kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Технологическая карта урока на тему "Чăваш поэчě – Çеçпěл Мишши"

Нажмите, чтобы узнать подробности

Урок подготовлен к юбилею чувашского поэта Михаила Сеспеля. Данный урок - трехэтапный урок на основе "технологии критического мышления"

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Технологическая карта урока на тему "Чăваш поэчě – Çеçпěл Мишши"»

Урокăн технологи картти

1. Предмет: Чăваш Республикин патшалăх чěлхи – чăваш чěлхи

2. Класс: 8 класс

3. Шкул: вырăс чěлхиллě шкул

4. Тема (пай, раздел, блок): Çуллапа кěркунне

5. Урок теми: Чăваш поэчě – Çеçпěл Мишши

6. Урок тěсě: çĕнĕ темăна вĕрентмелли урок («критикăллă» шухăшлава тĕпе хурса йĕркеленĕ виçĕ тапхăрлă урок)

7. Технологисем: Модульлě е блоклă-модульлě, вăйă, „критикăллă” шухăшлава аталантарни, сывлăха упрама вěрентни, информаципе коммуникаци, проект.

8. Мелсемпе меслетсем: пĕрлĕхлĕ ĕçлев, учитель сӑмахӗ, итлев, шухăшлав, пěтěмлетӱ, ыйту-хурав, сăнав, шырав, шутлав, пуç ватмăш, тумалли юмах, вулав, суйлавлă вулав, словарь ěçě, шырав – тӗпчев, пĕрлештерÿ, уйăру, çыхăнтару, тишкерӳ, хěвел кластер, çупкам кластер, синквейн, танлаштару, сăлтав-ěнентерÿ, «Венн унки», çыру ěçě, тěрěслев –хаклав, хаклав, суйлав.

9. Харкамăн (пайăррăн) пěлÿ илмелли тěллевсем:

1) вĕренÿ планне кĕрекен ытти предмет пекех чăваш чĕлхи ачана тĕрлĕ енлĕн аталанма, тĕрлĕ çитĕнÿ тума пулăшнине ăнланма хăнăхни;

2) тĕллевсем лартса йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренни;

3) кашни çыннăн, япалан, пулăмăн лайăх енěсене курма вěренни.

10. Предметăн пěрлěхлě результачěсен тěллевěсем

1) Йěркелÿ:

– ĕçĕн тĕллевне лартма, ăна тĕрлĕ енлĕн пурнăçлама хăнăхни;

– харпăр хăй ĕçне планлама вĕренни;

– ĕç йĕркине, ăна пурнăçлама кирлĕ мелсемпе майсене тупма хăнăхни;

– ĕçе тунă май вăхăтпа пĕлсе усă курма пěлни;

– тунă ĕçе пĕтĕмлетме хăнăхни.

2) Хутшăну:

- хутшăнура пĕр-пĕрне итлесе илтме хăнăхни;

– хутшăнура тĕрлĕ роль калăплама пултарни (ыйту паракан, хуравлакан, итлекен, канашсемпе сĕнÿсем илекен е паракан);

– çыхăнуллă, кирлĕ сăмахсемпе усă курса кěскен каласа пама хăнăхни;

– ушкăнпа килĕштерсе ĕçлеме хăнăхни;

– çынсем тĕрлĕрен шухăшлама пултарнине ăнланма, ытти çынсен шухăшне хисеплеме вěренни;

– харпăр хăйĕн тата пĕрле вĕренекенсен йăнăшĕсене курма, ăнлантарма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма хăнăхни;

– харпăр хăйĕн тата ыттисен ĕçне хаклама вĕренни.

Информаци:

– пĕр харăс темиçе информаци çăл куçĕпе (вĕренÿ кĕнекипе тата словарьпе, текстпа тата ун патне панă ÿкерчĕкпе) ĕçлеме хăнăхни;

– кĕнекере кирлĕ текста, хăнăхтарусемпе ĕçсене, страницăра палăртнă сăмахсемпе йĕркесене хăвăрт тупма вĕренни;

– кĕнекери материалěпе ирĕклĕ ĕçлеме хăнăхни;

– итленĕ е вуланă текстпа ĕçлеме, унта кирлĕ информацие тупса тĕрлĕ тĕллевпе усă курма хистени;

– урокра туяннă пĕлÿпе, пурнăç опычĕпе усă курса панă ыйтусене хуравлама вĕренни;

– шыравра танлаштару, пĕрлештерÿ, уйăру, çыхăнтару мелĕсемпе усă курма вĕренни;

– япаласемпе пулăмсене тишкерме, тишкерÿ тăрăх пĕтĕмлетÿ тума вĕренни;

– лартнă тĕллев патне тĕрлĕ майпа пыма хăнăхни.

11. Предметăн ятарлă пěлÿ илмелли тěллевěсем

Вěренекенсен пěлÿ, пултару, хăнăху ěçě-хěлě:

– каланине çирĕплетме е хирĕçлеме, хак пама вĕренни;

– учителĕн пуплевне итлесе ăнланма хăнăхни;

- текстри пулăмсене танлаштарса пěрпеклěхсемпе уйрăмлăхсене тупни;

- çак уйрăмлăхсем çинчен хăй шухăшне çыхăнуллă калани.

– вуланă текстăн тĕп шухăшне палăртма вĕренни;

– вĕреннĕ сăмахсене (ытларах активлă словарьтисене) çыру тата калаçу пуплевĕнче курса е илтсе ăнланма, вĕсемпе вырăнлă усă курма хăнăхни.

Вěрентÿ хевти-талпăнăвě: кěнекери текстпа усă курса харпăр хăй кăмăлне палăртса хайлаври пулăмсене хак пама пултарни.

12. Литература теорийě

13. Словарь ěçě: шурă мерчен – белый жемчуг, паттăр – сильный, смелый, храбрый, отважный; черченкě – нежный, кăмала çěклекен – вдохновляющий, поднимающий настроение, ахах пек – как агат.

14. Курăмлăх хатěрěсем: урок презентацийě, Çеçпěл портречě, кěркуннене сăнлакан ÿкерчĕк, кěнекесем, валеçсе памалли материал.

15. Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран.

Урок юхăмě:

Урок тапхăрě

Ĕçлевлěхěн тěп енěсем

Вěрентекен ěçě

Вěренекенсен результачěсем (ěçě-хěлě)

Мелсемпе меслетсем

I.

Кӑсӑклантарса яни (10-15 минут)



1. Класа йӗркелени.

Шутлав сăвви каланă май ачасене куçпа сăнать, вĕсем ĕçлеме хатӗррине тӗрӗслет.

Вӗрентекенпе пӗрле шутлав сăвви калаççĕ.

Шутлав сăвви тěслěхě:

1 – пěрремěш, 2 – иккěмěш,

3- виççěмěш, 4 – тăваттăмěш,

5 - пиллěкмěш, 8 – саккăрмěш,

10 – вуннăмěш, 16 – вун улттăмěш,

19 – вун тăххăрмěш, 20 – çирěммěш, 23 – çирěм виççěмěш.

Пĕрлĕхлĕ ĕçлев

2. Сывлӑх сунни, ĕçлеме хавхалантарни.

Ачасене сывлӑх сунать.

- Ырă кун пултăр, ачасем. Эпě сире сывлăх сунатăп. Атьăр-ха урокра ěçлеме пěр-пěрне ăнăçу сунар. Эпě сана, Кирилл, урокра лайăх ěçлеме ăнăçу сунатăп, эсě юлташна ăнăçу сунатăн, юлташу теприне…

Эпир пěр-пěрне ăнăçу сунатпăр. Сире пурне те «5» паллă илме сунатăп.

Вӗрентекене сывлӑх сунаççĕ, пěр-пěр ěçлеме ăнăçу сунса алă çапаççĕ, вырнаçса лараççĕ.


Ачасен тěллевě: урокра «5»-лěх ěçлесси.

Учитель сӑмахӗ, пĕрлĕхлĕ ĕçлев

3. Пěлнине актуализацилени.

- Ачасем, халě çулталăкăн хăш вăхăчě-ха? Ун çинчен мěн калама пултаратăр? Сирěнтен пěри пуçлать, ыттисем малалла тăсаççě, анчах пěр шухăша темиçе хут каламалла мар. Вырăсла калама та юрать.

(«Кĕркунне темăпа ÿкерчĕк кăтартать, ачасене ыйтусем пама та пултарать.)

Ÿкерчĕке сăнаççĕ, кěркунне çинчен предложенисем тăваççĕ, хушса калама пултараççě.

Учитель сăмахě, итлев, шухăшлав, пěтěмлетӱ, ыйту-хурав.

4. Урок темине тупни, урок задачисене палăртни, проблемăллă ыйту лартни.

1). Ачасене вĕрентÿ пособийĕнчи 230-231-мěш страницăсене тупма сĕнет, унти хăнăхтарусене сăнама хушать, слайдри информаципе усă курса урок темине тупма пулăшать.

- Пěрремěшпе иккěмěш, виççěмěшпе тăваттăмěш сăмахсене çыхăнтарăр.

- Халĕ хăвăр урокра мĕн – мĕн тума пултарнине каласа тухăр.

- Ачасем, кĕнекери пĕр хăнăхтарăвăн заданийĕнче «проблемăллă» ыйту пытаннă, ăна шыраса тупăр-ха.

«Проблемăллă» ыйту: «Михаил Кузьмич Кузьмин поэт мĕншĕн хăйне Çеçпĕл тенĕ?» (4-мĕш хăнăхтарăвăн заданийĕ).

Каланă çĕре уçаççĕ, ĕçсене сăнаççĕ, урок теми «çеçпěл» сăмахпа çыхăннине, ку сăмах пайăр мар ят та, пайăр ят та пулнине калаççĕ, слайдпа усă курса урок темине тупаççĕ (Чăваш поэчě – Çеçпĕл Мишши), урокра мěн-мĕн тума пултарнине (урок задачисене) каласа тухаççĕ. Слайдри информаци:

Урок теми 4 сăмахран тăрать:

1) Чăваш Енри тĕп халăх (чăваш)

2) сăвăсем çыракан (поэт)

3) пĕрремĕш çурхи чечек (çеçпěл)

4) «Миша» - чăвашла (Мишша)

«Проблемăллă» ыйтăва шыраса тупаççĕ, вуласа параççĕ, урок задачисене хушса калама пултараççĕ.

Сăнав, шырав, шухăшлав, пуç ватмăш, çыхăнтару, пěтěмлетӱ

5.Инфомаци саманчě.

- Эсир çеçпěл чечекĕ çинчен мěн пĕлетĕр тата мĕн пěлме пултаратăр? (230–мěш страницăри 1, 2-мěш ěçсем).

Ÿкерчěксене сăнама хушать.

- Эсир Çеçпěл Мишши çинчен мěн пěлме пултаратăр? (Çеçпěлĕн чăваш кĕпиллĕ портречě, портрет айне «Михаил Кузьмич Кузьмин. 16.11.1899-15.06.1922», - тесе çырнă, Н. Овчинников ĕçĕ6пулнине палăртнă. Ачасем килте «Михаил Сеспель» презентаципе те паллашнă).

Ачасен хуравěсем:

1) (1-мěш ěç тăрăх):

- вăл шурă тěслě;

- вăл юр айěнчен тухать.

2) 2-мěш ěçе вулаççě, ăнланман сăмахсене словарьте (1 №-лĕ хушса пани) пăхаççě, ÿкерчěксене сăнаççě, çеçпĕл чечекĕ тĕрлĕ тĕслĕ пулнине калаççĕ.

3) Çеçпěл Мишши портретне пăхаççě, вăл чăваш пулнине, миçе çул пурăннине калаççě.

Учитель сăмахě,

тупмалли юмах, вулав, словарь ěçě, сăнав, ыйту-хурав

II.

Ӑнланса илни


(20-25 минут)





1.Вăйă евěр йěркеленě диалог е икĕ енлĕ дневник

Ачасене блиц ыйтусем парать, кěскен те хăвăрт хуравлама сěнет, ачасен йăнăшěсене тěрěслесех пырать.

Блиц ыйтусем.

- Мěнле чечек?

- Ăçта ӱсет?

- Хăçан ӱсет?

- Камсем сăвăсем çыраççě?

- Камсем ӱкереççě?

- Ытти глагол сăмах майлашăвěсене каласа тухăр (пĕр ачана хĕвел кластер тутарать).

-Çеçпěл Мишши хăçан çуралнă?

-«Çеçпěл» сăмах текстра миçе хут тěл пулать? (хěр ачасем шутлаççě)

- «Чечек» сăмах миçе? (арçын ачасем шутлаççě)

- Хăш сăмахě текст ячĕ пулма пултарать? Мěншěн?

- Икě сăмахне те çыхăнтарма юрать-и?

-Текст ячě мěнле пулчě?

Ыйтусене кěскен те хăвăрт хуравлаççě, инфомаци самантěнче илнě пěлěве пěтěмлетеççě.







- Ытти глагол сăмах майлашăвěсем: сахал юлнă, татма юрамасть, Хěрлě кěнекене кěртнě (ку сăмахсем экологипе çыхăннă!). Пěр ача хатĕр «çеçкесенчен» «Экологи саманчě» хĕвел кластер тăвать.

- «Çеçпěл» - 6 хут.

- «Чечек» - 4 хут.


- «Çеçпěл». Ку сăмах текстра ытларах тěл пулать.

- Юрать, паллах.

-«Çеçпěл» е «çеçпĕл чечекĕ».

Ыйту – хурав, шухăшлав, шырав, çыхăнтару, хĕвел кластер, пěтěмлетӱ

3. Кану саманчě (куç валли)

- Ачасем, класра çеçпěл чечекěсен ÿкерчĕкĕсене çыпăçтарса тухнă. Вěсене тěрлě шайра вырнаçтарнă. Пěр ушкăнě сулахаялла çаврăнса ларать, тепри -сылтăмалла. Пĕрисем доскан сулахай кĕтесĕнчен кантăк еннелле çаврăнса пырса сарă чечек ÿкерчĕкĕсене шыраççĕ, теприсем доскан сылтăм кěтесěнчен пуçласа алăк еннелле çаврăнса пырса - кěреннисене. Миçе чечек тупнине калăр.

Ачасем куçпа çеçпěл чечекěсен ÿкерчĕкĕсене шыраççě, миçешер ÿкерчĕк тупнине калаççĕ.

Саррисем – 5, кěреннисем – 6.

Шырав, шутлав

4. Çупкам кластер туни


Доска çине çупкам кластер макетне çыпăçтарса хурать: варринче - «ÇЕÇПĔЛ» сăмах, унран 4 «пайăрка» тухать. Хĕвел кластерсен темисем:

1). «Çеçпěл мěнле чечек?»;

2). «Çеçпěл мěн тěслě пулать?»;

3). «Экологи саманчě» (кластер хатĕр!);

4). «Çын мěнле пулать?» («Чечек паллине çын çине» таблица кластерпа ĕçлеттерет). Ачасене 1-3-мĕш кластерсем валли «çеçпěл çеçкисем» маларах валеçсе парать, 4-мĕш кластер «çеçкисене» - чи юлашкинчен.

Ĕç: çырнине вулăр, вырăсла куçарăр, кирлě çěре вырнаçтарăр, пĕтĕмлетÿ тăвăр.

Ачасем çупкам кластер макечĕпе паллашаççĕ, валеçсе панă çеçпĕл «çеçкесем» çинче çырнине вулаççě, вырăсла куçараççě, кирлĕ çĕре çыпăçтараççě. «Экологи саманчě» кластерăн авторě те çавнах тăвать.

Таблица кластерпа ĕçлеççĕ, пĕтĕмлетÿ тăваççĕ: чечек паллисене çын çине куçарма пулать, хăш-пĕр сăмахсене хушмалла çеç (чĕрĕ çут çанталăк!)

- Ку кластерсене «ÇЕÇПĔЛ» сăмах пěрлештерет (2 №-лĕ хушса пани).

Слайдпа талаштарса тĕрĕслеççĕ.

Хěвел кластер, словарь ěçě, çупкам кластер, шырав-тěпчев, танлаштару, пěтěмлетӱ

5. Текстпа ěçлени

1). Текстпа тĕрлĕ мелпе вулани.

- «Çын мěнле пулать?» кластерти сăмахсене Çеçпěл Мишши çинчен калама пулать-ши? Тěрěслетпěр-и, ачасем?

- Çакна валли 231-мěш страницăри 4-мĕш ěçе тăвăпăр. Малтан текста ăшра вулăр, унтан – 2 ушкăнпа. Пěрисем «Çеçпěл – поэт» çинчен калакан предложенисене, теприсем «çеçпěл – чечек» çинчен калаканнисене вулаççě.

- Хăш предложение икě ушкăнě те вуларě? Ку пирěншěн мěнле ыйту?

- Апла пулсан мĕнсене танлаштармалла?

- Тěрěслетпěр, - теççě.

Икě ушкăнпа ěçлеççě. Малтан текстпа ăшра вулаççě, унтан хăйсене кирлě пайне çеç саспа вулаççě.

- Михаил Кузьмич Кузьмин мěншěн хăйне Çеçпěл тенě? Ку пирěн «проблемăллă» ыйту!

- Çеçпĕл чечекĕпе Çеçпĕл поэта танлаштармалла.

Вулав, суйлавлă вулав, шырав, пěтěмлетӱ




2.) Синквейнсем çырни. «Венн унки» туни.

Текст тăрăх ушкăнсене икě синквейн çыртарать. Темисем: «çеçпĕл» (чечек), «Çеçпĕл» (поэт). Синквейнсене пěр шая вырнаçтарма сĕнет: пěрпеклěхсемпе уйрăмлăхсем лайăхрах курăнаççě.

Ачасене тăтăшах пулăшса пырать, синквейн йěркине тытса пыма сěнет. Синквейнсенчен «Венн унки» тутарать.

«Проблемăллă» ыйтăвěн хуравне туллин калаттарать.

Доска çинче ушкăнсем «Çеçпěл» тата «çеçпěл» синквейнсем тăваççě.

«Венн ункипе» пěтěмлетеççě. Пěрпеклěхсем: ячě, пурнăç йывăрлăхěсенчен хăрамаççě, паттăрсем. (3 №-лĕ хушса пани).

«Проблемăллă» ыйтăвěн хуравě.

Михаил Кузьмич Кузьмин хăйне Çеçпĕл тенĕ, мĕншĕн тесен вăл çеçпĕл чечекĕ пекех пурнăç11йывăрлăхсенчен хăраман, паттăр пулнă.

Синквейн, шырав, танлаштару, сăлтав-ěнентерÿ, пěтěмлетÿ, пěрлештерӱ, уйăру, «Венн унки»

6. Кану саманчě

Пукан хыçě çине меллěн таянса ларса, куçа хупса А. Никитинăн «Кăвак çеçпěл» юррине итлеме сĕнет. Юрă мěн çинчен пулнине, мĕнле туйăм вăратнине ыйтса пěлет.

Пукан хыçě çине меллěн таянса ларса, куçа хупса чăваш кěвви итлеççĕ. Кашни ача харпăр хăй туйăмне палăртать (кăвак тěс туйăма, юратăва пěлтерет иккен!)

Итлев, танлаштару, пĕтĕмлетÿ

7. Клоуз тестпа ěçлени

Ачасене клоуз тестпа ĕçлеттерет, пĕрле11тĕрĕслесен пуçтарса илет (1 №-лě хушса пани)

Клоуз тестпа ěçлеççě. Пурте пěрле тěрěслеççě, ĕçсене вĕрентекене пухса параççĕ.

Шырав, çыру ěçě, тěрěслев - хаклав

8. «Çĕн кун аки» сăвва вулани

Виçĕ ачана «Çĕн кун аки» сăвва икшер строфа чăвашла, вырăсла, акăлчанла пăхмасăр калаттарать, тутарла учитель хăй вулать. Ыттисене вулава хаклама ыйтать.

Хăшĕсем пăхмасăр вулаççĕ, ыттисем итлесе хаклаççĕ (5 №-лĕ хушса пани)

Илемлĕ вулав, итлев, хаклав

III.

Рефлекси

(10 минут)

1. «Асра юлнă хисеп ячěсемпе сăмахсем» (мозговой штурм)

Хисеп ячěсемпе сăмахсене калать: 8, 16, 19, 23, 120, 1899, 2019.

Çуркунне, кěркунне.

Тěрěс те хăвăрт хуравлама тăрăшаççĕ (ку хисеп ячěсемпе сăмахсем паянхи кунпа çыхăннă!)

Ыйту-хурав, пěтěмлетÿ

2. Кӑмӑл (рефлекси) карточкипе ӗçлени

Урокра мěнле темăпа калаçнине, мěн асра юлнине, урокри ěçлев пирки ыйтса пěлет. (4 №-лě хушса пани). Килте ашшĕ-амăшне урок пирки каласа пама сěнет.

Ачасем хăйсен ěçне рефлекси карточки тăрăх хаклаççĕ, хаклав тăрăх хăйсене отметка лартаççĕ, мĕншĕн çакнашкал хак панине калаççĕ.

Ыйту - хурав, пĕтĕмлетÿ, хаклав, учитель сăмахě

3.Ачасен ӗçне хаклани

Кăмăл-туйăма палăртма ачасене доска умне тухма сěнет, «чěрě кластер» тутарать. Вěрентекен хăй - кластер варри, ачасем – «çеçкисем». «Кăвак çеçпěл» юрă сăмахěсемпе туйăмне палăртать: «Юрататăп, юрататăп…». Кашни ачана пěрер çеçпěл чечекěн ÿкерчĕкне парать, тепĕр енче çырнине пурне те пĕрле вулама сĕнет.


Ачасем учительпе пěрле «чěрě кластер» тăваççě. Çеçпěл чечекěсем илеççě, унта мěн çырнине пурте пěрле вулаççě, хăйсене маттурсем тесе хаклаççĕ, каярах дневника отметка лартаççě.

Ÿкерчĕк хыçал енне çапла çырнă: «Эсě питě маттур! Шурă çеçпěл – тасалăх символě. Сарă çеçпěл илемлěхе пěлтерет, кěренни – çепěçлěхе. Кăвак çеçпěл – юрату символě. Çеçпěл Мишши кăвак çеçпěле юратнă теççě. Çеçпěл Мишши пек паттăр пул! Дневника «5» паллă лартса хур.»

Пěрлěхлě ěçлев, хаклав, учитель сăмахě

Киле ӗç пани

(5 минут)

Суйлавлӑ киле ӗç пани.

Урока вӗçлени.

Пӗр ӗçе суйласа илме сӗнет:

1. «Çеçпěл чечекěн вăрманě» пуç ватмăш тăвăр (вăрманти ÿсен-тăран ячĕсене çырмалла).

2. «Çеçпěл Мишши «вăрманě» пуç ватмăш тăвăр (чăваш поэчĕсен ячĕсене çырмалла).

3. 8-мĕш ĕç (231 с.)

Дневника суйласа илнӗ ӗçе çырса хураççě.

Суйлав


Литература

  • Абрамова, Г.В. Чăваш чĕлхи.: вырăс шкулĕн 8-мĕш класě валли/ Г.В.Абрамова, С. А. Разумова. –Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2015. – 271 с.

  • Брусова Г. Ф. Уроксене çěнě стандартпа килěшÿллěн ушкăнласси // Халăх шкулě, 2018, 1№, 44-45.

  • Чувашский язык и литература: теория и практика: сб. статей. Вып. XXXII. – Чебоксары: Чуваш. гос.пед. ун-т, 2011.- 291 с.

  • Юрьев, М. И., Романова, З. В. Писатели Советской Чувашии. Библиографический справочник. Изд. 4-е, испр. и доп./ М. И. Юрьев, З. В. Романова. – Чебоксары: Чув. кн. изд-во, 1988, - 415 с. (с. 277-278)




Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 8 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
Технологическая карта урока на тему "Чăваш поэчě – Çеçпěл Мишши"

Автор: Педюсева Галина Алексеевна

Дата: 02.06.2020

Номер свидетельства: 552259


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства