Просмотр содержимого документа
«Открытый урок "К.В.Иванов и его поэма "Нарспи"»
К.В.Иванов «Нарспи» поэмă.
(«Силпи ялĕнче» сыпăкăн теми, тĕп шухăшĕ)
Урок тĕсĕ: текстпа ĕçлемели урок.
Сапăрлăхтĕллевĕ: кашни çынра пултарулăх пуррине ĕнентересси, «Нарспи» поэма илемĕпе киленме вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ:«Силпи ялĕнче» сыпăкăн темипе тĕп шухăшне кластер тата синквэйн мелĕсемпе тупма хăнăхтарасси.
Аталантарутĕллевĕ: ачасене шухăшлама, ĕнентерÿллĕ пĕтĕмлетÿсем тума пулăшасси.
Урокмелĕсемпемеслечĕсем: учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, илемлĕ вулав, текстпа ĕçлесси, шырав-тĕпчев, кластер тата синквэйн тăвасси.
Пуплевеаталантарасхăнăхусем: сăнарсене палăртакан кирлĕ сăмах çаврăнăшĕсене тупма хăнăхтарасси; хайлавра илемлĕх мелĕсемпе усă курнине палăртасси; уйрăм сăнарсем çинчен каласа парасси.
Словарь ĕçĕ:
Калăм – ĕлĕкхи чăвашсен хальхи мăнкун уявĕпе пĕр килнĕ çурхи тĕн уявĕ; аслă калăм – уяв пуçламăшĕ, мăнкун умĕнхи кун.
Кирлĕ хатĕрсем: мультимедиа проекторĕ; слайдсем; К.В.Иванов портречĕ;
«Нарспи» кĕнеки.
Урок эпиграфĕ: Константин Иванов – чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ,
çĕнĕ çырулăхĕпе илемлĕ сăмахлăхне никĕслекенĕ, чăваш