kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Конспект урока на тему "Ал? пулать т?рл?рен"

Нажмите, чтобы узнать подробности

Урок теми: Ал? пулать т?рл?рен. Руки бывают разные. (Выр?с шкул?н 5-м?ш клас?нче ирттермелли урок)

         С?парл?х т?ллев?: çыв?х çынсен пурн?ç?пе ытларах интересленме, в?сенчен ыр? т?сл?х илме хавхалантарасси, çынсен ?çне хисеплеме, ?çе юратма в?рентересси.

         П?лÿ т?ллев?: ?стаç?сем çинчен калаçу ирттересси; «Т?вансем» тем?па калаçу х?н?х?вне аталантарасси; пурл? тата çукл? глагол формисемпе пуплевре ус? курма х?н?хтарасси.

         Аталантару т?ллев?: ачасен логик?лл? шух?шлав ?стал?хне çир?плетесси; çых?нулл? пуплеве, шух?шлава, тимл?хе, илемл? те т?р?с вулав х?н?х?в?сене аталантарасси, с?мах йышне пуянлатасси,

         Урок т?с?: хут?ш урок

         Урок мел?семпе меслеч?сем: учитель с?мах?; ыйту-хурав; калаçу; шырав; синквейн т?васси; ваттисен с?мах?семпе ?çлесси; шырав-т?пчев, тишкерÿ-п?т?млетÿ, çурма сас?па, сас?па вуласси, суйлавл? вулав, илемл? вулав, ?нланнине т?р?слемелли тест ирттересси, м?ш?рсенче, ушк?нсенче ?çлесси (ушк?нсенчи ?çе й?ркелесси), диалог,  монолог т?васси, слайдсемпе ?çлени,  грамматика материал?пе ?çлесси.

         Пуплев х?н?х?в?сем: сас?сене т?р?с илтесси, п?р-п?рне ыйтусем парас, хуравлас х?н?хусене аталантарасси, с?мах йышне пуянлатасси, ç?н? с?махсемпе ус? курса çых?нулл? пуплеве аталантарасси.

         Ус? курн? технологисем: информаципе хутш?ну технологий?сем, аталантару технологий?сен элеменч?сем, ушк?нра хутш?нса ?çлесси.

         Кирл? хат?рсем: в?ренÿ к?неки, компьютер, проектор, экран, Power Point программ?па хат?рлен? слайдсем, видеоролик

         Урок эпиграф?: «Йыв?ç çим?çпе, этем ?ç?пе».

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Конспект урока на тему "Ал? пулать т?рл?рен"»

Урок теми: Алă пулать тĕрлĕрен. Руки бывают разные. (Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕнче ирттермелли урок)

Сăпарлăх тĕллевĕ: çывăх çынсен пурнăçĕпе ытларах интересленме, вĕсенчен ырă тĕслĕх илме хавхалантарасси, çынсен ĕçне хисеплеме, ĕçе юратма вĕрентересси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: ăстаçăсем çинчен калаçу ирттересси; «Тăвансем» темăпа калаçу хăнăхăвне аталантарасси; пурлă тата çуклă глагол формисемпе пуплевре усă курма хăнăхтарасси.

Аталантару тĕллевĕ: ачасен логикăллă шухăшлав ăсталăхне çирĕплетесси; çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси,

Урок тĕсĕ: хутăш урок

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ; ыйту-хурав; калаçу; шырав; синквейн тăвасси; ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси; шырав-тĕпчев, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, çурма сасăпа, сасăпа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, ăнланнине тĕрĕслемелли тест ирттересси, мăшăрсенче, ушкăнсенче ĕçлесси (ушкăнсенчи ĕçе йĕркелесси), диалог, монолог тăвасси, слайдсемпе ĕçлени, грамматика материалĕпе ĕçлесси.

Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс илтесси, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.

Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну технологийĕсем, аталантару технологийĕсен элеменчĕсем, ушкăнра хутшăнса ĕçлесси.

Кирлĕ хатĕрсем: вĕренÿ кĕнеки, компьютер, проектор, экран, Power Point программăпа хатĕрленĕ слайдсем, видеоролик

Урок эпиграфĕ: «Йывăç çимĕçпе, этем ĕçĕпе».



Урок юхăмĕ:

1. Йĕркелÿ тапхăрĕ.

- Ачасем, ырă сăмах лайăх кун пекех теççĕ. Паянхи урока эпир пĕр-пĕрне ырă, лайăх сăмахсем каласа пуçлăпăр. Эпĕ пуçлатăп, малалла «сăнчăрпа» калăпăр.

Ачасем пĕр-пĕрне ăшă сăмахсем калаççĕ.

(лайăх, хитре, ăслă, вăйлă, илемлĕ, кăмăллă, ĕçчен, маттур, пултаруллă)

- Ачасем, эсир питĕ сăпайлă. Сирĕн кăмăл татах та лайăхланчĕ. Пит çинче кулă çиçнине куратăп. Тата мĕнлерех сăнлама пулать тантăшсене, тăвансене?

ăслă - умный

сăпайлă - скромный

тарават – приветливый

аван – хороший

çывăх – близкий

ăшă кăмăллă - ласковый

Çÿлтен аялалла вуласан мĕнле сăмах пулать?


2. Урок тĕллевĕсемпе задачисене палăртни.

- Кам вăл ăстаçă?

Вĕрентекен ачасене видеоролик пăхма сĕнет.

- Кунта эпир тĕрлĕ халăх ăстисен ĕçĕсене куратпăр.

- „Ылтăн алă“ тесе кам пирки калатпăр?

- Паян эпир урокра кам çинчен калаçăпăр?


4. Илнĕ пĕлĕве малтанласа çирĕплетни.

1) словарь ĕçĕ (76 с.)

- Тата мĕнле алăсем пулаççĕ?

1)“ Алă пулать тĕрлĕрен“ сăвва вуласа содержанине вырăсла каласа параççĕ;

2) Алăпа мĕнле-мĕнле ырă ĕç тата усал ĕç тунине сăвăпа усă курса икĕ юпана çырасси

ырă ĕçсем усал ĕçсем


- Эсир алăпа мĕнле ĕçсем ытларах тăватăр – ырă ĕçсем е усал ĕçсем?


Корреспондент ыйтусем парать.

- Эсĕ аннÿне пулăшатăн-и?

- Эсĕ ирхине вырăн пуçтаратăн-и?

- Пушă вăхăтра кĕнеке вулатăн-и?

- Эсĕ ачасене хĕнетĕн-и?

- Хĕрачасене çÿçрен туртатăн-и?

- Килте чечексем шăваратăн-и?


2) «Костя кукка» калавпа ĕçлесси.

а) умĕнхи калаçу

Панă схемăран кукка камне ăнланса илесси.

мăнакка, мучи

кукка, кинемей

кукаçи, кукамай анне, атте эпĕ

аппа, йысна

кукка, инке

- Санăн кукка пур-и?


ă) текста вĕрентекен вулани

- Кунта кам çинчен каланă?



б) сăнчăрпа вулани

- Костя куккан аллисем мĕншĕн ылтăн?

Ушкăнсенче ĕçлеççĕ.







темĕн тума та пĕлет.

чул çурт купаланă.

сĕтел-пукан ăсталанă.

тумтир шкапĕсем тунă.

Костя куккан алли ылтăн, мĕншĕн тесен... кĕнеке çÿлĕкĕсем тунă.

пĕчĕк трактор тунă.

машинсене хăйех юсать.

пуртă-çĕçĕ хăйрать

çава туптать.

в) текста ăнланнине тĕрĕслени

Кунта мĕнле ĕç пурнăçламаллине ачасем хăйсем тавçăрса илеççĕ.

Йăнăшсене тупса палăртаççĕ.

  1. Костя кукка хулара пурăнать (- ялта).

  2. Вăл пур ĕçе те пултарать (+)

  3. Вăл тунă тумтир шкафĕсем, кĕнеке çÿлĕкĕсем магазинта сутаканнисенчен япăх (- лайăх)

  4. Костя кукка тракториста та, шофера та, комбайнера та пултарать (+)

  5. Ял çыннисем ман куккана питĕ хисеплемеççĕ (- хисеплеççĕ)


Хуравсене хакласси, тĕрĕслесе каласси.


г) ыйтусене хуравласси

1.Костя кукка ăçта пурăнать?

2. Унăн аллисем мĕнле?

3. Вăл хăй аллипе мĕн тунă?

3. Костя кукка тата мĕн тума пултарать?

4. Вăл кÿршисене мĕн туса парать?

5. Ял çыннисем ăна хисеплеççĕ-и?



5. Пĕлĕве çĕнĕ ситуацире тупни тата унпа усă курни.

1) ваттисен сăмахĕпе ĕçлесси

Çак ваттисен сăмахĕсенчен хăшĕ ытларах вырăнлă?



Ĕçрен хăраман ăста пулнă.

Ĕçчен алă ĕç тăвать.

Ялан вăйă мар, ĕçлес те пулать.

Паян тумалли ĕçе ырана ан хăвар.

Ĕçченĕн ĕçĕ ăнсах пырать.

Ăсти епле - ĕçĕ çапла.

Мĕн акнă, çав шăтать.



Ытти халăхсен ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем:

Смотри дерево в плодах, а человека в делах. (русская)

Птицу узнают в полете, человека – в работе. (армянская)

Человек без ремесла, как дерево без плодов. (таджикская)



2) синквейн тăвасси

Ушкăнсенче ĕçлеççĕ.

кукка

ăста, ылтăн

Пултарать, тăвать, юсать

Вăл пур ĕçе те пултарать.

Ăстаçă



3) диалог туса калаçасси

1. Санăн кукка пур-и?

2. Вăл мĕнле?

3. Вăл ăçта пурăнать?

4. Санăн кукку ăçта ĕçлет?

5. Вăл кам пулса ĕçлет?

6. Кукку мĕн тума пултарать?


7. Киле панă ĕçе тумалли инструктаж.

1)Ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене вĕренесси (10 х. 79 стр.);

2) Ваттисен сăмахĕсене уçса паракан ÿкерчĕк тăвасси;

3)Интернетра ваттисен сăмахĕсене уçса паракан картинсемпе слайдсем хатĕрлесси


8. Рефлекси.

Ачасем „пултарулăх йывăçĕ“ лартаççĕ. Йывăç туни çумне çимĕç, чечек, симĕс е сарă çулçă çыпăçтараççĕ.

çимĕç – урок усăллă иртрĕ

чечек – урок япăх мар иртрĕ

симĕс çулçă – урок килĕшмерĕ

сарă çулçă – урок усăсăр иртрĕ



Ефимова Ирина Васильевна, Çĕнĕ Шупашкарти 9- мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен





Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 5 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
Конспект урока на тему "Ал? пулать т?рл?рен"

Автор: Ефимова Ирина Васильевна

Дата: 28.03.2016

Номер свидетельства: 311438


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства