Муниципальное бюджетное образовательное учреждение
«Средняя общеобразовательная школа №28»
Города Чебоксары Чувашской Республики
«Çын ěçěпе хисеплě»
Сценарий
литературно-музыкальной композиции
г. Чебоксары
2019 год
«Çын ěçěпе хисеплě» уяв сценарийě
Тěллевěсем: 1) чăваш чěлхин илемне туйма вěрентесси;
2) чăвашла илемлě, курăмлă сăвă калама вěрентесси;
3) ěçе, ěç çыннине хисеплеме вěрентесси.
1-мĕш ерт.: Ырă кун пултăр, хаклă вěрентекенсемпе вěренекенсем!
2-мěш ерт.: «Çын ĕçĕпе хисеплĕ уява» пуçлатпăр.
1-мĕш ерт.: Пысăк ěç пěчěккинчен пуçланать. Ēçлеме пĕлсен телейĕ те юнашарах. «Ĕçчен Ваçук» сăвă. ….. вулать.
Ĕçчен Ваçук
Шкул ачи, ĕçчен Ваçук,
Тытрĕ пысăк мăлатук,
Тупрĕ те таçтан хăма
Тытăнчĕ вăл шаккама.
Кунěпеле тăрмашсан
Пулчě тăчě «пěчěк çурт».
Халě пирěн Ваçукран
Телейли те урăх çук.
Тухса çакрě вěллене
Шурă хурăн тăррине.
Кайăксемпе ачасем –
Уйрăлма пěлми туссем.
2-мěш ерт.: Чăваш халăхě авалтан хăйĕн ачине мěн пěчěкрен ěçе вěрентнě. Ĕç пурнăç тыткăчи тенě. Çакна çирěплетсе ….. «Эп хамах», …… «Ĕçчен Униççе» сăвăсем вулаççě.
Эп – хамах
Никамран та маларах
Эп паян вăрантăм.
Вырăна та эп хамах
Майласа пуçтартăм.
Çăвăнтăм сивě шывпа,
Тăхăнтăм, тумлантăм,
Пěчěк симěс лейкăпа
Чечексем шăвартăм.
Çинě хыççăн эп хамах
Кашăк-тирěк çурăм.
Чăхсене те эп хамах
Апат пама тухрăм.
Анне тěлěннě, тăрать
Ним те ăнланмасăр.
«Хам тăвап», - тесе калать
Вăл мана шанмасăр.
«Эс, анне, мана ан чар
Ĕçлеме пěрре те.
Эп халь пěчěк пепке мар,
Эп халь пысăк ěнтě.»
Ĕçчен Униççе
Тусанне те шăлмалла,
Чашăкне те çумалла.
Пěчěк шăллě вараланнă,
Кěпине те çумалла.
Ăшша пиçнě Униççе
Пăрчăкан пек чупкалать.
Амăш ěçрен киличчен
Пÿртне-çуртне тасатать.
мĕш ерт.: Ĕçлемесěр çисен пыл та йÿçě теççě чăвашсем. Ĕçě хăй мěн тути калать-ши? Кун çинчен пире ….. каласа парать.
Ĕçě мěн тути калать?
Петěр типě турпаса
Пычě пěр çěре пухса.
Пухрě çиччěри ěçчен
Çамкине тар тухиччен.
- Пултаратăн, пăх та кур,
Пěчěклех эс пит маттур, -
Петěре мухтать мучи,
Колхозри утар хуçи. –
Ĕç пěтернě ятпала
Тутансам, - тет, - çак пыла.
Ашшě Петěртен ыйтать:
- Ну, ěç мěн тути калать?
Йăл кулать ачан тути:
- Халě пěлтěм – пыл тути.
2-мĕш ерт.: Уссен кам пуласси пирки пире Димитриева Даша (4б) каласа парать.
Ÿссен эсě кам пулан?
Эпě ыйтрăм Леньăран:
«Ÿссен эсě кам пулан?»
Леня: «Летчик пулап, - тет, -
Самолетпа вěçеп», - тет.
Эпě ыйтрăм Тольăран:
«Ÿссен эсě кам пулан?»
Толя: «Токарь пулап, - тет, -
Машинсем юратап», - тет.
Эпě ыйтрăм Павăлран:
«Ÿссен эсě кам пулан?»
Павăл: «Пахчаç пулап, - тет, -
Эп арбуз юратап», - тет.
1-мĕш ерт.: Ашшěне кура ывăлě, амăшне кура хěрě теççě. Çын пуласси ачаран паллă. «Ĕмěт пысăк» сăвва ….. вуласа парать.
Ĕмěт пысăк
Атте манăн тимěрçě,
Анне бригадир.
Пиччеçěм, Владимир,
Çарта командир.
Йěркеллěн ěçлеççě -
Эп уншăн хавас.
«Эс кам пулан?» - теççě.
Ах, кам-ши пулас?
Пит пысăк-çке ěмěт,
Умра ěç нумай.
Вěренěп, вěренěп
Ăста çын пулма.
Ăста, пултаруллă,
Ĕçчен çын пулас,
Ун чух тăвану та
Телейлě, хавас.
2-мĕш ерт.: Чăваш чунĕ яланах ĕçре тата вăйăра. «Чăваш ачи» юрă. 5-мĕш класс хĕрĕсем юрлаççĕ.
1-мěш ерт: «Вăйăра» юрă. 5-мĕш класс хĕрĕсем юрлаççĕ.
1-мĕш ерт.: Уява чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев сăмахěсемпе вěçлес килет. « Килěшсе ěçленě ěç пысăк усăллă - çакна пěлсе тăрăр, ун пек ěçе юратăр. Чăн пěчěкçě ěçе те пит пикенсе, юратса ěçлěр, пурнăçра курма тÿрĕ килнĕ йывăрлăхшăн ан кулянăр
2-мĕш ерт.: Юратса тусан,чи пĕчекçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать; ÿркенсе ытахальтен анчах ĕçлесен, чăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять. Лăпкă чунпа килĕшсе ĕçленĕ пур ĕç те телейлĕ пулать, ăнса малалла каять».