Просмотр содержимого документа
«"Тÿрĕ пулевлĕ предложенисенче чарăну паллисем лартасси" уçă урок планĕ»
Инфрмаципе коммуникаци технологийĕпе усă курса ирттернĕ
уçă урок планĕ
Предмет: чăваш чĕлхи
Урок тĕсĕ: хутăш урок
Урок теми: Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисенче чарăну паллисем лартасси
Класс: 8
Пĕлÿ тĕллевĕ: тÿрĕ пуплевлĕ предложенисенче чарăну палли лартас хăнăхусене çирĕплетесси;
Сапăрлăх тĕллевĕ: çут çанталăка упрама, хаклама кирлине ăнлантарасси.
Аталантару тĕллевĕ: тÿрĕ пуплевлĕ предложенисемпе пуплевре тĕрĕс уса курма хăнăхтарасси.
Словарь ĕçĕ: жокей – ăмăртусенче ут çÿретекен.
Урокра кирлĕ ĕç хатĕрĕсем: компьютер, интерактивлă доска, проектор, „Çитĕнÿ картлашки“ тата йывăç ÿкерчĕкĕ.
Урок эпиграфĕ: Çут çанталăк тупра – эсĕ ăна упра!
Урок юхăмĕ:
Ачасене темăпа кăсăклантарса яни.
Сывлăх сунатăп, ачасем. Паянхи урока эпĕ ăшă кулăпа пуçласшăн. Пурте пĕр-пĕрин çине пăхса ăшă кулă парнелерĕмĕр. Туслă ĕçлеме хатĕрлентĕмĕр.Ăнăçу сунатăп сире.
Урок темине палăртасси.
Çак сăмахсем çине лайăх пăхăр та паян эпир урокра мĕн çинчен калаçассине калăр.
Тÿрĕ пуплев, автор, икĕ точка, тире, кавычка, запятой.
Автор сăмахĕ тата тÿрĕ пуплев мĕнле предложенисенче тĕл пулаççĕ? (Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисенче).
Точка, тире, кавычка, запятой – мĕн тума кирлĕ? Вĕсем мĕнсем? (Чарăну паллисем).
Апла пулсан паян урокра мĕн çинчен калаçăпăр? (Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисенче чарăну паллисем лартасси).
Урок эпиграфне палăртасси
Чăваш ларакан йывăç хуппине сÿсе илекен çынна курсан ăна çийĕнчех çапла асăрхаттарать: „Йывăç хуппине мĕншĕн сĕветĕн, сан тире сĕвеççĕ пулсан хăвна мĕнле туйăттăн-ши?“
Н.В. Никольский
Кирлĕ чарăну паллисене лартăр.
Ку мĕнле предложени?
Мĕн каласшăн пулнă-ши?
Ку тĕслĕхре йывăç асапланнне çын асапланнипе танлаштарма пулать. Чăвашсем йывăçсене тем вырăннех хунă. Вĕсем ялсене илем кÿнисĕр пуçне çырмасене ишĕлме паман, хăйар тăвăлĕсем тухсан вĕсене тытса чарнă, вут-кăвар тухсан ăна сарăлма паман.
Апла пулсан, пирĕн сирĕнпе çут çанталăка упрамалла.
Çак ваттисен самахĕсенчен хăшĕ çÿлерех асăннă предложенипе килĕшÿллĕ.
Çут çанталăк – çут тĕнче.
Çут çанталăк тасалăхĕ – сывлăх пахалăхĕ.
Çут çанталăк тупра – эсĕ ăна упра!
Паянхи урок эпиграфĕ: Çут çанталак тупра – эсĕ ăна упра!
Урок тĕллевне палăртасси
Ачасем, эсир мĕнле шутлатăр, паян урокра мĕн тума вĕренмелле пирĕн?
(Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисенче чарăну паллисем лартма вĕренмелле. Малтанхи урокра вĕреннĕ урăх çын самахĕсене пĕлтермелли мелсене, тÿрĕ пуплевлĕ предложенисен тытăмне аса илмелле, çут çанталака упрамалли çинчен калаçмалла).
Рефлекси
Ачасем, доска çинче эсир „Çитĕнÿ картлашки“ куратăр.
Паянхи темăна вĕренме эсир хăвăра мĕнле картлашка çинче куратăр-ши? Тархасшăн, доска умне тухса хăварăн сăн ÿкерчĕксене кирлĕ шайра лартăр.
Эпир сирĕнпе маттур ачасем пулăпăр та „Çитĕнÿ карталашки“ тăрăх пурте çÿле хăпарма тăрăшăпăр. Çавăнпа ушкăнсемпе ĕçлĕпĕр, аялти картлашкарисене паянхи темăна ăнлантарса çÿле хăпарма пулăшăпăр. Пĕрремĕш ушкăнсем „Тÿрĕ пуплев“, иккĕмĕшсем – „Автор сăмахĕ“ .Сирĕн умăрта çулçăсем: симĕс – „аван“ паллă, сарă – „лайăх“, хĕрлĕ – „начартарах“. Кашни тĕрĕс хуравшăн ушкăн ертÿçи сире çулçă парĕ. Кам маттуртарах пулĕ.
6. Вăйă выляни.
1№ ĕç – вăйă «Жокей тата лашасем». (Малтанхи урокра вĕреннине аса илни).
Жокей–ăмăртусенче ут çÿретекен. 1-мĕш ушкăн –жокейсем. Вĕсенче ыйтуллă карточкăсем пулĕç. 2-мĕш ушкăн - лашасем. Вĕсенче хуравлă карточкăсем пулĕç. Жокейсен панă ыйтусен хуравĕсене шырамалла.
Жокейсем
Лашасем
1
Мĕн вăл тÿрĕ пуплев?
Пĕр-пĕр çын сăмахне ним улăштармасăр калани.
2
Урăх çын сăмахĕсене палăртмалли мелсем?
Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисем тата тÿрĕ мар пуплевлĕ предложенисем.
3
Тÿрĕ мар пуплевре урăх çын сăмахĕ улшăнма пултарть - и?
Тÿрĕ мар пуплевре урăх çын сăмахĕ улшăнма пултарть. (тĕслех: «Паян аçу хуларан килет», - терĕ анне. Анне мана атте паян хуларан килесси çинчен каларĕ.)
4
Тÿрĕ пуплев ăçта тăма пултарать?
Автор сăмахĕсем умĕнче, варринче, вĕçенче тăма пултарать.
5
Тÿре пуплевпе автор сăмахĕсене çыхантаракан пуплев глаголĕсем?
Те, кала, ыйт, чĕн, хуш, пĕлтер…
6
Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисем миçе пайран тăраççĕ?
Икĕ пайран тăраççĕ: тÿрĕ пуплеврен тата автор сăмахĕсенчен.
2 № ĕç -Çĕнĕ темăна ăнлантарасси. (Ачасем ăнлантараççĕ)
Вĕрентекен ачасене ватман, маркер парать. Ачасем хăйсем тĕллĕн ушкăнпа вĕренÿ кĕнекипе ĕçлесе темăпа клаçма хатĕрленеççĕ. ( 151-152 стр.)
1 ушкăн: 1) Тÿрĕ пуплев автор сăмахесем умĕнче тăнă чухне чарану паллисене мĕнле лартмалла.Тĕслехсемпе çирĕплетĕр.
3)Тÿрĕ пуплев автор сăмахĕсем варринче чухне чарăну паллисене мĕнле лартмалла.Тĕслехсемпе çирĕплетĕр.
2 ушкăн:2)Тÿрĕ пуплев автор сăмахесем хыçĕнче чухне чарану паллисене мĕнле лартмалла.Тĕслехсемпе çирĕплетĕр.
4) Тÿре пуплев автор самахĕсем варринче тăнă чухне чарăну паллисене мĕнле лартмалла? Тĕслĕхсемпе çирĕплетĕр.
(Юрă________)
Кашни ушкăнран пĕршер ача тухса темăна ăнлантараççĕ.
Тÿрĕ пуплев вырăнĕ
Схема
Автор сăмахĕсем умĕнче
„Т!“ – а.
„Т?“ – а.
„Т“, – а.
Автор сăмахĕ хыçĕнче
А: „Т?“
А: „Т!“
А: „Т“.
Автор сăмахĕсем варринче
А: „Т?“ – а.
А: „Т!“ – а.
А: „Т“, – а.
Автор сăмахĕсем тÿрĕ пуплев варринче
Автор сăмахĕсем хутсăр е хутлă предложени пулакан тÿрĕ пуплеве татаççĕ пулсан
Автор сăмахĕсем тÿрĕ тÿрĕ пуплеври уйрăм предложенисем хушшинче тăраççĕ пулсан
„Т, – а, – т“.
„Т, – а, – т?“.
„Т, – а, – т!“.
„Т. е ! е ? – а. – Т. е ! е?“
Тÿре пуплеве çĕнĕ йеркерен çырнă чухне тÿрĕ пуплев умне тире лартатпăр.
3 № ĕç – Текстри тÿрĕ пуплевлĕ предложенисене тупса схемисене тăвăр.(Ачасем икшерĕн ĕçлеççĕ).
Амантнă хурăнсем.
Пирĕн пÿрт çумĕнче виçĕ хурăн ÿсет. Вĕсене атте хăй çамрăк чухне лартнă. Çуркунне çитсен хурăнсем çулçă сараççĕ, пĕтĕм тавралăха илем кÿреççĕ.
Пĕррехинче эпĕ çак кăтра хурăнсене сăнаса пăхрăм та тĕлĕнсех кайрăм: вĕсен яштака шурă вуллисем хĕреле-хĕреле кайнă. Эпĕ васкавлăн пÿрте чупса кĕтĕм, курни çинчен аттене каласа патăм. „Тĕрĕслесе пăхас, мĕн пулнă вара вĕсене?“ – терĕ атте.
Эпир урама тухрăмăр. Атте хурăнсене пăхса çаврăнчĕ те: „Ну, ачамсем, тĕрĕсне калăр: хурăнсене кам каса-каса тухнă?“ – тесе ыйтрĕ.
Эпĕ Петĕр шăллăм çине пăхса илтĕм. Вăл пĕр-икĕ утăм каялла чакрĕ те: „ Эпĕ вĕсене касман, шăтарса шывне çеç ĕçрĕм“, – терĕ. Атте Петĕре хăй патне чĕнсе илчĕ.
– Петĕр, халĕ аçу мĕн каланине итле ĕнтĕ, – терĕ вăл. Эсĕ хурăнсене йывăр амантнă. Куртăн-и, вĕсем пурте хурланса макăраççĕ. Авă эсĕ шăтарнă вырăнсенчен вĕсен куççулĕ сăрхăнса тухать...
Петĕр атте умĕнче нимĕн чĕнмесĕр тăрать.
(Вас.Давыдов-Анатри)
Ачасен хуравĕ:
„Тĕрĕслесе пăхас, мĕн пулнă вара вĕсене?“ – терĕ атте.
«Т?» – а.
Атте хурăнсене пăхса çаврăнчĕ те: „Ну, ачамсем, тĕрĕсне калăр: хурăнсене кам каса-каса тухнă?“ – тесе ыйтрĕ.
А : «Т?»–а.
Вăл пĕр-икĕ утăм каялла чакрĕ те: „ Эпĕ вĕсене касман, шăтарса шывне çеç ĕçрĕм“, – терĕ.
А: «Т»,– а?
– Петĕр, халĕ аçу мĕн каланине итле ĕнтĕ, – терĕ вăл.
–Т, – а.
– Петĕр, халĕ аçу мĕн каланине итле ĕнтĕ, – терĕ вăл. Çак предложенири тÿрĕ пуплеве мĕншĕн кавычкăпа уйăрман. (Мĕншĕн тесен, тÿре пуплеве çĕнĕ йеркерен çырнă чухне тÿрĕ пуплев умне тире лартатпăр).
Мĕн çинчен каланă çак текстра. (Амантнă хурăнсем çинчен).
Автор пире мĕн каласшăн пулнă. ( Йывăçсене амантма юрамасть. Хурăн сĕткенĕ тĕрлĕ чир-чĕртен усăллă. Анчах та весене шăтарса пĕтермелле мар. Хурăнсем типсе лараççĕ.)Хурăн –хуняма( арăм амăшĕ).
4 № ĕç – „Тĕрĕс тата тĕрĕс мар схемăсене туп“.
Тĕрĕс схемăсем: 2,3.5
Тĕрĕс мар схемăсем; 1,4, 6
5 № ĕç – Кану саманчĕ.
-Эпĕ сире предложенисем вуласа паратăп. Сирĕн тĕрĕс хусканусем тумалла.
«Т», – а. –тăрса алă çупатпăр.
А: «Т». - тăрса пĕр вырăнта утатпăр.
А: «Т», – а. – тăрса 1 алă çĕклетпĕр.
„Т, – а, – т“.– тăрса 2 алă çĕклетпĕр.
„Т.е? е! – а. – Т. е? е!-тăрса 2 алă çĕклетпĕр.
Тÿрĕ мар пуплевлĕ предложени – приседани тăватпăр.
Çÿллĕ сăрт çинче кутамас юман ÿснĕ.
„Сирĕнпе мĕн тумалла? Мĕне кирлĕ эсир? – тенĕ вăл ялан хăй йĕри-тавра ÿсекен çăкана, хурăна, ăвăса. – Эсир ман ята çеç яратăр.“
Хайхи чăнах та çынсем, юман сăмахне илтнĕ пекех, пĕррехинче çак вырăна пăчкăсемпе килнĕ те пĕтĕм йывăçа касса пăрахнă.
„Ну, халь пурăнма лайăх пулать ĕнтĕ,“ – савăнса кайнă юман.
Мĕнле сăмах кашни предложенирех тĕл пулчĕ? (юман).
(Юман – тĕреклĕ туратсемлĕ чи çирĕп, нумай çул ÿсекен йывăç. Пирĕн ман асаттесем юмана атте тенĕ. Çуртсен никĕсĕсене тата ытти кирлĕрех çурт-йĕре юманран тунă.)
18 ĕмĕрте карапсем тума Чăваш ен территорийĕнче шурă юман чылай каснă, пачах пĕтсе ларнă.
Апла пулсан, каснă йывăçсем вырăнне пирĕн çĕнĕ йывăçсем лартса хăвармалла.
6 № ĕç -Халăх сăмахлăхĕ.
Ваттисен сăмахне пĕлетĕн-и?
Таса çăлра таса шыв.
Йывăç лартман ача çын пулаймасть.
Пÿртри çÿп-çап тула ан тухтăр.
Çут çанталăк упрасси – кашни çын тивĕçĕ.
Çут çанталăк тасалăхĕ – сывлăх пахалăхĕ.
1-ушкăн ĕçĕ:Ваттисен сăмахĕсемпе усă курса кÿртĕм сăмахлă тÿрĕ мар пуплевлĕ предложени йĕркелĕр.(Ваттисем каларăш, (ваттисем калашле, ваттисем кланă пек) таса çăлра таса шыв.
( Ман шутпа, тĕрĕссипе каласан). Кÿртĕм сăмах – калаканни хăйĕн шухăшне мĕнле хаклани.
Сăнавсемпе паллăсем:
Хурăн шывĕ вăйлă пулсан, çулла çумăр пулать.
Мăн кун кунне çумăр пулсан, тырă лайăх пулать.
Пулăсем шывра пит сиккелесен, çумăр пулать.
Вăрман çийĕ кăвакарсан, ăшăтать.
2 – ушкăн ĕçĕ: Сăнавсемпе усă курса çак схема пек А: «Т», – а. тÿрĕ пуплевлĕ предложени йĕркелĕр.
7№ ĕç- Пуплеве аталантарни
Ÿкерчĕксемпе усă курса чĕнÿллĕ тÿрĕ пуплевлĕ предложенисем çырăр. Кашни ушкăн хăйсене тивĕçнĕ ÿкерчĕкпе чĕнÿллĕ тÿрĕ пуплевлĕ предложени çырать.
Чĕнÿллĕ тÿрĕ пуплевлĕ предложенисем тăвăр.
1-мĕш ÿкерчĕк
„Вероника, йывăçа тÿрĕ тыт-ха“, - терĕ Алеша.
Таня пĕверен шыв йăтса хăпарчĕ те: „Ачасем, хĕвел хĕртсе пăхать те йывăçсене шăвармасăр чĕртме йывăр пулать пуль“, - терĕ.
2-мĕш ÿкерчĕк
„Ачасем!Шăнкăрчсем вĕçсе килнĕ, -терĕ Иван Петрович.- Часрах вĕллесем çакмалла“.
„Ан хăра, Иван Петрович, ан пăшăрхан“, - терĕ Дима.- Эпĕ асăрханса ĕçлĕп.
А) „Çумăр! Ман çине çу!“ – савăнса кăшкăрчĕ шăтма акнă Тулă пĕрчи.
Ă)„Ку пылчăкра çăрăлса çÿреместпĕр ĕнтĕ, – терĕ Петĕр. – Типтĕр-ха, çу çиттĕр – пĕр-ик эрнелĕхех кайса пурăнăпăр“.
Б) Хăлхана каллех ун сăмахĕсем пырса кĕреççĕ:“Куçма, ывăлăм, тăратăн пулĕ“.
4. Чарăну палли тĕрĕс мар лартнă предложение тупăр.
А) Хăй хĕвел çинелле пăхрĕ те – «Эсĕ çав этем ачисене кала-ха, тархаслатăп сана: шĕшкĕ тĕмне ватсан унăн мăйăрĕ пулмасть те. Вара вĕсем йывăç-курăка питех ватмĕç-и тен?» — терĕ шĕшкĕ.
Ă) «Çапла, çапла, лутра шĕшкĕ», — тесе çуталса илнĕ пек пулчĕ.
Б) Амăшĕ ăна чарса каларĕ: "Ăçта хыпаланатăн, Лена?”
5. Çак предложенире мĕнле чарăну паллисем çитмеççĕ?
Шыв Шыв кăшкăрса ячĕç пур енчен те.
А) Ыйту палли, 2 запятой,точка
Ă) Кавычка, тире, 1 запятой
Б) 2 кăшкару палли, тире, кавычка
Ачасем тестсене пĕр- пĕринпе улăштарса терĕслесе хаклаççĕ.
9ĕç – „Çут çанталăк тупра – эсĕ ăна упра!” хаçат кăларасси
Ачасем тухса хăйсене килĕшекн ĕçе туртса илеççĕ.
6 ушкăн 2-шер ача тĕрлĕ ĕçсем таваççĕ.
1 ушкăн – „Çут çанталăк” сăмахпа синквейн
2 ушкăн – „Çут çанталăка упрасси” кластер
3 ушкăн – Çут çанталăка упрама чĕнсе калакан ÿкерчĕк
4 ушкăн – „Çут çанталăк тупра –эсе ăна упра” темăпа 3-4 предложени
5 ушкăн – „Эпир кайаксене пулăшни” статья
6 ушкăн – Çут çанталăк çинчен савă
Урока пĕтĕмлетни
Мĕн вал экологи? ( Ÿсен-тăрансемпе чĕр чунсен (çынсен те) çут çанталăкри çыхăнăвĕсене тĕпчекен ăслăлах.
Экологи тесен пирĕн ума мĕнле ыйтусем сиксе тухаççĕ. (Сывлăш вараланни, вăрманснм петни, çÿп-çап нумайланни, кайăксемпе чĕр чунсем сахалланни.)
Çын тата çут çанталăк пĕр-перинпе тачă çыхăннă. Çут çанталăкри тавралах мĕн чухлĕ тасарах, этем унпа мĕн чухлĕ сăпайлă килĕшÿре пурăнать, çын сывлăхĕ çаван чухлĕ çирĕпрех. Çавăнпа та, хамăра пурнăç парса тăракан çут çанталăка пурин те упрамалла, сыхламалла. Хамăрăн çĕр çинчи çак тивĕçе манас марччĕ. Çут çанталăкпа туслă пулсан – хамăра та сăвап пулĕ.
7.Ачасен ĕçне хакласси:
Пирен çак хурăн йывăççине илемлетмелле.
Хăвăр ĕçлесе пухнă çулçăсем çине пăхăр та вăтам балл шутласа кăларăр. Симĕс – „5”, сарă –„4”, хĕрлĕ - „3”.
Оценкăсене дневник çине лартатпăр.
Камăн паянхи темăпа пĕр ыйту та çук, вал йывăç çине симĕс çулçă çыпăçтарать.
Камăн пĕр-ик ыйту пур – сарă çулçă.
Камăн ыйтмалли нумай юлчĕ – хĕрлĕ çулçă.
8. Рефлекси
Эсир паян пурте маттур пултăр. Халĕ çак çитĕнÿ карталашки çине пăхса илетпĕр те хăвар хăш картлашка çине хăпрма пултартăр çавăнта сăн ÿкерчĕксене лартатпăр.
9.Киле ĕç пани
„Çут çанталăк тупра –эсĕ ана упра” темăпа е сăвă, е калав, е сочинени çырса килмелле. Хайлавсенче тÿре пуплевлĕ предложенисемпе усă курмалла.