Ч?ваш юрри-с?ввин ?сти Константин Васильевич Иванов çуралн?ранпа 125 çул çитнине пал?ртса 2015-м?ш çулта Ат?лпа Урал хутл?х? т?р?х ш?хлич-ш?п?р сасси пек с?в?сем ян?раса т?раçç?. К?м?л ш?нк?рав сасси пек юхать Константин Иванов с?вви. С?ввин кашни с?мах? илемл?, уç?, выр?нл?, чуна ил?ртет. Ак? пир?н шкулта та поэт ш?рçалан? «Нарспи» поэма ян?рать.
1- м?ш ертсе пыракан:
Ту ай?нчи Силпи ç?лкуç?
Х?насене в?йпа т?рек
Пиллен?н ш?нк?р-ш?нк?р уç?
Янрать, ч?ваш ч?лхий? пек. (Я.Ухсай )
(Ертсе пыракансем калаçн? май?н экран çинче поэт с?н?,
Х?й к?т?в? пат?нче (Сцена х?рринче ача ш?хлич? калан? пек туса
Ача ш?хлич? калать, инçете п?хкаласа ларать, юнашар к?тÿç ч?п?ркки
Хыр?м? пит выçнипе выртать)
Силпи ялнелле п?хать.
Çырма юхать к?рлесе
Асл? ял?н çум?пе,
Х?вел т?р? т?рлесе
Вылять ун?н шыв?пе.
Т?р? шыв?н ?ш?нче
К?вак п?л?т яв?нать,
Ват? й?мра тай?лса
Т?сне п?хса сав?нать.
Ак? к?пер çий?нче
Старик ларать в?лтапа:
Й?п?рт-яп?рт пуллине
Улталасш?н ?манпа.
Ав ачасем ç?л енче
Шывра ишсе ç?реçç?,
Пул? тытан ватине (Сцена х?рринче п?р ват? çын в?лтапа ларать, ?на п?р-ик?
Хир?çтерме п?леçç?. ача тухса ч?рмантарн? пек т?ваçç?, витрери пуллине
Ак? п?р çын к?перпе п?хаçç?)
Каçса пырать çырмана.
Çырма урл? каçр? те
К?рсе кайр? в?рмана.
Ç?тмах пекех туй?нать
Силпи ч?ваш ял?нче,
В?х?т иртни сис?нмест
Сав?н?çл? кунсенче.
Кай?к юрри, çын сасси
Ян-ян ярать таврана,
Çуркуннехи хавас юр?
Килсе к?рет х?лхана.
Урам т?р?х çыннисем
Улпут пекех утаçç?.
П?рт хыç?нче шавласа
Ачи-п?чисем выляçç?. (Сцена çине к?ç?н класра в?ренекен
Нар пек хитре х?р?сем ачасем тухса т?раçç?)
Ак?шсем пек утаçç?,
Ч?нк?р-ч?нк?р тенкисем
Й?лт?ртатса пыраçç?.
Ç?р ç?м?рсе качч?сем
Ташлать хапха ум?нче.
Пур?н?çсем, ах, аван
Асл? Силпи ял?нче!
К?ç?н класри ачасем юр? юрлаçç?, таш? ташлаçç?.
Силпи ял?нче сав?н?çл? пур?ннине к?тартса параçç?
К?в? илт?нсе каять. Сцена çинче Сетнерпе Нарспи.
«Çим?к каç?» сып?кри валак пат?нче пулса иртекен сцена.
Ç?лкуç ш?нк?ртса юхни илт?нет.
1- м?ш ертсе пыракан:
Ш?нк?ртатса шыв юхать
Ç?лл? валак пуç?нче,
К?м?л пекех ялт?рать
Шыв? х?вел çутинче.
К?м?л мерчен тухьяпа
Сар? х?р? шыв ?сать,
Сар? качч? калаçса
Х?й лашине ш?варать.
Ç?лл? й?мра ?ш?нче
Кай?к юрлать юррине,
Лаши ?çсе т?н?çем
Качч? калать с?махне:
Сетнер:
«Çаплах вара, Нарспиç?м,
Çук-ши ман?н ?р?скал?
Çаплах сана ют ç?ре
Илсе кай?-шим усал?
Ах, телей?м çук-т?р çав,
Аçу-анн? пит пуян!
Х?йсен пуянл?х?пе
П?р?наçç? çук çынран».
Нарспи:
«Ан ?пкелешсем, Сетнер,
М?нш?н çынна ?пкелес?
?çта тарса каяс-ха
Пуян атте-аннерен?
Атте-анне ухмах çав,
М?н каласа к?нтарас?
М?н т?вар-ха, кала-ха,
М?нле пир?н май тупас?
Х?вел ансан, каç пулсан,
Паян туя лартаçç?,
Хуш?лкари пуянпа
Ман?н туя пуçлаççё.
Т?шман ытла хаяр тет,
Епле унтан х?т?лас?
Сетнер, Сетнер, кала-ха,
?çта каяс, м?н т?вас?
Сана тем пек юратса,
Савса эп? пур?нт?м.
Анчах çапах çак куна
Çамр?к пуç?мпа курт?м».
Сетнер:
«П?ртен-п?рех пуç?м пур,
В?ри юнл? ч?рем пур,
Ват? карч?к аннем пур,
Урхамах пек ут?м пур,
В?сенчен те хакл?рах
Чун?м савни эс? пур,
Анчах сана та паян
Туртса илен т?шман пур,
В?л т?шмана п?терме
Ик? в?йл? алл?м пур,
Анчах, ?на п?терсен,
Унран усал т?нче пур.
Х?в?н к?м?лу пулсан
Лашам çине ларт?тт?м,
Аяккаллах ку ялтан
В?ç?тт?м те кай?тт?м».
Нарспи:
— Сетнер, тавр?н х?в?ртрах,
Шыва анать п?р ар?м.
Чун савнипе калаçса
Уйр?ласс?н туймар?м.
Сетнер:
«Сыв? пул эппин, Нарспи,
Ан ман эппин м?ск?не!» (Лаша ури сасси илт?нет)
1- м?ш ертсе пыракан:
Лаши сикр?, ытк?нч?,
В?çсе кайр? килнелле.
Нарспи ?на хурланса
П?хса юлч? хыç?нчен,
Хускалмар? выр?нтан
Савни куçран кайиччен:
Нарспи:
«Сыв? пулах, сыв? пул!
Епле сана ман?п-ши?
Санпа п?рле пулмасан
Епле ютра пул?п-ши?»
Ват? карч?к:
— М?нш?н, Нарспи, хуйх?ран?
Каччу ытла ват?-им?
Парн? ытла сахал-им?
2- м?ш ертсе пыракан:
— Тер? ар?м çитр? те.
Нарспи шывне ?ср? те
Килне утр? хуйх?рса,
Килне çитр?, й?рсе яч?
Сетнер?ш?н хурланса.
Х?рамалла к?в? ян?рать, в?рман шавлани илт?нет
м?ш ертсе пыракан: ( В?рманта сып?ка вулать)
Шавлать, кашлать с?м в?рман,
В?ç?-х?рри кур?нмасть.
Кутс?р-пуçс?р çил тухсан
Чар?насс?н туй?нмасть.
Шавлать, кашлать с?м в?рман,
Там?кри пек ах?рать.
Те арçури, те шуйттан
Çав териех ашк?нать.
Тапх?р-тапх?р çил килет
П?лт?р-палт?р çав?рса.
Т?тт?м в?рман ?х?рет
Ç?ре çитех ав?нса.
Хура п?л?т п?рмаях
Ш?вать в?рман т?рринче.
Ярать çиç?м ç?р çурсах
Хура п?л?т хушшинче.
Аçа çапать, шартлатать,
П?т?м т?нче кисренет.
Çум?р çырма пек юхать,
Лупашкасенче к?рлет.
С?м-с?м в?рман, с?м в?рман,
М?нш?н хыт? шавлат?н?
М?нш?н ш?й-шай ш?х?рса
М?ск?н чуна х?ратат?н?
В?рман тата хыт?рах
Шавлать, й?рет, ах?рать.
Тур? çырлах, ан п?рах!
Ах?рсаман хускалать!
Ах, çыл?хл? пуç?ма
?çта чиксе хурам-ши?
Ах, çыл?хл? чун?ма
Епле тытса чарам-ши?.
Епле Сетнер м?ск?н-çке
Урн? в?рман ?ш?нче.
Епле çир?п йыв?çсем
Юрлаçç? пуç т?рринче.
В?рман х?с?к çул?пе,
?ш çуннине пусарса,
В?рман шавне хуплас пек,
Пырать Сетнер юрласа:
«С?м-с?м в?рман, с?м в?рман,
М?нш?н хыт? шавлат?н?
М?нш?н ш?й-шай ш?х?рса
М?ск?н чуна х?ратат?н?
Ах, ман хуйх?м, итле-ха:
М?нш?н мана çунтарат?н?
М?нш?н мана, т?л?ха,
Сав?н?çа мантарат?н?
Çуралт?м-м?н аннерен
Х?н-хур, асап курма çеç.
Çав асапран, х?нл?хрен
Самр?к пуç?м п?тни çеç.
Çамр?к пуç?м п?тм?чч?,
Мул?м çукки п?терч?.
В?л та пулин юр?чч?,
Çын ухмаххи п?терч?.
Çын ухмаххи юр?чч?,
Усал т?шман туп?нч?.
Усал т?шман п?т?чч?,
Тур? çырни кур?нч?».
м?ш ертсе пыракан: (Пурте сцена çине тухса т?раçç?)
Нарспипе Сетнер ш?пи пурне те к?с?клантарать, шух?шлаттарать, хумхантарать. Вил?мс?р поэт çырнисем пир?н ч?ресене витр?ç, эпир в?сене них?çан та манас çук, в?сем пир?нш?н калама çук хакл?…
(Юлашки с?махсене пурте п?рле калаçç?, пуç таяçç?)
м?ш ертсе пыракан:
Халех Силпи ç?лкуçе типм?
Унччен ч?ваш çыннисене
Ч?ваш поэзий?н Олимп?
Пурне те ч?н? х?й патне.
Иванова савса тивлетл?
Килекене в?й хутш?нать.
Сип-сив? шыв тути шерпетл?
Тата эмелл? туй?нать.
Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Просмотр содержимого документа
«Сценарий мероприятия "Нарспи". »
Уçă мероприятин сценарийě
Воспитани тĕллевĕсем: Ачасене чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ ятне, унăн ĕçĕсене хисеплесе тĕрĕс хаклама хăнăхтарасси; тăван чĕлхене хисеплеме, юратма вĕрентесси; этемлĕх, чыс, юрату туйăмĕсене хаклама, таса туйăмлă, çирĕп кăмăллă пулма, пурнăçра ырра усалтан уйăрма вĕрентесси.
Аталантару тĕллевĕ: К.В.Иванов çырнă «Нарспи» поэмăпа паллаштарасси, ачасен пултарулăхне аталантарасси, тавра курǎмне анлǎлатасси.
Кирлĕ хатĕрсем: Компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем, магнитофон, чăваш тумěсем, декораци, ÿкерчěксен выставки
Залра чăваш кĕвви янăрать.
мĕш ертсе пыракан:
Иванов сассипе янкăрах шуçăмланчĕ
Пирĕн сăвă тĕнчи терт-хĕнре.
Чăвашри сăвăçсен кĕреки пуянланчĕ,
Ивановăмăр халь те – тĕпре.
мĕш ертсе пыракан:
Чăваш юрри-сăввин ăсти Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине палăртса 2015-мĕш çулта Атăлпа Урал хутлăхĕ тăрăх шăхлич-шăпăр сасси пек сăвăсем янăраса тăраççě. Кĕмĕл шăнкăрав сасси пек юхать Константин Иванов сăвви. Сăввин кашни сăмахĕ илемлĕ, уçă, вырăнлă, чуна илĕртет. Акă пирěн шкулта та поэт шăрçаланă «Нарспи» поэма янăрать.
1- мĕш ертсе пыракан:
Ту айĕнчи Силпи çăлкуçĕ
Хăнасене вăйпа тĕрек
Пилленĕн шăнкăр-шăнкăр уçă
Янрать, чăваш чĕлхийĕ пек. (Я.Ухсай )
(Ертсе пыракансем калаçнă майăн экран çинче поэт сăнě,
Хăй кĕтĕвĕ патĕнче (Сцена хěрринче ача шăхличě каланă пек туса
Ача шăхличĕ калать, инçете пăхкаласа ларать, юнашар кěтÿç чăпăркки
Хырăмĕ пит выçнипе выртать)
Силпи ялнелле пăхать.
Çырма юхать кĕрлесе
Аслă ялăн çумĕпе,
Хĕвел тĕрĕ тĕрлесе
Вылять унăн шывĕпе.
Тăрă шывăн ăшĕнче
Кăвак пĕлĕт явăнать,
Ватă йăмра тайăлса
Тĕсне пăхса савăнать.
Акă кĕпер çийĕнче
Старик ларать вăлтапа:
Йăпăрт-япăрт пуллине
Улталасшăн ăманпа.
Ав ачасем çӳл енче
Шывра ишсе çӳреççĕ,
Пулă тытан ватине (Сцена хěрринче пěр ватă çын вăлтапа ларать, ăна пěр-икě
Хирĕçтерме пĕлеççĕ. ача тухса чăрмантарнă пек тăваççě, витрери пуллине
Акă пĕр çын кĕперпе пăхаççě)
Каçса пырать çырмана.
Çырма урлă каçрĕ те
Кĕрсе кайрĕ вăрмана.
Çăтмах пекех туйăнать
Силпи чăваш ялĕнче,
Вăхăт иртни сисĕнмест
Савăнăçлă кунсенче.
Кайăк юрри, çын сасси
Ян-ян ярать таврана,
Çуркуннехи хавас юрă
Килсе кĕрет хăлхана.
Урам тăрăх çыннисем
Улпут пекех утаççĕ.
Пӳрт хыçĕнче шавласа
Ачи-пăчисем выляççĕ. (Сцена çине кěçěн класра вěренекен
Нар пек хитре хĕрĕсем ачасем тухса тăраççě)
Акăшсем пек утаççĕ,
Чăнкăр-чăнкăр тенкисем
Йăлтăртатса пыраççĕ.
Çĕр çĕмĕрсе каччăсем
Ташлать хапха умĕнче.
Пурăнăçсем, ах, аван
Аслă Силпи ялĕнче!
Кěçěн класри ачасем юрă юрлаççě, ташă ташлаççě.
Силпи ялěнче савăнăçлă пурăннине кăтартса параççě
Кĕвĕ илтĕнсе каять. Сцена çинче Сетнерпе Нарспи.
«Çимĕк каçĕ» сыпăкри валак патĕнче пулса иртекен сцена.
Çăлкуç шăнкăртса юхни илтĕнет.
1- мĕш ертсе пыракан:
Шăнкăртатса шыв юхать
Çӳллĕ валак пуçĕнче,
Кĕмĕл пекех ялтăрать
Шывĕ хĕвел çутинче.
Кĕмĕл мерчен тухьяпа
Сарă хĕрĕ шыв ăсать,
Сарă каччă калаçса
Хăй лашине шăварать.
Çӳллĕ йăмра ăшĕнче
Кайăк юрлать юррине,
Лаши ĕçсе тăнăçем
Каччă калать сăмахне:
Сетнер:
«Çаплах вара, Нарспиçĕм,
Çук-ши манăн ăрăскал?
Çаплах сана ют çĕре
Илсе кайĕ-шим усал?
Ах, телейĕм çук-тăр çав,
Аçу-аннӳ пит пуян!
Хăйсен пуянлăхĕпе
Пăрăнаççĕ çук çынран».
Нарспи:
«Ан ӳпкелешсем, Сетнер,
Мĕншĕн çынна ӳпкелес?
Ăçта тарса каяс-ха
Пуян атте-аннерен?
Атте-анне ухмах çав,
Мĕн каласа кăнтарас?
Мĕн тăвар-ха, кала-ха,
Мĕнле пирĕн май тупас?
Хĕвел ансан, каç пулсан,
Паян туя лартаççĕ,
Хушăлкари пуянпа
Манăн туя пуçлаççё.
Тăшман ытла хаяр тет,
Епле унтан хăтăлас?
Сетнер, Сетнер, кала-ха,
Ăçта каяс, мĕн тăвас?
Сана тем пек юратса,
Савса эпĕ пурăнтăм.
Анчах çапах çак куна
Çамрăк пуçăмпа куртăм».
Сетнер:
«Пĕртен-пĕрех пуçăм пур,
Вĕри юнлă чĕрем пур,
Ватă карчăк аннем пур,
Урхамах пек утăм пур,
Вĕсенчен те хаклăрах
Чунăм савни эсĕ пур,
Анчах сана та паян
Туртса илен тăшман пур,
Вăл тăшмана пĕтерме
Икĕ вăйлă аллăм пур,
Анчах, ăна пĕтерсен,
Унран усал тĕнче пур.
Хăвăн кăмăлу пулсан
Лашам çине лартăттăм,
Аяккаллах ку ялтан
Вĕçĕттĕм те кайăттăм».
Нарспи:
— Сетнер, таврăн хăвăртрах,
Шыва анать пĕр арăм...
Чун савнипе калаçса
Уйрăлассăн туймарăм.
Сетнер:
«Сывă пул эппин, Нарспи,
Ан ман эппин мĕскĕне!» (Лаша ури сасси илтĕнет)
1- мĕш ертсе пыракан:
Лаши сикрĕ, ыткăнчĕ,
Вĕçсе кайрĕ килнелле.
Нарспи ăна хурланса
Пăхса юлчĕ хыçĕнчен,
Хускалмарĕ вырăнтан
Савни куçран кайиччен:
Нарспи:
«Сывă пулах, сывă пул!
Епле сана манăп-ши?
Санпа пĕрле пулмасан
Епле ютра пулăп-ши?»
Ватă карчăк:
— Мĕншĕн, Нарспи, хуйхăран?
Каччу ытла ватă-им?
Парнӳ ытла сахал-им?
2- мĕш ертсе пыракан:
— Терĕ арăм çитрĕ те.
Нарспи шывне ăсрĕ те
Килне утрĕ хуйхăрса,
Килне çитрĕ, йĕрсе ячĕ
Сетнерĕшĕн хурланса.
Хăрамалла кěвě янăрать, вăрман шавлани илтěнет
мĕш ертсе пыракан: ( Вăрманта сыпăка вулать)
Шавлать, кашлать сĕм вăрман,
Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть.
Кутсăр-пуçсăр çил тухсан
Чарăнассăн туйăнмасть.
Шавлать, кашлать сĕм вăрман,
Тамăкри пек ахăрать.
Те арçури, те шуйттан
Çав териех ашкăнать.
Тапхăр-тапхăр çил килет
Пăлтăр-палтăр çавăрса.
Тĕттĕм вăрман ӳхĕрет
Çĕре çитех авăнса.
Хура пĕлĕт пĕрмаях
Шăвать вăрман тăрринче.
Ярать çиçĕм çĕр çурсах
Хура пĕлĕт хушшинче.
Аçа çапать, шартлатать,
Пĕтĕм тĕнче кисренет.
Çумăр çырма пек юхать,
Лупашкасенче кĕрлет.
Сĕм-сĕм вăрман, сĕм вăрман,
Мĕншĕн хытă шавлатăн?
Мĕншĕн шăй-шай шăхăрса
Мĕскĕн чуна хăрататăн?
Вăрман тата хытăрах
Шавлать, йĕрет, ахăрать.
Турă çырлах, ан пăрах!
Ахăрсаман хускалать!
Ах, çылăхлă пуçăма
Ăçта чиксе хурам-ши?
Ах, çылăхлă чунăма
Епле тытса чарам-ши?..
Епле Сетнер мĕскĕн-çке
Урнă вăрман ăшĕнче.
Епле çирĕп йывăçсем
Юрлаççĕ пуç тăрринче.
Вăрман хĕсĕк çулĕпе,
Ăш çуннине пусарса,
Вăрман шавне хуплас пек,
Пырать Сетнер юрласа:
«Сĕм-сĕм вăрман, сĕм вăрман,
Мĕншĕн хытă шавлатăн?
Мĕншĕн шăй-шай шăхăрса
Мĕскĕн чуна хăрататăн?
Ах, ман хуйхăм, итле-ха:
Мĕншĕн мана çунтаратăн?
Мĕншĕн мана, тăлăха,
Савăнăçа мантаратăн?
Çуралтăм-мĕн аннерен
Хĕн-хур, асап курма çеç.
Çав асапран, хĕнлĕхрен
Самрăк пуçăм пĕтни çеç.
Çамрăк пуçăм пĕтмĕччĕ,
Мулăм çукки пĕтерчĕ.
Вăл та пулин юрĕччĕ,
Çын ухмаххи пĕтерчĕ.
Çын ухмаххи юрĕччĕ,
Усал тăшман тупăнчĕ.
Усал тăшман пĕтĕччĕ,
Турă çырни курăнчĕ».
мĕш ертсе пыракан: (Пурте сцена çине тухса тăраççě)
Нарспипе Сетнер шăпи пурне те кăсăклантарать, шухăшлаттарать, хумхантарать. Вилĕмсĕр поэт çырнисем пирěн чěресене витрěç, эпир вěсене нихăçан та манас çук, вĕсем пирĕншĕн калама çук хаклă…
(Юлашки сăмахсене пурте пěрле калаççě, пуç таяççě)