Просмотр содержимого документа
«Конспект урока-викторины по чувашскому языку "Любимые Чебоксары"»
Трифонова Валентина Анатольевна, учитель чувашского языка и литературы
МБОУ «СОШ №54» города Чебоксары Чувашской Республики
САВНĂ ШУПАШКАРĂМ
(Любимые Чебоксары)
(5-6 классенче ирттермелли урок-викторина)
Сапăрлăх тĕллевĕ: Шупашкар хулин ĕлĕкхи тата хальхи кун-çулне аса илсе çирĕплетсе хăварасси, тăван хула çинчен ытларах пĕлме хавхалантарасси, тĕп хуламăра юратма, ăна хисеплеме кирлине ăнлантарасси, унăн илемне курма вĕрентесси.
Кирлĕ хатĕрсем: Шупашкара сăнлакан ÿкерчĕксем, магнитофон, хула гербĕ.
Ертсе пыракан: Ырă кун пултăр, ăслă ачамсем! Паянхи калаçăва эпир хамăр хуламăра халаллатпăр. Сăмах Шупашкар çинчен пырать. Сирĕнтен кашниех çапла калама пултарать пулĕ: «Тăван хула – маншăн паха».
«Шупашкар» ят историне темиçе тĕрлĕ ăнлантараççĕ. Акă пĕр тĕслĕх: «шупаш» - «чăваш» сăмахăн варианчĕ, «кар» тени çирĕплетнĕ вырăна пĕлтерет, крепость пек япала пулать. Çапла вара «Шупашкар» чăвашсем пурăнакан хÿтĕ вырăна пĕлтерет.
Паян икĕ ушкăн ăмăртаççĕ. 1-мĕш ушкăн – «Çилçунат», 2-мĕш ушкăн – «Ăмăрткайăк».
Кам ытларах тĕрĕс хурав парать – çав çĕнтерет.
Ыйтусем:
Шупашкар хули çинчен пĕрремĕш хут хăçан асăннă?
- 1469 çул.
2) Вăл ăçта вырнаçнă?
- Атăл хĕрринче.
3) Хула гербĕ çине мĕн ÿкернĕ?
- Юман çулçи, 5 кăвакал, чăваш эрешĕ.
4) Шупашкарта миçе кĕпер?
- 5 кĕпер.
5) Хула урамĕсенче ытларах мĕнле йывăç ÿсет?
- Çăка.
6) Хула миçе района пайланать?
- 3 (Мускав, Калинин, Ленин)
7) Граждан вăрçин геройĕ, пирĕн ентеш, кам вăл?
- В.И. Чапаев.
8) «Чебоксары и чебоксарцы» кĕнекен авторĕ кам?
- А.И. Терентьев.
9) Шупашкар 500 çул тултарнине мĕнле палăртнă?
- Парк уçнă.
10) Хулара мĕне Чиркÿ çулĕ (Тасалăх çулĕ) теççĕ?
- 1995 çулта Шупашкарти Введени соборĕ патне залив урлă тÿрĕ çул хывма пуçланă. Дамба çийĕн тунă çула Чиркÿ çулĕ (Тасалăх çулĕ) теççĕ.
11) Хула символикин авторĕ кам?
- Э. Юрьев.
12) Наци библиотеки умĕнчи палăка кама хисеплесе лартнă?
- И.Я. Яковлева.
13) Чăвашран тухнă паллă балерина - …
- Н. Павлова.
14) А.Г. Николаев 1-мĕш хут космоса хăçан вĕçнĕ?
- 1962-мĕш çулхи августăн 11-мĕшĕнче.
15) Мĕнле палăк çинче çакăн пек сăмахсем çырнă? «Благословенны, дети мои, живущие в мире и любви. - Килĕшÿпе юратура пурăнакан, ачамсем, пехиллĕ».
- «Управçă - анне» палăк.
16) Хулана сăнлакан çирĕпленнĕ сăмах майлашăвне палăрт.
а) ырă Шупашкар
ă) шурă Шупашкар
б) ылтăн Шупашкар
в) кĕмĕл Шупашкар
17) Тăван хула çинчен калав çырăр.
Усă курмалли сăмахсем: савнă, таса, шурă, илемлĕ, капăр, ытарайми, илĕртÿллĕ, вырнаçнă, ÿсет, чечекленет, хăпарать, пысăк.
Жюри членĕсем викторинăна пĕтĕмлетнĕ вăхăтра куракансен конкурсĕ пулать.
Ертсе пыракан: 1) Хулари паллă вырăнсене калăр. Кашни хурав – 1 балл.
Чăваш поэчĕсемпе писателĕсен ятне панă мĕнле урамсене пĕлетĕр? Кашни хурав –
1 балл.
Хула кивĕ пайĕнчи урам мĕн ятлă?
Жюри пĕтĕмлетет, çĕнтерÿçĕсене палăртать, грамота парса чыслать.
Ертсе пыракан: Сирĕн кашнинех пурнăçра ĕмĕт пур. Ăна пурнăçлама шкулта тăрăшса вĕренмелле, нумай пĕлмелле, ÿркенмелле мар. Вара мĕн шутлани пурнăçланатех.
Эсир çитĕнсен тĕрлĕ хуласенче пулса курăр, анчах та сире çуралнă вырăнах чун туртĕ. Тăван хула атте-анне пекех – чĕрере ăшă туйăм вăратать, çынна çунат парать. Пирĕнпе вăл тата илемлĕрех, пуянрах, хăватлăрах пулĕ!