн сăнчăр ылтăн тулă

ылтăн кубок ылтăн алă

ылтăн анне

Ачасем кам сиртен калама пултарать, аннене мĕншĕн ылтăн тесе калаççĕ? (лайăх анне)

Ылтăн алă тесе мĕнле алăсене калаççĕ? (тӗрлӗ ӗҫ лайăх тăвакан алăсене)

VI. Вĕреннине çирĕплетесси.

Мăшăрпа калаçса ĕçлесси. Пурте кăвак тӗслӗ карточкăсене илетпĕр. Иккĕн доска патĕнче ĕçлеççĕ.

Глаголсене тата паллă ячĕсене скобкăри сăмахсемпе çыхăнтарса куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмах майлашăвĕсем тумалла та тетрадь çине çырмалла. Туса пĕтерсен вара пĕр- пĕрин ĕçĕсене улăштарса тĕрĕслетĕр те оценка лартатăр.

12 слайд Тĕрĕслетпĕр!


Хаклав виçисем: йăнăшсем çук пулсан «5» паллă,

1-2-йăнăш –«4» паллă,

3-4 йăнăш –«3» паллă.

( алла, хуçалăха) çĕкле йывăр (мăлатук, хуйхă) (ыйхă, кайăк) вĕçрĕ вĕри (чей, чĕре) ( шыва, çынна) сивĕт хаклă ( кĕнеке, юлташ, )

( вутă, ăша) çунтар хура ( кун, кушак,)


Ачасем, кам хайне «5» паллăпа хакларĕ? Алă çĕклĕр-ха.

Кам хайне «4» паллăпа? Никам та «3» илмен-и?


VIII. Урока пĕтĕмлетни. Ачасен ĕçне хаклани.

Ачасем, урок пуçламăшĕнче хамăр ума мĕнле тĕллев лартнăччĕ-ха эпир? Çавна пурнăçларăмăр- ши , мĕнле шутлатăр?

13 слайд

Ачасем слайдра панǎ предложенисемпе усǎ курса хайсен шухǎш-кǎмǎлĕсене палǎртасси.

Пĕтĕмлетÿ:

Мана урокра ______________________килĕшрĕ.

Урокра_______________________кǎсǎклǎ пулчĕ.

Паян урокра эпĕ çĕннине _____________ _пĕлтĕм.

Эпĕ ______________________ ас туса юлтǎм.

Урокра мана_____________________ тĕлĕнтерчĕ.

Ман шутпа, чи кирли___________________ пулчĕ.

Эпĕ малашне___________________________усă курăп.


14 слайд Ачасен ĕçне хаклани


Ачасем, халĕ эсир хăвăрăн урокри ĕçе хакламалла пулать.

а) эпĕ пурне те ăнлантăм, вĕреннĕ темăна тепĕр çынна та каласа пама пултаратăп.

ă) эпĕ пурне те ăнлантăм, анчах та темăна тепĕр çынна та каласа пама пултараймастăп.

б) вĕреннĕ темăна тепĕр хутчен пăхса тухмалла.


15 слайд

IX. Киле ĕç пани: 323- мĕш хăнăхтару. Çырса илмелле. Палартнă самахсем тÿрĕ е куçăмлă пулнине палăртмалла.


Тавтапуҫ! Тепре куриччен?

( алла, хуçалăха) çĕкле йывăр (мăлатук, хуйхă) (ыйхă, кайăк) вĕçрĕ вĕри (чей, чĕре) ( шыва, çынна) сивĕт хаклă ( кĕнеке, юлташ, )

( вутă, ăша) çунтар хура ( кун, кушак,)


Мана урокра пурпӗрех питӗ килĕшрĕ.

Урокра кану саманче кǎсǎклǎ пулчĕ.

Паян урокра эпĕ çĕннине лайăх пĕлтĕм.

Эпĕ урок темине ас туса юлтǎм.

Урокра манна учитель тĕлĕнтерчĕ.

Ман шутпа, чи кирли тăван чӗлхе илемне курма тата туйма майсем туса парасси пулчĕ.



Эпĕ малашне куҫăмлă сăмахсемпе усă курăп.



Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 5 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
Открытый урок по чувашскому языку в 5 классе "Прямое и переносное значение слов"

Автор: Утенкова Галина Виталиевна

Дата: 06.01.2016

Номер свидетельства: 273032

Похожие файлы

object(ArrayObject)#864 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(175) "Презентация к открытому уроку по чувашскому языку в 5 классе "Прямое и переносное значение слов""
    ["seo_title"] => string(110) "priezientatsiia-k-otkrytomu-uroku-po-chuvashskomu-iazyku-v-5-klassie-priamoie-i-pierienosnoie-znachieniie-slov"
    ["file_id"] => string(6) "273034"
    ["category_seo"] => string(7) "prochee"
    ["subcategory_seo"] => string(11) "presentacii"
    ["date"] => string(10) "1452110026"
  }
}


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства