kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

"Анне-чи лайăххи"

Нажмите, чтобы узнать подробности

Методическая разработка для проведения в 4 классах с русским языком обучения. Урок посвящён маме.

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«"Анне-чи лайăххи"»

Вĕрентекен: Севрикова Любовь Константиновна

Предмет: Чăваш чĕлхи

Класс: 4 класс

ВМК (УМК) Чăваш чĕлхи : вырăс шкулĕн 4-мĕш класĕ валли / В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова, Л.В. Николаева.− Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2014.

Шкул: Чǎваш Республикин Çĕнĕ Шупашкар хулин «18-мĕш лицей» муниципалитет пěтěмěшле пĕлÿ паракан бюджет вěренÿ учрежденийĕ

Тĕп тема (блок-модуль): Эпир туслă ачасем (12 сехет)

Урок теми: Манăн анне чи лайăххи! Вăйлă степеньри паллă ячĕсем (3-мĕш урок)

Харкамлăх результачĕсем:

  • вĕренÿпе кăсăкланма хавхалантарни;

  • вĕренÿ пултарулăхне шанма вĕреннине аталантарни;

  • аттепе- аннене итлеме, вĕсене ăнланма вĕренни;

Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем:

  • ĕç йĕркелÿ результачĕсем: пĕлменнине тата пĕлес туйăмĕ вăратни

  • хутшăну результачĕсем: çыхăнуллă , ăнланмалла каласа пама пултарни; мăшăрсенче, ушкăнсенче пĕр-пĕрне хисеплесе тата килĕштерсе ĕçлени;

  • пĕлÿ-тĕпчев результачĕсем:текста (юмаха) тишкерни; пĕтĕмлетÿсем туни ( „ Мĕнле?” ыйтуллă хĕвел кластер, „Клоуз” тест, „Венн унки”) туни;

Предмет результачĕсем: аудировани: тăнлама вĕрентни; вулав: ăшри вулав хăнăхăвне аталантарни; сăмах йышне пуянлатни; калаçу: предложнисем тĕрĕс йĕркелени; çыхăнуллă каласа пама вĕретни; пухнă пĕлÿсемпе пуплевре усă курма вĕрентни; çыру: вăйлă степеньри паллă ячĕсемпе пуплевре тĕрĕс усă курма вĕренни.

Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ памалли проблемăллă урок

Усă курнă технологисем: проблемăллă информаципе хутшăну технологи элеменчĕсем, ушкăнра хутшăнса ĕçлени, сывлăха сыхлас технологи элеменчĕсем.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, пуплев зарядки, учитель вулавĕ, вырăсла куçарни, ыйту-хурав, калаçу, тăванлăха пĕлтерекен сăмахсене тĕрлĕ формăра лартни, диалог йĕркелени, грамматика материалĕпе ĕçлесси, „мĕнле? ыйтуллă „Хĕвел кластер туни,илемлĕ юрă итлени, видеоролик пăхни, çĕнĕ пĕлĕве ăса хывни, кĕнекери юмахпа ĕçлени, çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлени, кану саманчĕ (куçсене кантарни, хул çурăма хускатни), шырав-тĕпчев, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, суйлавлă вулав, тăмана чĕппипне ачасене хăйсемпе танлаштарни, слайдсемпе ĕçлени, культурăсен çыхăнăвĕ.

Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс илтни,сăмах йышне пуянлатни çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарни.

Кирлĕ хатĕрсем: вĕренÿ кĕнеки, компьютер, проектор, экран, PowerPoint программăпа хатĕрленĕ слайдсем, видеороликсем, дидактика материалĕ.

Урок юхăмĕ:

I. Класа урока йĕркелени, сывлăх сунни

− Ырă кун пултăр, хаклă ачасем. Эпĕ сире курма питĕ хавас!

− Ырă кун пултăр, Любовь Константиновна.

− Пирĕн урокра паян хăнасем те пур. Вĕсене те ырă кун сунар-ха.

− Ырă кун пултăр, хаклă хăнасем!

− Малтанах сире пурне те çак паянхи çут çанталăкăн ытарайми илемлĕ, хĕвеллĕ те ăшă, хаваслă кунĕпе саламлатăп. Пурне те урокра лайăх кăмăлпа, тăрăшса ĕçлеме сунатăп. Пĕр-пĕрин çине пăхăр та йăл кулăр. Партăсем хушшине шăппăн вырнаçса ларăр.

II. Малтан илнĕ пĕлĕве аса илни

1. Учитель сăмахĕ

− Чăваш чĕлхи питĕ çемçе те çепĕç чĕлхе. Чăвашла тĕрĕс, хитре калаçма чĕлхене хăнăхтарар-ха.

2. Урокра вĕреннĕ çĕнĕ сăмахсем çине тайăнса сыпăксемпе сăмахсене ушкăнпа калаттарни

− Ачасем, çак сыпăксене тата сăмахсене ман хыççăн тĕрĕс калăр:

çĕ-çĕ-çемье

йă-йă-йăмăк

тĕ-тĕ- тĕнче

3. Текстпа (сăвă çаврăмĕпе) ĕçлени

−Халĕ экран çинчи сăвă йĕркисемпе паллашар-ха .

Манăн пур атте, анне,

Асаттепе асанне.

Манăн пур аппа, пичче,

Çавăнпа хитре тĕнче.

а) учитель вулани;

ă) вырăсла куçарни;

б) ыйту-хурав;

− Сăвă мĕн çинчен?

− Сăвă çемье çинчен.

− Сăвăри çемьере миçе çын?

− Сăвăри çемьере 7 çын.

в) учитель хыççăн ачасем вулани (икшер йĕрке);

г) пĕчченшерĕн вулаттарни;

д) пĕтĕмĕшле тепĕр хут ушкăнпа вулаттарни. Сăвăри тăванлăха пĕлтерекен сăмахсене тупса вуласа пани;

4.Тăванлăха пĕлтерекен сăмахсен камăнлăх форми çинчен вĕреннине аса илни

а) тăванлăха пĕлтерекен сăмахсене алгоритм çине тайăнса тĕрлĕ формăра лартни;

−Тăванлăха пĕлтерекен сăмахсемпе тĕрлĕ формăра мĕнле усă курмаллине аса илер-ха.


манăн

санăн

унăн

атте

аçу

ашшĕ

анне

аннÿ

амăшĕ

асатте

аслаçу

аслашшĕ

асанне

асаннÿ

асламăшĕ

аппа

аппу

аппăшĕ

пичче

пиччÿ

пиччĕшĕ


ă ) панă ыйтусемпе усă курса сăнчăр мелĕпе диалог йĕркелени

−Санǎн аннÿ мĕн ятлǎ?

− Вǎл миçе çулта?

− Аннÿ ǎçта тата кам пулса ĕçлет?

− Вǎл пушǎ вǎхǎтра мĕн тǎвать?

− Эсĕ аннÿне пулǎшатǎн-и?

− Санǎн аннÿ мĕнле çын?

б ) „ мĕнле? ыйтуллă„ Хĕвел” кластер тутарни

− Ленăн амăшĕн ĕçчен. Халĕ эсир те хăвăр аннĕрсене сăнласа парăр. Хĕвел пайăркисем çине мĕнле? (какая?) ыйтуллă сăмахсене çырăр.

Манăн анне мĕнле? (какая?)



в) ачасен хуравĕсене итленĕ хыççăн учитель пулăшнипе „ анне” сăмах патне тепĕр 4 паллă ячĕ хушни ( рефлексиллĕ калаçу)

− Эпĕ хамăн аннене çак сăмахсемпе усă курса сăнлатăп. Халĕ хăвăр карточкăсем çине хăш сăмахсем сирĕн аннĕрсене тивĕç хушса çырса хурăр.

Вĕренекенсем: Илемлĕ, хитре, ăшă кăмăллă, савăнăçлă, тимлĕ, хаваслă, хастар, хисеплĕ, çепĕç, çутă, ырă, ăслă, пултаруллă,чипер, ĕçчен.

III. Пĕрремĕш çĕнĕлĕхпе паллаштарни

1. Учитель вăйлă степĕнри чи татăкпа усă курма çул уçса пани

Частица чи образует превосходную форму слов признаков (справочник стр. 73).

Уçă сас паллипе пĕтекен паллă ячĕсем çумне чи сăмах хушăнсан юлашки сас палли тухса ÿкет, и сас палли хушăнать.

Хупă сас паллипе пĕтекен паллă ячĕсем çумне чи сăмах хушăнсан юлашки хупă сас палли çумне тепĕр хупă саспалли тата и сас палли хушăнать.

Тĕслĕх: лайăх – чи лайăххи чи вăйлă степеньри татăк

2. чи татăкпа аннене сăнлакан самах майлашăвесем туни

− чи илемли − чи тимли

− чи хитри − чи хавасли

− чи ăшă кăмăлли − чи хисепли

− чи саванăçли − чи çепĕççи

3 „Венн ункипе” мелĕпе усă курса культурăсен çыхăнăвне кăтартни

−Ахальтен мар ĕнтĕ чăвашсем «Анне ăшши хĕвел пек» теççĕ. Анне çинчен каланă ваттисен сăмахĕсем ытти халăхсен те нумай. Сердце матери лучше солнце греет»,- теççĕ вырăссем. «Анне пулмасан хĕвел те ăшăтмасть» ««Без матери и солнце не греет». Ку вара Украина халăхĕн ваттисен сăмахĕ. Халăхĕ тĕрлĕрен пулин те шухăшĕ пурин те пĕрех. Пурте харпăр хăйĕн амăшне юратаççĕ, хисеплеççĕ, хĕвелпе танлаштараççĕ.

IV. Урок темипе, тĕллевĕсене палăртни

1.Учителĕн илемлĕ юрри тăрăх („Пирĕн анне” сăмахĕ Аркадий Ĕçхелĕн, кĕвви Валентина Салихован) урокăн тупсăмне палăртни

− Ачасем, халĕ эпĕ сире пĕр илемлĕ юрă юрласа паратăп.Эсир вара юрă сăмахĕсене тимлĕ итлĕр.Çак юрă кам çинчен пулнине калама хатĕрленĕр. Тупсăмне тĕрĕс тупсан паянхи урок темине пĕлме пултаратăр.

Пире кам ачашшăн

                      Лăпкать пĕчĕкрен,

                      Чипер çын тăвасшăн

                      Çунать чĕререн?

      Кам тĕлĕкĕнче те

                      Курать - çке пире,

                      Килте пуринчен

                      Тăрать иртерех?

Пурте пĕрле: Манăн анне – 3 хут ( ачасем юрлаççĕ).

2. Урок темине ыйту-хурав мелĕпе анлăлатса калани

− Эпĕ юрланă юрă кам çинчен?

− Мĕнле сăмахсене астуса юлтăр?

3. Урок тĕллевĕсемпе паллаштарни

− Паянхи урокра эпир сирĕнпе анне çинчен калаçнă май тăнлама, вулама, çырма, çыхăнуллă каласа пама, предложенисене тĕрĕс йĕркелеме, çĕнĕ сăмахсемпе пуплевре тĕрĕс усă курма вĕренĕпĕр.


V. Урокăн çивĕч ыйтăвне « Манăн анне чи лайăххи» темăпа ачасемпе пĕрле уçăмлатни

1. Видеоролик пăхни

−Халĕ эпир видеоролик пăхăпăр. Пăхнă хыççăн эсир мĕн калама пултаратăр? Шухăшлăр.

− Йытăн йытă çури пур, качакан качака путекки, кушакăн кушак çури...

− Тĕрĕс. Çĕр çинче кашни чĕрĕ чунăн амăшĕ пур.Тăманан мĕн пур?

− Тăманан тăмана чĕппи пур.

2.Умĕнхи калаçу

−Халĕ эпĕ сире тăмана чĕппи çинчен юмах вуласа паратăп. Ку юмаха Василий Сухомлинский çырнă. Вăл Украина халăхĕн паллă ывăлĕ, педагог.

Паянхи урокран эпир унăн юмахĕсемпе паллашма пуçлатпăр.

3.Кĕнекери текстпа ĕçлени

а) çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлени

−Юмах содержанине ăнланма çăмăлрах пултăр тесе сире ăнланма йывăр сăмахсене пăхса тухар-ха.

çырă-светло-коричневый

суккăрлатать- ослепляет

чăрсăр-отчаянный

çаран-луг

чарлан-цапля

тăмана ами- самка совы

тăмана аçи –самец

тăмана чĕппи совёнок

 вĕрентекен-хор;

 пĕр ача чăвашла, тепри вырăсла вулани;

 çĕнĕ сăмахсемпе предложени тутарни;

ă)учитель кăтартуллă вулав ирттерни

− Ачасем,эсир юмаха тимлĕ итлĕр. Вуласа пĕтерсен эпĕ эсир юмаха мĕнле ăнланнине тĕрĕслĕп.

б).„ Тĕрĕс”, „ Тĕрĕс мар” паллăсемпе усă курса юмах содержанине ăнланнине тĕрĕслени

  1. Тăманан чĕпĕ çитĕннĕ (+)

  2. Тăманасем ирхине те кăнтăрла та, каçхине те вĕçеççĕ ( -)

  3. Тăмана хăйĕн чĕппине йăваран вĕçсе тухма хушман ( +)

  4. Тăмана чĕппи итленĕ (-)

  5. Тăмана чĕппи патне чарлан пынă ( +).

  6. Тăмана чĕппи хăйне кукамăшĕ патне илсе кайма ыйтнă (-)

  7. Тăмана чĕппи манăн анне тĕнчере чи хитри тенĕ (+)

в ) Ачасем юмаха çурма саспа хăйсем тĕллĕн вулани

− Халĕ юмаха хăвăр тĕллĕн çурма саспа вуласа тухăр. Юмах содержанийĕ тăрах пĕр- пĕрне ыйтусем пама хатĕрленĕр.

г ) юмах содержанийĕ тăрăх пĕр - пĕрне ыйтусем пани

В сказках животные выступают в роли различных существ. Они также, как и люди, рассуждают и разговаривают. Поэтому в таких случиях к словам,обозначающим животных, ставиться вопрос кам?

д) суйлавлă вулав ирттерни

− Çак юмахран анне çинчен каласа пама мĕнле предложенисене илме пултаратăр?

−Манăн анне тĕнчере чи хитри. Унăн куçĕсем яланах ырă. Манăн анненни пек илемлĕ куçсем урăх никаман та çук.

е) юмах тăрăх пĕтĕмлетÿ туни

Моральпе этика норми

− Ачасем, çак юмахăн тĕп шухăшĕ мĕнле? Сирĕн хушăра тăмана чĕппи пек аннĕрсене итлемен ачасем çук-и? Сирĕн яланах аннĕрсем каланă сăмаха итлемелле. Вĕсене кÿрентермелле мар!

3.Çĕнĕ информаци илни

− Текстра тăмана чĕппи кантăрла курманнине вуласа пĕлтĕмĕр? Вăл кăнтăрла пачах та курмасть-ши е курать? Видеоролик пăхса пĕлер-ха.

(„ Какие глаза у сов? Почему они днём не видят?”)

4. „Клоуз” тест (4 абзац) мелĕпе тăмана мĕншĕн кантăрла курманнине ачасем патне илсе çитерни

Клоуз тест

Сĕннĕ вариантсемпе усă курса сиктерсе хăварнă сăмахсене (япала ячĕсене) кĕртсе лартса текст йĕркелĕр.

(1)_____________________чăрсар пулнă. (2) Вăл _________ хупнă та вĕçсе тухса çаран çине анса ларнă. (3) Кунта __________ уçнă, анчах хĕвел çине пăхсанах курми пулса тăнă. (4) ______ курăк хушшинче макăрса ларнă. Ун патне чарлан пынă.

−Эсĕ кам? –ыйтнă вăл.

−Эпĕ-тăмана________. ( 5) Манăн______ − тăмана. Эпĕ нимĕн те курмастăп. (6)Мана _________ патне илсе кайăр, тархасшăн.


Сĕннĕ вариантсем:

  1. кушак çури, тăмана чĕппи, сурăх путекки.

  2. куçне, çăварне, тутине.

  3. çунатне, çăварне, куçне.

  4. йытă çури, хур чĕппи,тăмана чĕппи.

  5. анне, атте, аппа.

  6. йăмăк, анне, асанне.

VI. Илнĕ информаци урлă пĕтĕмĕшле пĕтĕмлетÿ патне пыни

1. Тăмана чĕппĕ = ача, тăмана амăшĕ = ача амăшĕ сăмахсем тÿр килнине туптарни.Пĕтĕмĕшле çемье сăмахпа çыхăнтарни

− Слайд çинче тăватă ÿкерчĕк. Çак ÿкерчĕксене стрелкăсемпе çыхăнтарăр. Ÿкерчĕксене çыхăнтаракан тĕп сăмах тупăр.(Аннесен ачисем)

2.Çемье çулталăкĕ çинчен аса илтерсе калани .

-2017-мĕш çула Чăваш Республикинче Аттепе анне çулталăкĕ тесе йышăннă.

3. Тăмана чĕппине ачасем хăйсенпе „Венн унки” мелĕпе усă курса танлаштарни

−Халĕ,ачасем, тăмана чĕппине хăвăрпа танлаштарăпăр.

−Текстра тăмана куçĕ çинчен мĕн каланă, тупса вуласа парăр.

−Тăмана чĕппипе хăвăра танлаштарăр. Пĕр-пĕрин çине пăхăр та калăр, тархасшăн . Сирĕн класри ачасен куç мĕн тĕслĕ? (кăвак, хура, хăмăр ( карие), симĕс).

В русском языке говорим глаза,уши,руки. В чувашском языке нужно говорить только в единственном числе куç, алă,ура.

−Тăмана чĕппин çăварĕ мĕнле?

−Пирĕн çăвар пур-и?

−Пирĕн çăвар çук . Пирĕн тута пур. Ачасем, пирĕн тута мĕнле?

− Хулăн, çÿхе,пысăк, пĕчĕк.

−Тăманан хÿри мĕнле?

−Çыннăн çÿçĕ мĕнле тата мĕн тĕслĕ пулать?

−Вăрăм, кĕске,хулăн, çÿхе. Тĕс: хура,сарă,шурă,кăвак

− Тăмана чĕппипе пирĕн хушăрта мĕнле пĕрпеклĕх пур-ши?

−Тăмана чĕппи те, эпир те аннесен ачисем.

VII . Урока пĕтĕмлетни

− Ачасем, халĕ манăн сире урок килĕшнипе килĕшмннине пĕлес килет. Сирĕн умра виçĕ карçинккара виçĕ тĕслĕ чечек. Доска умĕнчи сĕтел çинче чечек кăкшăмĕ. Халлĕхĕ унта чечексем çук.

  • Кама паянхи урок питĕ килĕшрĕ, вăл кăкшăма хĕрлĕ чечек пырса лартать.

  • Кам урок аван иртрĕ тесе шутлать, вăл сарă чечек лартать.

  • Кама урок пачах та килĕшмерĕ, вăл кăкшăма кăвак чечек лартать. Тархасшăн.

−Ачасем, эсир паянхи урокра мĕн çĕнни пĕлтĕр?

− Манăн урока пысăк паллăпа хакланăшăн тавтапуç.

VIII . Киле панă ĕç мĕнле тумалли инструктаж

− Килти ĕç суйлавлă пулĕ

  • „ Манăн анне чи лайăххи” темăпа 5 предложени çырса килмелле

  • Текст тăрăх ÿкерчĕк ÿкерĕр

  • Анне çинчен ваттисен сăмахĕсем çырса килĕр

− Ачасем, урока манăн çак сăвă йĕркисемпе вĕçлес килет:

Анне пулсан – тĕнче илемлĕ,

Анне пулсан – хаваслă кун.

Анне пулсан – эпир телейлĕ.

Анне тĕнчере чи хакли, чи лайăххи.

− Сывă пулăр, ачасем.

−Сывă пулăр, Любовь Константиновна тата хăнасем.





10



Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Всем учителям

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 4 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
"Анне-чи лайăххи"

Автор: Любовь Константиновна Севрикова

Дата: 10.03.2023

Номер свидетельства: 627260


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

Распродажа видеоуроков!
ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства