kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Любимый город Чебоксары

Нажмите, чтобы узнать подробности

Это внеклассное мероприятие посвящено 550-летию города Чебоксары для учащихся 5 классов. 

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Любимый город Чебоксары»


1-мĕш ерт:- Ырӑ кун пултӑр!

2-мĕш ерт:-«Шупашкарӑм, шурӑ Шупашкар» уява пуçлатпӑр!

- Сарӑлса юхать-и Атӑл шывĕ,

Çĕнелсе ларать–и, Шупашкар

Çĕрĕм-шывӑм, Тӑванах çĕр-шывӑм

Сан çинчен чи ӑшӑ сӑмахсем.


1-мĕш ерт:Сӑвӑ «Чӑваш ен», 4-мĕш класра вĕренекен Российская Мария .каласа парать:


2-мĕш ерт: «Илемлĕ çĕршыв» сӑвӑ, вулаканĕ 4-мĕш класра вĕренекен Димитриева Даша.


1-мĕш ерт: Сӑвӑ «Ытарайми çĕршыв», вулаканĕ 4-мĕш класра вĕренекен Иванова Арина.


2-мĕш ерт: Сӑвӑ «Тӑван аннене суйламаççĕ», вулаканĕ– Медведева Аня.


1-мĕш ерт: Шупашкар çинчен пире 4-мĕш класра вĕренекен Данилова Даша каласа парать.


2-мĕш ерт: Шупашкар – Чӑваш Республикин тĕп хули. Пирĕн хула - чи илемли, чи мӑнаçли, чи таси. Тӑван хуламӑр çинчен пире Иванова Настя тата Фомина Алиса каласа параççĕ(сӑвӑ тата презентаци).

1-мĕш ерт: Шурӑ – шурӑ Шупашкарӑм, эс каймастӑн асӑмран. Юрӑ . 5-мĕш классем юрлаççĕ.

2-мĕш ерт: Юрӑ «Тӑван хула» 2-мĕш классем юрлаççĕ.

2-мĕш ерт: Шупашкар театрсемпе пуян. Чи сумли-чӑваш драма театрĕ. Ку театрта чӑваш спектаклесене курма пулать. Халӑх юратса çӳрет театра. Пирĕн умра – пĕчĕк артистсем. Юптару «Кам-ши кĕнĕ пахчана?» 5-мĕш классем выляса параççĕ.

2-мĕш ерт: Килчĕ ырӑ çуркунне

Килчĕ ячĕ ӑшӑтса

Хĕвел савать тĕнчене

Хĕл ыйхинчен вӑратса.

2-мĕш классем вӑйӑра.

1-мĕш ерт:6-мĕш классем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса параççĕ.

2-мĕш ерт:

Пилĕк ĕмĕр ытла

Шупашкар сас пани

Кӑмӑлтан чӑвашла

Юрлама пуçлани.

1-мĕш ерт:

Шупашкар, Шупашкар

Çут малашла хула

Пул татах та капмар

ӳс пĕрмай улӑпла!

2-мĕш ерт:Сывӑ пулӑр!


1-мĕш ерт: Тепре тĕл пуличчен!



1-мĕш ерт:- Ырӑ кун пултӑр!

2-мĕш ерт:-«Шупашкарӑм, шурӑ Шупашкар» уява пуçлатпӑр!


- Сарӑлса юхать-и Атӑл шывĕ,

Çĕнелсе ларать–и, Шупашкар

Çĕрĕм-шывӑм, Тӑванах çĕр-шывӑм

Сан çинчен чи ӑшӑ сӑмахсем.


1-мĕш ерт:Сӑвӑ «Чӑваш ен», 4-мĕш класра вĕренекен Российская Мария .каласа парать:


ПетĕрЯлкир . Чӑваш ен

Уй-хире савса лӑпкаççĕ

Атӑл, Сӑр,Çавал, Пӑла,

Шурӑмпуçпах ĕçе васкаççĕ

Чӑвашсем юрла-юрла.


Сад пахчи пек ешереççĕ

Вӑрманкас, Хырпуç, Турхан…

Çут пуласлӑха кĕресшĕн

Ял та хулапа пĕртан.


Кунран-кун капмарланаççĕ

Шупашкар, Çĕрпу, Канаш…

«Çĕршыва капӑрлатасчĕ

Ирĕн-каçӑн», - тет чӑваш.


2-мĕш ерт: «Илемлĕ çĕршыв» сӑвӑ, вулаканĕ 4-мĕш класра вĕренекен Фомина Алиса.


Василий Давыдов-Анатри. Илемлĕ çĕршыв


Сӑрт хыçĕнчен хĕвел тухать.

Шӑнкӑртатса çырма юхать.

Илемлĕ çĕршыв.


Ирех юрлаç сар кайӑксем.

Ĕçе васкаç пыл хурчĕсем.

Илемлĕ çĕршыв



Ăçта пӑхан- ик куç тулли

Сар тинĕс пек тырри-пулли.

Илемлĕ çĕршыв


1-мĕш ерт: Сӑвӑ «Ытарайми çĕршыв», вулаканĕ 4-мĕш класра вĕренекен Иванова Арина.


Валентина Тарават . Ытарайми çĕршыв


Ешерет тӑван çĕршывӑм:

Куç туллии уйсем – хирсем.

Вӑрмансем ав куç хĕсеççĕ:

«Манӑн ытама килсем».


Çĕрĕм-шывӑм çитĕнтернĕ

Сумлӑ, паттӑр ентешсем.

Чӑваш ен чапне çĕкленĕ

Космоса çити вĕсем.


2-мĕш ерт: Сӑвӑ «Тӑван аннене суйламаççĕ», вулаканĕ– Медведева Аня.


Раиса Сарпи .Тӑван аннене суйламаççĕ


Тӑван аннене суйламаççĕ

Суйлас пулсан та ӑна,

Эп илĕттĕмччĕ суйласа,

Тӑван аннеçĕм, сана!


Таван çĕршыва суйламаççĕ,

Суйлас пулсан та ӑна,

Эп илĕттĕмччĕ суйласа,

Тӑван çĕршывӑм, сана!

1-мĕш ерт: Шупашкар çинчен пире 4-мĕш класра вĕренекен Данилова Даша каласа парать.


Василий Алентей. Шупашкар


Сахал мар-çке Шупашкарӑн

Пысӑк заводсем.

Темĕн те пĕр ӑсатаççĕ

Инçете вĕсем.


Сӑрт çинче ларать мӑнаçлӑн

Çĕнĕ комбинат.

Вӑлтĕртет паха пир-авӑр,

Вӑл хӑех арлать.


Атӑл хĕррине тухсассӑн,

Умӑнта ак кур:

Чаплӑ сӑвӑç Ивановӑн

Палӑкĕ те пур.


2-мĕш ерт: Шупашкар – Чӑваш Республикин тĕп хули. Пирĕн хула - чи илемли, чи мӑнаçли, чи таси. Тӑван хуламӑр çинчен пире Иванова Настя тата Фомина Алиса каласа параççĕ(сӑвӑ тата презентаци).

1-мĕш ерт: Шурӑ – шурӑ Шупашкарӑм, эс каймастӑн асӑмран. Юр . 5-мĕш классем юрлаççĕ.

2-мĕш ерт: Юрӑ «Тӑван хула» 2-мĕш классем юрлаççĕ.


1-мĕш ерт: Шупашкар театрсемпе пуян. Чи сумли-чӑваш драма театрĕ. Ку театрта чӑваш спектаклесене курма пулать. Халӑх юратса çӳрет театра. Пирĕн умра – пĕчĕк артистсем. Юптару «Кам-ши кĕнĕпахчана?» 5-мĕш классем выляса параççĕ.

2-мĕш ерт: Килчĕ ыра çуркунне

Килчĕ ячĕ ӑшӑтса

Хĕвел савать тĕнчене

Хĕл ыйхинчен вӑратса.

2-мĕш классем вӑйӑра.

1-мĕш ерт:6-мĕш классем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса параççĕ.


2-мĕш ерт:

Пилĕк ĕмĕр ытла

Шупашкар сас пани

Кӑмӑлтан чӑвашла

Юрлама пуçлани.

1-мĕш ерт:

Шупашкар, Шупашкар

Çут малашла хула

Пул татах та капмар

ӳс пĕрмай улӑпла!


2-мĕш ерт:Сывӑ пулӑр!

1-мĕш ерт: Тепре тĕл пуличчен!





Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Мероприятия

Целевая аудитория: 5 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
Любимый город Чебоксары

Автор: Смирнова Галина Сергеевна

Дата: 24.01.2020

Номер свидетельства: 537276

Похожие файлы

object(ArrayObject)#852 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(107) "Внеклассное мероприятие на тему: "Любимый город Чебоксары""
    ["seo_title"] => string(58) "vneklassnoe_meropriiatie_na_temu_liubimyi_gorod_cheboksary"
    ["file_id"] => string(6) "537282"
    ["category_seo"] => string(7) "prochee"
    ["subcategory_seo"] => string(12) "meropriyatia"
    ["date"] => string(10) "1579896499"
  }
}
object(ArrayObject)#874 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(27) ""Любимый город""
    ["seo_title"] => string(14) "liubimyi_gorod"
    ["file_id"] => string(6) "555890"
    ["category_seo"] => string(21) "doshkolnoeObrazovanie"
    ["subcategory_seo"] => string(12) "meropriyatia"
    ["date"] => string(10) "1597658985"
  }
}
object(ArrayObject)#852 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(119) "Конспект урока-викторины по чувашскому языку "Любимые Чебоксары""
    ["seo_title"] => string(70) "konspiekt_uroka_viktoriny_po_chuvashskomu_iazyku_liubimyie_chieboksary"
    ["file_id"] => string(6) "433122"
    ["category_seo"] => string(10) "vneurochka"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1508335094"
  }
}
object(ArrayObject)#874 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(58) ""Памятники литературным героям""
    ["seo_title"] => string(34) "pamiatniki_litieraturnym_ghieroiam"
    ["file_id"] => string(6) "412407"
    ["category_seo"] => string(16) "obschestvoznanie"
    ["subcategory_seo"] => string(7) "prochee"
    ["date"] => string(10) "1493512523"
  }
}


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства