kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Ытти халăхсен вăййисене вылятпăр

Нажмите, чтобы узнать подробности

Игры народов России можно провести с учащимися школы всех возрастных категорий

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Ытти халăхсен вăййисене вылятпăр»

Ытти халăхсен вăййисене вылятпăр

Тĕллевсем:

- ачасене, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшĕсене ытти халăхсен вăййисемпе паллаштарасси;

- вăйăра ачасен ăс – тăнне, тавракурăмне туптасси, сывлăхне çирĕплетесси, ушкăнпа пурăнма хăнăхтарасси.


Хатĕрленÿ тапхăрĕ:

- ялта мĕнле нациллĕ çынсем пурăннине тĕпчесси;

- вĕсен халăх вăййисемпе паллашасси.

Паваркасси ялĕнче пурăнакан ытти халăхсем: чӑвашсем, гагауза, çармăс, тутар, узбек, таджик, украин, нимӗҫ, поляк.

Уяв юхăмĕ:

Вăл е ку вăйă пуçламăшĕнче палăртнă халăхăн йышĕпе, ăçта пурăннипе, мĕнле чĕлхепе калаçнипе паллашатпăр. Вăйă чăваш халăх вăййипе тÿр килнине ăнлантаратпăр. Вылякансен камăн хăш ушкăнра пулмаллине, кампа камăн вылямаллине шăпа такмакĕпе палăртатпăр.

Чӑвашсем - Атăл-Урал регионĕнче пурăнакан халăх. Тĕрĕк ушкăнне, алтай йышне кĕрекен чăваш чĕлхипе калаçаççĕ. 2010 çулхи халăх çыравĕ хыпарĕсемпе Раççейре
 1,500 млн. чăваш шутланать. Халӑхӑн ҫурри патнелле Чӑваш Ен тулашӗнче (Пушкăрт Республикинче,  Тутарстанра, Чĕмпĕр, Самар, Сарăту, Тĕмен, Кемĕр, 
Ăренпур, Мускав облаçĕсенче,  Казахстанра, Украинăра, Беларуçре, Балти çумĕнчи çĕршывсенче) пурăнаççĕ.

Гагауза-Балкан ҫурутравӗнче истори тӗлӗшӗнчен йӗркеленнӗ тӗрӗк халӑхӗ. Крым тутарӗсен, турккӑ, азербайджан тата туркменсене ҫывӑхрах чӗлхепе калаҫаҫҫӗ. Гагаузсем ытларах Бессарабире тата Болгарире, Грецире, Румынире пурӑнаҫҫӗ. Хальхи гагаузсен пӗтӗмӗшле йышӗ-250 пине яхӑн ҫын. 

Хопан-дупан-дупанда –
Дружок, с печи  быстрей слезай!
Хопан-дупан-дупанда –
Привет весенний получай.
Хопан-дупан-дупанда –
Время игры заводить.
Хопан-дупан-дупанда –
Начинай, тебе водить!

Колечко (Пярсцёнак) - Çĕрĕ памалла (чăвашсен)

Вылякансем вăйă картинче аллисене умнелле тытса тӑраҫҫӗ. Ертсе пыраканӗ ҫаврӑна-ҫаврӑна пырса кашнин аллине ҫӗрĕ хунă пек тăвать. Ҫав хушӑрах вӑл: «Вот по кругу я иду, всем колечко вам кладу. Ручки крепче зажимайте да следите, не зевайте!» - тет. Пӗр ачине вӑл систермесӗр ҫӗрре парса хăварать, унтан ункӑран тухать те калать: «Колечко, колечко, выйди на крылечко!» Камра ҫӗрĕ, çав чупса тухать. Ачасен ăна вăйă картинчен кăларса ямалла мар, тытса чарма тăрăшмалла. (Манастырли Анатолий Васильевич каласа панинчен)



Çармăс - финн-угор халӑхӗ. Çармăс чӗлхипе калаҫаҫҫӗ. Тӗпрен илсен, Мари Эл Республикинче 547 пин ҫын (шутласа кӑларнӑ ҫармӑссен ҫуррине яхӑн) пурӑнать. Ытти ҫармӑссем Атӑлҫи тата Урал республикисем тӑрӑх сапаланса пӗтнӗ.

Сорок лип в лесу стоят,

Сорок птиц на них сидят.

Сорок первая летает,

А кто водит - вылетает!

Сорок лип в лесу стоят. Сорок птиц на них сидят.

Ял урамӗнчи пӗр тикӗс лаптăкра пысӑках мар шӑтӑк тăваççĕ. Унтан пӗр вунӑ метрта йӗр туса палăртаççĕ. Вылякансен палăртнă йĕр патĕнчен пӳскене тĕксе шăтăка лектермелле. Кам нумайрах лектерет, çав çĕнтерет. (Силина Наталья Валерьевна каласа панинчен)


Тутар — Раҫҫейӗн Европӑри пайӗн тӗп облаҫӗсенче, Атӑлҫи, Урал тӑрӑхӗсенче, Ҫӗпӗрте, Казахстанра тата Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнче пурӑнакан тӗрӗк этносӗ. Раҫҫейре 5 310 649 ҫын шутланать . Тутар чӗлхипе калаҫаҫҫӗ.

Бер тай, (Один жеребёнок)
Ике тай, (Два жеребёнка)
Өч тай, (Три жеребёнка)
ДҮрт тай, (Четыре жеребёнка)
Биш тай, (Пять жеребят)
Алты тай, (Шесть жеребят)
Ж’иде тай, (Семь жеребят)
Сигез тай, (Восемь жеребят)
Тугыз тай, (Девять жеребят)
Ун тай — чыгып тай!

(Десять жеребят — выскочи и убегай!)


Продай горшок - Сӑрӑлла (чăвашсен)

Вылякансем икӗ ушкӑна пайланаҫҫӗ: пĕрисем-чӳлмексем, теприсем —чӳлмек хуҫисем. Чӳлмек ачисем курӑк ҫине ларса вăйă карти тӑваҫҫӗ. Кашни чӳлмек хыҫӗнче аллисене хыҫалалла тытса чӳлмек хуҫи тӑрать.

Ертÿçĕ чӳлмек хуҫисенчен пӗрин патне пырса калаҫма тытӑнать:

— Эй, тусӑм, чӳлмеке сут!

— Ил!

— Миҫе тенкӗ парас сана?

— Виҫҫӗ пар.

Ертÿçĕ виҫӗ хутчен хуҫине сӗртӗнет те, вӗсем пӗр-пӗрне хирӗҫ чупма пуҫлаҫҫӗ . Пушӑ вырӑна хӑвӑртрах чупса ҫитекен ку вырӑна йышӑнать, юлса пыраканни вара ертÿçĕ пулса тӑрать.( Минетуллов Ильдар Рамирович каласа панинчен)



Узбек - тӗрӗк чӗлхеллӗ халӑх. Узбекистанри тӗп халӑх шутланать. Узбексем Афганистанра, Таджикистанра, Казахстанра, Киргизире, Туркменире чылай пурӑнаҫҫӗ. Халӑх шучӗ 35 млн. яхӑн.

Белый тополь, зеленый тополь – Ал татмалла (чăвашсен)

Вылякансем икӗ тан ушкӑна пайланаҫҫӗ те хире-хирӗҫ икĕ ушкăнпа алла-аллӑн тытӑнса тăраҫҫӗ. Пĕрремĕш ушкăнрисем тепĕр ушкăнрисенчен ыйтаҫҫӗ:

- Шурӑ тирек, симӗс тирек!

Пирӗнтен кам кирлӗ сире?

Иккӗмĕш ушкӑнрисем вылякансенчен пӗрин ятне калаҫҫӗ. Камӑн ятне каланӑ, çавӑ тепӗр ушкӑнри ачасем йӗркеленӗ «сӑнчӑра» туртса татасшӑн. «Сӑнчӑра» татса пӑрахма май килсен вӑл каялла вылякансенчен хӑшне те пулин хӑйпе пӗрле илсе каять. Татма май килмесен – вӑл ку ушкӑнра юлать. (Яхшимов Бахадир Рахимович каласа панинчен)



Таджик - пӗтӗм тӗнчипе таджиксен пӗтӗмӗшле йышӗ 20 000 000-е яхӑн ҫын шутланать. Халӑх ытларах Афганистан территорийӗнче, Таджикистанра пурӑнать.

Палочка — выручалочка,

наша игра впереди!
Палочка — выручалочка,

кто прозевает — води!
Палочка — выручалочка,

слышится гомон и смех,
Палочка — выручалочка,

выручи всех -всех -всех!


Белая палочка

Ачасем вăйă ертÿçине суйлаҫҫӗ, 2 ушкăна пайланаҫҫӗ. Ертÿçĕ "шурӑ патак" пытарать (кӑранташа хутпа чӗркеме пулать). Ертсе пыракан ҫын хушнипе пурте патак шырама чупаҫҫӗ, патак тупаканӗ: "Есть!" - тесе кӑшкӑрать.Вӑл ӑна малтанах палӑртса хунӑ вырӑна, сӑмахран, ҫӗр ҫине йӗрлесе тунӑ çаврашкана, леҫме тӑрӑшать. Ӑна командӑри вылякансем пулӑшаҫҫӗ, ытти командӑри ачасем патака туртса илме тӑрӑшаҫҫӗ. Патакне пĕр-пĕрне алăран ҫеҫ пама юрать. (Замонов Аслиддин Саддриддинович каласа паниннчен)



Украинсем – тӗпрен илсен Украинӑра пурӑнакан халӑх. Ҫавӑн пекех Раҫҫейри, АПШ, Канадӑри пысӑк диаспорсен йышӗнче нумай. Халӑх шучӗ 45 млн. яхӑн. Украин чӗлхипе калаҫаҫҫӗ

Котилася торба
З великого горба.
А в тій торбі -
Хліб-паляниця.
Кому доведеться,
Той буде жмуритися.

Баран

Иккӗн е виҫҫӗн выляҫҫӗ, хӑш чухне ытларах та. Стена патӗнче пӳскене ҫӗр çине ҫав тери вӑйлӑн ывӑтаҫҫӗ. Стена ҫумне ҫапӑннӑ хыççăн ӑна тытаҫҫӗ. Кам тытать, ҫав вăййа малалла тăсать. Пӳскене нумайрах тытаканни çĕнтерÿçĕ пулать. (Дзюба Олег Анатольевич каласа панинчен)


Нимӗҫсем - Германире, Австрире, Швейцаринче пурӑнакан халӑх. Индоевропа ҫемйин германи ушкӑнӗнчи нимӗҫсен чӗлхипе калаҫаҫҫӗ. Халӑх йышӗ 140 млн. яхӑн.

Eins, zwei, drei, vier, fünf, sechs, sieben,
Eine alte Frau kocht Rüben,
Eine alte Frau kocht Speck,
Und du bist weg!

Пожарная команда - Пушарла (чăвашсен)

10 тата ытларах ҫын вылять. Пукансене вылякансен шучӗ тӑрӑх вырнаҫтараҫҫӗ. Вылякансем (пушар сӳнтерекенсем) ҫав пукансем тавра юрă кӗввипе утса ҫӳреҫҫӗ. Кĕвĕ чарӑнсанах хӑйсен умĕнчи пукан ҫине тумтир япаласем хураççĕ. Вӑйӑ малалла пырать. Кĕвĕ 3 хут янăрать. Кашни ҫын 3 япала хурать(вӗсем тӗрлӗ пукан ҫине лекеҫҫӗ). Тревога сигналӗ янӑрать: "Пушар!». Вылякансен хӑйсен япалисене хӑвӑрт шыраса тупса тӑхӑнмалла. Кам пуринчен те хӑвӑртрах тумланать, çав ҫӗнтерӳçĕ пулать.



Ҫакӑн пек вӑйӑ уявӗ ирттерсе сывлӑха, вӑй-хала аталантарма сунатпӑр.



Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Внеурочная работа

Категория: Мероприятия

Целевая аудитория: 7 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
Ытти халăхсен вăййисене вылятпăр

Автор: Иванова Венера Валентиновна

Дата: 28.03.2022

Номер свидетельства: 603545


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства