kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Яков Гаврилович Ухсай

Нажмите, чтобы узнать подробности

Презентация "Яков Гаврилович Ухсай" для 4 классов по чувашскому языку

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?

Как тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков?
Как быстро и объективно проверять знания учащихся?
Как сделать изучение нового материала максимально понятным?
Как избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков?
Как наладить дисциплину на своих уроках?
Как получить возможность работать творчески?

Просмотр содержимого документа
«Яков Гаврилович Ухсай»

Урок теми: Я.Г.Ухсай пурнăçěпе пултарулăхě Эпиграф: Тÿрě тытрăм эп хама, Утрăм халăх çулěпе .    Я. Ухсай .     План 1. Я.Ухсай ачалăхěпе вěренěвě. 2. Вăрçăчченхи ěсě-хěлě. 3. Тăван çěр-шыв Аслă вăрçинче. 4. Вăрçă хыççăн. 5. 6 . Хисеплě ятсем, наградăсем.

Урок теми:

Я.Г.Ухсай пурнăçěпе пултарулăхě

Эпиграф:

Тÿрě тытрăм эп хама,

Утрăм халăх çулěпе .

Я. Ухсай .

План

1. Я.Ухсай ачалăхěпе вěренěвě.

2. Вăрçăчченхи ěсě-хěлě.

3. Тăван çěр-шыв Аслă вăрçинче.

4. Вăрçă хыççăн.

5. 6 . Хисеплě ятсем, наградăсем.

Поэт ачалăхěпе вěренěвě.

Яков Гаврилович Ухсай 1911 çулхи чÿк уйăхěн 26-мěшěнче Пушкăрт Республикинчи Пелепей районне кěрекен Слакпуç ялěнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Пулас поэтăн ачалăхě йÿçě тěтěмлě хура пÿртре иртнě. Пурнăç темěнле йывăр пулсан та ашшě ачана вěрентмех тăрăшнă.Акă мěнле çырса хăварнă вăл кун пирки хăйěн аса илěвěсенче: «Каçсерен, кăвайт умěнче ларнă чух, ăсра чи çутă çăлтăра курса çичě хут кěл тăваттăм. Халăхра çапла йăла пурччě. Кěл тумалли сăмахсене эпě тахçанах шутласа кăларнăччě. Мана телей ярса пыма , хутла вěренме, ялта писарь пулса ěçлеме, хамăр ялта пурăнакансем валли хутсем çырса пулăшакан пулма ыйтаттăм».

1891 çулччен Слакпуçěнче шкул пулман. Ялти 1200 çынран пěр çын çеç хутла пěлнě.

Каярахпа çак шкулта К. Иванов та, Я. Ухсай та вулама-çырма вěреннě. Хăйне çывăх тăван тивекен К. Иванов пек пулма ěмěтленсе çамрăк ача сăвăсем çырма тытăннă.

Эс мана вăрат анне,

Илěм-тилěм ирхине.

Манăн выльăх пăхмалла,

Ман шкула та каймалла.

Эпě выльăх пăхмасан

Пирěн пулмě сěт те çу.

Эпě шкула каймасан

Пулмě ăслă калаçу

Слакпуç. Я. Ухсай килě. Н. Эльми ÿкерчěкě

Чăнах та, питě тăрăшуллă вěренекен пулнă

вăл шкулта. Вырăс чěлхипе

математикăна пултаруллă вěренсе пынă,

юлташěсене те пулăшнă.

.  Унтан вăл Пишпÿлекри хресчен çамрăкěсен шкулěнче пěлÿ пухать, литература кружокне çÿрет, сăвăсем хайлать  1928-1930 çулсенче Ěпхÿри халăх институчěн хатěрленÿ уйрăмěнче вěренет.Çак вăхăтра унăн пěрремěш сăвви «Юратрăм эп, хирсем, сире» «Сунтал» журналта пичетленет. 1930 – 1933 çулсенче Мускаври М. В. Ломоносов ячěллě университетăн литература факультетěнче вěренет. Çакăнта вăл тутарсен чаплă поэчěпе Муса Джалильпе паллашса туслашать. Çак çулсенче Мускаври «Коммунар» хаçатра та ěçлет.    1925 çулта çырнă «Эпир - илемлě çуркунне» сăвă вěçě .

.

Унтан вăл Пишпÿлекри хресчен

çамрăкěсен шкулěнче пěлÿ пухать,

литература кружокне çÿрет,

сăвăсем хайлать

1928-1930 çулсенче Ěпхÿри халăх

институчěн хатěрленÿ уйрăмěнче

вěренет.Çак вăхăтра унăн пěрремěш

сăвви «Юратрăм эп, хирсем, сире»

«Сунтал» журналта пичетленет.

1930 – 1933 çулсенче Мускаври

М. В. Ломоносов ячěллě

университетăн литература

факультетěнче вěренет. Çакăнта вăл

тутарсен чаплă поэчěпе

Муса Джалильпе паллашса

туслашать. Çак çулсенче Мускаври

«Коммунар» хаçатра та ěçлет.

1925 çулта çырнă «Эпир - илемлě çуркунне» сăвă вěçě .

Вăрçăчченхи ěçě-хěлě. 1933-1934 çулсенче Я. Ухсай Пушкăртри машинăпа трактор  станицийěсен политпайěсем кăларса тăракан хаçатсенче ěçлет, очерксем, фельетонсем, тěрлě сăнавсем ăсталать. 1935-1937 çулсенче Ульяновскри тата Патăрьелěнчи педагогика училищисенче чăваш чěлхипе литературине вěрентнě. 1938 çулта репрессирен хăтăлса Александр Твардовский патěнче пурăнать. 1939 çултан пуçласа Шупашкара килсе яланлăхах кунта тěпленсе ěçлеме тытăнать. 1940-1941 çулсенче унăн «Вут чěлхе», «Ял хыпарěсем» сăвă кěнекисем, «Тутимěр», «Хура элчел» трагедисем т. ыт. пичетленеççě.

Вăрçăчченхи ěçě-хěлě.

  • 1933-1934 çулсенче Я. Ухсай Пушкăртри машинăпа трактор

станицийěсен политпайěсем кăларса тăракан хаçатсенче ěçлет,

очерксем, фельетонсем, тěрлě сăнавсем ăсталать.

  • 1935-1937 çулсенче Ульяновскри тата

Патăрьелěнчи педагогика училищисенче

чăваш чěлхипе литературине вěрентнě.

  • 1938 çулта репрессирен хăтăлса

Александр Твардовский патěнче

пурăнать.

  • 1939 çултан пуçласа Шупашкара килсе

яланлăхах кунта тěпленсе ěçлеме

тытăнать. 1940-1941 çулсенче унăн «Вут

чěлхе», «Ял хыпарěсем» сăвă кěнекисем,

«Тутимěр», «Хура элчел» трагедисем т. ыт.

пичетленеççě.

Тăван çěр-шывăн Аслă вăрçинче.

Тăван çěр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан поэт хăй ирěкěпе халăх ополченине çырăнать, 1942 çулхи çу уйăхěнче вěренÿ батальонěн курсанчě пулса тăрать.

«Çар гимнастěркине эпě 1942 çулхи çу уйăхěнче тăхăнтăм, ăна 1946 çулхи кěркунне çеç хыврăм», - тесе каласа кăтартнă вăл тусěсене каярахпа.

Вăрçăра вăл политработник, çар журналисчě пулнă. Вăрçă çулěсемпе Атăлтан пуçласа Влтава шывě патне утса тухнă. Фронт пурнăçě çинчен çырнă май поэт сăвăсемпе поэмăсем те хайланă.

Поэт 1942 çулта хайланă «Пěр дивизири чăваш салтакěсемпе офицерěсем тăван халăхě патне çырнă çыру». Ăна раштавăн 24-мěшěнче, наступление каяс умěн, Дон хěрринче тăнă чăваш боецěсемпе командирěсен митингěнче йышăннă.

Ăмăрткайăк, тăван халăх,

Вăрçăри ачусенчен

Йышăн эсě чун хаваллă

Çырăва Дон хěрринчен.

Эх, Тăван çěр-шыв, аннемěр,

Шан пире, ěнен пире:

Аслă Атăлăн илемě

Сывă пулě ěмěрех!

Халăхăмăр, савнă халăх,

Çěртмěпěр чăваш ятне,

Ěмěр-ěмěр асăнмалăх

Çěклěпěр ун мухтавне.

Çак поэма – хăйне евěр произведени, чăваш салтакěсемпе командирěсен тупи… Мěнле тарăн шухăшлă, чěререн тухакан сăмахсем. Вěсем фронтри салтаксемпе тылри халăха хăват кěртме, тăшмана çěнтерме, çěр-шыва юратма хавхалантарнă.

Вăрçă вăхăтěнче çырнă сăвăсемпе поэмăсем унăн «Атă кунчинчи тетрадь», «Хурçă та çуннă чух» ярăмсене пěрлешсе совет çыннисен вăрçăри паттăрлăхěпе хăюлăхне, вěсем Тăван çěр-шыва чун-чěререн юратнине кăтартса паракан хайлавсем пулса юлчěç .

Вăрçă хыççăн.

Вăрçă хыççăн Я.Ухсай каллех мирлě ěçе таврăннă. Чăваш кěнеке издательствинче редактор, «Тăван Атăл» альманах редакторě пулнă. 1948 çултанпа вара творчество ěçěпе çеç пурăнма тытăннă.

Çулсерен вăйланса пынă унăн пултарулăхě. Вăл халăх валли кěнеке хыççăн кěнеке çырса хăварнă. «Кěлпук мучи», «Ту урлă çул», «Халăхăн ылтăн кěнеки», «Çěр», «Тутимěр», «Ача чухнехи

çăлтăрăм», «Шуйттан чури» т. ыт. произведенисем тивěçлипех тăван халăх литературин ылтăн фондне кěчěç. Унăн произведенийěсене вырăсла, тутарла, пушкăртла, украинла куçарнă. Хăй те вăл 4 чěлхе пěлнě: чăвашла, вырăсла, тутарла, пушкăртла.Сăвă

çырнипе çеç лăпланмасть поэтăмăр, халăх

йăлине, ун чěлхине, çут çанталăка сăнасах тăрать.

Шухăшласа, курса, тěлěнсе пурăнать. Час-часах

Н.И.Ашмарина, тěнче классикине вулать, çěр-

шыв тăрăх çÿресе пулас кěнекесем валли

персонажсем шырать, куллен тăрăшса ěçлет, халăха кирлě

хайлавсем çырать. Ахальтен мар ěнтě Я. Ухсай сăввисем тăрăх композиторсем юрăсем хыврěç, театрсем трагедийěсемпе поэмисем тăрăх спектакльсем лартрěç. Калас пулать, чи паха поэмисемпе романсене Ухсай Яккăвě Куславкка районěнчи Карач ялěнче çырнă.

«Шуйттан чури» спектакльти пěр сцена

Карачра.

Арăмĕпе.

Я. Ухсай хайлавěсем  «Шурă хурăнпа калаçни» поэма (1960 -1964 çç.).  Тымар çеç юлтăр! Чěрě йывăçİ Ўссе ларать тымарсенчен. Ўстереймест Тăван çěр-шывăм Ачисене шăммисенчен.  ***  Вěри металл, усал, кăвар та Тÿссе пуç хунă туссене Аса илме юри хăпартăм Ем-ешěл çÿллě ту çине.  *** Тăван тавралăха тиркеп-и?- Сăлтавăм çук ман хурлама. Кунта кăна халь хатěр эпě Тепре çап-çамрăк çуралма… Çынсем сана хěрхеннě хурăн, Касман, хăварнă çěр çинче. Эппин, шавла та шěкěр пурăн, Çěртен вăй ил, çуллен ěрче!  *** Ачаш çил вăрлăхна вěçтерě, Вăл акě нÿрлě çěр çине. Пуян çěр ашкăртса ÿстерě Шăтса тухан ачусене.  *** Юман кěреш пек хулăн хуллă, Кăвар чěреллě туссенчен Сап-сарă шăмăсем çеç юлнă Чаппа мухтав çăвисенче.  Жанр тěсěпе форми енчен «Шурă хурăнпа калаçни» - лирикăлла поэма. Кунта тěп вырăнта лирика геройěн шухăш-ěмěчě. Ăна калаçу евěр çырнă.  Чěрě палăк пек ларакан хурăн умěнче поэт хăй тăван çěр-шывěпе нихçан уйрăлми çыхăннине туять. Пире те вăрçă паттăрěсене асра тытма вěрентет.

Я. Ухсай хайлавěсем «Шурă хурăнпа калаçни» поэма (1960 -1964 çç.).

Тымар çеç юлтăр! Чěрě йывăçİ

Ўссе ларать тымарсенчен.

Ўстереймест Тăван çěр-шывăм

Ачисене шăммисенчен.

***

Вěри металл, усал, кăвар та

Тÿссе пуç хунă туссене

Аса илме юри хăпартăм

Ем-ешěл çÿллě ту çине.

***

Тăван тавралăха тиркеп-и?-

Сăлтавăм çук ман хурлама.

Кунта кăна халь хатěр эпě

Тепре çап-çамрăк çуралма…

Çынсем сана хěрхеннě хурăн,

Касман, хăварнă çěр çинче.

Эппин, шавла та шěкěр пурăн,

Çěртен вăй ил, çуллен ěрче!

***

Ачаш çил вăрлăхна вěçтерě,

Вăл акě нÿрлě çěр çине.

Пуян çěр ашкăртса ÿстерě

Шăтса тухан ачусене.

***

Юман кěреш пек хулăн хуллă,

Кăвар чěреллě туссенчен

Сап-сарă шăмăсем çеç юлнă

Чаппа мухтав çăвисенче.

Жанр тěсěпе форми енчен «Шурă хурăнпа калаçни» - лирикăлла поэма. Кунта тěп вырăнта лирика геройěн шухăш-ěмěчě. Ăна калаçу евěр çырнă.

Чěрě палăк пек ларакан хурăн умěнче поэт хăй тăван çěр-шывěпе нихçан уйрăлми çыхăннине туять. Пире те вăрçă паттăрěсене асра тытма вěрентет.

«Юратрăм эп, хирсем, сире» сăвă (1929 Ç.)

Юратрăм эп, хирсем, сире,

Сана та сěм-хура вăрман!

Нихçан та шухă чěрере

Ку юрату çухалмě ман.

Ача чухне эп çаруран

Чупаттăм аркăр çийěнче,

Курка çěлеттěм хупахран,

Ěçеттěм шыв çăлкуçěнчен.

Вăрманăм пачě хăй хупне

Хăй сăпкинче мана сикме,

Хирти ыраш хăй сěткенне

Тултарчě манăн пěвěме.

Нихçан та эп хăватăра

Манмастăп, хамăн юррăмра

Ура тапса, пуçа ухса

Сире мухтатăп эп, Ухсай.

Сăвăра тăван тавралăх кěвви янăрать. «Юратрăм эп, хирсем, сире Сана та, сěм вăрман», тет сăвăç пур кăмăлтан. Улăх-хирпе вăл юлташлăн калаçать. Çав вăхăтрах тупа тăвать: «Нихçан та шухă чěрере Ку юрату çухалмě ман», «Нихçан та эп хăватăра Манмастăп…». «Нихçан та» тени пěрремěш тата юлашки (4) строфасенче, йěрке пуçламăшěнче тěл пулать. Çапла вара шухăшăн чун уççилěхě ÿсет – поэт тăван енепě таса чěрěпе калаçать «Вăрманăм пачě хăй хупне», «Хирти ыраш хăй сěткенне Тултарчě манăн пěвěме»,- тет тата поэт. Мěнле илемлěх мелěсем-ши ку йěркесем?

Малалла яш ача сăпка тесе мěне хаклать-ши?

Çапла, сăвва малалла тишкернě майăн сăвăçа тěреклě ÿсме мěн-мěн кирли курăнать?

Çавăнпа сăвва çапла вěçлет те поэт: Ура

тапса, пуçа ухса Сире мухтатăп эп, Ухсай.

Хисеплě ятсем, наградăсем.  Яков Ухсая литературăна аталантарас енěпе хастар ěçленěшěн патшалăхăн чи пысăк нагрдисемпе палăртнă: Ленин, Октябрь Революцийě, Ěçлěх Хěрлě Ялав, «Хисеп Палли» орденěсем, нумай медаль парса чысланă. Чăваш Республикин Ěç Мухтавěпе Паттăрлăх Кěнекине кěртнě. Вăл М.Горький ячěллě Раççей Патшалăх премийěн, çавăн пекех Чăваш Республикин К.В.Иванов ячěллě патшалăх премийěн лауреачěн, Чăваш халăх поэчěн ячěсене илме тивěç пулнă.  Шел пулин те, йывăр чир юратнă поэтăмăра пирěнтен вăхăтсăр уйăрса кайрě. Я.Г.Ухсай 1986 çулхи утă уйăхěн 7-мěшěнче Шупашкарта вилнě.

Хисеплě ятсем, наградăсем.

Яков Ухсая литературăна аталантарас енěпе хастар ěçленěшěн патшалăхăн чи пысăк нагрдисемпе палăртнă: Ленин, Октябрь Революцийě, Ěçлěх Хěрлě Ялав, «Хисеп Палли» орденěсем, нумай медаль парса чысланă. Чăваш Республикин Ěç Мухтавěпе Паттăрлăх Кěнекине кěртнě. Вăл М.Горький ячěллě Раççей Патшалăх премийěн, çавăн пекех Чăваш Республикин К.В.Иванов ячěллě патшалăх премийěн лауреачěн, Чăваш халăх поэчěн ячěсене илме тивěç пулнă.

Шел пулин те, йывăр чир юратнă поэтăмăра пирěнтен вăхăтсăр уйăрса кайрě. Я.Г.Ухсай 1986 çулхи утă уйăхěн 7-мěшěнче Шупашкарта вилнě.

Хăй хушнипе ăна çуралса ÿснě тăрăхěнче Кěслету çине пытарнă .

Хăй хушнипе ăна çуралса ÿснě тăрăхěнче Кěслету çине пытарнă .

Я.Ухсай пур хал ǎ ха та п ě р пек сума с ǎ вакан, т ǎ ван çě ре, ун ǎ н ç ыннисене, й ǎ ли-й ě ркине, с ǎ махл ǎ хне хисеплекен, упракан ч ǎ н-ч ǎ н ç ын. В ǎ лах юратакан ашш ě те, м ǎ ш ǎ р та, юлташ та. ç аксене эпир ун ç инчен каласа паракан к ě некесемпе журналсенчен, ха ç атсемпе статьясенчен п ě лт ě м ě р.  Пушкина, Шекспира, Ухсая п ě т ě млетме пулать-и вара? Ас ǎ нн ǎ поэтсем çě р ç ине ě м ě рл ě хех килн ě . В ě сене кашни ǎ ру х ǎ йне май вулать. ç ав с ǎ вапл ǎ ятсем ě м ě рне те хал ǎ х ас ě нчен тухм ěç .  Игнатьев Вячеслав Я.Ухсай яч ě пе ç ырн ǎ  с ǎ вва итлесси. Киле ěç . «Юратр ǎ м эп, хирсем, сире» с ǎ вва п ǎ хмас ǎ р калама в ě ренмелле.
  • Я.Ухсай пур хал ǎ ха та п ě р пек сума с ǎ вакан, т ǎ ван çě ре, ун ǎ н ç ыннисене, й ǎ ли-й ě ркине, с ǎ махл ǎ хне хисеплекен, упракан ч ǎ н-ч ǎ н ç ын. В ǎ лах юратакан ашш ě те, м ǎ ш ǎ р та, юлташ та. ç аксене эпир ун ç инчен каласа паракан к ě некесемпе журналсенчен, ха ç атсемпе статьясенчен п ě лт ě м ě р.

Пушкина, Шекспира, Ухсая п ě т ě млетме пулать-и вара? Ас ǎ нн ǎ поэтсем çě р ç ине ě м ě рл ě хех килн ě . В ě сене кашни ǎ ру х ǎ йне май вулать. ç ав с ǎ вапл ǎ ятсем ě м ě рне те хал ǎ х ас ě нчен тухм ěç .

  • Игнатьев Вячеслав Я.Ухсай яч ě пе ç ырн ǎ с ǎ вва итлесси.
  • Киле ěç . «Юратр ǎ м эп, хирсем, сире» с ǎ вва п ǎ хмас ǎ р калама в ě ренмелле.


Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Начальные классы

Категория: Презентации

Целевая аудитория: 4 класс

Скачать
Яков Гаврилович Ухсай

Автор: Викторова Ольга Александровна

Дата: 12.11.2026

Номер свидетельства: 692780


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей


ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства