kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Ÿсен-тăран тĕнчи "Йăмра"

Нажмите, чтобы узнать подробности

О природе.. Любить природу охронять беречь..

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Ÿсен-тăран тĕнчи "Йăмра"»









Урок теми: Йăмра

Чăваш чĕлхи: 8 класс (вырăс чĕлхиллĕ шкул)



Хатĕрлекенĕ –

Березовкари теп шкулен

чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Алина Михайловна Алексеева









СОДЕРЖАНИ

1. ПРОЕКТ ЙĔРКИ

1. Предмет: Чăваш чĕлхи

2. Класс: 8 класс

3. Шкул: Березовка шкуле

4. Тема (блок): Ÿсен-тăран тĕнчи

5. Урок теми: Йăмра

6. Урок тĕсĕ: хутăш урок

7. Технологисем: информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упрас, харпăрлăха аталантарас, кластер, синквейн технологийĕсем,ушкăнра хутшăнса ĕçлес технологисем.

8. Мелсемпе меслетсем: пĕтĕм класпа ĕçлени; ачасен умне проблема кăларса тăратни, ăна шутлани; çĕнĕ сăмахсемпе паллашни, вĕсене пуплеве кĕртни; ушкăнсенче ĕçлесе кластер туни, пĕр-пĕрне тĕрĕслени; тишкерÿ тăрăх пĕтĕмлетÿ туни; тишкерÿллĕ тата шыравлă вулав; çурма сасăпа тата саспа вулани; ыйтусене хуравлани; текстăн содержанине каласа кĕске монолог туни (10-12 предложени); хăнăхтарăва харпăр хăй çырса туни; синквейн çырни; харпăр хăй ĕçне тишкерни, хаклани; суйлавлă (альтернативăллă) килти ĕç.

9. Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем: тĕллев лартса йывăрлăхсене çĕнтерни; çĕннине вĕренес тата çирĕплетес туртăм аталанни.


10. Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:

Ĕç йĕркелев результачĕсем: харкам хăй умне тĕллев лартса пурнăçлани; харпăр хăй тата пĕрле вĕренекенсем тунă ĕçе пĕтĕмлетни.

Хутшăну результачĕсем: хутшăнура пĕр-пĕрне итлесе илтме тăрăшни; хутшăнура тĕрлĕ роль калăплама (ыйту паракан, хуравлакан, итлекен, канашсемпе сĕнÿсем илекен е паракан) пултарни; мăшăрсенче, ушкăнсенче пĕр-пĕрне хисеплесе тата килĕштерсе ĕçлени.

Пĕлÿлĕх результачĕсем: панă информацие тишкерни; ун тăрăх кирлĕ пĕтĕмлетÿсем туни, вĕренÿ тĕллевĕсене кура унпа ĕçлени; икĕ чĕлхеллĕ словарьпе усă курни.

11. Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем: хамăр тăрăхри йывăç – йăмра çинчен монолог формипе каласа пани; камăнлăх категорийĕнчи 3-мĕш сăпатри сăмахсене тĕрĕс çыхăнтарасси, вĕсемпе пуплевре вырăнлă усă курни; панă сăмахсенчен предложенисем йĕркелеме пултарни; кластер, синквейн, клоуз-тест çырас хăнăхусем аталанни.

12. Словарь ĕçĕ: а) ăнлантармалли пай; ă) çырма вĕрентмеллли пай.

13. Курăмлăх хатĕрĕсем: вĕренÿ кĕнеки, урока валли хатĕрленĕ ÿкерчĕкĕсем, слайдсем.

14. Кирлĕ хатĕрĕсем: компьютер, экран, проектор.





II. ПРОЕКТ РЕЗУЛЬТАЧĔ

1. Урокăн тулли технологи картти.

2. Урокра усă курнă презентаци.

Урок юхăмĕ



Урок

тапхăрĕсем

Ĕç-хĕлĕн тĕп енĕсем

(основные виды деятельности)

Вĕрентекен ĕçĕ

(деятельность учителя)

Вĕренекенсен результачĕсем (ĕçĕ-хĕлĕ)

(деятельность обучающегося)

Меслетсемпе

мелсем

(методы и приемы)

  1. Кăсăклантарса яни

Класа урока йĕркелени.

(1мин.)

Вĕрентекенпе ачасем пĕр-пĕрне сывлăх сунни.


Ачасене сывлăх сунни, урок пуçланнине пĕлтерни.

Вĕрентекене сывлăх сунни, сăвă каласа парта хушшине ларни.

Пĕтĕм класпа ĕçлени.

Пуплев зарядки.

(0,5 мин)

Ачасем хорпа сăвă каласа урокра ĕçлеме хатĕрленни.

Шăнкăрав сас пачĕ

Урока чĕнсе.

Пĕтĕм класс шăпланчĕ

Парта хушшинче.

Класра туслă ĕçлессине йĕркелени.



Хорпа сасăпа вулани, илемлĕ вулав.


Дежурнăйпа

калаçни.

(2мин.)

Дежурнăйпа çантлăк çинчен клаçни.

Ыйтусем валеçсе пани.


Ачасем дежурнăйтан ыйтусем парса паянхи çанталăк çинчен калаçни.

Калаçу,

ыйту-хурав, диалог.


Фонетика зарядки.

(2 мин.)

Сасăсене тĕрĕс, йăнăшсăр вулани.

Ачасем сасăсене йăнăшсăр каланине тĕрĕслени.

Сасăсене тĕрĕс палăртса сăмахсене тĕрĕс вулани.

Пĕтĕм класпа ĕçлени.

Урок темипе тĕллевĕсене палăртни.

(2 мин.)


Слайд çинчи пулăшу ÿкерчĕкĕпе усă курса тупмалли юмахăн тупсăмне пĕлни, урок темипе тĕллевне палăртни.




Ачасен ĕçне йĕркелесе пыни, Урок тĕллевĕсене лартма пулăшас тĕллевпе ыйту пани

Йăмра çинчен мĕн пĕлнине ыйтни.


Ачасем хăйсен тĕллĕн урок темине тата тĕллевне палăртни. Тупмалли юмахăн тупсăмне палăртни.

Ыйтусене хуравлани.

Ачасен умне проблема кăларса тăратни, ăна тишкерни.


  1. Ăнланса илни.

Вĕреннине аса илсе анлăлатни. (13 мин.)

  1. Вĕреннĕ йывăç ячĕсене аса илни, вырăсла тĕрĕс куçарни. Йывăçсен ÿкерчĕкĕпе ĕçлени.




  1. Слайд çинчи ÿкерчĕксемпе усă курса предложенисем калăплани.













  1. Грамматтика материалĕ патне куçса кайни.








  1. Грамматика

материалне

мĕнлерех ăша

хывнине тĕрĕслени.

1.Йывăç ячĕсен вырăсла тĕрĕс хуравне тупма ыйтни


вĕсем патне шайлашуллă ÿкерчĕк туптарни.


  1. Панă предложенисенче ÿкерчĕксем вырăнне йывăç ячĕсене тĕрĕс лартма пулăшни. Сăмахсене йăнăшсăр вулассине йĕркелесе пыни: ачасем тĕрĕс мар

вуласан йăнăша палăртни, ăна тÿрлетме ыйтни.

Пĕр-пĕрне хисеплесе ĕçленине сăнани.

  1. Теори материалне аса илсе тишкерÿ тата пĕтĕмлетÿ тума пулăшакан ыйтусем пани, сăмахсене тĕрĕс каланипе

каламаннине палăртни, ачасене ĕçлеме хавхалантарни.


  1. Слайдра панă

сăмахсемпе ачасене кластер тума ыйтни.

  1. Ÿкерчĕксене тĕрĕс тупни. Сасăпа чăвашла тата вырăсла калани.




  1. Слайд çинче панă предложенисенче ÿкерчĕксем вырăнне йывăç ячĕсене тĕрĕс ылмаштарни









  1. Камăнлăх категорийĕнчи 3-мĕш

сăпатри сăмахсене правилăна аса илни, тĕрĕс калани.







  1. Правилăна

пăхăнса тĕрĕс аффикссем хушса кластер туни.

Слайдсемпе ĕçлени, пĕрле сасăпа вулани.





Ÿкерчĕклĕ калав туни.













Правилăпа ĕçлени. Вулавпа куçару.


Кластер

туни.

Кану саманчĕ.

(1 мин.)

„Кил умĕнчи йăмра” кĕввипе хусканусем туни (Виталий Адюков юрри)

Ачасене зарядка тума сĕнни.

Илемлĕ хусканусем туни.

Кĕвĕ итлени, зарядка туни.

Çĕнĕ пĕлÿ уçни. (Çĕнĕ материалпа ĕçлени).

(10 мин.)



  1. Словарь ĕçĕ.




  1. Текстпа ĕçлени.



  1. Суйлавлă куçару туни.

  1. Çĕнĕ сăмахсене ăнлантарса пани, вулани.

  2. Текста ăнланса вулама ыйтни, вуланине тĕрĕслесе пыни.

  3. Çĕнĕ сăмахсене хăш шайра ăнланнине тĕрĕслени.


  1. Çĕнĕ сăмах-семпе паллашни.


  1. „Йăмра” текста вуласа ăнланни.



  1. Çĕнĕ сăмахсене урок темипе пуплеве кĕртни.




Вулав ĕçĕ




Ăнлануллă ăшри вулав;

суйлавлă вулавпа куçару.

Çĕнĕ материала малтанласа çирĕплетни.


  1. Текста ăнланнине тĕреслеме ыйтусем çине хуравлани.


  1. Йăмра çинчен вуласа ăнланнине тĕрĕслени.

  1. Текст тăрăх ыйтусем пани, хуравлама ыйтни.


  1. Йăмра йывăçĕ çнчен синквей тума ыйтни.

  1. Слайд çинчи ыйтусем çине текстран хуравĕсене тупни.

  2. Синквей тумалли утăмсене аса илни, йăмра çинчен синквейн туни.

Ыйтусем çине хурав тупма вĕренни.


Синквейн туни.

Вĕреннĕ материала çирĕплетни.


  1. Клоуз-тест туни.

  1. Теста тепĕр хут тишкерме йытни. Тишкернĕ хыççăн клоуз- тест тума ыйтни. Ачасен ĕçне йĕркелесе пыни.









  1. Теста тепĕр хут тишкерни. Клоуз-тест туни.

Суйлавлă вулав, шырав. Мăшăрпа ĕçлени.




Клоуз-тест туни.

  1. Рефлекси.


Урокра вĕреннине пĕтĕмлетни. Рефлекси.

(4 мин.)



  1. Йывăçсем çинчен ваттисен сăмахĕсене аса илни.


  1. Блум чечекĕпе ĕçлени.


3) Ачасен ĕçне хаклани.

1)Слайд çинчи йывăçсем çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене вулама ыйтни, вырăсла куçарни.

2)Блум чечекĕпе усă курса урокра мĕн çинчен калаçнине пĕтĕмлетни.

3) Рефлекси таблиципе усă курса харпăр хăй ĕçне хаклама ыйтни.

1) Ваттисен сăмахасĕне вулани, ăнланни, куçарни.


2) Йытусем çине тĕрĕс, кирлĕ хурав пани.

3) тĕслĕ кăранташпа усă курса харпăр хăй ĕçне таблицăна пăханса хаклани.

Вулав, куçару.




Блум чечекĕпе усă курни.


Харпăр хăй ĕçне тишкерни, хаклани.

Киле ĕç пани.

(1 мин.)

Суйлавлă киле ĕç пани.

Урока вĕçлени.

Икĕ ĕçрен пĕрне суйласа илни:

  1. Йăмра çинчен кала-са пама вĕренмелле.

  2. „Йăмраллă ял” ÿкерчĕк ÿкермелле.


Килти ĕçе дневниксем çине çырса хуни.

Суйлавлă килти ĕç.






Пирěн тǎрǎхра тěрлě йывǎç ӳсет. Вěсенчен пěри - йǎмра. Авал йǎмра чǎвашсен юратнǎ йывǎçě пулнǎ. Вǎл ǎна пӳрт умне, урам тǎрǎх, çуртсем хушшине, пахчана, пěве е çырма таврашне лартнǎ. Чǎваш ялě йǎмра айне пытаннǎ тейěн. Йǎмра - ял илемě.

Çěр çинче пурě 300 тěрлě йǎмра ӳсет, пирěн çěр-шывра - 120 тěрли.

Йǎмра çӳллě те лаштра, лапсǎркка туратлǎ тěреклě йывǎç. Вǎл вǎрǎран та, хунавран та ěрчет, хǎвǎрт ӳсет. Ǎна ытлашши пǎхма кирлě мар. Тǎпрана та тиркемест вǎл. Пěр-пěр çěре турат чиксе ларт та - вун-вун пěр çултан йǎмра çитěнсе ларать.

Çулçи - çинçе, вǎрǎм. Вулли çǎмǎл, çемçе.

Çуркунне йǎмра ытти йывǎçсенчен чи малтан чечеке ларать, кǎчкǎ кǎларать. Вǎрри кǎчкинче. Сап-сарǎ кǎчка пыл хурчěсем сырса илеççě. Кураксем ун тǎрринче йǎва çавǎрса чěпě кǎлараççě.

Йǎмра ял урамěсене илем кӳрет,шǎрǎхра сулхǎн парать. Пӳртсене пушартан, çил-тǎвǎлтан сыхлать, тымарě çěре ишěлме памасть. Йǎмраллǎ çěрте сывлǎш та таса, уçǎ.

Вулли çемçе пулнǎран ěлěкех йǎмра вуллинчен валашка, такана, кункǎра тунǎ, пěкě авнǎ, йěлтěр, шǎхлич тунǎ, вутǎ вырǎнне усǎ курнǎ. Йǎмра çулçисене, çамрǎк тураттисене ěне-сурǎх, качака юратса çиеççě.

Çапла, йǎмра чǎваш пурнǎçěнче хǎйне евěр пěлтерěшлě. Вǎл - пурнǎç йывǎççи. Ǎна ача çуралсан та лартаççě, ялтан аякка кайнǎ чухне те, шкултан вěренсе пěтернине палǎртса та лартаççě. Йǎмра чǎваш пурнǎçěн символě.




2№-лě хушса пани





















3 №-лě хушса пани













Кластер

вул(ă)…

вăр(ă)…

тура…







тăр(ă)…

чечек..



Йăмра

çулç(ă)…

тымар…

кăчк(ă)…













5№-лě хушса пани



Синквейн



  1. Йǎмра

  2. Тěреклě, çӳллě

  3. Ĕрчет, ӳсет, тасатать

  4. Йăмраллă ял чуна савăнтарать.

  5. Ял илемě















Клоуз-тест



____ ял урамě тǎрǎх ӳсет. Вǎл ____ _____ йывǎç. Чǎваш ялě аякран _____ пек курǎнать. Йǎмра çулла ____ парать, хěлле _____ сыхлать. Йǎмра тǎрринче ____ йǎва çавǎраççě. Чǎвашсем йǎмрана ___ символě теççě.





(Усǎ курмалли сǎмахсем: кураксем, пурнǎç, йǎмра, çил-тǎманран, символě, вǎрман, çӳллě, тěреклě, сулхǎн)











Блум чечекĕ

мĕн?





мĕн килĕшмест?

мĕнле?





йăмра



мĕн ăнлантăм?

мĕн

пулĕччĕ?

мĕн пĕлтĕм?



мĕн









Рефлекси таблици


Урокри ĕçе тĕрлĕ енчен тишкерни

Ĕçе хаклани

1.

Урок материалĕ … пулчĕ.

çăмăл / йывăр

2.

Урок материалне эпĕ … .

  • пĕтĕмпех ăнлантăм,

ыттисене пулăшма хатĕр

  • пĕтĕмпех ăнлантăм

  • кăштах ăнлантăм

  • пачах ăнланмарăм

3.

Урок мана … .

килĕшрĕ / килĕшмерĕ

4.

Урокра эпĕ … ĕçлерĕм.

хастаррăн / сÿрĕккĕн

5.

Урокра эпĕ … .

  • ывăнмарăм

  • кăштах ывăнтăм

  • питĕ ывăнтăм

6.

Урокри хамăн ĕçпе эпĕ … .

кăмăллă / кăмăлсăр

7.

Урокри ĕçшĕн хама «…» паллă лартатăп.

5 / 4 / 3 / 2



























Литература

  • Ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем, сутмалли юмахсем. 2-мĕш кăларăм. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2004.

  • Крылова О.Н., Муштавинская И.В. Новая дидактика современного уроков условиях введения ФГОС ООО. Методическое пособие. – СПб.: КАРО, 2013 (Серия «Петербургский вектор введения ФГОС основного общего образования»).

  • Крылова О.Н., Кузнецова Т.С. Рабочая программа: Методические рекомендации для разработки / О.Н. Крылова, Т.С. Кузнецова. - СПб.: КАРО, 2014 (Серия «Петербургский вектор введения ФГОС основного общего образования»).

  • Муштавинская И.В. Технология критического мышления на уроке и в системе подготовки учителя: Учебно-методическое пособие. - СПб.: КАРО, 2009.

  • Печников О.И., Печникова М.Н. Чăваш сăмахĕ: Вырăс шкулĕн 8-мĕш класĕ валли. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2015.

  • Скворцов М.И. «Чăвашла-вырăсла словарь». - Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2003.



9



Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Всем учителям

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 8 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
Ÿсен-тăран тĕнчи "Йăмра"

Автор: Алексеева Алина Михайловна

Дата: 15.02.2018

Номер свидетельства: 457702


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

Распродажа видеоуроков!
ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства