kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

"И.Я.Яковлев –чăвашсен аслă патриархĕ" литература каçне ирттермелли сценари

Нажмите, чтобы узнать подробности

 Литература каҫне ирттермелли зала илемлетнĕ. Сценăн хыҫалти пайӗнче И.Я. Яковлев портречӗ. Унӑн айӗнче ҫак сӑмахсене ҫырса хунӑ: «Тӑван халӑх чӗлхине пӗлмен ҫын мӗскӗн, манми телейсĕр, пĕлес темени – айван, юратманни – юлхава тивĕҫ, тӑван чĕлхене вӗренес теменни-пÿтсĕр.»

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«"И.Я.Яковлев –чăвашсен аслă патриархĕ" литература каçне ирттермелли сценари»


И.Я.Яковлев –чăвашсен аслă патриархĕ.

Литература каҫне ирттермелли зала илемлетнĕ. Сценăн хыҫалти пайӗнче И.Я. Яковлев портречӗ. Унӑн айӗнче ҫак сӑмахсене ҫырса хунӑ: «Тӑван халӑх чӗлхине пӗлмен ҫын мӗскӗн, манми телейсĕр, пĕлес темени – айван, юратманни – юлхава тивĕҫ, тӑван чĕлхене вӗренес теменни-пÿтсĕр.»

1-мĕш ертсе пыракан 1.Ҫын вӑй-халне вӑл ҫирĕп шаннӑ,

Пире вӑл чĕннӗ ҫутталла,

Ăна Ульянов асӑрханӑ,

Савса ал панӑ тӑванла.

Вĕсем пĕрле тӑрса ҫул хывнӑ

Ыр ĕмӗтпе-малашлӑха.

Пĕрле ҫӗкленĕ туслӑха.

2-мĕш ертсе пыракан : Чӑвашсене ҫутта кӑларакан сумлӑ та чаплӑ педагогӑн И.Яковлев ятне Раҫҫейре те, ун тулашĕнче те аван пĕлеҫҫĕ. Ун ҫур ĕмӗре пынӑ нумай енлĕ ĕҫӗ-хӗлӗ халӑхсем хушшинче самана пӗлтерӗшлӗ пулса историе кĕрсе юлчĕ, тĕнчери тĕрлĕ ҫĕр-шывсенче ырӑ ята тивĕҫрĕ. Халӑха ҫутта кӑларас енĕпе Яковлев тунӑ ĕҫсене хамӑр патшалӑхра тата ют ҫĕр-шывсенче ĕҫлесе тӑракан ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем те пĕлнĕ, ырланӑ. 1-мĕш ертсе пыракан Яковлев пурнӑҫĕпе ĕҫĕ-хĕлĕ, хăй йĕркелесе янă Чĕмпĕр шкулне 50 ҫул ытла ертсе пынӑ.Чĕмпĕр чӑваш шкулĕн кун-ҫулӗ пин-пин документра палӑрса юлнӑ.

2-мĕш ертсе пыракан Хӑй ӗмӗрĕнче И.Яковлев " Чӑваш букварĕ " (30 ытла кӑларӑм), «Чӑвашсене вӗрентмелли пирвайхи вӗренӳ кӗнеки», "Букварь хыҫҫӑн чӑвашла вуламалли пӗрремӗш кĕнеке", ытти 17 кĕнекепе брошюра, педагогика, самана тата политика ыйтӑвĕсемпе, Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ ҫинчен калакан 42 статьяпа документсем пичетлесе кӑларнӑ. Юлашки ҫулсенче унӑн ҫырӑвӗсене пухса 2 томпа пичетленĕ, вĕсем паллӑ ҫутлӑх ĕҫченĕн нумай паллӑ ҫырнисен пуххин малтанхи пайĕсем пулаҫҫӗ.

2-мĕш ертсе пыракан Чӑваш Прометейĕ И.Я.Яковлев ҫуралнӑ куна кашни ҫулах ака уйӑхĕн 25-мĕшӗнче уявлаҫҫĕ. Ҫак паллӑ куна халалласа ирттеретпӗр паянхи уяв каҫне. Мӗн пĕлетпĕр-ха эпир ҫак тĕлĕнмелле ҫын ҫинчен, унӑн ытла та хӑй евĕрлӗ пултарӑвĕ ҫинчен?

1-мĕш ертсе пыракан Мĕнрен пуçланнă-ха унăн пултарулăхĕ? Чăвашсене çутта кăларакан сумлă та чаплă педагог И.Я.Яковлев пурнăçĕнчи çуркунне,ачалăхĕпе яшлăхĕ Тутар республикинче Кăнна Кушки ялĕнче иртнĕ.

1-мĕш ача Кăнна Кушки… Ăна туран куратăн:

Çырмаллă ял,ял вĕçĕнче çаран.

Тахçан кунта иккен тăлăх-туратăн.

Кĕтÿ кĕтсе вăл ÿснĕ ачаран.

Ун чух чăвашăн пурнăçĕ ,кун-çулĕ

Хăй пÿрчĕсем пек пулнă-çке хура.

Юхтарнă халăх тарпала куççулĕ,

Пуççапнă ĕмĕр Пихампар тура.


1-мĕш ертсе пыракан: 856 çулта Ивана пăрăнтăк ялне удел хресченĕсен ачисем валли уçнă шкула вĕренме яраççĕ.Асăннă шкултан вĕренсе тухсан Чĕмпĕре мишавайсем вĕрентсе хатĕрлекен шкула илсе кайнă.Чĕмпĕрпе Самара кĕпĕрнисенче çĕр виçекенте ĕçлесе Яковлев ĕç халăхĕн асаплă, тертлĕ, хĕн-хурлă пурнăçне пит тĕплĕн пĕлсе çитет. Унăн тăван халăха çутта тухма пулăшас хĕрÿ туйăм çуралать. Каярах вăл çакна аса илсе çапла çырнă: «Эпĕ çав лăпкă, ырă кăмăллă çынсем хушшинче çуралса вĕсен пурнăçĕпе пурăнса ÿснĕскер,тăван халăхăн шăпипе пуласлăхĕ çинчен шухăшламасăр тăма пултарайман,»-тенĕ.

2 -мĕш ертсе пыракан Ĕмĕтне пурнăçа кĕртме И.Яковлевăн хăйĕн нумай вĕренмелле пулнă. Чĕмпĕр гимназийĕнче вĕреннĕ чухнех вăл чăваш ялĕсенчен Чĕмпĕре 4-5 ача чĕнсе илет, вĕсене вĕрентме тытăнать, хула шкулĕсене кĕме пулăшать. Çапла вара 1868 çулте Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ уçăлать.

Ĕмĕтленни-çунни те иртнĕ кăлăх. Çырса хумашкăн сас палли те çук.

Хусан университетĕнче вĕреннĕ вăхăтра И.Яковлев чăваш çырулăхне пуçарса ярас ĕмĕте пурнăçа кĕртет. А.Белилин, Н.Тимрясов пулăшнипе чăваш алфавитне йĕркелесе çитерет.

  1. мĕш ача Вăй илтĕмĕр çĕнĕ тĕнче тумалăх.

Çитетпĕр çÿллĕ ĕмĕтсем патне.

Çапах нихçан,нихçан та манмĕ халăх

Хăйне букварь тыттарнă çын ятне.

Хăй хатĕрленĕ алфавитпа усă курса букварь пичетлесе кăларать. Часах вăл пур шкулсене те çитет. Ачасем çавăн тăрăх тăван чĕлхепе вулама, çырма вĕренме тытăнаççĕ.

1-мĕш ертсе пыракан Тăван чĕлхене вĕрентмелли пĕрремĕш кĕнеке вăл халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене, хăй тата юлташĕсемпе вĕренекенĕсем çырнă вак калавсене кĕртнĕ. И.Яковлевăн калавĕсенче виçĕ тема пысăк вырăн йышăнать: ĕç, пĕлÿ, туслăхпа сăпайлăх.

  1. мĕш ача. Вăл уçнă шкул. Пĕр Кушкăра çеç мар вăл.

Атăлпала Сĕве тăрăхăнче.

Кашни ялтах вăл ырă ят хăварнă.

Кашни çынах пĕлет халь ун çинчен.

2-мĕш ертсе пыракан И.Яковлев хăйĕн пултаруллă ĕçĕ-хĕлĕпе чăваш çырулăхĕпе литературине аталантарма, халăх культурине нумай енчен ÿсме пулăшнă. Вăл уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче чăваш халăхĕн паллă ывăлĕсемпе хĕрĕсем вĕренсе тухнă: К.Иванов, Т.Тимкки, М.Трубина, Ф.Павлов, С.Максимов, И.Максимов-Кошкинский т.ыт.те. Вĕсем чăваш халăхĕн ылтăн çÿпçине хăйсен ĕçĕсемпе пуянлатнă.

1-мĕш ертсе пыракан Халăхăн культурине хăпартас ĕçре тăван чĕлхен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк пулнине палăртса вăл çапла калать: «Чĕлхе хăйне çитĕнтернĕ халăхпа çеç вилет. Ăна манма хушни çав халăха вилсе пĕттĕр тенипе пĕрех».

2-мĕш ертсе пыракан Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчи ачасем Яковлев хавхалантарнипе тĕрлĕ калавсем чылай çырнă.Чи пахараххисене суйласа илсе букваре кĕртсе пичетленĕ.Пĕчĕк калавсем çырма Яковлев хăй те хутшăннă.

1-мĕш ертсе пыракан Калавсем çырнисĕр,вырăсларан чăвашла куçарнисĕр пуçне Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренекен ачасем халăх сăвви-юрри,юмах-халапĕ нумай пухнă.Ку тĕлĕшпе Яковлев ырă тĕслĕх парса тăнă.

4-мĕш ача.Халăх тĕлейĕшĕн хăйне хĕрхенмесĕр.

Пĕтĕм вăйне,пур ăсне хуракан,

Ирĕк кун-çулшăн нимрен шикленмесĕр

Пурнăç валли тĕрĕс çул хывакан,

Чăн та чăнах этемлĕх йăхне вăл

Ĕмĕр манми пысăк усă кÿрет.

5-мĕш ача.Вăл акă,чăваш Прометейĕ

Пире букварь панă этем

Кам тек халăха мĕскĕн тейĕ?

Çутатĕ ăсне чĕр хĕлхем.

Çав çутă пĕлÿлĕх çути

Шăтса чăшăл тухрĕ калча

Тĕшши тулчĕ,кĕчĕ тутти.

2-мĕш ертсе пыракан .Çур ĕмĕр ытла ырми-канми ĕçленĕ И.Яковлев ячĕ – халăх чĕринчех. Ун ятне урамсене,шкулсене,библиотекăсене панă.Наци библиотеки умĕнче Шупашкарта Яковлева чысласа палăк лартнă,чăваш патшалăх пединститучĕ ун ячĕпе хисепленет,кунтах ăна асăнса музей уçнă.

Чăваш поэчĕсемпе писателĕсем,драматургĕсем Яковлева асăнса манăçми произведенисем çырнă.




6-мĕш ача Тăван çĕр-шыв – Раççей çĕр-шывĕ,

Асаттесен çĕр-шывĕ Атăл тăршшĕнче.

Эс пултăн чăвашсен чăн Прометейĕ,

Тĕттĕм хупланă салхуллă кунсенче.

Ăс-тăн вучахĕ пулнă Чĕмпĕр шкулĕ.

Тавах сана,ăслай-вĕрентекен!

Эс парнелерĕн чăваша çырулăх,

Пĕрремĕш хут тыттартăн кĕнеке.





Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Всем учителям

Категория: Мероприятия

Целевая аудитория: 7 класс

Скачать
"И.Я.Яковлев –чăвашсен аслă патриархĕ" литература каçне ирттермелли сценари

Автор: Иванова Галина Ивановна

Дата: 06.03.2018

Номер свидетельства: 460931


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

Распродажа видеоуроков!
ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства