Урок эпиграфĕ: «Словарьте – алфавит йĕркипе вырнаçтарнă пĕтĕм çут тĕнче»
Анатоль Франс
Урок юхăмĕ.
І. Класа йĕркелени
Ачасем йĕркеленсе ларни.
І І. Урока йĕркелесе яни
Учитель: Эсир юратакан мультфильмри пĕр герой ирхине хăнана çÿрекен ăслă тата тĕрĕс тăвать тет. Эпир те çавăн пек ăслă пулма хăнана кайăпăр. Хăнана ăçта каяссине сирĕн сăмахăн пĕлтерĕшĕ тăрăх пĕлмелле. Тĕслĕх: тĕрлĕ кĕнкесем, хаçат-журнал, дисксем упранакан вырăн е учреждени.
Ачасем: Библиотека
Учитель: Эсир библиотекăра часах пулатăр-и?
Библиотекăра хăвăра мĕнле тытатăр?
Кĕнекесене мĕнле тытмалла?
Хăнана мĕнле кĕнекесем патне кайнине кроссворд тупса пĕлĕпĕр.( 1-мĕш слайд)
1 с
и
н
о
н
и
м
2 л
е
к
с
и
к
а
3 о
м
о
н
и
м
4 а
л
ф
а
в
и
т
5 к
а
л
а
в
6 т
ы
м
а
р
7 ь
Ыйтусем: 1.Тĕрлĕрен илтĕнекен, пĕр пуплев пайĕнчен пулнă,çывăх е пĕр тан ăнлава пĕлтерекен сăмахсем.
2.Чĕлхере усă куракан сăмахсен йышĕ.
3. Пĕр пек илтĕнекен, анчах тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсем.
4. Çырулăхри мĕн пур сас паллисен йышăннă йĕрки.
5. Текст ушкăнĕ
6. Сăмахăн пĕлтерĕшлĕ чи кирлĕ пайĕ.
7. Алфавитри сасса пĕлтермен сас палли
(Ачасем урок темине тупса палăртни, урок эпиграфне вуласа ăнлантарни, «Словарь – пĕлÿ çăл куçĕ» выставкăпа паллашни). ( 2-мĕш слайд)
І І І. Орфографи словарĕ патĕнче хăнара.
Ачасен малтан ку мĕнле словарь пулнине палласа илмелле.
Орфографи словарĕ (ача каласа парать):
-Эпĕ сăмахсене тĕрĕс çырма вĕрентетĕп. Тĕрĕс çырма вĕренес тетĕн пулсан мана час-часах уçкаласа пăх.
Орфографи словарĕ хатĕрленĕ ĕçсем. ( 3-мĕш слайд)
1.Сăмах диктанчĕ ( 4-мĕш слайд)
Ирччен, чиперкке, ерипен, пĕррехинче, кĕсье, пĕрмаях,еннелле, çыру, пылчăк, атă-пушмак, кучченеç, пăтавкка, эткер. (Ачасем хăйсен ĕçĕсене пĕр-пĕринпе улăштараççĕ те тĕрĕслесе отметка лартаççĕ.
«5» – йăнăш çук
«4» – 1-2 йăнăш
«3» – 3-4 йăнăш
ІV. Кану саманчě. (Куçа тата кěлеткене кантарни)
V. Фразеологи словарĕ патĕнче хăнара.
Ачасем ку мĕнле словарь пулнине пĕлеççĕ.
Фразеологи словарĕ (ача каласа парать):
- Сăмах çаврăнăшĕсен, уйрăлми тачă çыхăннă сăмах майлашăвĕсен пĕлтерĕшĕсене ăнланмастăр пулсан эпĕ сире хаваспах пулăшма пултаратăп.
VІ. Чăвашла-вырăсла тата вырăсла-чăвашла словарь патĕнче хăнара.
Чăвашла-вырăсла тата вырăсла-чăвашла словарь (ача каласа парать):
- Эпĕ чăвашларан вырăсла,вырăсларан чăвашла куçарма вĕрентетĕп. Ку çеç те мар, чăваш сăмахĕсен пĕлтерĕшĕсене те ăнлантарса пама пултаратăп. Сăмахсен пĕлтерĕшĕсене пĕлес тетĕн пулсан мана тытса пăхма ан ÿркен.
1.Словарьпе усă курса ачасем сăмахсене вырăсла куçараççĕ. .( 7-8-мĕш слайдсем)
Кăйкăр сокол
Тирек тополь
Сар çип ути зверобой
Шăлан шиповник
Кукша пуç одуванчик
Иçĕм виноград
Кăтра кăмпа сморчок
Ăвăс осина
Вĕрене клен
Çăка липа
Салтак тÿми ромашка
Мулкач хăлхи ландыш
2.Словарьпе усă курса ачасем сăмахсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантарса параççĕ..
Микстура (шĕвĕ эмел)
Мимоза (кăнтăрти сарă чечеклĕ ÿсентăран)
Миниатюра (пĕчĕк ÿкерчĕк, пĕчĕкçеç музыка е литература произведенийĕ)
Миткаль (пÿс, шуратман çитсă)
Скунс (сăсар евĕрлĕ паха тирлĕ чĕр чун)
Эссенци (хаяр шĕвек)
VІІ.Синонимсемпе омонимсен словарĕсем патĕнче хăнара
Словарьсем малтан хăйсем çинчен каласа параççĕ. Ачасем тупсăмне пĕлеççĕ.
Синонимсен словарĕ (ача каласа парать):
- Мана уçса пăхсан пĕр пек илтĕнекен, анчах тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ самахсем çинчен пĕлетĕр.
Омонимсен словарĕ (ача каласа парать):
- Эпĕ вара пĕр пек илтĕнекен, анчах тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсем çинчен нумай каласа пама пултаратăп.
1. Ачасем сăвă йĕркисене вулаççĕ, синонимсемпе омонимсем тупаççĕ, ăнлантарса параççĕ.
( 9-мĕш слайд)
Пичче вылять саламатпа,
Ши! Шăхăрать пĕр хушă.
Аппа çÿрет чăпăрккапа,
Ман алăра та пушă.
Нухайккине силлет юлташ,
Астутарать: «Эй, ан аташ!»
Сисĕнмесĕр иртрĕ çĕр.
Çăлтăр пинччĕ, халĕ – çĕр.
Тусăм, сивĕнччĕ, анхĕр,
Пит нумай пулсан та хĕр,
Пултаруллă пул, ан çĕр
2. Çак сăмахсен синонимĕсене тупмалла, предложенисем йĕркелемелле. ( 10-мĕш слайд)