Хал?х юмах?сен п?лу паракан тата в?рентулл? п?лтер?ш пур. Юмахсемпе ачасем интересленеçç?, м?нш?н тесен в?сенче этем?н кулленхи пурн?ç?, кил-çуртри пурн?ç й?рки тата çын х?йне х?й епле тыткаламалли й?ркесен ?нлан?в?сем. В?сенче яланах ултал?ва, киревс?р ?çсене сивлеçç?.
Кашни хал?х?н х?й?н наци юмах?сем пур. Ч?ваш хал?х юмах?нче чи ус?лли, чи кирли в?л – çынсене п?р-п?ринпе хутш?нмалли й?рке пурри. Юмахсем çынсене п?р-п?ринпе ?ш? к?м?лпа калаçма, аслисене хисеплеме в?рентеçç?.
Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Просмотр содержимого документа
«Хал?х с?махл?х?пе урокра ус? курни »
Халǎх сǎмахлǎхĕпе урокра усǎ курни.
Халǎх юмахĕсен пĕлу паракан тата вĕрентуллĕ пĕлтерĕш пур. Юмахсемпе ачасем интересленеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсенче этемĕн кулленхи пурнǎçĕ, кил-çуртри пурнǎç йĕрки тата çын хǎйне хǎй епле тыткаламалли йĕркесен ǎнланǎвĕсем. Вĕсенче яланах улталǎва, киревсĕр ĕçсене сивлеççĕ.
Кашни халǎхǎн хǎйĕн наци юмахĕсем пур. Чǎваш халǎх юмахĕнче чи усǎлли, чи кирли вǎл – çынсене пĕр-пĕринпе хутшǎнмалли йĕрке пурри. Юмахсем çынсене пĕр-пĕринпе ǎшǎ кǎмǎлпа калаçма, аслисене хисеплеме вĕрентеççĕ.
Пирĕн шкулта пĕтĕм Раççей шайĕнчи наукǎпа практика «Çитĕннисем тата ачасем: çемьене вĕрентсе устермелли этнопедагогика ыйтǎвĕсем» проблемǎпа конференци пулса иртрĕ. Çак конференцире эпĕ 5-мĕш класра уçǎ урок ирттертĕм.
Урок теми: Халǎх cǎмахлǎхĕ.
«Уйǎх çинчи хĕр» юмах.
Урок тĕллевĕсем: 1) Калаçу пуплевне аталантарасси, чǎвашла тĕрĕс вулама тата çырма хǎнǎхтарасси. 2) «Уйǎх çинчи хĕр» юмахпа тата çĕнĕ сǎмахсемпе паллаштарасси.
3) Ырǎ, сǎпайлǎ, ĕçчен, кǎмǎллǎ, тĕрĕс пулма, аслисене итлеме вĕрентесси.
Урока кирлĕ хатĕрсем: «Манǎн юратнǎ юмах» темǎпа ÿкерчĕксем, «Уйǎх çинчи хĕр» ÿкерчĕк, кĕвенте ÿкерчĕкĕ, мультимедийный проэктор.
Урок юхǎмĕ.
I. Урока кĕни.
а) Халǎх сǎмахлǎхĕ çинчен кĕске калаçу иртересси. (Экран çине таблица тухать).
ǎ) Терминсене çырса хурасси. (Экран çине терминсем тухаççĕ)
б) Икĕ килĕшнĕ ваттисен сǎмахĕсене çырса илесси. (Экран çинче ваттисен сǎмахĕсем).
V. Пĕлме интереслĕ.
а) Шкул библиотекинче «Ваттисен сǎмахĕсем, каларǎшсем, сутмалли юмахсем» ятлǎ кĕнеке пур. Эпĕ сире ǎна илсе вулама сĕнетĕп. (Учитель кĕнекине кǎтартать). Чǎвашла, вырǎсла юмахсен пуххисем те пур. (Учитель юмахсен пуххине кǎтартать).
Учитель сǎмахсене вырǎсла калать, ачасем чǎвашла вариантне тупса доска çине çеçкесене тухса çакаççĕ. «Юмахсем пире тарават, сǎпайлǎ, ырǎ, перекетлĕ, ĕçчен, тĕрĕс, кǎмǎллǎ пулма вĕрентеççĕ» предложени пулмалла.
а) Предложенине ачасем пурте пĕрле вулаççĕ, çырса хураççĕ.
б) Воспитани моменчĕ.
VII. Киле ĕç парасси.
Килте аслисемпе пĕрле вырǎсла е чǎвашла юмах вуламалла, ǎна сÿтсе явмалла.