С?парл?х т?ллев?: çыв?х çынсен пурн?ç?пе ытларах интересленме, в?сенчен ыр? т?сл?х илме хавхалантарасси, çынсен ?çне хисеплеме, ?çе юратма в?рентересси.
П?лÿ т?ллев?: ?стаç?сем çинчен калаçу ирттересси; «Т?вансем» тем?па калаçу х?н?х?вне аталантарасси; пурл? тата çукл? глагол формисемпе пуплевре ус? курма х?н?хтарасси.
Аталантару т?ллев?: ачасен логик?лл? шух?шлав ?стал?хне çир?плетесси; çых?нулл? пуплеве, шух?шлава, тимл?хе, илемл? те т?р?с вулав х?н?х?в?сене аталантарасси, с?мах йышне пуянлатасси,
Просмотр содержимого документа
«Конспект урока на тему "Ал? пулать т?рл?рен"»
Урок теми: Алă пулать тĕрлĕрен.Руки бывают разные. (Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕнче ирттермелли урок)
Сăпарлăх тĕллевĕ: çывăх çынсен пурнăçĕпе ытларах интересленме, вĕсенчен ырă тĕслĕх илме хавхалантарасси, çынсен ĕçне хисеплеме, ĕçе юратма вĕрентересси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: ăстаçăсем çинчен калаçу ирттересси; «Тăвансем» темăпа калаçу хăнăхăвне аталантарасси; пурлă тата çуклă глагол формисемпе пуплевре усă курма хăнăхтарасси.
Аталантару тĕллевĕ:ачасен логикăллă шухăшлав ăсталăхне çирĕплетесси; çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси,
Урок тĕсĕ: хутăш урок
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:учитель сăмахĕ; ыйту-хурав; калаçу; шырав; синквейн тăвасси; ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси; шырав-тĕпчев, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, çурма сасăпа, сасăпа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, ăнланнине тĕрĕслемелли тест ирттересси, мăшăрсенче, ушкăнсенче ĕçлесси (ушкăнсенчи ĕçе йĕркелесси), диалог, монолог тăвасси, слайдсемпе ĕçлени, грамматика материалĕпе ĕçлесси.
Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсенетĕрĕс илтесси,пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.
Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну технологийĕсем, аталантару технологийĕсен элеменчĕсем, ушкăнра хутшăнса ĕçлесси.
Кирлĕ хатĕрсем:вĕренÿ кĕнеки, компьютер, проектор, экран, Power Point программăпа хатĕрленĕ слайдсем, видеоролик
Урок эпиграфĕ: «Йывăç çимĕçпе, этем ĕçĕпе».
Урок юхăмĕ:
1. Йĕркелÿ тапхăрĕ.
- Ачасем, ырă сăмах лайăх кун пекех теççĕ. Паянхи урока эпир пĕр-пĕрне ырă, лайăх сăмахсем каласа пуçлăпăр. Эпĕ пуçлатăп, малалла «сăнчăрпа» калăпăр.