- Эпир паян урокра мĕн çинчен калаçатпăр-ши? Мĕнле шутлатăр? Ăна пĕлес тесен саспаллисене суллахайран сылтӑмалла сыпăнтарса сăмахсене вулăр, урок темине калăр.
Ачасем вĕрентекен хыççăн, унтан икшеррĕн вулаççĕ (пĕри вырăсла, тепри чăвашла)
тĕрлĕ тĕслĕ вулав
2) текстпа паллашни.
Учитель вулама пуçлать
Вĕренекенсем малалла вулаççĕ
вулав
3) Текста ăнланнине тĕрĕслени
- Текст содержанийне ачасем мĕнле ăнланнине тĕрĕслеме «Тĕрĕс-и е тĕрĕс мар-и?» вăйă ирттерет
Ачасем панă предложенисене текстра икшеррĕн тупса карточкăра палăртаççĕ
вӑйӑ
мăшăрпа ĕҫлени
ыйтусене хуравлатпăр
Ыйтусен хуравне текстра тупса вулаççĕ
шырав - вулав
ΙΙΙ. Канса илни
(Кану саманчĕ)
ΙV. Темăна ăнланнине тĕрĕслени
1 Клоуз тестпа ĕçлени
Клоуз тест валеçсе парать
Сĕннĕ вариантсенчен суйласа илнĕ кирлĕ сăмаха лартса çырса илеççĕ
карточкăпа ĕçлени
çыру
2. Ĕçе тĕрĕслени
Хаклав виҫипе паллаштарать: „Йăнăшсем çук пулсан „5“ паллă, пĕр йăнăш пулсан „4“, икĕ йăнăш пулсан „3“ лартăр“
Хăйсен ĕçĕсене хаклаççĕ
тĕрĕслев хаклав
3. Кластер туни
Ачасене «Республикăн кÿршисем» кластер тума сĕнет
Пĕр-пĕрин ĕçне тĕрĕслеме сĕнет
«Республикăн кÿршисем» кластер тăваççĕ.
Пĕр-пĕрин ĕçне тĕрĕслесе хаклаççĕ
Кластер
тĕрĕслев
хаклав
V. Пĕтĕмлетÿ Рефлекси
1.Темăна пĕтĕмлетни
Паян урокра мĕн çинчен калаçрăмăр?
Ыйтăва хуравлаççĕ
ыйту – хурав
2. Ачасем хăйсен ĕçне хаклани
Эпир мĕнле ĕçлерĕмĕр?
Йывӑрлӑхсемсем пулчӗҫ-и?
Çĕнни мĕн пĕлтĕр?
Ыйту çине хуравлаççĕ
ыйту – хурав
Халĕ хамăр ĕçе хаклар.
Хаклаççĕ
Ачасем смайлăксене тухса ҫыпăҫтараҫҫĕ
хаклав
Усă курнă литература:
И.А. Андрннв, Р,И, Гурьева, Н. А. Краснова, Е. А. Мулюкова Чăваш чĕлхи. Чувашский язык, 5-мĕш класс учебное пособие Шупашкар, Чăваш кĕнеке издательстви, 2014
1 №-лĕ хушса пани. Словарь ĕҫĕ
Текстра усă курмалли сăмахсем:
хĕç – сабля хамăр ял – земляк, односельчани
ут – конь, лошадь хастарлăх - храбрость
иккен – оказывается пупле - разговаривать
сăлтав – причина хуш – добавлять
кăшт-кашт – немного ăнлан - понимать
шанчăклăн – уверено тапăн - нападать
паттăрлăх – мужество аман – получить рану
2 №-лĕ хушса пани. Клоуз тест
Клоуз тестпа ĕçлени
Василий Чапаев ____________ çумĕнчи Будайка ятлă ялта çуралнă. 2. Василин аслашшĕпе асламăшĕ те, ашшĕпе амăшĕ те ___________ пулнă. 3. ________ чăвашла аванах ăнланнă, кăшт-кашт калаçма та пултарнă. 4. Унăн дивизийĕнче __________ нумай пулнă. 5. Вĕсемпе калаçнă чухне чăваш __________ те хуша-хуша хунă.
Сĕннĕ вариантсем:
Куславкка, Канаш, Шупашкар.
Вырăссем, чăвашсем, тутарсем.
Егоров, Крылов, Чапаев.
Нимĕçсем, чăвашсем, пушкăртсем.
Кĕписем, юррисем, сăмахсем.
3 №-лĕ хушса пани. «Тĕрĕс-и е тĕрĕс мар-и?» вăйă
«Тĕрĕс-и е тĕрĕс мар-и?» вăйă
Василий Иванович Чапаев Граждан вăрçин геройĕ. Тĕрĕс-и?
Вăл Канаш çумĕнчи Будайка ятлă вырăс ялĕнче çуралнă. Тĕрĕс-и?
Чапаев чăвашла аванах ăнланнă, калаçма пĕлмен. Тĕрĕс-и?
Скворцов чапаевеца хамăр ял тесе чĕннĕ. Тĕрĕс-и?
Чапаевăн тăван мар асламăшĕн ачисем пурте вырăсла калаçнă. Тĕрĕс-и?
Пĕчĕк Вася çĕнĕ тăванĕсемпе чăвашла та, вырăсла та пуплесе вылянă, пĕр-пĕрин чĕлхине вĕреннĕ. Тĕрĕс-и?