kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Урок чувашского языка на тему "Ыйтулла тата ыйтусар предложенисем"

Нажмите, чтобы узнать подробности

Урок в 8 классе чувашской школы по теме "Ыйтулла тата ыйтусар предложенисем"

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Урок чувашского языка на тему "Ыйтулла тата ыйтусар предложенисем"»


Учитель чувашского языка и литературы Сорокина Людмила Петровна

МБОУ «Карачевская ООШ»

8 класс


Урок тӗсӗ: хутăш урок.

Вӗрентÿ тӗллевӗ: ыйтуллă тата ыйтусăр предложенисем ҫинчен 5-мӗш класра вӗреннине аса илесси; ыйтусăр тата ыйтуллă предложенисенче чарăну палли лартас хăнăхусене ҫирӗплетесси.

Воспитани тӗллевӗ: вӗренекенсене тимлӗ, тавҫăруллă, ӗҫчен те тăрăшуллă пулма, пуҫланă ӗҫе вӗҫне ҫитерме хавхалантарасси.


Урок юхăмӗ

i.Ҫӗнӗ тема ăнлантарасси

Ырă кун пултăр. Аван-и? Чиперех пурăнатăр-и? Сывлăхăрсем епле? Паян класра кам çук?


Мěн чухлě ыйту паян ман сирěн пата. Паян эпир сирěнпе ыйтуллă проедложенисем тавра ěçлěпěр.Малтанах пуҫламăш класра вӗреннине аса илěпěр.


1.Пуҫламăш класра вӗреннине аса илесси.

-Мӗнле предложенисене ыйтуллă теҫҫӗ?

-Ыйтуллă предложени вӗҫне мӗнле паллă лартаҫҫӗ?

- Ыйтăва чăваш чӗлхинче мӗнле мелпе палăртаҫҫӗ?

--Мӗнле предложенисене кăшкăруллă теҫҫӗ?

Мěнле тěллевпе каланине кура предложенисем ыйтусăр тата ыйтуллă

пулаççě.Ыйтусăр предложени ыйтуллинчен ыйту çуккипе уйрăлса тăрать. Ыйтуллă предложени мěн çинчен те пулин ыйтса каланине пěлтерет. Ыйтăва ыйтуллă сăмахсемпе тата ыйту татăкěсемпе палăртма пулать.


2.Текстпа ӗҫлесси

Чăваш шăпи вăрманпа тачă çыхăннă. Мěн вăл- вăрман? Вăрман вăл- симěс аптека, апат-çимěç нӱхрепě.Çырлине, кăмпине тататпăр, эмел курăкě пухатпăр.Вăрман вăл-тискер чěр чунсен кил-çурчě. Мěнпе илěртет-ха пире вăрман? Вуншар тěрлě кайăк пире хăйсен юррисемпе савăнтарать. Çěршер те пиншер вăрттăнлăх усрать вăрман, вăл вуласа пěтереймен кěнеке.

Вăрман вăл-юхан шывсен тулăхлăхě,вěсен пурнăçě. Вăл çурхи шывсен юххине чарать. Вăрман- уй-хир паракан тухăçлăха хăпартакан хуралçă. Эрозирен сыхлаканě те вăлах. Ваттисем вăрмана çук çын тăлăпě тесе ахаль каланă-и? Вăрман çынна нихăçан та пушă алăпа ямасть. Кам кăна савăнмасть-ши вăрман пуянлăхěпе?

Вăрман – чăнах та, пирĕн пуянлăх. Вăрман пек пуянни, уй пек асли çук тенĕ ватăсем. Вăрмансăр пурăнма май çук. Апла ăна упрамалла. Вăрман çинчен нумай пĕлмелле.

а) илемлě вулав;

ă) словарь ěçě;

тулăхлă – обильный, богатый, зажиточный

тăлăп- тулуп

эрози- çěр пичě çийěнни

тухăçлăх- урожайность

-Мěншěн вăрмана çук çын тăлăпě тесе каланă-ши?

-Мěнпе танлаштарать автор вăрмана?

-Мěнле ваттисен сăмахěсене тěл пултăр? (Вăрмана çук çын тăлăпě. Вăрман пек пуянни, уй пек асли ҫук тенĕ ватăсем.)

-Пирӗн ҫывăхра вăрмансем пур-и?

-Эсир мӗнле йыăҫсем латрăр?

Ката- пěчěк çамрăк вăрман

Чарту кати ?


б)Ыйтуллă предложенисене тупасси, мěнле мелпе çыхăннине палăртасси;

в) Синквейн тăвасси

1.вăрман

2.тулăх, илемлě

3. сиплет, тăрантарать, савăнтарать

4. Тулăх вăрман пире илемěпе савăнтарать, эмел курăкěсемпе сиплет, пуянлăхěпе тăрантарать.

5.пуянлăх


Г) Хěвеллě кластер тăвасси симěс аптека

-Мěн вăл вăрман?


вăрман






апат-çимěç нӱхрепě

уçă сывлăш, кайăк сасси

3. Ыйтуллă предложенисем

Ыйтăва палăртмалли мелсем

тěслěхсем

Сказуемăй çумне ăнтăлакан сăмахсем:

Кам? Мěн? Ăçта?

Хăçан?



Мěншěн? Мěн пирки? Мěне пула?

Мěн тěллевпе?


Мěнле?


Миçе? Мěн чухлě?




Ăмăртура кам çěнтерчě? Шупашкарта мěн-мěн куртăр?

Аслаçу ăçта? Хăçанччен тăсăлмалла-ха ку мыскара?

Сехет мěншěн чарăннă? Асатте мěне пула вěренеймен?

Çакнашкал пысăк çырăва мěн тěллевпе çыртăр?

Шăллу мěнле вěренет? Кěнеке ячě мěнле-ха?

Салтаксем миçенччě вара? Паян миçе задача шутларăн?

Диктантра эс пунктуаципе мěн чухлě йăнăш турăн?

Сказуемăй тытăмне кěрекен ыйтуллă татăксем:

-и,-им, -ши, -шим

Эсě чăнласа калаçатăн-и? Паян репетици пулмасть-им?

Каникул хăш кун пуçланать-ши? Автобус яла кěмест-им?



В)39 –мěш стр-ри правилăсемпе паллашасси;; (сассăр)


-Ыйту татăкě чăваш чěлхинче хăш член çумне хушăнать?(сказуемăй)

-Тата çěнни мěн вуласа пěлтěр? (кăшкăруллă пр.)

-Хутлă предложенисем пирки ыйтуллă е ыйтусăр теме май пур-и?


Содержание кура ыйтусăррисем калуллă, е хистевлě пулаççě. Ěмěте, сунăма палăртма пултараççě.(схема тăваççě)



Ыйтусăр предложени



калуллă хистевлě сунăмлă



Ыйтуллă предложени тăвас уйрăмлăхсем


Чăваш чěлхинче

Вырăс чěлхинче

Ыйту сăмахěсемпе



Камăн укçа пур?

У кого есть деньги?


Ыйту татăкěсемпе


Ахаль шуралать-и çÿç?

Ырă тантăш-тăвансем, пире хисеп тумăр-ши?



Что же мне сделать хорошего для тебя?

Ты не смогла бы помочь мне?







Сегодня идешь в школу?




Хăнăхтарусемпе ěçлесси

1-мĕш хăн.(ḉырмасăр)


2-мĕш хăн.

Ыйтусăр предложени тăвăр

1.Кам сума сумасть-тĕр Сăпани кинемее?

2.Сахал-им пирĕн хальхи вăхăтра аслă ḉĕр-шыв тăрăх саланса

кайнă пултаруллă ḉамрăксем?

3.ḉĕр-шывра илемлĕ вырăнсем сахал-им?

4.Хирти сарă чечеке ăшă куḉпа кам пăхмĕ?

5.Мĕнле-мĕнле хушамат ḉук-ши пирĕн ялта?


Клоуз-тест


1…. упа, унта тирě.

2.Хуçи …, лаши çапла.

3. …акатăн, çав шăтать.

4. … ěçлет, çав çиет.

5.Атте-анне пур çинче … шухăш пур пуç çинче.



1. Ăçта упа, унта тирě.

2.Хуçи мěнле, лаши çапла.

3. Мěн акатăн, çав шăтать.

4. Кам ěçлет, çав çиет.

5.Атте-анне пур çинче мěн шухăш пур пуç çинче.


Йăнăш тупăр та тÿрлетӗр

1.Ӑҫта-ши ҫухалчӗҫ хӗрÿ căмахсем?

2.Ахальтен-и шкул ÿнерпе эстетика пӗлӗвӗ парать,

спортсменсене хатӗрлет?

3.Ҫакă-ши пулать вăл юрату?

4.Уйăх вăл тулать те катăлать… Ҫын кăна мӗн-ма-шм ватăлать?


Чăваш чӗлхинче ыйтуллă татăк яланах сказуемăй ҫумне хушăнма тăрăшать. Анчах те вырăс чӗлхине пăхса, те тирпейсӗрлӗхе пула хăш-пӗр сăвăҫсем чӗлхен ҫак йӗркине пăхăнмаҫҫӗ. Ыйтуллă татăксене предложенире сăвă виҫишӗн ăҫта кирлӗ унта кӗрте-кӗрте лартаҫҫӗ.Акă А.Алка сăввинчи тӗслӗх:


Чунăм, эс мӗскер-ши туйрăн,

Шыв хапхийӗ уҫăлсан.


Ку тӗслӗхре мӗскер сказуемăй пулмасть, ҫавăнпа та –ши татăка ун ҫумне лартни тӗрӗс мар.

Пěтěмлетӱ

Урока пěтěмлетсе эпир паян буклет тăвăпăр.


Ачасен пĕлĕвне хаклани.

Килти ĕç пани (1.кĕнекери 5-мĕш хăн. 42 стр.,

2.-Мěншěн Чарту кати тенě?


























Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 8 класс

Скачать
Урок чувашского языка на тему "Ыйтулла тата ыйтусар предложенисем"

Автор: Сорокина Людмила Петровна

Дата: 13.10.2017

Номер свидетельства: 432186


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства