kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Вĕрентекенсен кунне халалланă уяв сценарийĕ

Нажмите, чтобы узнать подробности

1-мĕш ертсе пыракан: Хисеплĕ вĕрентекенсем, ачасем, хăнасем  сире çак илемлĕ те çутă залра курма хавас. Эпир ваттисен йăлипе ăшă кăмăлпа виçĕнсе, çу пек çемçе, пыл пек тутлă чĕлхемĕрпе, пĕтĕм чĕре ăшшине парнелесе сире, хисеплĕ вĕрентекенсем,  уяв ячĕпе хĕрÿллĕн саламлатпăр.

2-мĕш ертсе пыракан: Учитель! Савнă учитель

                        Паян- санăн уяву!

                        Пĕтĕм тĕнче умĕнче çĕкленчĕ

                        Халь сан чапу та мухтаву.

1-мĕш ертсе пыракан: Кашни çыннăн кун-çулĕнче хайĕн Вĕрентекенĕ пур. Вăл ăна пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнипе пĕрлех, пурнăçа та вĕрентет. Вĕренекенсемшĕн вăхăтне те, вăй-халне те, чун-чĕре ăшшине те шеллемест. Çакă вара,  чăн-чăн Учитель - Вĕрентекен сăнарĕ пулса тăрать. Сирĕн ятпа, хисеплĕ вĕрентекенсем 2-мĕш класра вĕренекен Артемьева София « Урокра»  илемлĕ юрă шăратать.

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Вĕрентекенсен кунне халалланă уяв сценарийĕ»

Вĕрентекенсен кунне халалланă уяв сценарийĕ



1-мĕш ертсе пыракан: Хисеплĕ вĕрентекенсем, ачасем, хăнасем сире çак илемлĕ те çутă залра курма хавас. Эпир ваттисен йăлипе ăшă кăмăлпа виçĕнсе, çу пек çемçе, пыл пек тутлă чĕлхемĕрпе, пĕтĕм чĕре ăшшине парнелесе сире, хисеплĕ вĕрентекенсем, уяв ячĕпе хĕрÿллĕн саламлатпăр.

2-мĕш ертсе пыракан: Учитель! Савнă учитель

Паян- санăн уяву!

Пĕтĕм тĕнче умĕнче çĕкленчĕ

Халь сан чапу та мухтаву.

1-мĕш ертсе пыракан: Кашни çыннăн кун-çулĕнче хайĕн Вĕрентекенĕ пур. Вăл ăна пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнипе пĕрлех, пурнăçа та вĕрентет. Вĕренекенсемшĕн вăхăтне те, вăй-халне те, чун-чĕре ăшшине те шеллемест. Çакă вара, чăн-чăн Учитель - Вĕрентекен сăнарĕ пулса тăрать. Сирĕн ятпа, хисеплĕ вĕрентекенсем 2-мĕш класра вĕренекен Артемьева София « Урокра» илемлĕ юрă шăратать.

2-мĕш ертсе пыракан: Ялан-ялан ман асăмра

Шкулти пĕрремĕш кун.

Учитель сăнĕ ман умра,

Асрах сасси те ун.

Вăлах вĕрентрĕ вулама,

Таса, хитре çырма,

Пăхмасăр сăвă калама,

Тăван çĕре савма.


1-мĕш ертсе пыракан: Вăл уçрĕ пурнăç алăкне,

Хĕм сапрĕ чĕрене.

Вут хыпрĕ çамракăн чунне,

Вăл сÿнмĕ ĕмĕрне.

2-мĕш ертсе пыракан: Шкул сăмахпа виçмелле мар ăс парать, çĕнĕ вăй хушать. Шкул усала вĕрентмест, усалпа кĕрешет. Çакăн çинчен пире 8-мĕш класра вĕренекен Еремеева Ольга Николай Ефстафьеван «Пирĕн учитель» сăввипе паллаштарĕ:

Илĕртет канмашкăн лăпкă ыйăх,

Шăп вун икĕ хут çапать сехет.

Чÿрече каррисене, ав уйăх

Кăмăл тĕслĕ çутăпа тĕрлет.

Ывăнма пĕлми, канма мансах-çке

Тĕрĕслет учитель тетрадьсем.

Пуçĕнчен пĕрерĕн уртăнаççĕ

Кăвакарнă çÿç пайăркисем.

Йăнăшсем тупсан, пăртак пире, тен,

Ӱпкелет пуль ăшĕнче,

Ахаль мар, çулсеренех ĕретен

Йĕр выртать ун куçĕ айĕнче.

Килĕнче ун лăпкă та типтерлĕ,

Тетрадьсем уçни çеç илтĕнет.

Миçе çын вăл вĕрентсе ÿстернĕ!

Кашнинех-çке панă хăй чунне.

Талăк хыççăн талăк вăхăт иртĕ…

Вĕренсе тухсан та çак шкултан,

Асăнăпăр ăшшăн-каç та, ир те

Хамăрăн учителе ялан!



1-мĕш ертсе пыракан: Телее кашни çын хăйне май ăнланать. Пĕри – сăнпа илемлĕ пулнипе телейлĕ. Тепри – мул-пуянлăх пуррипе хăпартланать. Хăшĕ ашшĕ-амăшĕ пухнă тупрапа ăс курма хавас, тата теприсем- нумай вĕренсе пĕтĕм халăхшăн усăллă ĕç тунипе. Хăйсене вĕсем чăн телейлĕ тесе шутлаççĕ. Çаксем вĕсем - Вĕрентекенсем. Хисеплĕ вĕрентекенсем, сирĕн ятпа «Мерчен» ушканĕн маттур та пуртаруллă ачисем илемлĕ ташăпа.

(илемлĕ чăваш ташши )

2-мĕш ертсе пыракан: Итле-ха Аня, шкул пурнăçĕнче час-часах интереслĕ самантсем пулаççĕ. Маншăн биологи урокĕ чылай хушă асра юлĕ. Пĕррехинче биологи урокĕнче вĕрентекен Петровран çăкăн пек ыйтрĕ: Петров, кала-ха тархасшăн, çыннăн мĕнле шăлĕсем чи юлашкинчен тухаççĕ? Петров чылай вăхăт шутласа тăнă хыççăн тĕлĕнмелле те кулăшла хурав пачĕ: Тимĕр шăлсем пулĕ. Манăн асаннен аллă çул тултарсан тин тухрĕç. Чылай хушă класра ачасен кулли янăрарĕ. Людмила Николаевна «иккĕ» паллă та лартма аптрарĕ.

1-мĕш ертсе пыракан: Çапла шкулта тĕрлĕ ĕçсем пулса иртеççĕ. Учительсем пире яланах ăса вĕрентессишĕн тăрăшаççĕ. Учительсене тав туса 11-мĕш класри Васильева Милана Мария Волковăн «Юратнă учительницăна» сăвăпа.

Мухтавлă,чыслă ĕçĕре

Нумай вăй-халăр кайнă.

Çÿç кăтрисем те çулсерен

Чĕр кĕмĕл пек шуралнă.


Шăпах лараттăмăр класра,

Юхатчĕ сассăр уççăн.

Вĕреннĕçемĕн сан тавра

Пĕрлешрĕмĕр пĕр туслăн.


Сан мăшăр çĕмĕрт куçсенче

Мĕн чул ăс-хал çиçетчĕ!

Анне ăшши те вĕсенче,

Тăванлăх та çиçетчĕ.

Мĕн ĕмĕр асăнмалăха

Пире савса вĕрентрĕн.

Ун чух,тен, тивĕçлĕ таран

Эп тав тума пĕлмен тĕр.


Эсир çунат парсан, пире

Малашлăх чĕнсе илчĕ.

Сан çутă, хÿхĕм сăн- питре

Куççулĕ те тулличчĕ.


Юлташлăх, туслăх, юрату

Чĕреренех пиллерĕн.

Тен, çавăнпа ачалăх, шкул

Асран кайма пĕлмерĕç.


Кăвар чунтан, пур кăмăлтан

Хĕрÿ салам ярам-и?

Татах эп сирĕн умăрта

Хисеплĕн пуç таям-и?


2-мĕш ертсе пыракан: «Вĕрен явма та вĕренни кирлĕ», «Вĕренмесен çăпата хуçма та пĕлеймĕн»,-тенĕ ваттисем. Тĕрĕс сăмахăн суйи çук. Вĕренни вăл кашни утăмрах кирлĕ. Ăс-пуçа шутлаттарма пĕлни, пухнă ăс-тăнпа тĕрĕс усă курни пурнăçра питĕ кирлĕ. Шăпах çакна вĕрентеççĕ те пире – ачасене вĕрентекенсем.



1-мĕш ертсе пыракан: Кам пире, шкула пырсассăн,

Тĕрлĕ ăса вĕрентет?

Кунсерен пире хавассăн

Кăмăлпа кĕтсе илет?

2- мĕш ертсе пыракан: Учитель!

1-мĕш ертсе пыракан: Кам пире тĕрĕс çырмашкăн

Вуламашкăн вĕрентет?

Эпир лайăх вĕреннишĕн

Камăн чунĕ хĕпĕртет?

2- мĕш ертсе пыракан: Учитель! Сирĕн ятпа хисеплĕ вĕрентекенсем 7- мĕш класра вĕренекенсем «Учитель» ятлă юрăпа.

1-мĕш ертсе пыракан: Данил, эсĕ паçăр урокри интереслĕ самантсене аса илтĕн-ха. Эпĕ те пĕр пулăма аса илтĕм. Пĕррехинче географи урокĕнче Мария Ивановна Петровран ыйтрĕ: Петров, эсĕ мĕнле паллă çулçÿревçĕсем çинчен çырнă кĕнеке пĕлетĕн? Петров нумай шухăшласа тăмасăрах «Шапа –çулçÿревçĕ»,-тесе хуравларĕ. Сирĕн ятпа илемлĕ те ялан çамрăк вĕрентекенсем «Мерчен» ушкăн илемлĕ ташă парнелет.

2- мĕш ертсе пыракан: Учитель!

Пуçа çĕре çити таятăп,

Калатăп эп:Тавах, тавах, тавах!

  1. мĕш ертсе пыракан: Вĕренÿре те, канура та, кулленхи ĕçре те

Асран ан тухтăр вăл- таса та харсăр чун.

Ăс-хакăлĕ ун пĕрмай çутă саптăр,

Чĕри сехет пек ывăнмасăр таптăр!

  1. мĕш ертсе пыракан: Учителе сума суса,

Эп пуçăма таям паян.

Хитре сăмах нумай каламăп:

«Тавах, сана, вĕрентекен!»

  1. мĕш ертсе пыракан: Тавах сана, тавах сана-

Ăс вăрлăхĕ акакана!

Чыс та мухтав сана,

Юратнă учителĕмĕр, тавах.

Сире ăшă кăмăлпа саламласа 8-мĕш класра вĕренекенсем «Тавах,учителĕм,тавах!» юрă шăратаççĕ.

2-мĕш ертсе пыракан: Ытарайми çыннăмăрсем,

Асран кайми учительсем,

Чун-чĕререн тав сире.

Сăпай пулма вĕрентнĕшĕн,

Ĕçчен пулса хал панишĕн,

Мĕн ачаран ăс панишĕн,

Анне пекех юратнишăн,

Ăшă кăмăллă пулнишăн,

Мăшăр çунат пилленишĕн

Çут тÿпене çĕкленĕшĕн

Тавтапуç, учительсем, сире.

Çакăнпа пирĕн концерт вĕçленчĕ. Хисеплĕ вĕрентекенсем, эпир сире ырлăх-сывлăх, савăк кăмăл, ĕçре çитĕнÿсем тума сунатпăр. Эпир сире питĕ хисеплетпĕр, юрататпăр, тăрăшса вĕренме сăмах паратпăр.




Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Внеурочная работа

Категория: Прочее

Целевая аудитория: 7 класс

Скачать
Вĕрентекенсен кунне халалланă уяв сценарийĕ

Автор: Иванова Галина Ивановна, Васильева Елена Мефодьевна

Дата: 22.01.2019

Номер свидетельства: 496675


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства