kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

«Сайра тĕл пулакан чечексем» урок планĕ

Нажмите, чтобы узнать подробности

План- конспект для урока по чувашскому языку в 7 классе (в русскоязычных школах)
Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
««Сайра тĕл пулакан чечексем» урок планĕ»

 Вырăсшкулĕн 7 класĕнче«Сайра тĕлпулакан чечексем»темăпа ирттермелли урок планĕ.

Семенова Людмила Алексеевна(Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен Семенова Людмила Алексеевна хатĕрленĕ( МБОУ «Шемуршинская средняя общеобразовательная школа ))


Урок теми: Сайра тĕлпулакан чечексем

Урок тĕллевĕсем:1)ачасене тăван тавралăх илемне туйма, сăнама, юратма, упрама вĕрентесси, çутçанталăк çынсен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине курма хăнăхтарасси; пĕлес килнине вăйлатасси.
2)Хальхи причасти формисемпе усă курма хăнăхтарасси;

Урока кирлĕхатĕрсем: компьютер, Г.В.Абрамова, Чăвашчĕлхи: Вырăс шкулĕн 7-мĕш  класĕ валли. – Шупашкар: Чăвашкĕнекеизд-ви, 20014.

Урок юхăмĕ

  1. Класа йĕркелесси.

Сывлăх сунни.

 Ырă кунп ултăр, ачасем!

Халĕ мĕнле урок?(Халĕ чăвашчĕлхиурокĕ.Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе, атте-анне чĕлхи).

-Паян пирĕн патра хăнасем. Вĕсене те ырă сунар-ха.

-Шăппăн ларăр.

Шăнкăрав сас пачĕ, урока чĕнсе.

  Пĕтĕм класс шăпланчĕ, парта хушшинче.

-Паян класра кам дежурнăй?

-Класра кам çук?Эпир пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесен пирĕн урок тухăçлă, ăнăçлă иртессе шанатăп.

 -Пурне те ăнăçу сунатăп.

-Паян мĕнле кун? (Юн кун)

 - Ĕнер мĕнле кунччĕ? (Ĕнер ытлари кунччĕ).

 - Ыран мĕнле кун пулать? (Ыран кĕçнерни кун пулать).



  1. Киле панă ĕçе тĕрĕслесси

3.Çĕнĕ тема вĕренесси

Эпир паян сайра тел пулакан хăш-пĕр чечексем çинчен калаçăпăр. Пулас ăрусем валли çут çанталăка мĕнле упраса хăварасси çинчен калаçăпăр.

3-мĕш хăнăхтарури ĕçе пурнăçлатпăр.


1)Словарь ĕçĕ:

Тĕл пултăмăр - встретили,

Пысăк йывăрлăхра, пĕр шелсĕр, çултан-çул чакать, тÿлеççĕ,пăрахмаççĕ, ирĕклĕ ÿснĕ, вăрман хĕррисенче, шăпах (ачасем учитель хыççăн пурте пĕрле калаççĕ)

2) Текстпа ĕçлесси. 

Текста ачасем пайăн-пайăн вулаççĕ, вырăсла куçараççĕ.


3) Текст тăрăх ыйтусемпе ĕçлесси.

  • Текст мĕн çинчен пулчĕ?

  • Мĕн вăл «Хĕрлĕ кĕнеке»? (Ку кĕнекене сахалланса юлнă ÿсен-тăрансемпе чĕрчунсене кĕртнĕ. Вĕсене пирĕн упрамалла.)

  • Мĕнле чечексене Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ? (Текстран тупса вуламалла).

  • Эсир хăвăр Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ мĕнле чечексене пĕлетĕр?

Шухăшламалли ыйту:

 Чĕр чунсене те, вĕçен кайăксене те, ÿсен-тăрансене те  Хĕрл кĕнекене кĕртнĕ. Мĕншĕн кĕнекине хĕрлĕ тенĕ-ши?

Хĕрлĕ тĕс вăл хăрушлăх палли(опасность). Çут çанталăк чухăнланса ан юлтăр тесе тăрăшать патшалăх.



4.Вĕреннине çирĕплетесси


Кĕнекери 7 – мĕш хăнăхтарупа ĕçлетпĕр. Адонис çинчен каласа параççĕ. 2 слайд


8- мĕш хăнăхтарупа ĕçлетпĕр. Çеçпĕл çинчен калаçатпăр. 3 слайд

9-мĕш хăнăхтарупа ĕçлетпĕр. Предложенисене вырăсларан чăвашла куçараççĕ Брандушка , бузульник çинчен калаçатпăр. 4 слайд

             

Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине çавăн пекех ÿсен – тăрансене те кĕртнĕ.  Лантăш, çеспĕл, утмăлтурат, кăкшăм чечекĕсем те сайра тĕлпулакан чечексем.  

  •       лантăш, вырăсла вара –ландыш. Унран чĕре чирĕсене сиплеме эмелсем тăваççĕ.  Ун вăрри çĕр çине ÿкнĕ хыççăн чечеке лартăр тесе вунă çул кĕтмелле.

  • Çеçпĕл  чечекĕ (подснежник) –çуркуннехи пĕрремĕш чечек. Хĕвел хĕртсе пăхма пуçласанах шăтса тухса чечеке ларать вăл. Çынсем вĕсене нумай татма пуçларĕç, çавăнпа чечексем пĕтсе пыраççĕ. Унпа эмел тунă çĕрте усă кураççĕ.  

  • Утмăл турат. Ытларах ырашпа тулă уйĕсенче ÿсет. Медицинăра анлăн усă кураççĕ: хырăм ыратнинчен, ÿт, чĕре  тата куç чирĕсенчен.  Унра тĕрлĕ микроэлементсем пур.  Ытла та хитрее вăл çу варринче. Утмăлтуратран чей туса ĕçни апат антарма пулăшать.

  • Купальница.  Садсенче 16-мĕш ĕмĕрте лартма пуçланă.

Ытларах июлĕн 6-мĕшĕ тĕлне чечеке ларать. Çавăн  чухне вара пире питĕ нумай татса пĕтереççĕ. Çак куна день Ивана  Купала теççĕ.




5. Пĕтĕмлетÿ.

-Тăван тавралăх – эпир пурăнакан вырăн, пирĕн таврари çут çанталăк.

Хăçан илемлĕ-ши пирĕн çут çанталăк?

(Çут çанталăк пирĕн тавра тĕрлĕ чĕрчунсемпе ÿсентăрансем пулсан татах та  илемлĕ.)

-Анчах çут çанталăк илемĕ камран килет-ха? Шухăшлăр-ха, эпир хамăр çут çанталăка сиен кÿместпĕр-и?

 Юлашки вăхăтра этем çут çанталăк илемне аркатма пуçларĕ.

 

-Пирĕн патшалах çутçанталăка упраса хăварас тесе мĕнле ĕçсем тăвать-ши?


Сайра тĕл пулакан чĕр чунсене, чечексене сыхласа хăварас тесе  ятарласа заповедникем уçаççĕ.  Чăваш Республикинче  „Чăваш вăрманĕ” наци паркĕ пур. Кунта Шăмăршă тата Патарьел районĕсен территорийĕсем кĕреççĕ. Пирĕн Республикăра тата Присурский заповедник пур. 

Кашни районта тенĕ пекех ятарласа сыхласа тăракан территорисем пур, вĕсене памятники природы теççĕ. Кунта тĕрлĕ парксем, юхан шывсем, вăрмансем, ращчасем кĕреççĕ.  

Пирĕн районти вăрмансене Шăмаршă лесничестви пăхса тăрать.


2013–мĕш çула Раççейре тавралăха сыхламалли çулталăк тенĕччĕ. Кун çинчен В.Путин президент указ кăларнăччĕ.


 Чечексене упраса хăварас тесен пирĕн мĕн тумалла тата

мĕн тумалла мар?» плакат кăларасси. Хушу наклоненийĕнче çырмалла

  Ачасене хутсем, фломастерсем валеçсе паратăп. Ĕçе икшерĕн пурнăçлаççĕ. Вуласа параççĕ.                                     



- Паян урокра мĕн çĕнни пĕлтĕмĕр?

- Мĕнле çĕнĕ сăмахсем вĕрентĕмĕр?

- Чечексем çинчен мĕн калама пултаратăр?

Учитель. Хамăра пурнăç парса тăракан çут çанталăка пурин те упрамалла, сыхламалла. Этемĕн çĕр çинчи çак тивĕçне пирĕн манас марччĕ. Çут çанталăкпа туслă пулсан – хамăра та сăвап пулĕ.


6. Килти ĕç.

Çеçпĕл çинчен калав çырмалла .


7. Ачасен ĕçне хаклани.


Пурте пĕрле:

Тăван çĕре упра, юрат,
Чысла тăван çĕре,
Вара сан пурăнма юрать
Çак çутă тĕнчере!


Эпĕ сире урокра тăрăшуллă пулнишĕн, мана пулăшнишĕн тав тăватăп. Вĕренÿре ăнăçу сунатăп. Чăваш чĕлхине малашне те юратса вĕренессе шанатăп.

Яланах телейлĕпулăр!

Сывăпулăр! Сывăпулăр!








Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 7 класс

Скачать
«Сайра тĕл пулакан чечексем» урок планĕ

Автор: Семенова Людмила Алексеевна

Дата: 10.01.2017

Номер свидетельства: 377363


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства