kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Уяв сценарийě. Чӑваш чӗлхи кунӗ.

Нажмите, чтобы узнать подробности

Уяв тӗллевӗсем: ачасене И.Я.Яковлев ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарасси; тӑван халӑх культурине хаклама, упрама вӗрентесси.

Ӑс-тӑн задачисем:

- И.Я. Яковлевăн хăвачĕпе, ĕçĕ- хĕлĕпе, тивĕçлĕ таланчĕпе паллашасси, ăна ăша хывасси;

- Вӑйӑсемпе сӑвӑ-юрӑ урлӑ чăваш чӗлхине юратма вӗрентесси.

Аталану задачисем:

-Чӑваш халӑхӗн культурипе малалла паллаштарасси;

- Ҫынсем умĕнче калаçас, сăвă вулас пултарулăха, тавçăрулăха аталантарасси;

- Чӗлхе илемӗпе пуянлӑхне туйма, пӗлӳллӗхе ӳстерме пулӑшасси.

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Уяв сценарийě. Чӑваш чӗлхи кунӗ.»

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин хушма професси вĕренĕвĕн

«Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ»

Чăваш Республикин бюджет учрежденийĕ







Педагогика ĕçченĕсен професси аталанăвĕ кафедри






КУРС ӖҪӖ

«Уяв сценарийě» темăпа çырнă методика кăтартăвě






«Шкулчченхи

вĕренÿ организацийĕсенчи

ĕç-хĕле тăван (чăваш) чĕлхипе

йĕркелесси» программăпа (çу

уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа

çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕччен)

вĕренÿ организацийĕсенчи

педагогсен ăсталăхне ÿстерекен

курсăн вĕренекенĕ

Егорова Оксана Алексеевна пурнăçланă

Ертӳçи: педагогика ĕçченĕсен професси аталанăвĕ кафедрин доценчĕ Доброва Н.В.



Шупашкар, 2019


Чӑваш чӗлхи кунӗ.

Уяв тӗллевӗсем: ачасене И.Я.Яковлев ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарасси; тӑван халӑх культурине хаклама, упрама вӗрентесси.

Ӑс-тӑн задачисем:

- И.Я. Яковлевăн хăвачĕпе, ĕçĕ- хĕлĕпе, тивĕçлĕ таланчĕпе паллашасси, ăна ăша хывасси;

- Вӑйӑсемпе сӑвӑ-юрӑ урлӑ чăваш чӗлхине юратма вӗрентесси.

Аталану задачисем:

-Чӑваш халӑхӗн культурипе малалла паллаштарасси;

- Ҫынсем умĕнче калаçас, сăвă вулас пултарулăха, тавçăрулăха аталантарасси;

- Чӗлхе илемӗпе пуянлӑхне туйма, пӗлӳллӗхе ӳстерме пулӑшасси.

Воспитани задачисем:

- Аслисене хисеплеме хӑнӑхтарасси;

- Юрă – кĕвĕре илеме курма, туйма хăнăхтарасси;

- Пĕр – пĕрин калаçăвне тимлĕн итлеме хăнăхтарасси.

Малтан туса ирттернӗ ӗҫсем: Тӑван ҫӗр-шыв ҫинчен, унӑн пултаруллӑ ҫыннисем ҫинчен ирттернӗ калаҫусем.

Ушкӑн пӳлӗмне чӑваш тӗрри-эрӗшӗпе илемлетни. Чи курӑмлӑ вырӑнта Иван Яковлевич Яковлевӑн сӑн ӳкерчӗкӗ. Ачасем валли тӗрленӗ кӗпесем хатӗрлени.Чӑваш чӗлхин пуянлӑхне уҫса паракан кӗнекесен выставкине хатӗрлени.

Ачасемпе уйрӑм ӗҫлени: сӑвӑсене янӑравлӑ калама, ташӑ хусканӑвӗсене тума вӗрентни.

Уява хутшӑнакансем: хутӑш аслӑ ушкӑнри ачасем.

Уяв юхӑмӗ: Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ачасем зала хавас кӗвӗпе кӗрсе вырнаҫса лараҫҫӗ.

Ертсе пыракан: Кам-ха, кам çак халăха пĕлмест:

Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет,

Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет,

Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет.

(П.Хусанкай.)

Ырӑ кун пултӑр, ачасем, хисеплӗ ашшӗ-амӑшӗсем курма килнӗ хӑнасем!

Паян пысăк уяв - чăваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать. Нихăш халăх та тăван халăх чĕлхисĕр пур енлĕн аталанаймасть.

Кашни ҫул ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхин кунне уявлатпӑр. Ҫак чаплӑ уява И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче палӑртма пуҫланӑранпа кӑҫал 27 ҫул ҫитрӗ, ӑна эпир 1992 ҫултанпа паллӑ тӑватпӑр. Паян эпир те, «Йӑл кулӑ» ача сачӗн воспитателӗсемпе садике ҫӳрекен ачасем, Иван Яковлевича сума суса, ӑна асӑнса Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Иван Яковлевич Яковлев ятне Чӑваш Енпе Раҫҫейре кӑна мар, ют ҫӗр-шывсенче те асра тытаҫҫӗ.

Пирӗн республикӑн тӗп хулинче И.Я.Яковлев палӑкӗ пур. Ун ячӗпе музей та уҫнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ И.Я.Яковлев ячӗпе хисепленет. Шупашкарти аслӑ урама ун ятне панӑ. Иван Яковлевич ҫинчен кӗнекесем ҫырнӑ, фильмсем ӳкернӗ.

И.Я.Яковлев чӑваш халӑхне питӗ юратнӑ, тӑван халӑхшӑн калама ҫук нумай ӗҫ туса хӑварнӑ. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисем – ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелени, чӑваш букварьне кӑларни, шкулсем уҫса вӗсенче чӑваш ачисене вӗрентни, чӑваш учителӗсем хатӗрлени. Ахальтен мар ӗнтӗ вӑл хӑйӗн «Чӑваш халӑхне панӑ халалӗнче»: «Манӑн чунӑм пӗрмаях сирӗншӗн ҫунатчӗ, халь те ак манӑн мӗн пур шухӑшӑм сирӗн ҫийӗре куҫрӗ», - тесе ҫырса хӑварнӑ.

Чӑнах та, тӑван килтен, тӑван ҫӗртен хакли нимӗн те ҫук. Кирек ӑҫта кайсан та тӑван кӗтес асран тухмасть.

1-мӗш ача.Ҫӗр-шывӑм, Чӑваш Ен,

Халӑхсен пӗр ҫемйинче,

Пур тӗнчемӗр умӗнче.

Ҫамрӑклан та чечеклен!(Ю.Сементер)

2-мӗш ача.Чӑваш Ен вӑл – тӑван ен!

Чуна ӑшӑ хамӑр ен.

Чун ӑшшисӗр пурӑнма

Чӑннипех те ҫӑмӑл мар.(Ыдарай)

3-мӗш ача.Тӑван ҫӗр-шыв ҫинчен

Ялан юрлать чӗре.

Ҫурхи кунсем ҫинчен

Ҫӗр-шыв мӗнле хитре!

4-мӗш ача.Тӑван ҫӗр-шыв, Тӑван ҫӗр-шыв –

Тӗнчере пӗрре,

Тӑван ҫӗр-шыв, Тӑван ҫӗр-шыв –

Ӗмӗр – ӗмӗре!

Ачасем «Илемлӗ, илемлӗ» юрӑ юрласа ҫаврӑнаҫҫӗ.

Ертсе пыракан. Чӑваш чӗлхи Чӑваш Республикинче, вырӑс чӗлхи пекех, патшалӑх чӗлхи шутланать. Кунсӑр пуҫне пирӗн тӑван чӗлхемӗр Тутар, Пушкӑрт республикисенче, Самар, Оренбург, Чӗмпӗр облаҫӗсенче те анлӑ сарӑлнӑ. Чӑваш чӗлхи малашне те кашни кун янӑратӑр – килте те, урамра та, хулара та, ялта та, пирӗн ача садӗнче те, шкулта та.

5-мӗш ача.Пирӗн «Йӑл кулӑ» ачисем –

Ташӑ-сӑвӑ ӑстисем.

Акӑ курӑр-ха: вӗсем

Янратаҫҫӗ юрӑсем.

6-мӗш ача.Эп – чӑваш ачи! Саватӑп

Чӗвӗл-чӗвӗл чӗлхене.

Юратап сӑвва-юрра та,

Купӑса та кӗслене.(П.Хусанкай)

7-мӗш ача.

Эп – чӑваш ачи! Саватӑп

Хамӑрӑн чӑваш ҫӗрне.

Вӑл кипке те ман, сӑпка та –

Ӑна манмӑп ӗмӗрне.(П.Хусанкай)

8-мӗш ача.

Чӑвашла паян юрлатпӑр,

Чӑвашла сӑвӑ калатпӑр.

Чӑваш тумӗ тӑхӑнса

Чӑвашла та ак ташлатпӑр.

Ачасем чӑваш ташши ташлаҫҫӗ.

Ертсе пыракан. Шупашкар хулинчи И.Я.Яковлев палӑкне 1970 ҫулта патшалӑх хӳттине илнӗ, вӑл Раҫҫейри чи паха культура объекчӗсенчен пӗри шутланать. Ҫу кунӗсенче унта ҫитсе курма тӑрӑшӑпӑр. И.Я.Яковлев палӑкӗ ҫине чӑвашла тата вырӑсла «Чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхне пуҫараканӗ. Аслӑ вӗрентекенӗмӗр. Основоположник новой чувашской письменности. Выдающийся просветитель» тесе ҫырнӑ. Чӑваш халӑхне панӑ халалӗнче Иван Яковлевич мӗн тери ӑслӑ сӑмахсем каласа хӑварнӑ: «Вырӑс халӑхӗ пит пысӑк халӑх. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ: эсир ӑна итлӗр юратса пурӑнӑр». «Вырӑс патшалӑхӗ ҫине шанса пурӑнӑр,ӑна юратӑр, вара вӑл сирӗн аннӗр пулӗ» тени те пур унта.

Хамӑр ҫуралнӑ вырӑна, тавралӑха пирӗн юратмалла, хисеплемелле. Вӑл чи сӑваплӑ вырӑн, ӑна таса та тирпейлӗ тытас пулать.

9-мӗш ача.

Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе!

Эс – чи пахи, эс – чун уҫҫи.

Тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи,

Пин чӗлхерен чи ҫепӗҫҫи.(О.Титова)

10-мӗш ача.

Ӗмӗрсем иртсе пыраҫҫӗ

Ӳстерсе ӑс-хал мулне.

Кӗнекеҫӗсем шыраҫҫӗ

Чӑвашсен кунне-ҫулне.(П.Хусанкай)

Ертсе пыракан. И.Я.Яковлев ачалӑхӗ ҫӑмӑл пулман. Ҫуралсанах тепӗр виҫӗ кунтан амӑшӗ вилет, вара ӑна Пахом Кириллов ҫемйи усрава илет. Вӗсем пӗчӗк Ванюка хӑйсен ачи пекех юратса ӳстереҫҫӗ. Вӑл питӗ ӗҫчен ача пулнӑ, нимӗнле ӗҫрен те хӑраман, пушӑ вӑхӑтра ялти ачасемпе вылянӑ.

«Ал татмалла» вӑйӑ.

Ертсе пыракан. Иван Яковлев хӑйӗн тӑрӑшулӑхӗпе пултарулӑхне кура питӗ нумай вӗреннӗ. Кайран хӑй те пулас чӑваш композиторӗсене, поэчӗсене, писателӗсене вӗрентнӗ. Кам илтмен-ши ҫак йӗркесене?

11-мӗш ача.

Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче

Хӗвел пӑхрӗ ӑшӑтса,

Силпи чӑваш ялӗнче

Юр ирӗлчӗ васкаса. (К.В.Иванов)

12-мӗш ача.

Тусем, сӑртсем хуп-хура

Юрӗ кайса пӗтнӗрен,

Тухать курӑк ҫӑп-ҫӑра

Хӗвел хытӑ хӗртнӗрен. (К.В.Иванов)

13-мӗш ача.

Хӗл куҫҫулӗ шавласа

Юхса кайрӗ ҫырмара.

Ачи-пӑчи выляса

Чупса ҫӳрет урамра. (К.В.Иванов)

Ертсе пыракан. Ку «Нарспи» поэма пуҫламӑшӗнчи «Силпи ялӗнче» сыпӑкран илнӗ йӗркесем. Ӑна Яковлев вӗренекенӗ, чӑвашсен пултаруллӑ поэчӗ Константин Васильевич Иванов ҫырнӑ. Иван Яковлевич хӑйӗн букварьне чӑваш ачисем тӑван чӗлхепе вӗренччӗр тесе кӑларнӑ. Вырӑссем-и, чӑвашсем-и, тутарсем-и – пурте пӗр халӑх тенӗ вӑл хӑйӗн букварӗнче. Ҫавӑнпа та Иван Яковлевич вырӑссемпе чӑвашсем туслӑ пурӑнччӑр тенӗ. Хӑй те вӑл чӑвашсен тата вырӑссен юррисене юратнӑ, хӑй вӗрентнӗ шкулсенче те ачасене вырӑс халӑх юррисене юрлама вӗрентнӗ.

«Улми лайӑх-и» юрӑ

14-мӗш ача.

Кӗнеке - пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ,

Алӑран алла вӑл куҫӗ.

Упрасам ӑна эс, тусӑм!

Вӑл сана та кӳрӗ усӑ.

Ертсе пыракан. Иван Яковлев ҫырнӑ калавсем ӗҫе юратма, чӑнлӑха мала хума, ҫынпа ырӑ пулма, пӗр-пӗрне хисеплеме вӗрентеҫҫӗ. Вӑл пуҫарнӑ ҫырулӑх хӑвачӗпе чӑваш литератури ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хайлавсемпе пуянлансах пырать. Акӑ мӗн ҫырнӑ чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай чӑваш ҫӗрӗ ҫинчен.

15-мӗш ача.

Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗр-шывӗ!

Сан чӗвӗл- чӗвӗл чӗлхӳпе,

Тен, эп те ҫӗр ҫине йӗр хывӑп

Сан пӗчӗкҫӗ пӗр мӗлкӳ пек.(П.Хусанкай)

Ертсе пыракан. Хисеплӗ ачасем, ашшӗ-амӑшӗсем! Ҫакӑнпа пирӗн уяв вӗҫленет. Паян эпир чӑваш юррисем юрларӑмӑр, сӑвӑ каларӑмӑр, вӑйӑ вылярӑмӑр. Малашне те хамӑр чӑваш пулнине туйса чӑваш ҫӗрӗн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшасса, чӑн-чӑн патриотсем пуласса шанас килет. Пирӗн, чӑвашсен, чӑвашах пуласчӗ. Халӗ пурне те вӑйӑ картине чӗнетӗп.

«Атьӑр ташша пуҫлар-и» вӑйӑ карти.














Хыҫ сӑмах

Çăмăл пулман И.Я. Яковлева, 19 çулхи каччăна, тĕттĕм чăваш ачисене çутта кăларас ĕçе йĕркелесе яма.Чăваш халăхне вырăс халăхĕпе çывăхланни çутта тухма пулăшĕ тенĕ вăл. Çапла майпа эпир те ҫакӑн пек уявсем ирттерсе И.Я.Яковлев ҫинчен, иртнĕ пурнăç çинчен тĕплĕнрех пĕлме пултаратпăр, чӑваш юрри-ташшисемпе ытларах паллашатпӑр.

Яковлев вăл – вĕçсĕр эсĕ, эпĕ...

Пархатар та халăхăн хисепĕ

Унăн ячĕпе тĕнче умне

Кăларать чăваш ăс-хакăлне.(Г.Ефимов)


















Усă курнă литература

  1. Артемьева Т.В. Ачасене шкулччен вĕрентмелли тĕслĕх программа/ Т.В. Артемьева, С.Г.Михайлова, Н.В.Иванова . – Шупашкар: Чӑваш кĕнеке издательстви.- 2015.

  2. Воспитание здорового ребенка на традициях чувашского народа.- Чебоксары, 2003.

  3. Кузнецова Л.В. Ачасене шкулччен вĕрентмелли программа. - Шупашкар, 2009.

  4. Махалова И.В. Çӑлкуç-Родник/ И.В. Махалова, Е.И.Николаева.- Чебоксары,2006.

  5. Праздники на земле Улыпа. Методическое пособие для дошкольных образовательных учреждений.- Чебоксары,2006.

  6. Ҫитӗннӗ вӑхӑт.-Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2010.

  7. Халӑх шкулӗ,2017/2. – 30с.

  8. Чăваш халăх пултарулăхĕ. Ача – пăча фольклорĕ.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2009.

  9. Чăваш халăх пултарулăхĕ. Ваттисен сăмахĕсем - Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2007.

  10. Чӑваш музыки ача садӗнче - Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви,1995.

  11. Эйзин П. Чи-чи кӑсӑя.- Шупашкар: Чӑваш кĕнеке издательстви.- 1987.




Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Дошкольное образование

Категория: Мероприятия

Целевая аудитория: Дошкольникам

Скачать
Уяв сценарийě. Чӑваш чӗлхи кунӗ.

Автор: Егорова Оксана Алексеевна

Дата: 24.10.2019

Номер свидетельства: 523985

Похожие файлы

object(ArrayObject)#851 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(56) "Сценарий мероприятия "Нарспи". "
    ["seo_title"] => string(32) "stsienarii-mieropriiatiia-narspi"
    ["file_id"] => string(6) "244094"
    ["category_seo"] => string(7) "prochee"
    ["subcategory_seo"] => string(12) "meropriyatia"
    ["date"] => string(10) "1445875828"
  }
}


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

Распродажа видеоуроков!
1480 руб.
2110 руб.
1570 руб.
2240 руб.
ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства