kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Методическая разработка урока по родному (чувашскому) языку на тему: «Çурхи савăнăç»

Нажмите, чтобы узнать подробности

Методическая разработка предназначена для проведения урока по чувашскому языку в 5 классе  в школе с русским языком обучения.

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Методическая разработка урока по родному (чувашскому) языку на тему: «Çурхи савăнăç»»

Такина Алевтина Александровна,

учитель чувашского языка и литературы МБОУ «Лицей №18»

г. Новочебоксарска Чувашской Республики

Методическая разработка урока

по родному (чувашскому) языку на тему: «Çурхи савăнăç»



Предмет: тăван (чăваш) чĕлхе

Класс: 5 класс

Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ памалли урок

ВМК: «Андреев И.А. Чăваш чĕлхи. 5-мĕш класс валли » / И.А. Андреев, Р.И. Гурьева, Н.А. Краснова, Е.А. Мулюкова. – Шупашкар, 2014

Контингент: вырăс чĕлхиллĕ шкул

Харкамлăх результачĕсем:

1) вĕренÿпе кăсăкланма хавхалантарни;

2) вĕренÿ пултарулăхне шанма вĕреннине аталантарни;

3) çут çанталăк илемне курма, юратма вěрентни, ăна сăнас тата упрас туйăма ÿстерни.

Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем:

1) ĕç йĕркелÿ результачĕсем: пĕлменнине пĕлес туйăмĕ, вĕренес камăлĕ ÿсни;

2) хутшăну результачĕсем: çыхăнуллă, ăнланмалла каласа пама пултарни; ушкăнсенче пĕр-пĕрне хисеплесе тата килĕштерсе ĕçлени;

3) пĕлÿ-тĕпчев результачĕсем: панă информацие тишкерни; ун тăрăх кирлĕ пĕтĕмлетÿсем туни, вĕренÿ тĕллевĕсене кура унпа ĕçлени.

Предмет результачĕсем: тăнлама вĕрентни; ăшри вулав хăнăхăвне аталантарни; сăмах йышне пуянлатни; предложнисем тĕрĕс йĕркелени; çыхăнуллă каласа пама вĕрентни; пухнă пĕлÿсемпе пуплевре усă курма вĕрентни;

Технологи элеменчĕсем: проблемаллă информаципе хутшăну, сывлăха упрас, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан, «критикăллă» шухăшлава аталантаракан технологийĕн ăслайĕсем.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: рифмăланă сăвăпа урока пуçлани, фонозарядка, текстпа ĕçлесе çĕнĕ информаци илни, рефлексиллĕ калаçу, урок темине пуçватмăш урлă палăртни, текстпа ĕçлени, словарь ĕçĕ ирттерни, ачасене хорпа вулаттарни, сăмахсемпе предложенисем йĕркелени, вĕренекенсем хăйсем тĕллĕн текстăн содержанине ăнланса текст йĕркисене сăмахсене тĕрĕс вырнаçтарни,текст содержанине вырăсла калаттарни, кăтартуллă вулав, çуркунне ăшă енчен вĕçсе килекен кайăксен ячĕсене аса илни, ыйту-хурав, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, текстри илемлĕ пуплев çаврăмне (тропа) тупни, вăл мĕнле илемлĕх мелĕ пулнине палăртни, текста ят пани, суйлавлă вулав ирттерни, текста мĕнле ăнланнине тĕрĕслени, кану саманчĕ, тĕрĕс хуравсенчен сюжетлă ÿкерчĕк пуçтарни, ÿкерчĕке ят пани, сюжетлă ÿкерчĕкпе ĕçлени, ачасене çыхăнуллă калав çырма хатĕрлентерни, таблицăлла кластер йĕркелени, оригами мелĕпе карап ăсталани, ăс-тăн рефлексийĕ, кăмăл-туйăм рефлексийĕ, вăй-хăват рефлексийĕ.

Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс илтни,сăмах йышне пуянлатни, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарни.

Кирлĕ хатĕрсем:, компьютер, проектор, экран.

Курăмлăх хатĕрĕсем: PowerPoint программăпа хатĕрленĕ слайдсем, „ Çут çанталăк хĕл ыйхинчен вăранни” видеосюжет, „Çурхи савăнăç” сюжетлă ÿкерчĕк, „Çуркунне” темăпа çырнă юрăсен пуххи, çулталăк вăхăчĕсем, хĕвел ÿкерчĕкĕ, дидактика материалĕ (номерленĕ карточкăсем), лэпбук.




Урок юхăмĕ

Ачасене урока йĕркелени, сывлăх сунни (1 слайд)

  1. Кăсăклантарни

  1. Рифмăланă сăвăпа урока пуçлани (меслет)

Ырă хĕвел ăшшипе

Ирхи хĕвел куллипе

− Ырă кун пултăр, ачасем. (Ачасем вĕрентекене сывлăх сунаççĕ)

Шăнкăр – шăнкăр! шăнкăрав

Акă иртрĕ те тăхтав.

Ларар парта хушшине

Пуçлар чĕлхе урокне.

− Ачасем, эсир мĕнле пурăнатăр?

− Пирĕн паянхи урок ăнăçлă тата тухăçлă иртессе эпĕ шанатăп.

II. Ачасен пуплев хăнăхăвне аталантарни

1. Ыйту-хурав

− Ачасем, çулталăкра миçе вăхăт? Вĕсене йĕркипе калăр. (Хĕлле, çуркунне, çулла, кĕркунне)

− Халĕ илемлĕ чăваш юррисен пуххине итлĕпĕр. Çак юрăсем çулталăкăн хăш вăхăчĕ çинчен пулнине хуравлама хатĕрленĕр.

− Çак юрăсем пурте çулталăкăн хăш вăхăчĕ çинчен-ши?

− Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ? (2 слайд)

2. Фонозарядка (2 слайд ─ гиперссылка)

− Чăвашла тĕрĕс, хитре калаçма чĕлхесене хăнăхтарар-ха. Ман хыççăн тĕрĕс калăр.

-ç-çур-çуркунне − ăшă çуркунне

-хĕ-хĕвел − сарă хĕвел

-шы-шыв − шăнкăр-шăнкăр шыв

3. Ыйту-хурав

− Ачасем, эпир сирĕнпе çуркунне çинчен лэпбук та тунăччĕ. (Лэпбука кăтартни)

− Ачасем, эпĕ çуркуннене питĕ хавас. Эсир вара çуркуннене хавас-и?

− Çуркунне çут çанталăк хĕл ыйхинчен вăраннине пăхса савăнар-ха. (Гиперссылка)

Çурхи уйăхсен шутне мĕнле-мĕнле уйăхсем кĕреççĕ-ши?

− Халĕ хăш уйăх? (3 слайд)

Шăнкăрчсем хавас юрлаççĕ,

Шарласа шывсем юхаççĕ,

Йăмрасем кăчка лараççĕ.

Чаплă-çке ака!

− Паян мĕн кун?

− Ака уйăхĕн 12-мĕшĕ мĕнпе паллă кун? (Паян Космонавтика кунĕ.)

4. Текстпа ĕçлесе çĕнĕ информаци илни (4 слайд)

1961 çулхи ака 12-мĕшĕнче пуçласа тĕнче уçлăхне Совет Союзĕн гражданинĕ аслă лейтенант Юрий Алексеевич Гагарин вĕçнĕ. Вăл ─ пĕрремеш космонавт.

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче 1976-мĕш çулта Шупашкарта  пĕрремĕш космонавтăн  Юрий Гагаринăн палăкне уçнă.

Рефлексиллĕ калаçу:

а) Ачасем, пĕрремĕш космонавт-кам?

ă) Шупашкарта Юрий Гагаринăн палăкне хăçан уçнă? Çак палăк ăçта вырнаçнă? (Гиперссылка)

− Чăваш Республики − виçĕ космонавт çĕр-шывĕ. Чăваш Республикинчи космонавтсен ячĕсене калăр.

III. Ачасене вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклантарни. Урок темине, тĕллевĕпе задачисене палăртни

  1. Урок темине пуçватмăш урлă палăртни (5 слайд)

− Халĕ пуç ватмăшра пытаннă сăмах майлашăвне вулăр, урок темине калăр.

− Апла пулсан, пирĕн паянхи урок теми мĕнле-ши?

В ĕ р е н е к е н с е м: Çурхи савăнăç

  • Çуркунне мĕн пулса иртет пĕтĕмпех савăнăçлă.

Çурхи кунăн ăшшипе

Пĕтĕм тĕнче савăнать.

Паянхи урокра эпир сирĕнпе мĕн тăвăпăр, мĕн тума вĕренĕпĕр?

(Çуркунне çинчен калаçăпăр, тăнлама вĕренĕпĕр, вулăпăр, предложенисене тĕрĕс йĕркелеме вĕренĕпĕр, çĕнĕ сăмахсемпе пуплевре тĕрĕс усă курма вĕренĕпĕр, çырăпăр.)

− Çыхăнуллă калав та тăвăпăр.

IV. Çĕнĕ пĕлĕве ăса хывни

1.Текстпа ĕçлени

Инструктаж. Кĕнекесене 209-мĕш страницăна уçатпăр, 2-мĕш хăнăхтару-ри текста тупатпăр.

  • Ку текста кам çырнă? (6 слайд)

− Елена Мулюкова çырнă. Вăл пирĕн «Чăваш чĕлхи» вĕренÿ пособийĕн авторĕсенчен пĕри.

а) словарь ĕçĕ ирттерни

− Текстра мĕн асăрхарăр? (В тексте пропущены слова)

− Текста лайăх ăнланма малтан словарь ĕçĕ туса ирттерĕпĕр. (6 слайд)

тапраннă −

кăнтăртан –

кантăкран –

вăраннă –

− Çак сăмахсенчен эсир хăшĕсене пĕлетĕр, вĕсене вырăсла куçарарăр.

ă) ачасене хорпа вулаттарни

б) сăмахсемпе предложенисем йĕркелени

2. Вĕренекенсем хăйсем тĕллĕн текст содержанине ăнланса текст йĕркисене сăмахсене тĕрĕс вырнаçтарни

− Халĕ хăвăр тĕллĕн текстăн содержанине ăнланса текст йĕркисене сăмахсене тĕрĕс вырнаçтарăр.

3. Текст содержанине вырăсла калаттарни

4. Кăтартуллă вулав (6 слайд)

– Халĕ текста пĕтĕмĕшле вулăпăр, тимлĕ пулăр, пусăмсене асăрхăр.

5. Текстри илемлĕ пуплев çаврăмне (тропа) тупни, вăл мĕнле илемлĕх мелĕ пулнине палăртни

– Как вы понимаете предложение «Çуркунне вăраннă»?

– Весна проснулась. Какой это троп?

Что такое олицетворение? (Олицетворение – изображение неодушевленных предметов как одушевлённых, при котором они наделяются свойствами живых существ: даром речи, способностью мыслить и чувствовать.)

Вырăсла − олицетворение, чăвашла мĕнле-ши? Буклетра тупатпăр.

Чăвашла – сăпатлантару.

6. Текста ят пани

– Текста мĕнле ят пама пулать?

7. Суйлавлă вулав ирттерни

– Çак сăмах майлашăвĕсене текстра тупса вулăр

  • посмотри-ка в окно

  • тронулись с юга

– Çак предложенисене текстра тупса вулăр

  • Птицы тронулись.

  • Весна проснулась.

– Маттур, ачасем. Ку ĕçе эсир çăмăллăнах пурнăçларăр. Халĕ текста мĕнле ăнланнине клоуз тестпа тĕрĕслĕпĕр.

8. Текста мĕнле ăнланнине тĕрĕслени. Клоуз тест (1-мĕш № карточка, 6 слайд-гиперссылка)

Инструктаж. Сĕннĕ вариантсемпе усă курса сиктерсе хăварнă сăмахсене кĕртсе лартса çырса текст йĕркисене вулăр.


(1) Пăх-ха, тусăм, ____________________−

(2) Çуркунне ________________________!

(3) Кайăксем те ______________________,

(4) Кил енне ________________________.


Сĕннĕ вариантсем:

(1) чÿречерен, кантăкран, урамран.

(2) çывăрнă, вăраннă, юрланă.

(3) кăнтăртан, çурçĕртен, ăшă енчен.

(4) тапраннă, вăраннă, вĕçнĕ.


– Маттур, ачасем. Ку ĕçе те эсир çăмăллăнах пурнăçларăр.

9 . Текста тепĕр хут вулаттарни

10. Çуркунне ăшă енчен вĕçсе килекен кайăксен ячĕсене аса илни

– Çуркунне ăшă енчен мĕнле кайăксем вĕçсе килеççĕ-щи?

– Мĕнле илемлĕ юрлаççĕ вĕсем çуркунне, тăван çĕр-шыва вĕçсе килнишĕн савăнаççĕ!

(7 слайд)

Сапăрлах саманчĕ: Ачасем, пирĕн кайăксене сыхламалла! Вĕçен кайăксем-пирĕн чĕвĕлти туссем. Шăнкăрчсем валли вара шăнкăрч йăви хатĕрлемелле.

10. Кану саманчĕ (7 слайд. Шăхлич сасси янăрать: Федор Павлов. Кĕтÿç юрри).

– Ачасем, мĕн сасси янăрать-ши? (гиперссылка) В старину шăхлич часто использовали пастухи для собирания стада.

Хăй кĕтĕвĕ патĕнче

Ача шăхличĕ калать.

Хырăмĕ пит выçнипе

Силпи ялнелле пăхать. (Ÿкерчĕк)

Шăхлич по русски как переводится? (дудка)

Пĕлме интереслĕ! (Интересно знать!) А как будет шăхлич на разных тюркских языках! (гиперссылка на 7 слайде - рисунки и звуки)

Татарский, башкирский - курай, сыбызгы

Узбекский – quvur (кувур)

Азербайджанский- boru

Хакасский – пыргы

Сравнение! Как они звучат?

– Атьăр, эпир те шăхлич калар, кăштах канса илер( пуç мимине кислородпа сывласа пуянламалли (дыхательная) гимнастикăна чăваш шахличĕпе тума май пуррине кăтартни).

11. Тĕрĕс хуравсенчен сюжетлă ÿкерчĕк пуçтарни

– Ачасем, ман алăра мĕн? (Конверт)

– Çак конвертра пĕр сюжетлă ÿкерчĕк пайĕсем. Миçе пай-ши унта? Атьăр, шутлар.

Инструктаж: Ÿкерчĕке хачăпа 6 пая пайланă. Кашни пайĕнче ĕç. 6 пай-6 ĕç

–Халĕ эпир тĕрĕс хуравсенчен сюжетлă ÿкерчĕке пуçтарăпăр.

Ĕçсем-ыйтусем:

1.Çуркунне кăнтăртан чи малтан мĕнле кайăк вĕçсе килет-ши? (хура курак-грач)

А русские какую птицу называют вестником весны? (грач) / Увидел грача-весну встречай.

А татары? (грач) / Татары верили, что грачи приносят на своих крыльях весну.

А башкиры? (ворон)// Ворон-вестник весны.


2. Мĕнле кайăк çăмартисене ют йăвана хурать? (куккук)

3. Тăри, кăсăя, сар кайăк. Хăшĕ ытлашши? (кăсăя)

4 . Уйри кайǎк − ... . (тăри)

5.Çуркунне мĕнле чĕр чунсем хĕл ыйхинчен вăранаççĕ? (упа, чĕрĕп, пурăш)

6. Çĕнĕ Шупашкар гербĕ çинче мĕнле вĕçен кайăксем? (кайăк кăвакалсем)

– Ÿкерчĕке пуçтартăмăр та.

– Çак ÿкерчĕк сирĕн кĕнекере те пур. 210-мĕш страницăри 3-мĕш хăнăхтарăва тупатпăр.

12.Ÿкерчĕке ят пани

Ачасем, эсир çак ÿкерчĕке мĕнле ят панă пулăттăр? ( Çуркунне, çурхи савăнăç, ...)

3.Сюжетлă ÿкерчĕкпе ĕçлени, ачасене çыхăнуллă калав çырма хатĕрлентерни, таблицăлла кластер йĕркелени

– Халĕ ÿкерчĕкпе ĕçлĕпĕр, çыхăнуллă калав ырма хатĕрленĕпĕр.

– Малтан таблицăлла кластер йĕркелер-ха. (Доска çинче таблица, ачасемпе çак таблицăна çырса тултаратпăр)

Япала ячĕсене çак йĕркепе çырăпăр:

1. Çулталăкăн вăхăчĕ

2. Чĕрĕ мар çут çанталăк

3. Чĕрĕ çут çанталăк

4. Ытти япала ячĕсем


Япала ячĕ

(Кам? Камсем?

Мĕн? Мĕнсем?)

Паллă ячĕ

(Мĕнле?)

Глагол

(Мĕн турĕ? Мĕн турĕç?

Мĕн тăвать? Мĕн тăваççĕ?)

1.

çуркунне

ăшă, ырă, савăнăçлă

килчĕ, çитрĕ,савăнтарать

2.

юр

шурă

ирĕлет

3.

шыв

кăвак

юхать, шăнкăртатать

4.

тÿпе

кăвак,таса

илĕртет,чĕнет

5.

йывăç, йывăçсем

пĕчĕк,лаштра

ÿсет, ларать, кармашать, хÿтĕлет

6.

кураксем

хура

вĕçеççĕ, çавăраççĕ, вĕçсе килчĕç, çиеççĕ

7.

йăва

хура, пĕчĕк

çавăраççĕ, хÿтĕлет

8.

хĕр ача (Катя)

пысăк, савăнăçлă

ларать, кулать, савăнать, ярать, юхтарать

9

хĕр ача (Лена)

пĕчĕк

тĕкет

10.

карап, карапсем

пысăк, пĕчĕк

ишет, хускалать, шăвать

Пĕтĕмлетÿ: Предложенисем йĕркелни, çыхăнуллă калав туни.

Çурхи савăнăç (тĕслĕх текст)

Ăшă çуркунне çитрĕ. Шурă юр ирĕлет. Урамра кăвак шыв юхать. Хура кураксем кăнтăртан вĕçсе килчĕç. Вĕсем лаштра йывăç çинче йăва çавăраççĕ. Пĕчĕк йăва кайăксене хÿтĕлет. Таса тÿпе ачасене урама илĕртет. Катьăпа Лена карапсем яраççĕ. Катьăн карапĕ пысăк. Ленăн карапĕ пĕчĕк. Карапсем шывра ишеççĕ.

– Катьăпа Лена çурхи куна хавас-и?

V I. Пĕлÿпе ĕç хăнăхăвĕсене çирĕплетни

1. Оригами мелĕпе карап ăсталани

– Катьăпа Лена карапĕсене мĕнрен тунă?

– Эсир вара хутран карап тума пĕлетĕр-и?

– Эпĕ те пĕлетĕп.

– Айтăр хутран оригами мелĕпе карапсем тăвар. «Кам хăвăртрах?» тăвĕ.

– Хутран эпир карапсем турăмăр. Халĕ карапсене доска умĕнчи парта çине тухса лартатпăр.

– Карапсем ишеççĕ-и?

– Эсир çак карапсене уроксем хыççăн урамра шыва яма пултаратăр.

2. Ыйту-хурав

– Ачасем, урамра мĕнле шыв юхать-ши? (Таса мар, ...)

– Çав шыв вара ăçта юхать? (Атăла)

– Атăл шывне тасатаççĕ те, вар эпир ăна ĕçетпĕр. Этем çут çанталăка питĕ варалать, сиен кÿрет.

– Ачасем, мĕн-ха вăл çут çанталăк? (Çĕр синче мĕн пурри)

2017 çулта Раççейре Экологи çулталăкĕ иртрĕ. (8 слайд)

Сапăрлах саманчĕ. Çут çанталăка сыхлани вăл – Тăван çĕр шыва сыхлани. Çут çанталăка упрасси – кашнин тивĕçĕ.

«Çут çанталăк мĕнпур этемлĕхшĕн, пĕтĕм чĕрĕ чуншăн, ӳсен-тăраншăн пурнăç вăйĕ, пурнăç илемĕ пулса тăрать. Апла пирĕн ăна упрамалла, уншăн тăрăшмалла, ăна ăнланма мĕн пĕчĕкрен вĕренмелле», тенĕ Юхма Мишши.

– Ачасем, хĕвел, сывлăш тата хĕвел – пирĕн чи лайăх туссем!

VII. Урока пĕтĕмлетни

– Ачасем,паянхи урокра эсир хăвăр ĕçпе кăмăллă пулсан манăн лэпбук хуплашки çине хĕвел шевли çыпăçтарăр, кăмăлсăр пулсан - пĕлĕт татки.

(Лэпбук хуплашки çине ачасем е хĕвел шевли, е пĕлĕт татки çыпăçтараççĕ.)

VIII. Рефлекси

  1. Ăс-тăн рефлексийĕ (2-мĕш № карточка)

Вĕренекенĕн хушамачĕпе ячĕ: _______________________________________


Урокра ĕçĕ тĕрлĕ енчен тишкерни

Ĕçе хаклани

1.

Урок материалĕ… пулчĕ.

çăмăл/ йывăр

2.

Урок материалне эпĕ … .

  • пĕтĕмпех ăнлантăм, ыттисене пулăшма хатĕр

  • пĕтĕмпех ăнлантăм

  • кăштах ăнлантăм

  • пачах ăнланмарăм

3.

Урокра эпĕ … .

  • ывăнмарăм

  • кăштах ывăнтăм

  • питĕ ывăнтăм

4.

Урокра хамăн ĕçпе эпĕ … .

кăмăллă/ кăмăлсăр

5.

Урокри ĕçшĕн хама «…» паллă лартатăп.

5 / 4 / 3 / 2

2. Кăмăл-туйăм рефлексийĕ

Хĕвел (ÿкерчĕк кăтартмалла) хĕртет тÿперен

Йăл-йăл çиçсе кунсерен.

Пурте туслă пулăр тет.

Юрла-юрла пурăнăр тет.

  • 3-мĕш № карточкăпа усă курса «Çуркунне» ятлă юрра янратар-ха.


«Çуркунне» юрă


1. Акă епле çуркунне те / 2 хут

Хĕвел хытă пĕçертет./ 2 хут

2.​ Вут хутнă пек шăратса та /2 хут

Шурă юра пĕтерет./2 хут


  • Маттур, ачасем!

3. Вăй-хăват рефлексийĕ (Алă çупни)

IX. Киле панă ĕç мĕнле тумалли инструктаж (9 слайд)

Килти ĕçе (суйласа илме) (4-мĕш № карточка)

Килти ĕçе суйлама пултаратăр

  1. 210-мĕш стр. 3-мĕш хăнăхтару («Çурхи савăнăç» ятлă çыхăнуллă калав çырса килмелле ) (10 предложени).

Ачасем, астăватăр-и? Пирĕн „Çуркунне” лэпбукра пĕр кĕсйи пушă-ха. Тепĕр урокра çак çыхăнуллă калава çав пушă кĕсъене чикĕпĕр.

Написать связный рассказ из 10 предложений на тему «Çурхи савăнăç».

2. Çуркунне çинчен сăвă çырмалла.Написать стихотворение о весне.

3. Çуркунне çинчен синквейн çырмалла. Написать синквейн о весне.

X. Урока вĕçлени, ачасемпе сыв пуллашни

– Ачасем, эсир паян урокра питĕ тăрăшса ĕçлерĕр. Эпĕ сирĕнпе питĕ кăмăллă. Тавтапуç. Спасибо. Рәхмәт (по татарски и по башкирски).

















Урокри сăн ÿкерчĕксем


10



Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 5 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
Методическая разработка урока по родному (чувашскому) языку на тему: «Çурхи савăнăç»

Автор: Такина Алевтина Александровна

Дата: 12.03.2023

Номер свидетельства: 627355


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства