Кив-Якаль филиал?н в?там п?лÿ паракан шкул?н ч?ваш ч?лхи тата литература в?рентекен
Утенкова Г.В.
5- м?ш класра ирттерн? уç? урок?н презентаций?
Просмотр содержимого документа
«Презентация к открытому уроку по чувашскому языку в 5 классе "Прямое и переносное значение слов"»
Кив-Якаль филиалăн вăтам пĕлÿ паракан шкулăн чăваш чĕлхи тата литература вĕрентекен Утенкова Г.В.
5- мĕш класра ирттернĕ уçă урокăн презентацийĕ
Аса илетпĕр
1.Чăваш алфавитĕнче миçе саспалли?
2.Ъ тата ь паллисем сасăсене пĕлтереççĕ.
3.Сăмахсем пĕр пĕлтерĕшлĕ тата нумай пĕлтерĕшлĕ пулаççĕ.
4. «Ура» сăмах пĕр пĕлтерĕшлĕ.
5.«Çунат» сăмах та пĕр пĕлтерĕшлĕ.
6.Чĕлхери мĕнпур сăмахсен йышне лексика теççĕ.
ТАНЛАШТАРĂР
Тимĕр пăта Тимĕр шапа
Урок теми:
Сăмахсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕсем
Сăнатпăр
куç харши чÿрече харши
Сăнатпăр
йывăçсем пасарнă асаттен çÿçĕ пасарнă
Вулатпăр
Пĕррехинче Мишша пичче мана:
- Лар кăмпа айне, - терĕ, - эпĕ лавккана кĕрсе тухам.
Чутах кулса яраттăм, ара кăмпа айне çын лармасть ĕнтĕ. Эпĕ иккĕленсе тăнине курсан вал аллипе тĕллесе кăтартрĕ:
-Ав çав сулхăна.
Тĕрĕс мĕн, чăн-чăн шăна кăмпи. Анчах та вăрманта ÿсекенни мар, çын ăсталани. Юпа тăррине пир карнă та ун айне сак лартнă. (В.Элпи)
Мĕншĕн «кăмпа» сăмаха ача тÿрех
ăнланса илеймен?
«Кăмпа» сăмаха мĕнле пĕлтерĕшпе каланă?
Астуса юл ǎр!
Япаласен хушшинче мĕн енчен те пулин çыхăннă пĕрпеклĕх пур чухне тĕп япала палли тепĕр япала çине куçнă сăмахсене куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмахсем теççĕ.
Кану саманчĕ
Чăваш чĕлхи
Чăваш чĕлхи-
Эс ылтăн- кĕмĕлтен те хаклăрах,
Хĕрÿ те хÿхĕм хĕвелпе танах,
Чуна пырса тивет кашни сăмах….
Юрий Сементер
Тĕрĕслетпĕр!
Тÿрĕ Куçăмлă
пĕлтерĕшлисем пĕлтерĕшлисем
Ылтăн çĕрĕ Ылтăн пулă
Ылтăн сехет Ылтăн çын
Ылтăн сăнчăр Ылтăн алă
Ылтăн уçă Ылтăн тулă
Ылтăн кубок Ылтăн анне
Ылтăн пуç
Ылтăн кĕркунне
Тĕрĕслетпĕр!
хуçалăха çĕкле, ыйхă вĕçрĕ, çынна сивĕт, ăша çунтар,
йывăр хуйхă, вĕри чĕре,
хаклă юлташ, хура кун
- йăнăшсем çук пулсан «5» паллă,
- 1-2-йăнăш –«4» паллă,
- 3-4 йăнăш –«3» паллă.
Пĕтĕмлетÿ:
- Мана урокра ______________килĕшрĕ.
- Урокра__________________кǎсǎклǎ пулчĕ.
- Паян урокра эпĕ çĕнни ________пĕлтĕм.
- Эпĕ _________________ас туса юлтǎм.
- Урокра мана___________тĕлĕнтерчĕ.
- Ман шутпа, чи кирли____________пулчĕ.
- Эпĕ малашне______________усă курăп.
Ĕçе хакласси
а) Эпĕ пурне те ăнлантăм, вĕреннĕ темăна тепĕр çынна каласа пама пултаратăп-
«5»-паллă
ă) Эпĕ пурне те ăнлантăм, анчах та темăна тепĕр çынна каласа пама пултараймастăп-
«4»-паллă
б) вĕреннĕ темăна тепĕр хутчен пăхса тухмалла
«3»- паллă
Киле ӗç: 323-мӗш хǎнǎхтару, 38§ с.135.