1. Халĕ тепĕр тупмалли юмах тупсăмне тупса урок темин ятне пĕлĕр.
Унта ачасем кĕнеке илме çÿреççĕ. Мĕн вăл?(библиотека)
2.Урокăн темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарни.
- Тĕрĕс, библиотека. Паян урокра эпир шкул библиотеки çинчен калаçăпăр, хисеп ячĕсемпе тĕрĕс усă курма вĕренĕпĕр, тест ирттерĕпĕр, мăшăрсенче, ушкăнсенче ĕçлĕпĕр, кĕнекесене упрамалли çинчен калаçăпăр. Урок теми "Пирĕн шкул библиотеки".
VI. "Пирĕн шкул библиотеки" ятлă калав йĕркелени
- Халĕ вара, ачасем, хамăр библиотека çинчен ушкăнсенче ĕçлесе калав тăвăпăр.
1.Ушкăнсенче ĕçлени.
Ĕç формисем:
I ушкăн
II ушкăн
III ушкăн
2. Ыйтусене саспа пани.
1.Сирĕн шкулта библиотека пур-и?
2.Вăл миçемĕш хутра вырнаçнă? 3.Библиотекарь мĕн ятлă? 4.Библиотекăра кĕнеке нумай-и? 5.Эсĕ библиотекăна çÿретĕн-и? 6.Мĕнле кĕнекесем илсе вулатăн? 7.Сана шкул библиотекинче килĕшет-и?
- Халĕ ыйтусемпе усă курса шкул библиотеки çинчен каласа парăр (2-3 ача каласа пани)
V.Физкультура саманчĕ.
Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă
Физзарядка тумалла.
Физзарядка тумалла,
Пирĕн пысăк пулмалла.
VI.Грамматика материалĕпе ĕçлени(слайд).
1) - Физкультура тексĕнче пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă сăмахсем тĕл пулчĕ. Вĕсем мĕнсем?
- Таблицăпа ĕçлесе хисеп ячĕсем çинчен çирĕплететпĕр.
2) проблемăллă ыйтăва хуравлани:
- Почему мы одно и тоже число можем назвать по-разному: пĕрре – пĕр, иккĕ-икĕ.
- При счете мы называем полную форму числительных, а при назывании количества предметов употребляем краткую форму.
3)- Хăвăр тĕллĕн 104-мĕш страницăри грамматика материалне вуласа хисеп ячĕсем çинчен ăнланма тăрăшăр.
числосемпе сăмахсене вуласси:
4) Çыру ĕçĕ.
1.Предложенисене хисеп ячĕсене лартса вуласси;
1) Эрнере 7 кун.
2) Эпир 1 кун канатпăр.
3) Ачасем 5 класра вĕренеççĕ.
4) Пирĕн библиотека 4 хутра.
5) Манăн 2 юлташ.
(Эрнере çичĕ кун. Эпир пĕр кун канатпăр. Ачасем пиллĕкмĕш класра вĕренеççĕ. Пирĕн библиотека тăваттăмĕш хутра. Манăн икĕ юлташ).
VII.Çĕнĕ материалпа ĕçлени.
-Эпир хамăр библиотекăра пултăмăр, халĕ вара Таня пире хăйсен шкул библиотекипе паллаштарĕ.
1. Словарь ĕçĕ. (Слайд)
кĕтес-угол
курма пулать - можно увидеть
ăшшăн калаçать - разговаривает вежливо
шыратăп - ищу
тупса парать - находит
çурмастăп - не рву
упрăр - берегите
тупра - богатство
учитель – хор;
ача вуласа вырăсла куçарни;
мăшăрсенче çурма сасăпа вулама вĕренни;
сăнчăрпа пĕрер сăмахăн вулани;
2.Текстпа ĕçлени
1) калава учитель вулани
-Кĕнекесене 105 стр. уçăр, "Пирĕн шкул библиотеки" ятлă калав тупăр.Калава вулатăп, йĕрлесе пырăр, ăнланма тăрăшăр
2) ăнланнине тĕрĕслени
-Калав мĕн çинчен?
3) абзацăн вулани
-Калава вулатпăр, унăн содержанине ăнланма тăрăшăр.
4) ăнланнине тĕрĕслеме тест ирттерĕпĕр.
1. Шкул библиотеки виççĕмĕш хутра вырнаçнă.
2. Кунта пĕр кĕтесре роза ятлă чечек ÿсет.
3. Библиотекăра кĕнекесем нумаях мар.
4. Таня шкул библиотекинче час-часах пулать.
5. Кунта вăл реферат çырать, килти ĕçе тăвать.
6. Библиотекарь Надежда Петровна ятлă.
7. Вăл кирлĕ литературăна хăвăрт тупса парать.
8. Таня кĕнекесене тирпейлĕ тытать.
5) тест результачĕсене тĕрĕслени. (Слайд)
1) -
йăнăш çук
«5»
1-2 йăнăш
«4»
3 йăнăш
«3»
3 йăнăшран ытла
«2»
2) +
3) -
4) +
5) +
6) -
7) +
8) +
6) ÿкерчĕксем тăрăх калаври предложенисене тупасси.
- Çак ÿкерчĕксем калаври хăш предложенисене çывăх-ши? Шыратпăр, вулатпăр.
7) вырăсла каласа пани
- Вырăсла мĕн ăнланнине каласа паратпăр, ыйтусем çине хуравлама хатĕрленетпĕр.
7) ыйтусем çине хуравлани(Слайд)
-Ыйтусем çине хуравлатпăр, калав содержанине калама хатĕрленетпĕр.
1.Библиотека миçемĕш хутра вырнаçнă?
2.Библиотекăра мĕнле кĕнекесем пур?
3.Таня библиотекăра час-часах пулать-и?
4.Унта вăл мĕн тăвать?
5.Библиотекарь мĕн ятлă?
6.Кĕнекесене мĕнле тытмалла?
8) калав содержанине каласа пани
VIII.Физкультура саманчĕ. (Куçсене кантарни.)
-Урокра компьютерпа нумай ěçлерěмěр, куçсене кантарса илер-ха.
XI Хисеп ячĕллĕ предложен тупни
- Калавра хисеп ячĕллĕ предложени тĕл пулчĕ. Тупса вулăр-ха ăна.
X. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени.
- Ачасем, калавра мĕнле ваттисен сăмахĕ тĕл пулчĕ?
-Кĕнеке вăл- пысăк тупра.
- Тепĕр хут вулатпăр. Çапла, ачасем, кĕнеке вăл чăн та пысăк тупра. Ăна вулани пире ăс парать, пурăнма вĕрентет.Кĕнекесене тирпейлĕ тытăр, вĕсене ан çурăр.