kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Иван Лисаевăн «Чире парăнма çуралман» хайлавĕнчи гуманизм ыйтăвĕсем» темăпа ирттермелли урокăн тулли конспекчĕ

Нажмите, чтобы узнать подробности

урок о том, как преодолевать трудности в жизни

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Иван Лисаевăн «Чире парăнма çуралман» хайлавĕнчи гуманизм ыйтăвĕсем» темăпа ирттермелли урокăн тулли конспекчĕ»



6 класра «Иван Лисаевăн «Чире парăнма çуралман» хайлавĕнчи гуманизм ыйтăвĕсем» темăпа ирттермелли урокăн тулли конспекчĕ



Урок тĕсĕ: хайлав текстне тишкермелли хутăш урок

Урок тĕллевĕсем:

Харкамлăх результачĕсем (шкул ачи хăйĕншĕн тунисем):

1. Пурнăçра тÿрĕ чунлă, сапăр çын пулма вĕренни;

2. Чунсăрлăхран пăрас тĕллевпе текстри йĕркесемпе ĕçлесси

3. Ачасен чун илемне вăратасси, хĕрхенÿлĕхе, чăтăмлăха аталантарасси;

Предметăн пайрамлă (предмета вĕреннин) результачĕсем:

1. Çыравçă çынсен чун-чĕрине витĕмлĕн кăтартакан сăнлăхсене тупма, курма, ăнланма вĕрентесси;

2. Курни-илтни, сăнани çинчен шухăша сăмах вĕççĕн ирĕклĕ те тĕрĕс уçса пама хăнăхни.

Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем (пур предмета та вĕренме кирлисем): 1. Пуплеври сăмах йышне пуянлатни;

2. Тавракурăма, тавçăрулăха ÿстерме тăрăшни;

3. Пĕлÿпе тата хăнăхусемпе усă курса ăнлавсене хак пама, пĕтĕмлетÿсем тума пултарни.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, илемлĕ вулав, ыйту-хурав, калаçу, кирлӗ эпизодсене илемлĕ вуласа тишкересси, шырав, илемлĕх мелĕсемпе ĕçлени

Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, сывлăха çирĕплетекен, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнпа, мăшăрăн, пĕччен хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.

Пуплев хăнăхăвĕсем: ыйтусем çине тулли предложенисемпе çыхăнуллă хуравласси

Литература теорийĕ:

Пафос-çыравçă хайлаври ĕçсене, сăнарсене, пурнăçа мӗнле шухăш-туйăмпа хакласа çырни

Курăмлăх хатĕрĕсем

Иван Лисаев фотоÿкерчĕкĕ, кĕнекесем, компьютер









Урок юхăмĕ

- Юрă ямалла (2 мин?)

- Ачасем, эсир юрă итлерĕр? Çак юрăра хăш сăмаха темиçе хут каланă?

- Надежда.

- Мĕнле куçать –ха вăл чăвашла?

- Шанчăк.

- Эсир çак сăмаха илтнĕ-и?

- Илтнĕ.

- Эсир тин çеç илтнĕ юрра Анна Герман ятлă юрăç юрларĕ.



- Анна Герман сăн ÿкерчӗкĕпе паллаштарни.

- Анна Герман 1936 çулта Узбекистанра Ургенч хулинче çуралнă.

1967 çулта водитель айăпне пула автокатастрофăна лекет. Водитель машинăна сехетре 160 км хăвăртлăхпа хăваланă. Хăй руль умĕнче çывăрса кайнă. Машина вара çул айккинчи бетон юпа çумне пырса тăрăннă.

Анна Герман кантăкран тухса сирпĕннĕ.

Унăн çурăм шăмми, икĕ ури, сулахай алли хуçăлнă, пуç мими кисреннĕ.

12 кун хушши вăл тăна кĕреймен. Темиçе операции витĕр тухма тивнĕ унён. Пĕтĕм ÿт-пĕвĕ гипс ăшĕнче пулнă. 3 çул тăраймасăр выртнă.

1970 çулта ура çине тăнă. Урисем хытса ларнă, итлемен. Кашни утăм куççуль кăларнă, анчах шăла çыртса утăм хыççăн утăм тунă вăл. Сывалас шанчăк пĕртте çухатман. Юлашкинчен 1972 çулта сцена çине тухать. Çав çулах концертпа Мускава килет. Сывалнă хыççăн юрланă пĕрремĕш юрри унăн эпир итленĕ « Надежда» юрă.

Мĕн каласшăн пулнă-ха вăл çак юрăпа?

- Анна Герман шăпи сире хăш произведенири сăнар шăпине аса илтерчĕ?

- Иван Лисаев çырнă «Чире парăнма çуралман» хайлаври Витя Кулешов шăпине.

- Кам-ха вăл Витя Кулешов?

- «Чире парăнма çуралман» хайлаври тĕп сăнар.

- Эсир ун çинчен мĕн астуса юлтăр? Кĕскен йĕрлесе тухар-ха ун сăнарне.

Витя Кулешов сăн ÿкерчĕкĕпе паллаштарни

- Çак сăн ÿкерчӗк Витя Кулешов сăнарне аса илтермест-и?

Çамрăк арçын ача, икĕ хул хушшинче костыльсем, сулахай ури çине пусаймасть.

- Витя сăнарĕ.

Витя Кулешов пĕрремĕш класа кайиччен чирлесе ÿкет. Унăн сулахай урине операции тăваççĕ. Анчах операции хыççăн та вăл ури çине пусаймасть. Вара вăл костыльпе çÿреме пуçлать. Шăрăх-и, сивĕ-и, чашлаттарса çумăр çăвать-и, çил-тăман вĕçтерет-и- Витя пур пĕрех шкула каять. Ăна юлташĕсем хĕрхенеççӗ, киле пырса вĕрентме пуçлаççĕ, ашшĕ-амăшĕ шкула лашапа леçме шутлать.Çук. Килĕшмест Витя. Шкула хăех каять.

Утмалла. Утмалла çеç мар, спортсмен пулмалла, ăмăртусенче мала тухмалла. Çакăн пек тĕллев лартать вăл хăй умне. Çак тĕллеве пурнăçлас тесе вăл тар тухиччен хусканусем тăвать, чирлĕ уринчен гантель çакса ярса антара-антара улăхтарать. Çулла велосипедпа, хĕлле йĕлтĕрпе çÿреме вĕренет. Йĕлтĕрпе çÿресси пулмасть пуль тесе те шухăшласа пăхать. Анчах çав вăхăтра журналта Сергей Щербаков çинчен вуланине, Алексей Петрович хирург каланине, амăшĕ каласа панă утайман каччă çинчен аса илет те – шанчăк тата та çирĕпленет.

Шанчăка çухатманнисем телейлĕ тесе ахальтен каламаççĕ иккен. Витя 10-мĕш класран вĕренсе тухас умĕн костыльсĕр çÿреме пуçлать. Вăл районти шахматистсен ăмăртăвне хутшăнать, спорт разрядне илме тивĕç пулать. Юлашкинчен вара кире пуканĕ çĕклесе вăй виçекенсен ăмăртăвĕнче 2 вырăн йышăнать.



- Витя хăй умне лартнă тĕллеве пурнăçларĕ-и? Мĕнле тĕллевччĕ-ха унăн?

- Утмалла çеç мар, спортсмен пулмалла.

- Пурнăçларĕ.

- Çак тĕллеве пурнăçлас тесен ăна мĕн кирлĕ пулчĕ?

- Чăтăмлăх, тÿсĕмлĕх, шанчăка çухатманни.

- Çăмăл пулчĕ-и ăна йывăрлăха çĕнтерме?

- Çăмăл мар. Кашни кун тар кăларчĕ:,куçран куççуль тухрĕ-пур пĕрех парăнмарĕ.

- Апла пулсан пирĕн те, ачасем, Витя Кулешов пек йывăрлăх умĕнче пуçа усмалла мар, йывăрлăх сиксе тухсан, шанчăка çухатмасăр, пуçа усмасăр малалла ăнтăлмалла.

- Эсир сывă ачасем. Анчах та пирĕн сывлăх çирĕп пултăр тесе тăрăшмалла-и?

- Тăрăшмалла

- Мĕн тумалла?

- Спортпа туслă пулмалла.

- Эсир ирсерен гимнастика тума чăтăмлăх çитерейретĕр-и?

-Çирĕп сывлăхлă пулас тесен ирсерен гимнастика тумалла,спортпа туслă пулмалла.

- Эсир чăтăмлăх, тÿсĕмлĕх, шанчăк çинчен калакан ваттисен сăмахӗсене пĕлетĕр-и?

1. Шанчăксăр пурăнакан этем çур çын кăна.

2. Чăтăмлăхпа ĕç пурне те çĕнтернĕ.

3. Чăтăмлăхпа тÿсӗмлĕх, шанчăкпа ĕненÿ-пурнăçра çынна вăй-хăват парса тăракансем.

4. Шанчăк чи юлашкинчен вилет.

5. Шанчăка çухатманнисем-телейлĕ.

- Питĕ аван. Пурне те ăнланатăр-и?

Тĕслӗхрен «Шанчăка çухатманнисем-телейлĕ» текен ваттисем сăмахне ăнлантарăр-ха

- Витя шанчăка çухатмасăр йывăр чирпе кĕрешрĕ, юлашкинчен çăнтерчĕ. Телей мар-и ку? Чăн-чăн телей.

- Эсир мĕнле шутлатăр?Автор çак хайлавăн ятне тĕрĕс панă-ши? Килĕшетĕр-и эсир? Урăх ят памалла пулман-ши?

- Эпĕ тĕрĕс тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен Витя, чăнах та, чире парăнма çуралман, вăл ăна хăй парăнтарчĕ.

- Хайлавра çакăн пек йӗркесем пур «Чире парăнма çуралман вӗсем. Ун йышшисем теме те тÿссе ирттерĕç.»Çак сăмахсене кам калать?

- Алексей Петрович хирург.

Витя Алексей Петрович сăмахĕсене тÿрре кăларчĕ-и?

- Çапла. Тÿрре кăларчĕ.

- Витя çак йывăрлăха пĕччен çĕнтерчĕ-и е ăна пулăшакансем пулчĕç.

- Ман шутпа, Алексей Петрович хирург, амăшĕ.

Вĕсем ăна шанаççĕ, пулăшаççĕ, хавхалантараççĕ.

- Юлташӗсем те пулăшаççĕ.

«Чире парăнма çуралман» повесть пафосĕ мĕнле-ши?

Мĕн вăл пафос?

- Халĕ Витьăпа Алексей Петрович кластерне туса пăхăпăр.

Тетрадьсене уçатпăр. Число, тема çыратпăр.

Иван Лисаев «Чире парăнма çуралман» (Доска патне 1 ача тухать).



Витя Алексей Петрович

çирĕп кăмăллă çирĕп тĕллевлĕ

шанчăклă шанчăклă

ăслă ăслă

çирĕп тĕллевлĕ ăшă чунлă

хастар

вăйлă тавçаруллă

чăтăмлă ăнланакан

тÿсĕмлӗ ырă кăмăллă



- Çак тĕслĕхсенчен пĕрне илсе произведенири тĕслĕхпе çирĕплетĕр-ха.

Тĕслехрен. Витя чăтăмлă. Чирлĕ, ыратакан ури çине гантель çакса ярса хăпарта-хăпарта антарать. Ыратакан ура тата хытăрах ыратать, анчах вăл чăтать.

Алексей Петрович хирург

- Эсир хайлава тимлĕ вуланă-и? Халĕ сирĕн тимлĕхе тĕрĕслĕтпĕр

.

ТЕСТ. Хуравсене тетрадь çине çырмалла.

Экран çине тест ыйтăвĕсем тухаççĕ.

Сирĕн 3 хуравран пĕрне-тĕрĕссине суйласа илсе çырмалла



  1. Витьăн шкула çитме йĕркеллĕ çанталăкра миçе утăм?

1. 2500

2. 2230

3. 2000

  1. Витя мĕншĕн утаймасть?

1.Вăйĕ çук

2. Хăрах ури çук

3. Ури ыратать

  1. Витьăна мӗнле чир аптратать?

1. Шăмă туберкулезĕ

2. ўпке туберкулезĕ

3. Чĕре чирĕ

  1. Витьăна кам ялан йăпатать?

1. Лиза

2.Рита

3. Роза

  1. Пĕрле вĕренекенсем Витьăна мĕнле профессии суйласа илтересшĕн?

1.Платник

2. Художник

3. Экономист

  1. Хăш тухтăр Витьăна чун-чĕререн пулăшма тăрăшать?

1.Алексей Петрович

2. Александр Петрович

3. Алексей Николаевич

7) Чире парăнтарнă çӗрте ăна кам хавхалантарса пырать?

1. Амăшĕ

2. Асламăшĕ

3. Кукамăшĕ



  1. Журналта хăйĕнни пек шăпаллă çын çинчен вулать Витя. Кам вăл?

1. Сергей Шакмаков

2. Сергей Шатунов

3. Сергей Щербаков

  1. Шкул пĕтерсен ăçта ĕçлесшĕн Витя?

1. Колхоз ферминче

2. Тимӗрçӗ лаççинче

3. Колхоз правленийӗнче



  1. Спортăн хăш енĕпе вăл зонăра 2-мӗш вырăн йышăнать?

1. Йĕлтĕрпе чупса

2. Шашкăлла выляса

3. Кире пукане йăтса



Ачасем ĕçлесе пĕтерсен тĕрĕс хуравсен уççи экран çине тухать. Ачасем тĕрĕслеççӗ.

- Ачасем çак хайлава мĕнле стильпе çырнă?

- Илемлĕ литература стилĕпе.

- Ăна эпир ăçтан пĕлетпĕр?

- Илемлĕх мелĕсем пурринчен.

- Эсир мĕнле илемлĕх мелĕсем пĕлетĕр?

(танлаштару, эпитет, сăпатлантару)

- Хайлавра шыраса пăхăр-ха, хăшне тупайратăр?

1) Танлаштару : Çут пурнăç горизонт пек уншăн

2) Сăпатлантару: йывăр лава кÿлчӗ

3) эпитет: çутă пурнăç

4) Сăмах çавăнăшĕ: сывлăш çавăрать, кăмăл çемçелчĕ, чĕлху çаврăнмасть.



Экран çине илемлĕх мелĕсем тухаççĕ

  1. Тантăш пек, уяври евĕр, хум чупнă пек – танлаштару

  2. Йывăр чир, шурă халатлисем, йывăр лав – эпитет

  3. Чир пăтраштарчӗ, шăнкăрав йыхăрнă, шăпа кÿлчĕ – олицетворени



- Ачасем, эсир Витьăна чăн-чăн паттăр тесе калама пултаратăр-и?

- Пултаратпăр мĕншĕн тесен чирпе кĕрешни, ман шутпа, чăн-чăн паттăрлăх. Пурте Витя пек чăтăмлăх çитерсе чирпе кĕрешейместчĕç?

Проблемăллă калаçу:

- Витьăн чунне ял çыннисем, ачасем пурте ăнланаççĕ-и?

- Сусăр, хăлхасăр-чĕлхесĕр, аварие пула сусăрланнисем, чире пула сусăрланнă çынсем пирки эсир мен калама пултаратăр?

Ачасен хуравĕсем:

Иван Лисаев хайлавĕн никĕсенче этем чунĕ, тивĕçĕ, кăмăлĕ. Хăвăрпа юнашар пурăнакан, вĕренекен çынсем çинчен шухăшлама, пăшăрханма вĕрентет ку повесть. Ку хайлава пирĕнте çынлăх туйăмне вăратас тĕллевпе çырнă.

Мĕн тума вĕрентет-ха ку хайлав пире?

- Ырă чунлă пулма

- Йывăрлăха лекнӗ çынсене ăнланма, пулăшма.

- Çынлăх тенине эсир мĕнле ăнланатăр?

- Çынлăх вăл – юнашар пурăнакан тата вĕренекен-ĕçлекен çынсене, чĕрĕ чунсене хÿтĕлесси, хисеплесси, юратасси.

- Витя Кулешов сăнарĕ илемлĕ литературăра, урăхла каласассăн, искусствăра. Витя Кулешов пек çынсем пурнăçра та темĕн чухлех. Урок пуçламĕшенче Анна Герман çинчен пĕлтĕмĕр.

Чăваш Республикинче 97 пин инвалид – сусăрсем. Вĕсенчен 5 пин ытла ача.

Вĕсем сусăр пулсан та йывăрлăхсене çĕнтерсе, чире парăнмасăр сывă çынсем пекех пурăнма тăрăшаççĕ. Спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнаççĕ.



- Ачасем, эсир сусăр çынсене асăрханă-и?

Вĕсем çинчен хăçан та пулин шухăшланă-и

Ун пек çынсене пулăшма тÿр килмен-и сире,

- Халĕ Сире сăмах партпăр. ( 3 ача калать)



-Çапла, ачасем, çынна ырă тумалла. Ырă ĕçсем тума тăрăшмалла. Ватă, сусăр çынсене ырă сăмахпа, ĕçпе пулăшма васкамалла.

- Мĕн куртăмăр-ха эпир искуссвăра тата пурнăçри сусăр çынсен сăнарĕсенче?



- Чире парăнманнине, шанчăка çухатманнине, йывăрлăха çĕнтерме пĕтĕм вăя хунине.

Апла пулсан пирĕн, сывă çынсен, вĕсенчен тĕслĕх илсе йывăрлăх сиксе тухсан та пуçа усмалла мар, пурнăçри тĕллеве пурнăçлама пĕр хăрамасăр ăнтăлмалла, мал ĕмĕтлĕ пулмалла, хамăрăн пултарулăха аталантармалла, сывлăхлă пулас тесен спортпа туслă пулмалла.

- Ачасем, сирĕн пурнăçра шанчăк нихăçан та ан сÿнтĕр. Çынлăх туйăмӗ яланах çуллĕ пусăмра пултăр.



Киле ĕç: Сочинени «Шанчăка çухатманнисем-телейлӗ»

Урок «Надежда»юрăпа вĕçленет.








































Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 6 класс.
Урок соответствует ФГОС

Автор: Иванова Галина Ивановна

Дата: 04.11.2021

Номер свидетельства: 590438


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства