kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Иртнӗ пурнӑҫа манакан – паянхи пурнӑҫран юлакан

Нажмите, чтобы узнать подробности

В сценарии описываются обряды чувашского народа, сопутствующие разным периодам жизни человека: рождение, детские игры, посиделки, рекрутство, создание семьи. 

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Иртнӗ пурнӑҫа манакан – паянхи пурнӑҫран юлакан»

Иртнě пурнǎçа манакан - паянхи пурнǎçран юлакан

(Уяв каçěн сценарийě)

Тěллевсем: Чǎвашсен авалхи йǎли-йěркисене тытса пырасси;

Тǎван халǎха юратма, хисеплеме вěрентесси;

Çи-пуç илемне, юрǎ-çемě çепěçлěхне туйма хǎнǎхтарасси.

Ташǎ («Итлěр куккук сассине» юрǎ кěввипе)

Ертӱçě: Итлěр уяв сассине

Епле хитре илтěнет-тесе юрлаççě чǎваш халǎх юрринче

Мěн-ши вǎл уяв? Уяв- уя,уяс сǎмахран пулса кайнǎ. Уяс тени йǎла-йěркене тытас тенине пěлтерет.

Паянхи уявра эпир мǎн асаттесен ырǎ йǎли-йěркисене аса илěпěр, чǎваш юрри- ташшипе киленěпěр. Вěсенче, чǎваш чǎлхинче-тǎван халǎхǎмǎрǎн тěнчекурǎмě, кǎмǎлě-сипечě, ěмěчě-шанǎçě.

Пурте çемье тěрекěнчен килет. Çемье вǎл хǎйне май йывǎç тымарě пекех. Йышлǎ çемьере кирек хǎçан та ашшě-амǎшě çумра, ватлǎхě те телейлě вěсен, илемлě, шанчǎклǎ. Хǎйсем те юман пек тěреклě. Ěмěрěсем вǎрǎм.

Камсем эпир, мěнле çынсем эпир?

Мěнле анне пире савса çуратнǎ?

Мěнле атте ура çине тǎратнǎ?

Мěнле çěр парнеленě хǎйěн çǎкǎрне?

(Сцена çинче сǎпка çакнǎ кил-çурт ǎшчикки. Ашшĕ çǎпата туса ларать. Ача сасси илтěнет)

Ашшě: Илтетěр-и? Ача сасси мар-и? Эй, Турǎ, тавах сана. Ман ача çуралчě. (Чěкеç кěрет) Чěкеç аппа, хěр-и, ывǎл-и?

Чěкеç: Ылтǎн! Çěр, çěр ыйтать!

Ашшě: Арçын çуралчě!

Чěкеç: Кǎвапине касма пуртǎ хатěрлерěн-и? Атя, кайса кас, хǎвǎн пекех ěçчен те ырǎ пултǎр.

(Ашшě тухать)

Чěкеç: Чǎпǎл тума таканари шыва укçа ярам- пуян пултǎр, тимěрпе тǎвар ярам-тимěр пек пиçě пултǎр, çын сǎмахě ан çиттěр, çилěпелен хаяр ан çиттěр.(Такана йǎтса чаршав хыçне кěрсе каять, ача йǎтса тухать) Эпи карчǎк пилě-пурнǎç пилě. Пысǎк пул. Çу çисе килтěм,çу пек çемçе чěлхеллě пул. Пыл çисе килтěм, пыл пек тутлǎ чěлхеллě пул. (Ачана амǎшне парать) Тин çуралнǎ ачан пуçě çийěнче хупписěр çǎка патаккипе чěрě çǎмарта ватаççě. Турǎ ячěпе! Турǎ ан пǎрахтǎр!

Амǎшě: Микулай! Ачине мěн ят хуратпǎр? Шутларǎн-и?

Ашшě: Ятне хума ěлкěрěпěр-ха.

Чěкеç: Э-э,çук! Ачана тӱрех ят хурас пулать, ваттисем каланǎ тǎрǎх, эпир васкамасан, шуйттан ят хурса каять. Мěн кěтмелли пур, хам кайиччен ятне хурас. Эсир хирěç пулмасан Юмǎç вырǎнне хамах пулам. (Микулайпа Анюк килěшеççě)

Чěкеç: Апла пулсан, ача сассине итлер-ха, мěн калать, мěнле ята килěштерет: Çилпи, Арǎслан, Этнер, Тухтар, Тěрек, Юман. (Юман ята илтсен ача сас парать)

Çак ача Юман ятлǎ пултǎр. Çивěч шǎллǎ, чакǎр куçлǎ. Ашшě-амǎшне, ватǎ çынсене юрǎхлǎ пултǎр. Ырǎ кунлǎ-çěрлě, ачаллǎ-пǎчаллǎ пултǎр. Ěмěрě вǎрǎм килтěр. Турǎ ǎна сывлǎхне патǎр. (Сěтел çинчи чǎкǎта хуçса астивет, ыттисене алран парать).

Ашшě: Ырлǎхлǎ-сывлǎхлǎ пултǎр. Суха сухалакан пултǎр.

Амǎшě: Пиртен тǎван ывǎл-хěр малалла ятǎр. Пирěн ǎру ан пěттěр, ěмěртен-ěмěре пытǎр.

Ашшě: Эпир ватǎлǎпǎр, вилěпěр, пирěн пехил çиттěр, аминь!

Чěкеç: Сǎпки хатěр-и? Хачǎ парǎр-ха, пуç айне хурам. Чипер выртса чипер çывǎрма канлěх патǎр. Усал-тěселсенчен, инкек-синкекрен сыхлатǎр. (Ачана сǎпкана хураççě ).

Чěкеç: Таса та типě кипкепе пиелесессěн,

Лěпěш пек çǎп-çǎмǎл çеç чǎмǎрккана

Хураççě лǎпкǎн сǎпкана.

Çӱхе çеç чěнтěрпе витсе

Шǎнасенчен ǎна сыхлаççě

Вǎл канлě çывǎртǎр тесе

Çурма саспа хуллен юрлаççě.

Микулай, ача çуралнǎ ятпа юман йывǎç тухса лартар. (Чěкеçпе Микулай каяççě)

(Амǎшě сǎпка юрри юрлать)

И-их, ачине (2 хут)

Сǎпка çакнǎ ярǎнма

Ярǎнма та çывǎрма.

И-их, ачине (2 хут)

Сǎпка çакнǎ çывǎрма

Тутлǎ ыйхǎ çавǎрма.

И-их, ачине (2 хут)

Тутлǎ ыйхǎ çавǎрма

Амǎшне пар ěç тума.

И-их, ачине (2 хут) (Каяççě)

Ертӱçě: Вǎхǎт пěр вěçěм малалла шǎвать.

Сǎпка ěнтě ачашǎн тǎвǎр.

Пӱртрен тухать вǎл урама,

Вǎй(ǎ) картине тǎма та вǎхǎт.

Ача: («Выляма»(И.Вдовина юррисем) юрǎпа чěнет. 1-4 класс ачисем «Шурǎ хурǎн» юрра (Чувашские народные песни для детей, стр.71) юрласа тухаççě.)

Ача: Тантǎшсем, атьǎр пиçиххи пǎрахмалла выляр. Эпě пǎрахаканě пулатǎп.

Эп утатǎп хурланса

Хама юлташ шыраса.

Утсан-утсан чупатǎп

Пиçиххи пǎрахса хǎваратǎп.

(Темиçе çаврǎм выляççě. Выляса яраканне ěç хушаççě)

(1 хутěнче сǎвǎ калаттараççě)

Чу-чу, чу-чу!

Пурте тухǎр урама

Чуччу кашти авǎнсан

Ярǎнма тата аван.

Чу-чу, чу-чу!

Анне-ачаш тǎвакан

Атте-чуччу тǎвакан

Ан шикленěр ярǎнма

Хуçǎлас çук хурама.

(2 хутěнче)

-Юман сисеймерě! Мěн тутаратпǎр.

-Юман шǎхлич калать.

-Калаттарас, итлер илемлě кěввине. (Юман шǎхлич калать)

-Тантǎшсем, каç пулчě.

-Уйǎх тухрě.

-Киле кайма вǎхǎт çитрě.

-Ыран татах килěпěр

Татах вǎйǎ выльǎпǎр. (Юрǎ юрласа каяççě)

Ертӱçě: Ача хуллен ӱссе пырать

Çук, канǎç çук ун чěринче

Ᾰс-тǎн вěрет, ǎс-тǎн хěрет

Ěмěте каçхи улах чěнет.

(Сцена çине 8-9 класс ачисем тухаççě)

-Асаттесен йǎлипе паяншǎн мар, ыраншǎн ырми-канми ěçлерěмěр. Кěр пуянне киле кěртрěмěр.

-Вǎхǎт çитрě. Улахра юрлар та, ташлар та, савǎнар та.

-Аван каçпа улаха пухǎнсан.

-Ушкǎнпа ěç те кал-кал пырать, ӱсěнет.

-Тус-юлташсемпе курса калаçни чуна канǎç кӱрет.

-Атьǎр улаха пуçлар, хамǎр ěçпе савǎнар!

( «Шур перчетке çыхса» юрǎ юрлаççě)

-Мěн тунсǎхлǎ юрǎ юрлатǎр çак? Вǎйǎ выляс.

( «Кǎшкар» вǎйǎ)

-Маттур, Ванюкпа Анюк!

-Сантǎрпа Улька вǎр-вар ěçлеймерěç. Вěсене тупмалли юмах парар.

-Пӱртре пукане ташлать (Шǎпǎр)

-Çулла тумланать, хěлле пǎрахать (Вǎрман)

(Арçын ачасем салтак юрри юрласа килеççě)

-Салтак ачисем килеççě

-Анаткасри Юманǎн ят тухнǎ терěç.

Юман: Салам, хěрсем. Пире килме юрать-и?

-Килěрех, килěр.

-Ырǎ сунса кěтетпěр.

Юман: Ну, тантǎшсем. Сирěнпе сывпуллашма килтěмěр.

(Хěрсем тěрленě сурпан çакса ыр сǎмахсем калаççě)

- Хěсметре паттǎр, маттур пул

-Салтак çулě такǎр пултǎр. Ěмěрӱ сурпан пек вǎрǎм пултǎр.

Юман: Сирěнпе пěрер çаврǎм ташǎ ташласа илем.

(Ташлаççě)

-Ачасем, кайма вǎхǎт çитрě.

Ача: Юман, сана Варлан çаранěнче пуç урлǎ çǎмарта ывǎтма кěтетпěр.

( «Çǎлтǎр витěр çул курǎнать» (Чувашские народные песни для детей стр.75) юрра юрласа арçын ачасем каяççě. Улах хěрěсем алǎ сулса хыçран утаççě. Юманпа хěр сцена çинче юлаççě)

Хěр: Сана савса, асǎнмалǎх ал тутри тěрлерěм. Йышǎнсам. Салтак çулě такǎр пултǎр. Каялла ырǎ-сывǎ, тěрěс-тěкел çаврǎнса килмелле пултǎр. («Уйǎрлатпǎр, савни» (И.Вдовина юррисем) юрра юрлаççě. Каяççě)

Ертӱçě: Халǎхра хěр куççулě ирхи сывлǎм пек теççě мар-и. Часах типет вǎл. Юратнǎ каччи те салтакран таврǎнать.

Кулленех хěр çырě çырусем

Çěршыва салтакě паттǎррǎн сыхлать.

Кунсем иртěç, иртěç эрнесем.

Савнǎ тусě таврǎнě каялла

Чечекпе пыл хурчě тěл пулсан,

Савǎнать тавралǎх, хěпěртет.

Савнисем иккěшě тěл пулсан

Савǎнать ял халǎх, хěпěртет

Туй пулассине чунтан кěтет.

(«Туй юрри» (Чǎваш литератури, 8 класс, стр.37). Каччǎ килне хěр илсе килекен туй халǎхě юрласа тухать).

Мǎн кěрӱ:

Хисеплě тǎвансем, картсемпе карчǎксем!

Курка тытǎр аллǎра, хǎват пултǎр хǎвǎра!

Тинкерěр-ха кунталла, пир(ě)н кěреке тавралла:

Эпир сире валли кин туянса килтěмěр!

(Ашшě-амǎшě пил параççě)

Ашшě: Ну, ачасем, пире шуратрǎр!

Пирти шурǎ сире те пултǎр.

Йǎхран-йǎха куçса пытǎр

Ытам тулли ачи пултǎр

Ашшě вырǎнне ывǎл пултǎр

Амǎш вырǎнне кинě пултǎр

Карта тулли выльǎх пултǎр

Ампар тулли тырǎ пултǎр

Ман пиллěхěм çитсе пытǎр.

Амǎшě: Килен-каяна кěтсе илěр

Çǎкǎр-тǎварпа ыр тǎвǎр

Ватта намǎс ан кӱрěр

Ниçта намǎс ан курǎр

Чǎваш ятне ан ярǎр

Ман пиллěхěм çитсе пытǎр.

(Каччǎ тыттарнǎ çǎмартана хěр пуçě тǎрринче хěвеле май виçě хутчен çавǎрса хěвелтухǎç еннелле ывǎтать)

(«Туй юрри»( Чǎваш литератури, 8 класс, стр. 32). (Хěр парнесем парать. Каччǎпа хěр сěтел хушшине вырнаçаççě)

Мǎн кěрӱ: Сим пыл ěçсе юр юрлар

Шерпет ěçсе таш ташлар

Атя, тǎван, яра пар!

(Такмаксем юрланǎ вǎхǎтра пěчěкрех ача салма тирнě йывǎç сенěке тытса ташлать. Инкěшě умне пырса çапла калать)

-Инке, салма çиетни? Эс çийěн те, эп памǎп.

(Инкěшěн пуçě çинчен пěркенчěке туртса илет те ташласа тухса каять. «Çěнě çынна» сурпан сырса хушпу тǎхǎнтараççě)

Мǎн кěрӱ: Халě ěнтě эсě арǎм пултǎн. Хǎнасене сǎра ěçтере пуçла. Ну, ачасем! Халǎх ěречпе, асатте-асанне тивлечпе чипер туй туса, хěр илсе килтěмěр. Эпир капла пěр сиенсěр çӱресе лайǎх килтěмěр, çавǎнпа Турра кěл тǎвар. Малашне те ěнтě аван савǎнса, хěпěртесе, выляса кулса пурǎнма пар, Çӱлти мǎн Турǎ! Çапла пултǎр!

(Çǎкǎрпа чǎкǎтпа, сǎрапа хǎналанаççě)

Ертӱçě: Çапла иртет чǎваш ěмěрě.

Çапла аталанать йǎх-несěл тымарě.

Манǎçмасть мǎн асаттесен йǎли-йěрки.

Ěмěр сакки сарлака тетпěр те кирек мěнěн те вěçě пур. Çав шутра пирěн уявǎн та.

(«Çěр çуммипе саркайǎксем вěçеççě»(Чǎваш халǎх юрри)

Ертӱçě:

Тǎванǎмсем, сире телей сунатǎп!

Пырайччǎр ěçěрсем ǎнса, кал-кал!

Тǎванлǎхпа хевтеллěх эп сунатǎп-

Кӱретěр чěрене сӱнми вǎй-хал!

Тǎванǎмсем, сире телей сунатǎп!



Чǎвашǎмсем! Сире телей сунатǎп!

Ан сивěнěр тǎван чěлхемěртен.

Мансан, чěлхесěр янавар пулатпǎр.

Чěлхе пулсан пěтместпěр ěмěр те!

Чǎвашǎмсем! Сире телей сунатǎп!






Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Внеурочная работа

Категория: Мероприятия

Целевая аудитория: Прочее.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
Иртнӗ пурнӑҫа манакан – паянхи пурнӑҫран юлакан

Автор: Иванова Венера Валентиновна

Дата: 07.10.2018

Номер свидетельства: 479831


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства