Чăваш Республикин вĕрентy тата ҫамрăксен политики министерстви
Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентy тата ҫамрăксен политикин управленийĕ
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 5-мĕш номĕрлĕ вăтам шкул
Пахча çимĕçсем
5 класра ирттернĕ урокăн анлă планĕ
Урока хатĕрлесе ирттерекенĕ:
Васильева Елена Ивановна
Ҫĕнĕ Шупашкар хулинчи
пĕтĕмĕшле пĕлy паракан
5- мĕш номерлĕ вăтам шкулти
чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ
Ҫĕнĕ Шупашкар – 2014 ҫул
Урок теми: «Пахча çимĕçсем».
Вĕрентекен: Васильева Елена Ивановна
Предмет: Чăваш чĕлхи
Класс: 5
Урок теми: Пахча çимĕçсем.
Урок тĕсĕ: хутăш урок
Сапăрлăх тĕллевĕ: ачасене этемĕн çут çанталăкри тата пурнăçри вырăнне ăнланса илме пулăшасси, тăван тавралăх илемне курма, юратма, унăн илемне упрама хăнăхтарасси.
Пĕлу тĕллевĕ: юмахпа паллаштарасси, унăн содержанине ăнланасси, ыйтусемпе усă курса калав содержанине каласа парасси,тĕрлӗ йышши хăнăхтарусем урлă илнӗ пӗлӗве ăша хывасси.
Аталантару тĕллевĕ: илемлĕ вулама хăнăхтарасси, шухӑща ҫиреплетесси, ыйтусене тӗрӗс ӑнланса хуравласси.
Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну технологийĕсем, сывлăха сыхлас технологисем, проблемăллă тата аталантару технологийĕсен элеменчĕсем, ушкăнра хутшăнса ĕçлесси.
Ĕҫ мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав,учитель сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, çырса пурнăçлани, проблемăллă ыйтăва хуравлани, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, сăмахсемпе ĕçлесси, çурма сасăпа, саспа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, ăнланнине тĕрĕслемелли тест ирттересси, мăшăрсенче, ушкăнсенче ĕçлесси, диалог, монолог тăвасси, сюжетлă ÿкерчĕксемпе, валеçÿ карточкисемпе усă курни, слайдсемпе ĕçлени, ушкăнсенче ĕçлесси, интерактивлă ыйтусене хуравлани.
Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсенетĕрĕс илтесси,пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси, палăртуллă вулав, сăмах йышне пуянлатасси, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, колонкăсем, темăпа хатĕрленĕ слайдсем, валеçÿ материалĕсем.
Словарь ĕçĕ: юмахри сӑмахсем
Урок юхăмĕ.
Класа урока йĕркелени (1слайд)
- Ырă кун пултăр, ачасем!
- Ырă кун пултăр, вĕрентекен!
- Ырă кун пултăр, хăнасем!
Вĕрентекен: Кĕрхи, кĕрхи, кĕрхи кунсем (2 слайд)
Килсе çитрĕç васкаса.
Туслă, туслă ачасем
Вĕренетпĕр пĕр класра.
Пуплев хăнăхтарăвĕ (3 слайд)
Дежурнăйпа калаçни.
- Класра паян кам дежурнăй?
- Класра кам çук?
- Паян миҫемĕш число, мĕн кун?
Ҫанталăк ҫинчен калаҫни.
Вĕрентекен ыйтăвĕсене хуравлани (4слайд)
- Халĕ ҫулталăкăн хăш вăхăчĕ?
- Паян ҫанталăк мĕнле?
- Паян хĕвел пăхать-и?
- Тÿпе мĕн тĕслĕ?
- Çил вĕрет-и?
- Мĕнле ҫил вĕрет?
- Паян юр е ҫумăр ҫăвать-и?
- Эсир кĕркунне мĕнле тум тир тăхăнатăр?
- Эсир кĕркунне мĕн тăватăр?
- Сире кĕркунне килĕшет-и? Мĕншĕн?
III. Урок темипе тата тӗллевӗсемпе паллаштарасси. (5слайд)
-Ачасем, малалла урока тӑснӑ май сирӗн ҫак тупмалли юмахсен тупсӑмне тавҫӑрса илмелле. Вара тин пирӗн урок темине калама пултаратӑр.
- Çапла, пирĕн паянхи урок теми «Пахча - çимĕçсем». Эпир сирӗнпе урокра «Пахча - ҫимӗҫсем» юмахпа паллашӑпӑр, тимлӗрех пулса ӑнланма тӑрӑшӑпӑр , хамӑр та пахчаҫӑсем пулса пӑхӑпӑр, ушкӑнсенче ыйтусемпе ӗҫлӗпӗр, монолог, диалог та тӑвӑпӑр. Тест ӗҫне пурнӑҫлӑпӑр. Выляса та илӗпӗр.
Урок эпиграфӗ.(6слайд)
«Кĕр - пуян та çур - ырхан»
Ҫĕнĕ темăпа ĕҫлесси.
-Ачасем, малалла эпир юмахра тӗл пулакан сӑмахсемпе ӗҫлӗпӗр, вӗсене астуса юлма тӑрӑшӑпӑр.
-Ачасем, халӗ эпир сирӗнпе ушкăнсем ҫине пайланатпăр. 3 ушкăн пулать. Пăхса тухнă юмах тăрăх тунă ыйтусем ҫине ушкăнсенче ӗҫлесе тӗрӗслӗпӗр.
Т-рен: ман алăра карточка. Стрелка ăҫта кăтартать ҫавна ыйту памалла. Ыйтăвӗсем доска ҫинче. Хăвăр тӗллӗн 3 минут хушши ӗҫлесе пăхăр та тӗрӗслеме пуҫлатпăр.
1 ушкăн
2 ушкăн
3 ушкăн.
Кану саманчĕ (11слайд)
-Ачасем айтăр-ха ҫак юмаха выляса пăхар.(Автор, сухан, кишĕр, помидор, хăяр, купăста, çĕр улми, пахчаçă рольсене тупмалла).Ачасем доска умне тухаççĕ маскăсем тăхăнса юмаха выляса параççĕ.
4.Тест ӗҫӗ ирттересси. (12слайд)
-Вӗренекенсем, сирӗн умăрта тест ӗҫӗсем выртаҫҫӗ. Юмаха кам мӗнле ăнланнине тест ӗҫӗ пурнăҫласа тӗрӗслетпӗр.