kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Урок – путешествие «И.Я.Яковлев – просветитель чувашского народа»

Нажмите, чтобы узнать подробности

Эта разработка про чувашского просветителя - И.Я.Яковлева. Предназначена для учащихся 7-8 классов. Использовала во время проведения предметной недели.

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Урок – путешествие «И.Я.Яковлев – просветитель чувашского народа»»




















Урок – путешествие «И.Я.Яковлев – просветитель чувашского народа»





























Урок – çулçӳрев

«И.Я.Яковлев – пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр».


Пĕлÿ тĕллевĕ: Иван Яковлевич Яковлевǎн пурнǎçĕпе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси;

Аталантару тĕллевĕ: И.Я.Яковлев калавĕсемпе аса илĕвĕсене вулама, вĕсен пахалǎхне хаклама вĕрентесси;

Сапăрлăх тĕллевĕ: Ачасен чун-чĕрине ырǎ туйǎмсем вǎратасси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: И.Я.Яковлевпа çыхăннă кĕнекесен выставки; портрет; альбомсем; унăн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ÿкерчĕксем; Яковлев çинчен туса хатĕрленĕ презентаци, унăн калавĕсем тăрăх тунă ӳкерчĕксем.


Урок эпиграфĕ:

«Юрататǎп чǎвашсене, вĕсене пĕтĕм чунтан ырлǎх

сунатǎп. Чǎвашсене телейлĕ тǎвас теннисĕр пуçне

манǎн пурнǎçра урǎх нимĕнле тĕллев те пулман» .

И. Яковлев


Урок юхăмĕ:

Вĕрентекен: Халǎхшǎн вǎл тунǎ сас палли,

Ачасем валли букварь кǎларнǎ.

Пирěншěн, пулас ǎру валли,

Ялсенче шкулсем уçса хǎварнǎ.

Ачасем, эсир ăнланса илтĕр пулĕ кам çинчен сăмах пынине?

Ачасем: Иван Яковлевич Яковлев çинчен.

Вĕрентекен: Маттур, ачасем. Çапла, паян эпир сирĕнпе тăван халăха мĕн ĕмĕр тăршшĕпех çутта туртакан Иван Яковлевич çинчен калаçăпăр. Паянхи урок теми - И.Я.Яковлев – пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр.

Вĕрентекен: урок эпиграфĕнчен эпир сирĕнпе пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр мĕнле тĕллевпе пурăннине пĕлтĕмĕр. Мĕнле шутлатăр эсир, ачасем, Иван Яковлев хǎйĕн ĕмĕтне пурнǎçланǎ-ши?

Ачасем: Пурнǎçланǎ.

Вĕрентекен: Иван Яковлевич Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă пулнă, малашне те çавăн пекех пулĕ. Унăн чапĕ халăхсем хушшинче çултан-çул анлăрах сарăлса пырать. Вăл – ученый-педагог, çĕнĕ чăваш çырулăхне, чăваш ачисем валли учительсем хатĕрлекен шкула йĕркеленĕ. Ăна чăваш хресченĕсем «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ.

Вĕрентекен: Халĕ эпир сирĕнпе çулçÿреве кайăпăр. Ҫак урокра эсир хăвăр пĕлĕвĕре ÿстерессе, çĕннине пĕлессе, унпа пурнăçра усă курасса шанса тăратăп.


1 чарăну «И.Я.Яковев пурнăçĕпа пултаруллăхĕ» (ача каласа парать).

Чăваш халăхне çутта кăларас енĕпе пысăк ĕçсем тунипе историне кĕрсе юлнă Иван Яковлевич Яковлев 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче халĕ Тутарстан Республикин Теччĕ районĕнне кĕрекен Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Унăн амашĕ, Анастасия Макарова, хресчен çемйинчен пулнă. Вăл Иван Яковлевича çуратсан виçĕ кунтан вилсе кайнă. Унтан И. Я. Яковлева, сĕм тăлăха, Пахомовсен çемйи усрава илнĕ. Ăна хăйсен ачи пекех пăхнă. Çакăн çинчен вăл 17 çула çитсен кăна пĕлнĕ.

И. Я. Яковлевăн кун-çулĕ вăрăм, йывăр, анчах та телейлĕ пулнă. Вăл чăваш халăхěн йывăр пурнăçě çинчен нумай шутланă, вěсене вěрентесшěн, çутта кăларасшăн пулнă. Пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр тăван халăхшăн питĕ нумай ĕç тунă: Чĕмпĕрти чăваш шкулне йĕркеленĕ, чăваш çырулăхне пуçарса янă, чăваш, тутар, мăкшă ачисем валли нумай шкул уçнă. ХIХ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Иван Яковлев чăваш ачисем валли алфавит йĕркеленĕ, букварь, вĕренÿ кĕнекисем кăларнă.

Вĕрентекен: Халĕ хамăр пĕлĕве çирĕплетсе хăварăпăр. (тест)

1. И. Я. Яковлев çуралнă ял (Кăнна Кушки) халĕ хăш республика çĕрĕ çинче вырнаçнă?

а) Тутарстан; ă) Чăваш Республики.

  1. И.Я.Яковлев хăçан çуралнă?

а) 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче; ă) 1884 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче.

3. Пĕчĕк Ивана усрава илекен суккăр çынна мĕнле чĕннĕ?

а) Пахом; ă) Яков

4. И.Я.Яковлев амăшне мĕнле чĕннĕ?

а) Анастасия; ă) Екатерина.

5. И.Я.Яковлевăн пĕрремĕш вĕренекенĕ кам пулнă?

а)Алексей Ракеев; ă) Константин Иванов


2 чарăну «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ» (ача каласа парать).


И. Я. Яковлев лайăх чухланă: халăха çутта кăларас тесен унăн хăйĕн пысăк вĕреннĕ çын пулмалла. Çавăнпа та май пур таран кулленех вĕренме тăрăшнă вăл…

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ачасене вĕрентсе ăс парассине ытти шкулсемпе танлаштарсан, пачах урăхла йĕркеленĕ: шкула хресчен ачисене кăна йышăннă, вĕренме кĕнисен пĕлӳсем кăна мар илмелле, ĕçе те хăнăхмалла пулнă. Унта тĕрлĕ кĕпĕрнесенчен – Хусан, Чĕмпĕр, Самар тата ыт.те – пынă чăвашсем вĕреннĕ. Шкулта паракан пĕлӳ анлăшне кура унтан пуçламăш чăваш шкулĕсенче ĕçлемешкĕн учительсем вĕрентсе кăларнă. йĕркелĕх унта курма пыракансене яланах тĕлĕнтернĕ. Табак тавраш туртасси, эрех-сăра ĕçесси е картла-мĕнле вылясси, ашкăнасси кунта асра та пулман. Пĕртен-пĕр наказани çеç пулнă кунта: ытлашши иртĕнсе, ашкăнса кайма пуçласанах шкултан кăларса янă. И. Я. Яковлевăн пĕр воспитанникĕ кун çинчен акă мĕн каласа парать: «И. Я. Яковлев йĕрке пăсакан ачасене кăларнă пирки ак çапла каласа хучĕ пĕррехинче. Çимĕç кÿмен хĕсĕр йывăçран çимĕç пулассине кĕтме каламан, терĕ …

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕне «пирвайхи чăваш университечĕ» тени те тĕл пулать. Унта чăваш литератури амаланнă, профессиллĕ чăваш музыкипе сăнарлă искусстви пуçланнă, куçару ăсталăхĕ аталаннă, чăваш гуманитари пĕлĕвĕсен никĕсĕ хывăннă. Çак шкулта вĕреннĕ паллă çынсем: Тайăр Тимкки, Фёдор Павлов, Степан Максимов, Иоаким Максимов-Кошкинский, Ваççа Аниççи, Трубина Мархви тата ыт.те. Вĕсем пурте халăхăмăр умĕнче яваплăха туйса тăнă, харкам хăй ĕçĕнче ырă йĕр хăварнă. Яковлев шкулĕн калама çук чаплă ĕçĕсене чăваш халăхĕ нихçан та манмĕ.


Тест

  1. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ кĕвĕçсем:

а) Ф. Павлов и С. Максимов; ă) Г.Лебедев и Г. Хирбю

2. 1918 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕ – чăваш театрĕ çуралнă кун. Чăваш театрне тата Чăвашкиноне пуçараканĕ, Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕн вĕренекенĕ:

а) С. Горский ; ă) И. С. Максимов - Кошкинский

3. Яковлев университетра хăш хулара вĕреннĕ?

а) Хусанта; ă) Чĕмпĕрте

4. Миçемĕш çулта И.Я.Яковлев вырăс алфавичĕн сас паллийĕсемпе усă курса чăваш алфавитне йĕркеленĕ?

а) 1871; ă) 1971


3 чарăну «И.Я.Яковлев калавĕсем»


Вĕрентекен: Ачасем, чăннипех те эпир çакăн пек тăрăшуллă, ĕçчен, пултаруллă çын умĕнче пуçăма тайма тивĕçлĕ. Ҫак пурнăçа хаклама, ырра усалтан уйăрма, ĕç - пурнăç тыткăчи пулнине ăнланса илме пире И.Я.Яковлев калавĕсем пулăшаççĕ.

Ачасем, аса илер-ха Иван Яковлевăн эпир пĕлекен калавĕсене. Ҫак ÿкерчĕксем çине мĕн ÿкернине каласан, калав ячĕсем пулĕç.

Ачасем: («Автан», «Чакак», «Йытăпа унăн мěлки», «Йăлăнтарни», «Кахалпа юлхав», « Лаша шырани» , «Хураçка», «Кулачă»)

Вĕрентекен: Халĕ çакăн пек ĕç туса ирттерĕпĕр. Панă ваттисен сăмахěсем хăш калавра тěл пулаççě:

  1. Çăкăр-тăвар хире-хирěç («Тилěпе тăрна»)

  2. Çын аллинчи кукăль пысăккăн курăнать ( «Йăлăнтарни»)

  3. Ěçлесе çисен çăкăр та тутлă, тăрансан пыл та йӳçě («Кулачă»)

  4. Нумай хапсăнсассăн нимěнсěрех тăрса юлăн («Йытăпа унăн мěлки»)

  5. Шывăн турачĕ çук. («Çуркунне»)

  6. Туман тихан пилĕкне ан хуç теççĕ. («Хĕсĕр ĕне»)

  7. Ахаль тăриччен кĕрĕк аркине те пулин йăвала теççĕ. («Укçа уйăрни»)

  8. Çапа пĕлмен пушă хăйне çаврăнса тивнĕ теççĕ. («Михала»)


Вĕрентекен: Çак йĕркесене И. Я. Яковлевăн мĕнле калавĕнчен илнĕ?

1. Мейĕр, çийĕр Иван татăкне, вăл кĕтесре йăлăнтарса лартăр-ха! – терĕ.

(«Йăлăнтарни»)

2. Эпĕ пĕчĕкçĕ чухне пĕрре анне пуçланă чăлхана çыхма тытăнтăм.( «Чăлха çыхни»)

3. Пĕр çын пуçĕнчи çĕлĕкне аллипе ячĕ тытрĕ тет. Вăрă камне пĕлчĕç тет вара. («Çухалнă укçа тупăнни»)

Вĕрентекен: Ачасем, эсир И.Яковлевăн чылай калавне вуланă. Унăн калавĕсенче мĕнле темăсем тĕп вырăн йышăнаççĕ-ши?

Ачасем: Ĕç, пĕлӳ, туслăхпа сăпайлăх.

Вĕрентекен: Паянхи кун та çак калавсем пире пурнăçăн ырă енĕсене курма, ĕçе юратма, халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетме, тӳр кăмăллă пулма, аслисене хисеплеме вĕрентеççĕ.

ФИЗКУЛЬТСАМАНТ: «Çÿлелле туртăнатпăр, сикетпĕр – сикместпĕр, чупатпăр – чупмастпăр, алă çупатпăр – çупмастпăр, пуçсене шăлатпăр – шăлмастпăр, халĕ ман хыççăн калатпăр:

«Эпир ăслă, ăслă, ăслă,

Ăслă ачасем,

Эпир маттур, маттур, маттур

Маттур ачасем.

Эпир ĕçчен, ĕçчен, ĕçчен,

Ĕçчен ачасем».

4чарăну « Пирĕн пултаруллăх»


Вĕрентекен: Ачасем, эпĕ пĕлетĕп, эсир пурте пултаруллă. Халĕ сирĕн хăвăр пултаруллăха кăтартма май пур. Эпир сирĕнпе синквэйн мелĕпе усă курса ИЯ.Яковлев çинчен сăвă çырса пăхăпăр.


Япала ячĕ И.Я.Яковлев

Паллă ячĕ паллă, мăнаçлă

Глагол пулăшнă, тăрăшнă, вĕрентнĕ

Предложени Чăваш халăхне çутта кăларакан

Пĕтĕмлетÿ сăмахĕ ВĔРЕНТЕКЕН

Кластер тăвасси

И.Я.Яковлев

- ачасене вěрентнě

- калавсем çырнă

- алфавит тунă

- букварь хатěрленě

- чăваш халăхне çутта кăларнă

- шкулсем уçнă

- Библие чăвашла куçарнă

- вырăс çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарнă


Слайдсемпе ěçлесси


Вĕрентекн: Ачасем, хулара И.Я.Яковлевпа çыхăннă вырăнсене пěлетěр-и?

Ачасем: Палăксем, проспект, библиотека, музей, педуниверситет.


5 чарăну « Чăваш халăхне» халал


Вĕрентекен: И. Я. Яковлев ĕçĕсене каласа пĕтерейместĕн. Чаплă ăславçă, патриот, ăслă учитель хăйĕн ырă шухăшĕсемпе кăна палăрса тăмасть, тата вăл историллĕ ĕçсем те чылай тунă. И. Яковлев чăваш халăхĕ валли çырнă халал кашни çыншăн пысăк та тарăн пĕлтерĕшлĕ.. Кашни сăмахра, кашни йĕркере Патриархăн чĕри канăçсăр тапни сисĕнет. «Сирĕншĕн эпĕ чун-чĕрене нумай ырттарнă, халĕ те сирĕн çинчен шухăшлатăп, çавăнпа эпĕ хамăн халалра кашни юлашки ĕмĕтĕме калатăп», - тесе çырнă вăл 1921 çулхине çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче.

Пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр Халалта 6 пысăк ĕç чăвашсен пурнăçĕнче тĕп вырăнта тăнине палăртса хăварать: (ачасем каласа параççĕ)

1 ача. Турра ĕненсе пурăнасси калама çук пысăк япала. Ĕненӳ этемĕн ăсне, кăмăлне çунатлантарса çăмăллатать, чун пурнăçне канăçлăх парать , лăплантарать; инкек-синкек, хуйхă-мĕн курнă вăхăтра чуна хăват парать; ĕçсем ăнса телейлĕ пурăннă чух ĕненӳ чуна тасатаь, ăна çутатса тăпрать.

2 ача. Вырăс халăхĕ пит паысăк халăх. Вăл ырă кăмăллă, ăслă, эсир ăна итлĕр, юратса пурăнăр. Тӳрĕ ĕç тума вĕсем сире пулăшĕç: çапла пулассине ман пурнăçра пулнă ĕçсем шантарса тăраççĕ. Вырăс патшалăхĕ шанса пурăнăр, ăна юпратăр, вара вăл сирĕн аннĕр пулĕ.

3 ача. Вĕренсе çутăлма телей тупнă чăвашсем. Астуса тăрăр! Эсир вĕсен хушшинчен тухса çутăлнă çынсем. Вĕренӳлĕх пĕлсе тăракан пурлăха пуçтарса , эсир хăвăрăн тăван халăхăр патне таврăнăр, вара патшалăхра чăн лайăх этем мĕнле пулмалли çинчен вĕсене каласа ăнлантарăр; закон çинчен тата халăх хушшинче пулмалли тӳрĕлĕх çинчен вĕрентĕр. Эсир чăваш хушшинчен тухнă, ĕçлессе те вĕсемшĕн ĕçлемелле.

4 ача. Аннĕрсенчен вĕренсе юлнă хăвăн тĕп чĕлхӳне пăрахмасăрах вырăсăн аслă патшалăхĕшĕн ĕçлесе тăма пулать. Ху чĕлхӳне пăрахманни вырăс халăхĕ ĕçне ултавлă туса сутни пулмасть вăл.

5 ача. Пĕр-пĕрин сăмахне тăнласа пурăнни пĕрне-пĕри ырлăх туса тăни пурнăçа хăват парть. Çакна хытă шанса тăрăр. Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çӳрпесрен, харкашасран аякра тăрăр. Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ.

6 ача. Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă – çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр. Пурнăçра курма тÿрĕ килнĕ йывăрлăхшăн ан кулянăр. Юратса тусан чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать; ÿркенсе ыт ахальтен анчах ĕçлесен чăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять. Лăпкă чунпа килĕшсе ĕçленĕ пур ĕç те телейлĕ пулать, ăнса малалла пырать.

Вĕрентекен: Ачасем, И.Я.Яковлевăн шухăшĕсем паянхи пурнăçшăн та хăватлă. Эпир те, хальхи ăру çынсем, çак Халала асра тытмалла, пирĕншĕн вăл - пехил. Хăйĕн чунри пысăк шухăшĕсене И.Яковлев 1921 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чĕмпĕртен Мускава куçса каяс умĕн алă пусса çирĕплетнĕ.

Ачасем, эпир сирĕнпе хамăр аслă вĕрентекенĕн калавĕсемпе тата чăваш халăхне парса хăварнă халалпа паллашрăмăр. Вĕсем пире мĕне вĕрентеççĕ-ши?

Ачасем: Тӳрĕ пурăнма, халăх йăли-йĕркисене хисеплеме, тăван халăха юратма вĕрентеççĕ.

Вĕрентекен: Вĕсенче тĕп вырăнта Çынлăх ыйтăвĕ тăрать. Ачасем, çыннăн кирек мĕнле вăхăтра та Çынлăха çухатмалла мар.

Паянхи хамăр çулçӳреве манăн çакăн пек ĕç туса вĕçлес килет. Сирĕн умăрта «Пурнăç хутаççи» (копилка мудростей) енчĕк. Ачасем çак хутаç мĕн чухлĕ йывăртарах, çавăн чухлĕ сире пурнăçăн аслă çулĕпе утма çăмăлтарах пулĕ. Мĕншĕн тесессĕн вăл пире Çынлăха вĕрентет. Вĕсене кашнинех пирĕн ĕмĕр тăрăшшĕпех пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтармалла. Халĕ сирĕн кашнинех чăн-чăн этем пулас тесессĕн мĕнлерех пулмаллине çирĕплетсе калакн ваттисен сăмахĕсене тупмалла. Вĕсене эпир паян хамăрăн пурнăç хутаççине пуçтарăпăр. (Ачасем тухаççĕ, хăйсем шыраса тупнă ваттисен сăмахĕсене енчĕке яраççĕ)

Пирĕн енчĕк çурри тулчĕ те, анчах та унта сирĕн ырă шухăшăрсем, ĕçĕрсем валли вырăн питĕ нумай. Эпĕ шансах тăратăп, сирĕн енчĕк кунран-кун, çулран-çул ӳссе, пысăкланса пырасса. Паллах эсир çакна сăмахпа кăна мар, ĕçпе те çирĕплетсе пырасса.


Рефлекси

Вĕрентекен: Ачасем, эсир çак урокра пурте питĕ тăрăшса ĕçлерĕр. Тен кама та пулин паянхи урокра кăштах йывăртарах та пулчĕ, анчах та эсир йывăрлăха çĕнтерме пултартăр.

- Мĕнле чарăнури ĕçсем сире ытларах килĕшрĕç?

- Хăшĕсем кăмăла каймарĕç?

- Ҫак урокра мĕн çĕнни пĕлтĕр?

Паянхи çулçӳреве мĕнле кăмăлпа вĕçленине ăнăçу йывăççи çинче кăтартса парăр.

«Ăнăçу йывăççи» (дерево успеха)

симĕс çулçă – урок килĕшрĕ, нумай çĕнĕ информации илтĕм ;

- сарă çулçă – пурне те ăнланса çитереймерĕм;

- хĕрлĕ çулçă – питĕ йывăр ĕçсем пулчĕç.

Вĕрентекен: Паянхи çулçӳреве манăн И.Я.Яковлев сăмахĕсемпе вĕçлес килет: «… Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çӳресрен, харкашасран аякка тарăр. Çăлаканăн аслă сăмахне асра тытăр. Вăл каланă: хăвăр тăшманăрсене те юратăр, тенĕ. Пĕр-пĕрин сăмахне тăнласа пурăнни, пĕрне-пĕри ырăлăх туса тăни пурнăçа хăват парать.

Кукăр çулпа çӳресрен, ултавпа тăвас ĕçрен хăраса тăрăр: тӳрĕлĕхсĕр курнă усă, ултавпа тупнă телей – тĕреклĕ мар, вăл вăраха пымасть. Пурăнан пурнăçăрта сире пурсăра та Турă сыхласа, упраса усратăр.»

Киле ěç: Яковлев калавĕсем тăрăх ӳкерчĕк тăвасси.

Урок вěçě. Паянхи урокра ачасем эсир пурте тăрăшса ĕçлерĕр. Сирĕн ĕçсене эпĕ «5» паллă лартса хаклатăп. Пурнăç сире малалла хăй хак парĕ.








Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 7 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
Урок – путешествие «И.Я.Яковлев – просветитель чувашского народа»

Автор: Кокшина Ираида Николаевна

Дата: 14.01.2020

Номер свидетельства: 535766


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства